Çил-тăвăл :: Сывă пулăр!


Совет çыннисемпе туслашнă американецсем Çĕр çине кайрĕç. Вĕсем Марс çинчен ăшă вăхăтра тапранма васкарĕç, — ученăйсен умне хăйсен правительстви планетă пурнăçне тĕплĕн пĕлес ыйту лартман.

Совет экспедицийĕ пурăнать-ха, пуçласа янă ĕçĕсене туса пĕтерме тăрăшать. Микроклимат тăвакан пирвайхи станцине хута ярса пăхрĕç, ирĕлекен пăрлăхран ăшă шыв аванах юхса тухать. Анчах çынсем планетă çинчен килне кайма хатĕрлене пуçланă пирки ăна ĕçлеме чарма тиврĕ. Малашне унпа пулас экспедицисем усă курĕç.

Космос институчĕ валли те вырăн хатĕр. Ку тĕле ăшă шыв юхса пымалла. Ракетăсемпе илсе килнĕ япаласене графитран тăракан сăрт хăвăлĕсене вырнаçтарчĕç.

«Мир» таврашĕнче сивĕтрĕ. Хĕл çывхарать. Кăра çилсем малтан тусан вĕçтерчĕç, халĕ сивĕ юр пĕрчисем хăвалаççĕ. Сывлăшри хĕрлĕ тусан тĕтри, хутран-ситрен сирĕлсе, хĕвелĕн таса питне кăтартать.

Марс чĕрчунĕсем хĕллехи ыйха хатĕрленеççĕ. Кунта мĕн пур чĕрчун çывăрса хĕл каçать. Çавна анабиоз теççĕ. Çĕр çинче те хĕле çывăрса каçакансем пур. Сăмахран, хурт-кăпшанкă, çĕлен-калта, шапасем, шултăра упа, пурăш тата ыттисем те.

Марсиансем те юлашки ĕçĕсене туса пĕтерме тăрăшаççĕ. Ирригаци системине хĕле хатĕрлеме çăмăл мар. Тырри-пуллине те, пухса кĕртсе, çитес çул валли хатĕрлесе хумалла.

Килти калтасем, мăн нăрăсем шăтăкĕсене кĕрсе выртнă ĕнтĕ, халĕ вĕсене нимле мелпе те тăратса кăлараяс çук.

Йывăçсем çулçисене тăкман-ха. Пирвайхи сивĕсем вĕсемшĕн ним те мар. Çĕрле шăнса пăрланаççĕ, кăнтăрла, хĕвел ăшăтнă вăхăтра, ним пулман пек, чăрăш евĕрлĕ сип-симĕс лараççĕ. Çавăн йышши чечексем те пур. Валентин Владимирович карап ăшне илсе кĕнĕ кĕленче пек чăнкăртатса тăракан пăрланнă чечек икĕ сехетрен чĕрĕлчĕ.

Тĕлĕнмелле хăнăхаççĕ чĕрчунсемпе ӳсен-тăрансем пурнăç условийĕсене! Акă Çĕр çинче те — Арктикăпа Антарктидăра, нихăçан çумăр çуман пушă хирсенче, нефтьре, бензинра, чи тарăн океансем тĕпĕнче, вĕри çăлсенче, уран рудинче, метанлă, аммиаклă атмосферăра, кӳкĕрт кислотиллĕ шывра — пур тĕлте те пурнăç! Пур тĕлте те организмпа тавралăх пĕрлĕхĕ.

Элиме ĕнтĕркенĕ, аран-аран çӳрет. Бронзă тĕслĕ ӳтне сенкер сĕм çапнă, сап-сарă лимон тĕслĕ куç шуррисем шупкаланнă, çинçе пĕвĕ-сийĕ пирвайхи сивĕ тăм ӳкнĕ хыççăнхи яштак хурăна аса илтерет. Марина ун аллине тытса пăхрĕ. Учĕ сип-сивĕ, анчах юн тымарĕ лăпкăн тапать.

Патша çуртне вăйлă хутма тытăнчĕç. Пурнăç шалти пӳлĕмсенче çеç. Çапах Марс хĕрĕ шăнать, ыйхă пусать ăна, хăй çав вăхăтрах Çĕр çине каясшăн çунать. Çынсем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа панине чĕрине илчĕ вăл. Унта çынсем хĕлле те çуллахи пек пурăнаççĕ, çывăрмаççĕ. Унăн нихçан шыв шăнман вырăнсенче пурăнса курас килет.

Валентин Владимирович Элиме кăмăлне хуçмарĕ, Çĕрпе Марс пĕр-пĕринпе яланхи çыхăну пуçласа ярсан, кӳршĕри планетă çине нумайăшĕ кайса курĕç, терĕ. Кун хыççан хĕр ĕмĕчĕ тата хытăрах хĕрсе кайрĕ. Патша çынсене юлашки хут ыйхă уявне хăнана чĕнчĕ. Çавăн пек уйрăм йăла пур Марс çинче, хамăр çĕршыври тыр-пул уявĕ, кĕрхи сăра, акатуй, сабантуй тата ытти халăх йăлисем евĕрлĕскер.

Марсиансем хушшинче халĕ нимле савăнăç та çук, вĕсем салхуллă çӳреççĕ. Хĕл ирттересси çăмăл мар, вăранайманнисем те пулкалаççĕ.

Çынсем çĕр çине кайма хатĕрленеççĕ. Куполлă çурт ăшне аппаратсем лартрĕç. Калаçса татăлнă тăрăх, марсиансем çав çурта тивмелле мар, сыхламалла. Передатчиксене тата темиçе тĕле лартрĕç. Элиме пӳлĕмне те манса хăвармарĕç.

Вĕçсе каяс умĕн çынсем юлашки хут курма тухрĕç. «Мир» таврашĕнче çӳрерĕç. Хулари пӳртсем пуш-пушах. Пурте пытаннă. Йăла тăрăх, юлашкинчен патша çемйи ыйха выртать. Ун пӳртĕнче те сас-хура илтĕнмест. Юлашки хуралçă — мăн эрешмен çеç — патша çурчĕн алăкне картипе карать. Унăн та ыран-паян чĕркенсе выртса çывăрса каймалла.

Планетă шуралчĕ. Пĕлĕтсĕр кунсенче çӳхе юр хĕвел çутипе кĕренленет. Ниçта та ура йĕрĕ çук. Çил-тăвăл тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавăн пек вăхăтра Çĕр çинчен Марс каналĕсем курăнми пулаççĕ, планетă питне тусан хуплать.

Андрианов «Мире» Çĕр çулĕ еннелле тĕллерĕ. Кнопкине пусасси çеç юлнă. Хăй ним те каламасть. Пĕлме çук, шухăшĕ Венерă çинче маар-ши ун?

«Мир» вут пĕрĕхрĕ. Планетă çинче хура тĕтĕм юлчĕ, нумай вăхăт сирĕлмерĕ.

Атмосферă сийĕнчен тухсан, çынсем иллюминатор витĕр Марс çине юлашки хут çывăхран пăхрĕç. Унта çил-тăвăл пăтранать. Планетă тĕтĕм витĕр пăхнă пек курăнать.

— Чипер юл, Марс! Чипер юлăр, марсиансем! Эпир — сирĕн тусăрсем! Пулăшу кĕтĕр пиртен!

 

* * *

«Мир» хĕрлĕ планетă çинчен хускалнăранпа темиçе уйăх иртрĕ. Карап Çĕр патнелле çывхарать, Сенкер планетă пысăкланнăçем пысăкланать. Радиохумсем пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр çинче экспедици çыннисене чунтан кĕтеççĕ. Кусем хăйсем те питĕ тунсăхланă, тăван халăхран тахçан авалах уйрăлнăн туйăнать.

Таврара пăч-тĕттĕм. Çăлтăрсем мĕлтлетмесĕр çиçеççĕ. Марина капитан рубкине пычĕ. Андрианов пĕр самант чĕнмерĕ, çаврăнса та пăхмарĕ. Хăш чухне вăл хĕр çинчен куçне иле пĕлмест, хăш чухне вара пăхмасть те. Мĕн çинчен шухăшлать çак çын халĕ çăлтăрсем çине пăхса? Юратакан хĕрĕ пур-ши ун? Çĕр çинче кам чун-чĕререн кĕтет-ши ăна? Килĕ пур-ши ун? Е килĕ унăн космос-ши?

— Куратăн-и? — ыйтрĕ капитан сасартăк, Марина еннелле çаврăнса. — Плутон. Хĕвел тĕнчи чиккинчи планетă. Пирĕн Çĕртен пĕчĕкрех. Пит аякра пулнипе çав планетă çинчен Хĕвел те çăлтăр пек çеç курăнать. Вăл Çĕртен хĕрĕх хут аяккарах Хĕвелтен. Ăшă çитмест. Каятпăр-и çавăнта?

Марина нимĕн те кала пĕлмерĕ. Андриянов хĕр алли çине пăхать, куçĕнчен пăхма вара хăяймасть. Ун хăтланăвĕсем яланхи пекех, сассинче те нимĕн çĕнни сисĕнмест.

Марина, вăтаннипе хирĕç ним чĕнмесĕр, хăй пӳлĕмне кайрĕ, Марс çинчен сигналсем йышăнма тытăнчĕ. Экран çинче юр айĕнчен тухнă паллакан вырăнсем курăнчĕç. Марсиансем вăрана пуçланă. Элиме те вăранчĕ, анасларĕ, таса кĕпе тăхăнчĕ. Такама шырать, аллине тăсрĕ. Çывăрса хĕл каçнă хыççăн ырханланнă вăл, яштака çинçе пĕвĕ хăй витĕр сенкер çутă кăларнă пек туйăнать. Ют тĕнче халăхĕн чи хитре хĕрĕ мар-ши вăл?

— Вадим! Марина! — илтĕнет ун чечен сасси. — Ăçта эсир, çынсем? Таврăнăр! Кĕтетпĕр!

— Ну, мĕнле шухăшлатăр? — ыйтрĕ Валентин Владимирович юлташĕсенчен. — Сирĕн кăмăлăра пĕлместĕп, хамăн шухăша калатăп: тепĕр экспедиципе таврăнатăпах, унтан Космос институтне ĕçлеме куçатăп! Планетă пурнăçне пĕлсе çитмеллех пирĕн! Эпир ун шалти хăвăлĕсене кĕрсе пăхаймарăмăр-ха. Мĕн пур-ши унта?.. Тĕрĕссипе каласан, марсиансене юратрăм... Марсианкăсене те. — Биолог Вадима куç хĕсрĕ.

Марина хĕрелсе кайрĕ. Вадим вăрттăн хĕр аллине чăмăртарĕ. Леш туртăнмарĕ.

Иллюминатор витĕр Çĕр курăнать.

 

* * *

«Мир» автоматлă карап экипажне, карап тунă çĕре хутшăннă ученăйсемпе конструкторсене, инженерсене, техниксемпе рабочисене, мĕн пур коллективсемпе организацисене.

Хаклă юлташсем, туссем!

Пирĕн Советлă Тăван çĕршыв тĕнче уçлăхне тĕпчесе вĕренес ĕçĕн историне çĕнĕ чаплă страницă çырса хучĕ. Историре Марс çине пĕрремĕш хут çынсемпе янă «Мир» автоматлă карап каялла ăнăçлă таврăнчĕ. Çакă вăл совет наукипе техникин чаплă çĕнтерĕвĕ пулать.

Совет Союзĕнчи Коммунистсен партийĕн Центральнăй Комитечĕ, СССР Верховнăй Совет Президиумĕ тата СССР Министрĕсен Совечĕ пĕрремĕш хут Марс çине кайса килнĕ экспедици çыннисене, «Мир» автоматлă карапа тунă, Марс çине вĕçтерсе çитерсе каялла тавăрнă çĕре хутшăннă ученăйсемпе конструкторсене, инженерсене, техниксемпе рабочисене, коллективсемпе организацисене, хăйсен хастар ĕçĕпе космонавтикăн çĕнĕте пысăк пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвне тума пулăшнă мĕн пур çынсене хĕрӳллĕн саламлаççĕ.

Паттăр совет халăхне, тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан халăха, пурнăçа çĕнетсе улăштаракан халăха — мухтав!

Сывă пултăр Совет Союзĕнчи коммунистсен партийĕ — пирĕн мĕн пур çĕнтерӳсене тума хавхалантараканĕ тата организаторĕ».

 

1965—66 çç.