Çил-тăвăл :: Асăрхаттарни
Çынсем караппа юнашар лартнă купол евĕрлĕ хӳтлĕхе пурăнма куçрĕç. Кунта сывлăш пусăмĕ Çĕр çинчи пекех, кислород çителĕклĕ; ăна аппаратсемпе оранжерейă хатĕрлесе тăрать.
Çу вăхăтĕнче Çĕр çинчи майлă микроклимат туса яма ытла йывăр пулмарĕ. Ашă пур, атмосфера пусăмĕ çителĕклĕ. Планетă çинче йывăр газсем нумай. Хамăр сывлăшпа танлаштарса пăхсан, унта аргон, криптон, ксенон темиçе хут çăрарах. Çавăн пек газсем пуррипе Марс атмосферин пусăмĕ Çĕр çинчи евĕрлех. Ахаль мар çил-тăвăлсем тапратнă тусан планетă атмосферинче нумай вăхăт вĕçсе çӳрет, тĕк евĕрлĕ пĕлĕтсем çӳле çирĕм километр таран хăпараççĕ. Çакна астрономсем нумай хут сăнанă. Кислород çеç сахалтарах. Çĕр атмосферинче кислород çирĕм пĕр процент, Марс атмосферинче ун чухлĕ çук, анчах марсиансемшĕн çакă та çителĕклĕ. Кунти чĕрчунсен юнĕ сивĕрех, температури çирĕм пилĕк градусран ытла мар. Валентин Владимирович шучĕпе, çавăн пек чĕрчун атмосферăра кислород сакăр процент çеç пулсан та лайăх пурăнать. Тата йывăрлăх икĕ хут сахал условире йывăр газлă сывлăшра вĕçекен чĕрчунсем шултăра пулмалла. Нумайăшне вĕсенчен çынсем тĕл пулман-тăр-ха.
Çĕр çинчен США космос карапĕ Марс патне çитни, ун орбитипе çӳрени çинчен асăрхаттарчĕç. Килĕштерсе ĕçлеме, кирлĕ пулсан — пулăшма сĕнчĕç. Совет Союзĕн экспедицийĕ марсиансемпе туслашса çитнĕччĕ. Американецсем вĕсемпе килĕштерĕç-ши? Хăйсен патшалăхĕнче негрсене çын вырăнне хуман хыççăн, марсиансене сума сăвĕç-ши? Мĕншĕн «Мирпе» çыхăнмаççĕ-ха тата? Хыпар пурне те шухăша ячĕ.
Кĕтмен çĕртен карап çывăхне нăрă пырса ларчĕ. Унпа Ут ученăй килнĕ. Çынсем патне пычĕ. Васкаса килни паллă. Сăлтавĕ мĕнре-ши?
Малтан Ут купол евĕрлĕ пӳрте кĕрсе пăхрĕ, мухтарĕ, унтан Светлова куçа-куçăн калаçма чĕнчĕ. Вăл ăна планетă çинче çынсене хирĕç пыракан ушкăн чăмăртанни çинчен пĕлтерчĕ. Элимен савни пур иккен, Çĕлен çĕрĕнче пурăнакан халăх пуçлăхен ывăлĕ. Паян ирхине вăл патша патне Элимене çураçма килнĕ пулнă, анчах хĕр çамрăк çынпа çӳреме тухса кайнине пĕлсен, çилленнĕ, çынсене хăваламашкăн сăлтав шырать.
— Патша мĕнле йышăннă çав качча? —ыйтрĕ Светлов.
— Халăх йăли тăрăх, хĕр хăй каччине кăмăллать пулсан, ашшĕ çав ĕçре ним те тăваймасть, — терĕ Ут.
— Пире çак хыпара пĕлтерме хăрамастăн-и? — интересленчĕ Светлов.
Çук, Ут кунта патша хушнипе килнĕ иккен. Çĕлен çĕрĕнчи пуçлăха патша юратсах каймасть.
Светлов Марс çинче халăхсем пĕр-пĕринпе мĕнле пурăнни çинчен пĕлесшĕн пулчĕ. Ут каланă тăрăх, планетă çинчи халăхсем килĕштерсе пурăнаççĕ, мĕншĕн тесен ирригаци системи пуриншĕн те пĕрре, çав çыхăнтарса тăрать. Шыв пирки хирĕçӳсем пулкалаççĕ, анчах вăрçă патне çитмеççĕ. Йăла тăрăх, кам вăрçă пуçлать, çав шывсăр юлать. Вĕçекен çĕленсем пĕр-пĕрин çине яркаланă тапхăрсем пулкаланă.
Светлов вĕçекен çĕленсем çинчен ыйтса тĕпчесшĕнччĕ, анчах Ут васкать иккен, тепре килсен тĕплĕн каласа пама пулчĕ. Халĕ унăн, патша хушнипе, Элимепе Вадима хăваласа çитмелле, асăрхаттармалла вĕсене, усал шухăшлакансенчен сыхламалла, тата паллă вырăнсене курса çӳреме пулăшмалла.
Нăрă патне каяс умĕн Ут тепĕр хут асăрхаттарчĕ, сыхланма канаш пачĕ, каялла таврăнсан, калаçмалли пысăк сăлтавсем пуррине пĕлтерчĕ.
«Инкексем пуçланаççĕ, — шухăшларĕ Светлов. — Мĕн кĕтет çынсене ыран?»
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...