Çил-тăвăл :: Планетăпа паллашни
Кунти ӳсен-тăрансем шăрăхран та сивĕрен те хăрамаççĕ. Çĕр çинче те çавăн евĕр чăтăмлă ӳсен-тăрансем пур. Акă, тундрăра çуркунне курăк ешерет, чечек çеçкисем сарăлнă. Сасартăк çанталăк пăсăлать: юр çăвать, сивĕ вăтăр градуса çитет. Çулçăсем, чечексем аптрамаççĕ, хăнăхаççĕ, чăтаççĕ, пурăнаççĕ. Пуш хирсенче ӳсекен йывăç-курăксене илер-ха тата. Египетри, Аравири, Сахарăри пушă хирсенче пĕр çумăрсăр пурăнакан курăксем пур. Арктикăпа Антарктидăра сахал чĕрчун пурăнать-и тата? Унти хурт-кăпшанкăсем вун пĕр уйăх патне пăрланса выртаççĕ. Çуркуннехи хĕвел кăшт ăшшăн пăхсанах пурăнма тытăнаççĕ.
Марс ӳсен-тăранĕсемпе чĕрчунĕсем йывăр пурнăç условийĕсене тата лайăхрах хăнăхни палăрать. Акă, кунта тăварпа витĕннĕ курăксем пур. Тăвар сывлăшри нӳре туртса илет. Курăкне çав анчах кирлĕ: тăвар урлă шыв ĕçсе тăранать. Валентин Владимирович шывсăр пурăнакан чĕрчунсене тупрĕ. Кирлĕ шыва вĕсем хăйсен организмĕнче хатĕрлеççĕ. Пурăнать çав чĕрчун шыв тутине те, ĕçес килнине те пĕлмест.
Юхса выртакан шывсем çынсем киçта та кураймарĕç. Сайра-сайра, çырансен хĕррисенче, шыв тумлакан тĕлсем пур: аяла юлнă пăрлăх ирĕлет.
Аякра, тавра курăм хĕрринче, башньă курăнса кайрĕ. Çĕр çыннисен машини çавăнталла вĕçрĕ. Унта вĕсене Марс ученăйĕсем кĕтсе илмелле.
Çӳллĕ çыран аякки. Тӳпенелле пусмасем улăхаççĕ. Шутласа кăларма çук йышлă картлашкасем. Çӳлте, çыран тăрринче, башньă ларать. Темле металтан тунă ăна, нумай вăхăт ларать пулмалла.
Марсиансем çынсене лапамра, йывăçсен хӳтлĕхĕнче, кĕтсе илчĕç. Кунта хĕрлĕ хăйăр çине шăналăк евĕрлĕ япала сарнă, пĕчĕк кăна куркасемпе тĕрлĕ çимĕç лартнă. Çынсем марсиансен çимĕçне тутанса пăхманччĕ-ха халиччен. Акă мĕн паллă пулчĕ вĕсене: марсиансем аш тавраш çимеççĕ иккен. Эрех те çук вĕсен. Те халăх йăли çапла?
Мĕн çини, мĕн çăтни сисĕнмерĕ те. Çĕр çинчи пек, хырăма тултаракан çимĕçсем çук. Юлашкинчен çынсене пĕрер курка сĕт тĕслĕ япăла ĕçтерчĕç. Çынсене вăй кĕчĕ, ывăнни сисĕнми пулчĕ, сывлас килни те иртсе кайрĕ. Ку им-çам пулчĕ, ахăр, ăшра кислород парса тăраканни. Марс çинче кислород Çĕр çинчинчен сахалтарах, çапах чĕрчунсем лайăх пурăнаççĕ, аптрамаççĕ. Марсиансен, пĕр енчен, кăкăрĕсем сарлака (ӳпкисем пысăк пулмалла), тепĕр енчен, кислород кăларакан çимĕçсем пур вĕсен.
Пусма икĕ енĕпе ырă шăршă кăларакан чечексем ӳсеççĕ. Башньă ăшне илсе кĕрекен алăк уçăлчĕ. Пăч-тĕттĕм пӳлĕм. Çӳлте, çаврашка та мăкăрăлчăк маччара, çутă шăтăксем курăнаççĕ. Çĕрле çавсем витĕр çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ-тĕр. Кунта марсиансен обсерваторийĕ. Оптикăллă телескопсем ытла та кивелнĕ.
Çутă пӳлĕмре Хĕвел системин моделĕ. Марсиансем хамăр Галактикăна лайăх пĕлни палăрать.
Башньă тăррине хăпарчĕç. Çынсем çак вырăнтан пуçланса каякан пуш хир çине пăхрĕç тетĕлĕнсех кайрĕç. Кунта тĕлĕнмелли япаласем чăнах та пур çав. Инçетре те мар çав тери пысăк радиотелескоп юлашки саланса выртать. Ун диаметрĕ темиçе километр та пулнă-тăр. Çав радиотелескоп ĕçленĕ вăхăтра Марс астрономĕсем мĕнле-мĕнле тĕнчене сăнаман-тăр! Кам пĕлет, ытти цивилизацисемпе çыхăну тытса тăман-ши вĕсем?
Çынсене Марс цивилизацийĕ пĕчĕккĕн сӳнсе пыни аванах палăрчĕ.
Светлов тавралăха бинокльпе пăхса çаврăнчĕ. Кунта пысăк хула юлашки пулнă цивилизаци масарĕ, вилнисен тăпри. Вăл горизонт патне çитичченех сарăлса выртать. Хурлăхлă тавралăх. Нумай пин çул сапаланса выртать пулĕ ĕнтĕ хула юлашки: типĕ вырăнта япала час çĕрмест.
Çынсене ертсе çӳрекен Ут ятлă ученăй Светловпа пĕрле нумайччен тавралăха пăхса тăчĕ. Унтан куçне шăлса илчĕ те, ассăн сывласа, хурлăхлă сасăпа çапла каларĕ:
— Халĕ эсир вилекен планетă çинче!
— Елĕкхи цивилизаии вăйлă пулни çинчен пушă сăмах мар-и? — ыйтрĕ Валентин Владимирович.
Ут авалхи истори докуменчĕсемпе паллаштарма сăмах пачĕ. Анчах малтан патшаран ирĕк ыйтмалла иккен. Халĕ вăл пушă мар-ха, унта çамрăк çын хăнара.
Башньă тăрринчен аялти айлăм лайăх курăнать. Ешерекен лаптăкăн аякри чиккисем курăнмаççĕ. Унта пурнăç вĕркет. Çулсем çинче тĕрлĕ чĕрчунсем йăраланасçĕ, сайра хутра нăрăсем вĕçсе иртеççĕ. Вăрман уçланкисеиче хуласем палăраççĕ.
Вĕçен кайăксем курăнмаççĕ. Пулманши е условисем çуккипе пĕтнĕ-ши?
Валентин Владимирович хăйĕн шухăшĕсене каласа пĕлтерчĕ.
— Марс пичĕ çине пăхатăн та ирĕксĕрех Гаврил Андреевич Тихова аса илетĕн, — терĕ вăл. — Вăл пуçласа янă астробиологи идейисем пĕтĕмпех çиеле тухрĕç, практикă теорие çирĕплетрĕ. Космогони наука каланă тăрăх, планетăсем пĕр процеспа, пĕр вăхăтра тăват-пилĕк миллиард çул каярах пуçланса кайнă. Паллă ĕнтĕ,
Марс çинче те пурнăç тахçанах пуçланса кайнă, Çĕр çинчинчен маларах-тăр та, мĕншĕн тесен Марс пĕчĕк пулни çавăн пек условисем туса панă.
Пуçланса кайнă пурнăç Марс условийĕсене хăнăхнă, эпир хамăр вара Çĕр çинчи условисене хăнăхнă. Марс çинчи пурнăçшăн кунта лайăх, пирĕншĕн Çĕр çинче лайăх, çавăнпа çыншăн çак планетă усăллă-ши? Капиталистсене хаклă чулсем илĕртĕç, пире... Темĕн, марсиансене пулăшас кăмăлпа килсен çеç...
Валентин Владимировичăн юлашки сăмахĕсемпе Светлов килĕшмерĕ. Антарктидăра та пурнăç çăмăл мар, çынсем çапах ĕçлеççĕ. Кирлĕ иккен.
— Вăл çапла, çапла ĕнтĕ, — çаврăнса ӳкрĕ биолог. — Наукăшăн çын темĕне те чăтать.
— Наукă этемшĕн-çке! — терĕ Светлов.
Вăл биолога тĕплĕн каласа ăнлантарасшăнччĕ, мĕншĕн тесен ăна лешин чĕри тĕпĕнче ӳкĕнӳ шухăшĕ тапранса кайнă пек туйăнчĕ. Анчах çав вăхăтра Марина пăлханса кайрĕ. Кирек хăçан та тăпăл-тăпăл çӳрекен хĕр çӳçĕ саланса кайнине те сисмерĕ.
— Сергей Петрович! Сергей Петрович! — пĕлтерчĕ вăл, савăннипе хытă хумханса. — Вадим тупăнчĕ!
Светлов, чĕлхине çыртнă пек, нимĕн те чĕнмерĕ, шуралса кайрĕ, унтан, хăйне аллине илсе, телевидени экранне ĕçе яма хушрĕ.
Сенкер экран çинче ӳкерчĕксем шăваççĕ. Калта каразанĕ. Иккĕмĕш калта çинче хитре сăпкара Вадимпа марсианкă. Марина тутине юн кăлариччен çыртсă лартрĕ. Приборсем хум хăш енчен килнине кăтартрĕç.
Машинă сывлăша çĕкленчĕ, анчах çав вăхăтра экран синче калта караванĕ çухалчĕ?, Вадим йĕрĕ татах пĕтрĕ.
Машинă айĕнче кăтра вăрмансем, хирсем. Икĕ хула урлă вĕçсе каçрĕç. Пĕр тĕлте, пысăк лаптăк çинче, марсиансем йăшăлтатаççĕ, çĕнĕ айлăма тикĕслеççĕ, ирригаци системине майлаштараççĕ. Светлов машинине çав лапама антарчĕ. Тăпран çиелти сийне илнĕ. Кунта тахçан авал тинĕс тĕпĕ пулни паллă: вак чĕрчунсен хуранĕсем пур. Авă, чулланнă амонит выртать.
— Çын! Çын! Кан-кан-кан! — саламлаççĕ марсиансем; çынсем планетă çине анни çинчен хыпар кунта та
çитнĕ иккен.
Светлов машинăран тухрĕ. Калаçу пуçланчĕ. Марсиансем хăйсем мĕнле пурăнни çинчен каласа параççĕ. Закон тăрăх Кан-кан-канра пурте пĕр тан, пурте ĕçлеççĕ. Кам ĕçлет, çавна çитереççĕ, тумлантараççĕ. Укçа тавраш çук. Анчах тĕрĕсмарлăх пур. Хăшĕ çуртра пурăнаççĕ, хăшĕ хăвăлсенче. Тата халăх ĕнси çинче ларакансем те пур-мĕн.
— Чи вăйли — халăх, вăл хăй пурнăçне хăй тăвать, — терĕ Светлов.
Марсиансем шавламарĕç. Пĕлме çук, камран та пулин хăрамарĕç-ши?
Çынсем техникăпа интересленчĕç. Пăс машинисем ĕçлеççĕ, лашасем вырăнĕнче — калтасем.
Тарăн та сарлака каналсене епле туса янă? Планетă пичĕ çинче хăй тĕллĕн пулса тăнă япаласем мар вĕсем. Мĕнле машинăсем пулнă ун чух? Е темиçе пин сул хушши ĕçлесе тунă каналсем-ши вĕсем?
Марсиансен инженерĕ каланă тăрăх, тахçан авал лапамсем тăвакан вăйлă машинăсем пулнă. Ытти планетăсем çине çитекен карапсем те пулнă имĕш. Елĕк карапсем тапранса кайнă вырăнсене кăтартма хатĕррисем те тупăнчĕç.
Марсиансем нумай ыйтусем пачĕç, хăшĕ-пĕри Çĕр çине илсе кайма тархаслаççĕ, кӳршĕри планетă çине пырса курас килет вĕсен.
Лапам çыранĕнче тĕрлĕ сийсем палăраççĕ. Пĕр тĕлте хулăн пăр сийĕ курăнать. Авал кунта шывлă çырма пулнă, каярахпа шăнса ларнă та тăпра сийĕпе витĕннĕ. Пăр айĕнчен шыв шăнкăртатса юхать, пĕр тумламне çухатмасăр труба ăшне кĕрсе каять. Марсиансем ишĕлнĕ çырана тӳрлетеççĕ. Чĕрчунсем вăйлă, пурте сарлака çурăмлă, бронзăран тунă статуйăсем ĕçлеççĕ тейĕн çав.
Машинă, сывлăша хăпарса, карап еннелле çул тытрĕ. Марина Светлов çине ăнланмасăр пăхрĕ. Сергей Петрович ăнланчĕ.
— Ан пăшăрхан, Марина, — терĕ вăл. — Вадим сывă. Хăйĕн пуçĕ пур. Ана сыхлаççĕ, куртăн пулĕ? Халĕ ун енчен сигналсем çук, ăçтан тупăн ăна? Андрианов сăмахĕсем тĕрĕс: Вадима юриех хăйсем патĕнче тытаççĕ.
Аялта çаврака кратер курăнса кайрĕ. Диаметрĕ километртан кая мар. Астероид ӳксе тунă кратер. Пысăк хăвăлтан пăс тухать. Машинă унта анчĕ, хăвăла кĕрсе кайрĕ. Стени графитран. Пăчăланса пырать. Пĕр тĕлте машинă фарисем темле тискер чĕрчуна çутатрĕç, тирĕ хăйĕн çĕленĕнни пек. Каялла çаврăнмалла пулчĕ, кирлĕ мар çĕртен çыхланма кирлĕ мар.
Машинă ытла çӳле те çĕкленеймере — хыçалтан нăрăсем вĕçсе хăпарчĕç, хăвалама тытăнчĕç. Анчах вĕсем кая юлчĕç. Çитейменнине кура, каялла çаврăнчĕç те хăвăл еннелле вĕçрĕç.
— Мĕне пĕлтерет ку? Куртăр-и? — ыйтрĕ Светлов.
— Пире кăмăлламаннисем те пур-тăр çав! — терĕ Валентин Владимирович.
— Эпир паян марсиансем хушман çĕрте пултăмăр. Айăплă! — тавăрчĕ Светлов, ассăн сывласа ярса.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...