Çил-тăвăл :: Хăнара
Вăрман енчен нăрăсем вĕçсе килни курăнчĕ. Вĕсем алла яхăн. Вăрçăпа-ши е ырăпа-ши?
Нăрăсем карап çывăхĕнче анчĕç. Вĕсен хыçĕнчен, тата аллă нăрă вĕçсе çитрĕ. Вĕсем лармарĕç, çӳлте çаврăна пуçларĕç. Марсиансем нăрăсем çинчен анса ретĕн тăчĕç. Пĕри, пуринчен те вăрăмми, рет умĕнче каллĕ-маллĕ утса тухрĕ, чарăнчĕ, аллисене çӳлелле çĕклерĕ те тем хушрĕ. Ретре тăракансем умĕнче çакăнса тăракан параппанĕсене кĕрĕлтеттерсе ячĕç, сылтăм урисене çӳлелле çĕклесе тытрĕç. Уйрăм тăракан виçĕ марсианин, паçăр килсе кайнисем, параппан кĕввипе харăс хăлаçланса, карап еннелле утрĕç.
Вăрăмми кăшкăрчĕ. Ретрисем сылтăм урисене антарчĕç, сулахай урисене çĕклерĕç. Çав вăхăтра рет çийĕнче, сывлăшра, пĕр вырăнта вĕçсе таракан темле хура ушкăн курăнчĕ. Валентин Владимировичăн аппарат кĕленчи витĕр çав ушкăн вăрăм тунасем пек курăнать.
— Крум-крум-крум-та-та! — кĕрлеççĕ параппансем.
— Нăй-нăй-нăй! — купăс калать сывлăшри вăрăм туна ушкăнĕ.
— Кан-кан-кан! — кăшкăраççĕ марсиансем.
— Пĕр вăрăм туни сан çине ларсан, пĕччен пĕтĕм юнна ĕмсе илĕ, — терĕ Марина.
— Вĕсем урăх çимĕçпе тăранса пурăнаççĕ пулмалла, — терĕ Валентин Владимирович. — Юн ĕçекенсене марсиансем çапла усрас çукчĕ.
Татах тем хушрĕ вăрăм марсианин. Ретрисем, параппанĕсене çапса, харăс утма пуçларĕç.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă! Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă! — шутлать пулмалла вăрăмми. Çав вăхăтра ретрисем тăваттă ярса пусаççĕ те хăрах урисем çинче хытса тăраççĕ.
— Церемони маршĕ пулмалла, — терĕ Андрианов.
— Путишле! — кулса ячĕ сасăпах Марина. Светлов ун çине тăрăхласа пăхрĕ: ют йăларан мĕншĕн кулмалла. Хĕр вăтанчĕ, çăварне аллипе хупларĕ.
— Крум-крум-крум-та-та! — çаплах янраççĕ параппансем.
— Кан-кан-кан! — кăшкăраççĕ харăс марсиансем.
Паçăрхи пекех, малтан пĕр ури çинче, кайран тепĕр ури çинче хытса тăраççĕ.
Рет карап патне çитрĕ, чарăнчĕ. Вăрăмми тем каларĕ. Пурте урисене хуçса ларчĕç, аллисене параппанĕсем çине хучĕç. Виççĕшĕ кăна карап умĕнче тăраççĕ.
Ак тамаша! Çав вăхăтрах васанри шăтăкран ретпе-ретпе марсиансем туха пуçларĕç. Карап патне çывăха пымасăр, ăна йĕри-тавра çавăрса илеççĕ. Халĕ васанри шăтăк марсиансем пурăнакан çĕре илсе кайни паллă пулчĕ.
Карап ункăра юлчĕ.
Светлов, Валентин Владимирович, Марина, чĕлхерен чĕлхене куçаракан аппарата илсе, карапран тухрĕç. Шалта капитан юлчĕ, карапне пĕччен хăвармасть вăл.
Çынсене курсан, марсиансем параппанĕсене татах кĕрĕслеттерчĕç, вăрăм тунасем нăйăлтата пуçларĕç.
Валентин Владимирович чăтаймарĕ.
мнммнн^мнш
— Вăт дрессировка тесен те юрать! — терĕ вăл, варăм тунасене кăтартса. — Те вĕсем, те ăслă чĕрчунсем?
— Нăрăсем, нăрăсем епле итлеççĕ вĕсене! Килти выльăх пек! — мухтарĕ Светлов.
— Нăрăсем пирки иккĕленетĕп-ха, — тавăрчĕ Валентин Владимирович. — Тен, аппаратсем вĕсем?
— Вăрăм тунисем те музыкăллă инструментсем мар-и? — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Марина.
— Курăпăр! — терĕ Светлов.
— Курăпăр! — килĕшрĕ биолог.
Виçĕ марсианран пĕри тем хушрĕ. Параппансем нумайччен кĕрĕлтетрĕç, унтан харăсах чарăнчĕç. Шăп. Марина чĕлхерен чĕлхеве куçаракан кибернетикă машинине ĕçе яма хатĕрленсе тăчĕ.
Марсиансем, паçăр чи малтан çынсемпе паллашнисем, уйрăмах ун çине пăхаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, куçараканни — чи нумай пĕлекенни.
— Урăх тĕнчерен килнĕ туссем! — сăмах пуçларĕ асли. — Кан-кан-кан халăхĕн пуçлăхĕ сире хăй патне хăнана ченет!
Светлов, шăпланма ыйтса, аллине çĕклерĕ.
— Пирĕн тăван сирĕн патăрта, сывă-и вăл? — ыйтрĕ экспедици начальникĕ.
— Сывă, сывă! — кашкăрчĕç марсиансем. — Вăл халĕ пуçлăх хĕрĕн хаклă хăни.
Марина шуралса кайрĕ: Вадим — пуçлăх хĕрĕн хаклă хăни!
— Эпир, Çĕр çыннисем, — терĕ Светлов, пĕлĕт çине кăтартса, — сирĕн пата хăнана пыма килĕшетпĕр.
Марсиансен параппанĕсем кĕмсĕртетрĕç, вăрăм тунасем нăйăлтатрĕç.
— Кан-кан-кан! — кăшкăрчĕç пурте.
Çынсен хăйсен машини пур — сывлăшра та, шывра та, çĕр çинче те çӳрекенни, — анчах паян вĕсем йыхравçăсемпе кайма килĕшрĕç.
Кашни çынна уйрăм нăрă çине лартрĕç. Марина килĕшесшĕн пулмарĕ, Светлов паллă парсан, хĕр шарламарĕ.
Иллюминатор витĕр Андрианов вĕсене аллипе сулса ăсатрĕ.
«Çулăр ăнăçлă пултăр!.. Систерĕр!»— илтрĕç ун сассине хăнана каякансем.
Çынсене нăрăсем çинче ларса пыма аван. Вĕсем сиктермеççĕ, ларкăчĕсĕне çемçе минтертен тунă.
Пушă хир пĕтрĕ, айлăм пуçланчĕ; унта ту тайлăмĕпе анмалла. Аякра-аякра, тĕтре ăшĕнче, аран-аран тепĕр ту тайлăмĕ палăрать. Туртса тăснă çип пек тăсалнă тӳрем айлăм икă çыран хушшинче иккен. Нăрăсем, çаврăна-çаврăна, аялалла анаççĕ. Ту тайлăмĕн çӳллĕшĕ виçĕ километртан кая мар. Ку лапам хăй тĕллĕн пулса кайманни паллах. Акă вăл планетă каналĕн татăкĕ! Кунта, икĕ çыран хушшинче, тарăн лапамри тӳремлĕхре, сывлăш çăрарах та, ăшăрах та.
Пĕтĕм лаптăк тавра курăм хĕррине çитичченех сип-симĕс, тĕл-тĕл сенкер. Çынсем çак сăнлăхсене пăхса киленнĕ вăхăтра марсиансем пысăк калтасене çавăтса пычĕç. Вĕсем крокодилсенчен те шултрарах — Марс çинчи лашасем пулĕ ĕнтĕ. Хитре тирпейленĕ вĕсене, çурăмĕсем çинче çемçе сăпкасем.
Хăнасене пĕрерĕн-пĕрерĕн калтасем çине лартрĕç, тапранчĕç. Çак вăхăтра сывлăшра татах вăрăм тунасем нăйăлтатса ячĕç.
— Крум-крум-крум-та-та! Кан-кан-кан! — илтĕнет хыçалтан.
Калта караванĕ тӳп-тӳрĕ те тип-тикĕс аслă çулпа пырать. Икĕ енепе пахчасем, хирсем.
Хулана çитрĕç. Çĕр çинчи пек çӳллĕ çуртсем çук кунта. Ик-виç метр çӳллĕш шăтса тухнă кăмпасем пек вĕсем. Хăшĕ — чăн-чăн ӳпĕнтернĕ тирĕк. Мĕнле-мĕнле кăна сăрпа сăрламан-ши вĕсен тăррисене! Чăн-чăн асамат кĕперĕ. Урамĕсем тата тип-тикĕс те тӳп-тӳрĕ.
Акă малта пысăк та ыттисенчен çӳллĕрех кăмпа евĕрлĕ çурт курăнса кайрĕ. Тĕрленĕ хапхи патне пыракан çулăн икĕ енĕпе марсиансем тăраççĕ. Çынсене вĕсем пуçĕсене тайса саламлаççĕ.
Тĕрленĕ хапха уçăлчĕ.
— Крум-крум-крум-та-та! — кĕмсĕртетрĕç параппансем.
Пусма картлашкисем аялалла, планетă ăшнелле, илсе антараççĕ. Çурт пӳлĕмĕсем çĕр айĕнче. Ура айне кавир сарнă. Хитре тĕрленĕ алăк патне çитрĕç. Икĕ енĕпе хуралçăсем тăраççĕ. Пурин çинче те пурçăн тумтир, пуçĕсем çинче çӳллĕ те шĕвĕр калпаксем. Сыхлавçăсем те «Кан-кан-кан» тесе саламларĕç.
Пысăк пӳлĕм. Пĕр енчен çутă кĕрет. Хыçал енче, пукан çинче, хура тумтирлĕ марсиан ларать. Ун икĕ енне, лутрарах пукансем çине, хулăн марсиансем вырнаçнă. Нумаййăн вĕсем. Хура тумтирли патне çывăхарнăçем ларакансем хулăнтарах.
Марс çинче хисеп те, вырăн та, пуянлăх та хулăннинчен килет иккен. Патша çывăхĕнчисем, хăшĕ-пĕри хулăннипе, ура çине тăраймаççĕ, вĕсене наçилккесемпе йăтса çӳреççĕ. Çулталăкра пĕрре, патша çуралнă кун, тӳресене виçсе пăхаççĕ. Чи хулăн та, чи йывăр тӳре чи хисеплĕ вырăн йышăнать.
Кан-кан-канра патша çеç хулăн пулма пултараймасть. Йăла тăрăх, хулăнни патша вырăнне лараймасть, çавăнпа патши хăйне вырăнтан кăларса ӳкересрен хăрамасть. Хисеплĕ марсиансем хулăнрах пулма тăрăшаççĕ: патша вырăнĕ пĕррĕ, хисеплĕ вырăн нумай.
Çынсене хура тумтирли патне ертсе пычĕç. Ку халăх пуçлăхĕ — патша иккен. Çывăхарнă чух акă мĕн курчĕç вĕсем. Кашни марсиан айĕнче уйрăм кавир. Сăран пек çуталса кайнисем те пур. Ку ĕнтĕ ун хуçи патша çывăхĕнче нумайранпа ларнине кăтартать.
Патша çынсем çине пăхрĕ. Хăй вăл çамрăк мар, анчах тĕреклĕ марсиан. Шăрт пек тăраткаланса тăракан хура çӳçĕнче шурă пĕрчĕсем те курăнкалаççĕ. Хĕрлĕ сĕмлĕ хура сухалне вут пек çунакан шăрçасемпе хитрелетнĕ.
— Кан-кан-кан! — саламларĕ патша çынсене; ырлăх-сывлăх сунчĕ. Кунта, халăх йăли тăрăх, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, алă памаççĕ, сăмсапа сăмса перĕнсе: «Кан-кан-кан», тесе саламлаççĕ.
Светлов та саламларĕ, хисепленĕшĕн тав турĕ, сывлăх сунчĕ, Вадима ирĕке кăларма ыйтрĕ. Патша Вадима айăпларĕ. Чĕнмесĕрех васанри хăвăла кĕнĕ-çке вăл, хуралта тăракансем патне пынă. Анчах ăна усал кĕтмест-мĕн, вăл вăхăтлăха çеç тытăнса тăрать: хисеплĕ хăна вырăнĕнче.
— Ăна çамрăк хĕр хăй патĕнчен ямасть! — терĕ Светлов.
— Ăçтан пĕлетĕр? Кам каларĕ? — кăшкăрса пăрахрĕ патша пӳлĕмри марсиансем çине. Лешсем пуçĕсене чикрĕç.
— Кам каларĕ? — тата хытăрах кăшкăрчĕ патша. Йĕри-тавра çилленсе пăхрĕ. Куç саррисем хĕрелсе кайрĕç.
— Никам та каламан. Хамăр пĕлетпĕр! — терĕ Светлов, Вадимпа çыхăнса. — Акă вăл пурăнмалли нумай юлманнине пĕлтерет. Çынсем урăх сывлăшпа сывлаççĕ. Ирĕке кăлармасан, вилет вăл.
Марсиансем тĕлĕнсех кайрĕç: килнисем таçтанах илтеççĕ, таçтанах кураççĕ.
— Пирĕн çын пĕлтернĕ тăрăх, хĕр ямасть ăна, хăйпе юлма хушать, çĕршыва курса çӳреме чĕнет, — тата хытăрах тĕлĕнтерчĕ Светлов марсиансене. Килнисем пурне те пултараççĕ, çавăнпа патшине çынна ирĕке яма тархаслаканнисем пулчĕç. Çĕр çинчен килнисене çиллентермелле мар.
Патша Вадима ирĕке яма сăмах памарĕ. Ăна хĕрĕ хăнара тытать. Кан-кан-кан çĕршывĕ йăли тăрăх, çемьере çитĕннĕ хĕрсене хирĕç пулма юрамасть, вĕсен хăйсен ирĕкĕ. Патша Вадима сывлăш леçме çеç ирĕк пачĕ.
Малалла калаçу тикĕс пычĕ. Патша çынсене Кан-кан-кан çĕршывне курса çӳреме ирĕк пачĕ, хăй те пушă вăхăтра вĕсемпе пĕрле пулма хирĕç мар имĕш. Вăл каланă тăрăх, патша тухса çӳрени халăха савăнтарать, хуласем хитреленеççĕ, тасалаççĕ. Пĕр япалана асăрхамалла планетăпа паллашнă чухне: ун хăвăлĕсенче тискер чĕрчунсем тĕл пулкалаççĕ.
Патша çынсене апата чĕнчĕ, анчах хăнасем килĕшмерĕç — вĕсен скафандрсене хывма юрамасть. Хăйсен ячĕпе хатĕрленĕ концерта пыма вара хавасах пулчĕç.
* * *
Ашшĕпе калаçнă хыççăн Вадим радиофонĕ ĕçлеме пăрахрĕ: энерги пĕтнĕ. Киçлород вун пилĕк минутлăха юлнă. Урăх кĕтме çук. Юлташĕсем пулăшу парса ĕлкĕреймерĕç. Тен, вĕсем те тыткăнра халĕ?
Çук, хĕре пăхмалла мар, çак пӳлĕмрен тухса тармаллах унăн. Ăна Марс çине шанса ячĕç. Вăл пур — хăй пурнăçĕшĕн те ним тăваймарĕ. Маринăпа пĕрлешме ĕмĕтленнеччĕ, анчах хĕр шухăшне те тĕплĕн пĕлеймерĕ...
Вадим тухмалли алăк шырать. Хĕр ун çинчен куçне илмест, тем пирки кулать. Акă вăл темле инструмент илчĕ, хăвăл патак çинче пĕр хĕлĕх анчах. Хĕр вăрăм пӳрнисемпе хитре сасăсем кăлара пуçларĕ. Мĕнле йывăçран тунă-ши çак инструмента? Йăпатакан музыкă. Вадим вăйĕ сахалланчĕ, ыйхи киле пуçларĕ. Кислород пĕтнипе-ши е пăлханнипе-ши? Вадим пуçне чĕтретсе илчĕ, ыйхине сирсе ячĕ, хĕр патне чупса пырса, инструментне туртса илчĕ те хуçса пăрахрĕ, унтан карăнтăка туртса антарма пикенчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ. Хĕр ахăлтатса кулать. Чунтан кураймасть Вадим ăна. Чĕри хăвăрт тапа пуçларĕ, танлав çинчи юн тымарĕсем çурăлас пек тулнă, сĕрĕм тивнĕ чухнехи пек, пуçа ыраттарса талтлатаççĕ. «Кислород пĕтнĕ!»
* * *
Концерта пысăк хор пуçласа ячĕ. Юррине оркестр пулăшса пырать. Малтан шыв вăкăрĕ мĕкĕрчĕ. Çĕрле, хăмăшлă кӳлĕ хĕрринче ларнăн туйăнчĕ итлекен çынсене. Малти ретри музыкантсем хăвăл патак хĕлĕхĕсене янăраттарса ячĕç. Ун çумне марсиансен сассисем хутшăнчĕç. Нăрă нăрлани, тĕкĕл тура сĕрлени илтĕнчĕ. Çӳлти нотăсене илнĕ чухне вăрăм тунасем пулăшрĕç. Вĕсем хăйсем те çав вăхăтра мачча патнех вĕçсе улăхса çилленсе тăчĕç, унтан лап! аялала тирĕнсе анчĕç.
Юрă Кан-кан-кан халăхне мухтать. Пĕтеспе юрлакансем те, оркестрĕ те пĕтĕм зала чĕтреттерсе ячĕç, унтан майĕпен шăпланчĕç, юлашкинчен шăрчăк анчах чĕриклетрĕ. Кăшт тăрсан, вăл та чарăнчĕ.
Хор хыççăн сценă çине кăткăсем ташлама тухрĕç. Унтан дуэтсем, солосем кайрĕç. Марсиансен сасси ытла хăватлă мар, юррисем мелодекламаци евĕрлĕ тухаççĕ.
Юлашкинчен икĕ шăрчăк питĕ хитре чăрăлтатрĕç. Итлесе ларакан Светлова хăй ача чухне пысăк кăмака çинче выртнă пекех туйăнса кайрĕ. Сасартăк ыйхăран вăранатăн. Хăрушă тĕлĕк курнă. Пӳртре тĕттĕм. Пурте çывăраççĕ. «Чăрик, чăрик, чăрик!»— юрлаççĕ кăмака айĕнче шăрчăксем. Юррин вĕçĕ-хĕрри çук. Пĕринчен тепри лайăхрах юрлама тăрăшать. Тĕлĕкре хăрани пĕчĕккĕн иртсе каять...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...