Çил-тăвăл :: Элиме
Вадим хăй ăçта выртнине пĕлмест. Алли-ури хускалмасть, темĕскерпе чĕркесе пăрахнă ăна, вĕçне тупма çук. Лайăх ас тăвать: тискер кайăкран каялла чакнă вăхăтра çыхланса ӳкнине сиссе те ĕлкĕреймерĕ, çавăнтах икĕ чĕрчун ăна йăтрĕç те темле аппарат çине лартрĕç, мотор çарăлтатрĕ, таçта çитерчĕç, антарчĕç, куçне хупласа, çак пӳлĕме кĕртсе пăрахрĕç. Нимле сас-чĕвĕ те çитмест кунта, çĕр тĕпĕнче выртнă пек. Çăп-çăмăл лекрĕ вăл марсиансен аллине. Намăс. Хăй лайăх спортсмен шутланатчĕ...
Геолог ĕçне тума шанса янăччĕ ăна. Ури айĕпчи сарă тăпра мĕнтен тăнине те пĕлсе ĕлкĕреймерĕ. Эх, хăтăласчĕ кунтан! Анчах епле?
Вадим алли-урипе турткаланса пăхрă — вĕçерĕнме çук. Караппа çыхăнасшăн пулчĕ — радиофон ĕçлемест, тӳрлетме вара алли ирĕкре мар.
Çав вăхăтра кĕмсĕртетни илтĕнчĕ. Çутă кĕчĕ. Вăл карăнтăк витĕр кĕрет иккен. Те пурçăнтан, те эрешмен картинчен тунă карăнтăкне. Хумханнă май ылтăн-кĕмĕлтен тунă пек те туйăнать.
Пысăк пӳлĕм. Вадим тĕттĕмрех кĕтесре выртать. Уя патне икĕ чĕрчун пычĕç. Хăйсем лутраскерсем, пуç тӳпи таранах тумтирпе хупланнă, бронзă тĕслĕ вăрăм пӳрнисем анчах курăнаççĕ. Килнисем пĕр-пĕринпе темĕн пирки тавлашрĕç, унтан Вадима салтса ячĕç.
Вадим, тăсăлса выртса, шăмми-шаккине кантарчĕ. Пăхать — кислород сахал, икĕ сехете те аран çитмелле. Марс сывлăшне тутанса пăхсан мĕнле-ши? Сывлама юрăхлă мар-ши? Акă ун умĕнче марсиансем тăраççĕ. Сывламасăр пурăнмаççĕ-тĕр. Радиофонне юсарĕ. Караппа çыхăнчĕ. Марина сасси. Епле савăнса кайрĕ вăл! Шанчăк пачĕ...
Марсиансем хăйсен пичĕсене уçрĕç, Вадим çинчен куçĕсене илмеççĕ хăйсем, анчах тивмеççĕ, усал шухăш çукки курăнать. Марсиансен çаврака пичĕсем бронзă тĕслĕ, çутă сахалтарах кĕтесре хĕрлĕ сĕмлĕ курăнаççĕ. Тухарах тăракан кăвак куçĕсенче ăс-хакăл пурри палăрать. Сап-сарă куç шуррисем çутă кăлараççĕ тейĕн. Пĕрин тутисем икерчĕ пек çӳхе, теприн — кӳптĕрме пек, кĕрен тĕслĕ. Иккĕшĕ те кĕрнеклĕ, сарлака çурăмлă, хăйсемле хитре. Кам пĕлет, çакăнта тăракансем марсиансем хушшинче чи хитрисем мар-ши?
Пĕр енчен кулăшла: сарă сухалĕсене çивĕтлесе янă, вĕçĕсене хаклă чултан тунă шăрçа çакнă.
Вадим хирĕçменнине кура, марсиансем те лăпкăн лараççĕ, çын çине тимлĕн пăхаççĕ.
Сасартăк марсиансем пуçĕсене тайрĕç. Вадим хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Унта, сылтăм аллипе карăнтăка сирсе, марсианкă тăрать. Марсианкă. Вăрăм кĕпеллĕ хăй, çинçе пилĕклĕскер, яштака çамрăк хурăн пек авкаланать. Сенкер сĕмлĕ бронзă тĕслĕ пит çăмартисене писев сĕрнĕ тейĕн, чăн-чăн хăмла çырли шывĕ пек. Хĕп-хĕрлĕ тутисем пиçнĕ чие пек сĕткенлĕ. Куçĕ кăн-кăвак, тĕпсĕр пĕлĕт ун ăшĕнче. Куç хăрпăкĕсемпе куç харшисем çынăнни пекех, хуп-хура. Куç шурри сап-сарă, лимон тĕслĕ. Ылтăн тĕслĕ икĕ вăрăм çивĕтне хул пуççисем урлă çурăм хыçнелле ывăтнă. Çивĕт вĕçĕнче йăлтăртатакан шăрçасем.
Марсианкă Вадим патне çывхарчĕ. Вăл çӳхе кĕпе тăхăннă çара хулĕсене сенкер сĕмлĕ бронзăран шăратса хывнă тейĕн! Çинçе пилĕкĕнчен аялалла темиçе хутран çĕленĕ кĕпе арки ылтăн тĕслĕ пушмакне витсе тăрать.
Марсианкă Вадим патнех пычĕ, çемçе пӳрнипе гермошлем питне хыпаларĕ, хывма хушрĕ. Вадим ăнланчĕ, килĕшмерĕ, юраманнине пĕлтерчĕ. Марсианкă качча икĕ аллинчен тытрĕ, карăнтăк патне ертсе пычĕ. Кунта çутăрах. Нумайччен Вадим çине пăхса тăчĕ, унтан кулса ячĕ.
— Элиме... Элиме! — тере марсианкă, пӳрнипе хăйне кăтартса. —Элиме! — Унтан Вадим çине пӳрнипе кăтартрĕ. Вадим хăй ятне каларĕ.
— Вати... Ватим, Ватим? Элиме! — çаврăнкаласа илчĕ марсианкă.
Çав вăхăтра хулăн марсианина йăтса кĕчĕç. Çӳллĕш те, сарлакăш те пĕрех. Чаплă тумланнă. Кăкăрĕ çинче тĕрленĕ ылтăн турилкке пек çаврашкасем çакăнса тăраççĕ, пĕр-пĕринпе перĕнсе чăнкăртатаççĕ. Мăнтăр марсианина антарчĕç. Вăл ури çинче аран-аран тăрать. Ăна Вадим умне çавăтса пычĕç, тĕрленĕ пукан çине лартрĕç. Вăл хăйпе пĕрле килнисене темскер каларĕ. Лешсем ăна çавăнтах шкатулкăран тăваткăл çӳхе хăма кăларса тыттарчĕç. Хулăнни, хăма çине пăхса, шакăлтаттарса вулама тытăнчĕ. Вуларĕ-вуларĕ те Вадима хăй хыçĕнчен пыма хушрĕ. Анчах Элиме ăна ямарĕ, тытса чарчĕ, ыталаса илчĕ те темскер каларĕ.
Хулăнни тĕлĕнсе пăхрĕ, унтан шавлама тытăнчĕ. Марсиансене пăхсан, тавлашу мĕн пирки пуçланни паллă: хĕр Вадима ярасшăн мар, хулăнни хăйпе пĕрле илсе каясшăн. Хĕр çĕнтерчĕ. Хулăнни наçилкке çине ларчĕ, илсе кайма васкатрĕ. Сиктерекен наçилкке çинче темиçе хут çаврăна-çаврăна темскер каларĕ вăл хĕре, юнарĕ. Элиме ахăлтатса кулса ячĕ.
Вадим халĕ пӳлĕмрен тухса тарма пултарать. Хăйне салтса янă марсиансемпе хĕр тытса чарас çук ăна, хăш еннелле каймаллине те туйса илчĕ, анчах кунта мирлĕ пулмалла. Çынсем ку планетă çине тăшманла килмен. Юлташĕсем кунта хăвармĕç ăна, çăлĕç, çавăн пек вăл пурнăç йăли. Марина пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем марсиансемпе килĕштернĕ.
Элиме карăнтăка аяккинелле сирчĕ. Тул енче пенопластран тунă евĕрлĕ çулçăллă йывăçсем. Йĕп пек çинçе çулçăсем симĕссĕн-кăваккăн йăлтăртатаççĕ. Тĕл-тĕл парка сенкер чечексем курăнаççĕ. Çĕр çинче çакăн пек çулçăллă чечеклĕ йывăç курман Вадим.
Йывăçсем хушшинчен çурт тăрри курăнать. Вăл ӳпĕнтернĕ чан евĕрлĕ чечек пекех. Чан тăрри сип-симĕс, аялалла сарăлса анать, хĕррисем кĕрен. Чăн-чăн ӳпĕнтернĕ чечек.
Элиме юрласа ячĕ. Вадим пуçĕнче шухăшсем явăнаçĕ. Тинĕс хумĕсем пек, пĕрин хыççăн тепри йăванса пырать. Мĕн кĕтет ăна? Хулăнни ăна илме килни паллăччĕ, анчах хĕр тытса чарчĕ акă. Мĕнле вăй ун енче? Кам-ши вăл? Тата — юлташĕсем шыраса тупĕç-ши
ăна? Марсиансем юриех тытса тăмĕç-ши вĕсене?.. Марина пăшăрханнине палăртрĕ. Юратать хĕр Вадима. Вăл, ухмах, çавна халиччен ăнланман. Марина ытла таса чунлă çын. Вырăнлă кăтартатчĕ çав Вадим йăнăшĕсене...
Элиме юррине тăсать те тăсать, ун вĕçĕ те курăнмасть. Тĕм айĕнчи шăпчăк! Çуркуннехи шăнкăрчă! Хитре юрри ун таçта чĕнет...
Вадим кислород мĕн чухлĕ юлнине сăнарĕ. Тата сехет сывлама пултарать вăл...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...