Юманлăхра çапла пулнă :: 35-мĕш сыпăк
...Нумай тăчĕ вăл. Каçхи нӳрĕрех сывлăш, тул енчен вĕрекен варкăш çил унăн пĕтĕм чунне уçса ячĕ, лăплантарчĕ, ăна халь сывлама та çăмăл пулчĕ, малтан ывăннă пек туйăнни те, çывăрас килни те иртсе кайрĕ. Йăм хура тĕслĕн курăнакан шыва хăватлă кăкрипе çурса, ăна ик еннелле сирпĕнтерсе пăрахут пĕр майлăн малалла шурĕ, час-часах анаталла васкакан вăйлă буксирсемпе вăрăм самоходкăсем ăна саламланă пек кăшкăртса иртрĕç, унта та кунта бакен çутисем куç хĕснĕ пек мĕлтлетрĕç... Çĕрле те илемлĕ çав пирĕн аслă Атăл, тĕттĕмре те унăн хăватне пĕтĕм чун-чĕрепе туятăн! Ахальтен мар ăна пирĕн халăх çĕршер юрă-сăвăра мухтанă.
Илюка халь ĕнтĕ киле çитнĕ пекех туйăнчĕ. Кашни минутрах, пăрахут винчĕсем кашни çаврăнмассеренех кил çывхарса пырать вĕт-ха. Кил, никамран та хаклă амăшĕ, тăван ялĕ, çуралса ӳснĕ çĕр-шыв...
Ой, мĕн тери пысăк, нимĕнле ытама та кĕмен савăнăç ку, мĕнешкел телей! Унăн пĕтĕм пурнăçĕ çĕнĕрен пуçланнă пек пулать. Ку таранччен мĕн пулни пĕтĕмпех иртсе кайнă, ăна манмалла кăна, пур ирсĕр ĕçсемпе хурлăха аса илни чĕрене ыраттарать кăна вăл! Илюк чунĕ таса, хăй пурнăçĕнче текех вăл йăнăш тăвас çук ĕнтĕ.
— Пĕтĕмпех хăвăртан, сирĕн ăсăртан, лайăхпа усала уйăрса илме пĕлнинчен килет, — терĕ колони начальникĕ Илюксем юлашки хут строй умĕнче тăнă чух.
— Яланах асра тытăр: телейлĕ пурăнас текен çын нихçан та киревсĕр ĕçсем тумасть, хăй ĕçлемесĕр, урăххисен шучĕпе пурăнмасть, хăйĕн телейне вăл пĕтĕм халăхпа пĕр кăмăллă пулса, чун-чĕререн тăрăшса ĕçленипе тупать. Пирĕн пурнăçра çакăнтан тĕрĕс çул урăх çук, çавăнпа та эсир яланах çав çулпа пырăр... — Питĕ ĕнентерӳллĕ каларĕ начальник, ун сăмахĕсем халĕ те Илюк хăлхинче янраса тăраççĕ, вĕсене вăл ĕмĕрне те манмĕ... Нихçан та!
Пăрахут малаллах, малаллах шăвать, Илюк пĕрмай Атăл тăрăх тăвалла, хăйĕн килĕ еннелле пăхать. Акă ĕнтĕ Сĕнтĕрвăрри. Кунтан Шупашкара çитме те инçе мар. Илюк ку хулара пулман, анчах икĕ çул каялла, хăйсене колоние илсе кайнă чух, ăна аванах курса юлнăччĕ. Хитре хула. Анчах та... шăп çак хулара ĕнтĕ леш çăмăлттай «капăр каччăсем» — суд вăхăтĕнче вилсе кайнă хĕрарăм профессор ывăлĕ Жора, унăн вĕçкĕн тусĕсем Макспа Сержик хулиганла ĕçсем тунăшăн вунпилĕкшер талăк ларса тухнă. Ăçта-ши халь вĕсем? Лараççĕ-ши е Илюк пекех срокчен тухма пултарнă? Çук пуль, вĕсем çынсем пек тăрăшса ĕçлемеллискерсем, тӳрленме тăрăшмаллискерсем мар. Тепĕр тесен, Илюка вĕсем мĕн тума кирлĕ?..
Сĕнтĕрвăрринче нумай пассажир пăрахут çинчен анса юлчĕ, ларакансем те сахал мар пулчĕç. Вĕсем хушшинче Илюк пĕр вунă-вунпилĕк арçын ача самолет моделĕсем çĕклесе кĕнине асăрхарĕ. Хăшĕсем хĕрлĕ, хăшĕсем сенкер, шурă, кăвак...
«Шупашкара каяççĕ пуль-ха кусем», — шухăшларĕ те Илюк ялти шкулта вĕреннĕ чух хăй те çавнашкал модель туса районти ăмăртура пулнине аса илчĕ. Вара унăн халĕ те çак ачасемпе пĕрле пулас килчĕ...
Пăрахут каллех тапранса кайсан хырăмĕ выçнине туйса Илюк палуба çинчен шала кĕчĕ. «Туссенчен» пĕри, Чалăшши тени, вăраннă иккен те пирус мăкăрлантарса ларать. Илюка курсан вăл тӳрех:
— Ăçта çухалса çӳретĕн? — тесе ыйтрĕ хăйăлтатакан сасăпа.
— Кунта питĕ пăчă та, тулта уçăлса тăтăм, — терĕ Илюк.
— Асту, пацан, пĕли-пĕлми таçта кĕрсе ан кай тата кунта, — сассине пусарарах асăрхаттарчĕ лешĕ, — паçăр пирĕн документсене тĕрĕсленĕ хыççăн пире «çеклĕсем» сăнаса пыма пултараççĕ. Ытлашши васкасан рас анчах лекме пулать, киле те çитсе кураймăн...
Илюк чĕри яштах турĕ. Çак этем ăна чăнахах та вăрă тесе шутлать иккен! Пăрахут çинче вăрлама кирлĕ марри çинчен асăрхаттарать!.. Илюк хăйĕн уçма тăнă чăматанне каллех сак пуçне лартрĕ те пыр патне тăрук капланса пынă чăмаккана аран çăтса ячĕ, унăн çурăмĕ те çӳçенсе илчĕ.
— Йăнăшатăн эсĕ, пичче! — терĕ вăл унтан. — Мана ун пек ăс пани пачах та усăсăр, мĕншĕн тесен эпĕ вăрă мар, никама та çаратма шутламастăп!
— Ну, ку юрра эсĕ кама та пулин урăххине юрласа пар, ачам, манах улталаймăн, — ал сулчĕ Чалăшши, — сана хăш статьяпа суд тунине вуларăм эпĕ.
— Вăл ниме те пĕлтермест-ха!
— Ан лăпăртат! Пирĕн пĕтĕм пурнăç уголовнăй кодекс статйинчен килет, çав пĕтерет те пирĕн пек ăмăрт кайăксене! Эсĕ вăрă пулнă, анчах лерен епле те пулсан хăвăртрах чаваланса тухас тесе хытă тăрăшнă курăнать. Пур ун пеккисем, хам та пĕррехинче «актив» пулсах тухнăччĕ, çапах та кайран...
— Мĕн — кайран?
— Суртăм.
— Анчах эпĕ сурма шутламастăп.
— Мĕн, «тĕвĕлесе лартас» терĕн-им?
— Манăн «тĕвĕлемелли» те нимĕн те çук. Эп таса çын. Халĕ эпĕ хуть те мĕнле вăрра та тытса пама пултаратăп, мĕншĕн тесен кураймастăп вĕсене, тӳсме пултараймастăп.
Чалăшши тăрук куçĕсене хĕсрĕ те Илюк çине кăн! пăхрĕ.
— О-о, питĕ меллĕ çавăрса янă-çке вĕсем санăн пуçна! Калаçма та питĕ хитре вĕрентнĕ. Анчах пĕлетĕн-и, шăрчăк чĕппи, кун пек сăмахсемшĕн «перо» çине пырса тăрăнма та пулать, э? Çавăнтан шикленме шут çук-и санăн? Кала-ха?
— Çук. Хăрамастăп, колоние те эпĕ пĕрисенчен хăраса пурăннипех лекрĕм. Анчах урăх пулмасть ун пекки.
— Маттур, маттур эсĕ... — пуçне пăркаласа илчĕ Чалăшши.
— Маттур пулас тетĕп çав малашне!
— Э, пит лайăх юрлатăн та, пацан, ăçта пырса ларăн-ши эсĕ?
— Ку вара сирĕн хуйхă мар. Хамăнне хам пĕлетĕп. — Илюк каллех чăматанне тытса уçрĕ те çиме пуçларĕ, Чалăшши тек нимĕн те каламарĕ, вырăнтан тăрса буфет еннелле утрĕ.
Шăп хĕвел тухнă вăхăтра «Комсомолец» Шупашкара çитрĕ. Çĕрĕпе чăлкăм куç хупман Илюк çӳллĕ сăрт çинче тăван хулан пысăк çурчĕсем, заводсен тĕтĕмĕпе сывлакан мăн трубисем курăнма пуçласанах чăматанне çĕклерĕ те малалла, пăрахут çинчен тухмалли уçă вырăн патнелле, иртрĕ. Унта вара хăма карлăк çумне ларчĕ те çыран çинчен пĕрре куç илмесĕр пăхса пычĕ. Шупашкар патне çитеспе пăрахут çыран çуммипе пырать, çавăнпа та Илюка çыранра мĕн пурри пĕтĕмпех питĕ уççăн курăнчĕ. Пăхса пынă май ăна çак вырăнсенче икĕ çул каялла мĕн-мĕн пулса иртнисем аса килсе çĕнĕрен куç умне тухса тăчĕç.
Акă Рыбацкая слобода — сăрт çумне кăмпа пек çыпăçса ларнă çуртсем, унта Илюксем артистка хваттерне çаратнă каçхине утрав çинчен таврăнсан икĕ талăк пытанса пурăннăччĕ; акă лапам вырăнта тутăхнă тимĕр тĕслĕ çинçешке чиркӳ курăнать — пĕр ача Ирина Никитична чăматанне вăрласа тарма тăнă ирхине Илюк çав ырă хĕрарăма çак чиркӳпе тĕлме-тĕл çурта ăсатнăччĕ. Акă пристань патĕнче темле тавар куписем палăраççĕ, Илюк унта çывăрнăччĕ, çавăнтах леш путсĕр Маланипе паллашнă. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ пĕтĕм инкек-синкек...
Илюка темле аван мар пулса кайрĕ, унăн пырĕ типе пуçларĕ, чĕри йĕркесĕр тапма тытăнчĕ. Асаилӳсем ăна тăрук пăлхатса ячĕç.
«Хулара нимĕн чухлĕ те тытăнса тăрас мар, тӳрех пĕр-пĕр машина тупас та — часрах килелле, анне патне вĕçтерес...»
Пăрахут вăрăммăн кăшкăртса ячĕ, ирхи таса та уçă сывлăшра унăн вăйлă сасси таçта çитиех хутлăн-хутлăн янраса кайрĕ. Чупса пынă матрос уçă вырăна пухăннă çынсене каялла чакма хушрĕ, хăй пристань çине канат вĕçне ывăтса пама хатĕрленсе тăчĕ. Илюка пур енчен те хĕстерсе лартрĕç, ăна питĕ кансĕр пулчĕ, анчах вăл çаплах пристань çинелле пăхрĕ. Кĕçех унăн куçĕ умне пысăк кăвак саспаллисемпе «Шупашкар — Чебоксары» тесе çырни тухса тăчĕ. Илюк мĕн пĕчĕкренпех юратнă çав сăмаха сасăпах вуларĕ:
— Шу-паш-кар...
Вăл ĕнтĕ кĕçех çырана тухма ĕмĕтленсе чăматан хăлăпне çирĕпрех тытрĕ, тепĕр аллипе кĕсьери билетне хыпашласа тупрĕ. Çав вăхăтра хыçалти çынсенчен тахăшĕ ăна сасартăк хулпуççинчен çăтăр-р! тытса пăчăртарĕ. Илюк вăшт кăна çаврăнса пăхрĕ те леш «туссене», Шатрипе Чалăшшине, курах кайрĕ. Иккĕшĕ те ун çине мухмăрпа шыçса тухнă куçĕсемпе çисе ярас пек пăхса тăраççĕ.
— Эсĕ, мĕн вара, юлташсене ним систермесĕрех тухса таратăн? — ыйтрĕ Шатри.
— Никамран та тармастăп эпĕ, çитес çĕре çитрĕм те — анатăп, — терĕ Илюк.
— Уйрăлнă ятпа санăн пире пĕрер лампадка та пулин ĕçтерсе хăвармаллаччĕ хуть, — хăйăлтатса илчĕ Чалăшши.
— Манăн урăх укçа çук, автобуспа кайма та çитмест пулĕ-ха, — терĕ те ăна хирĕç Илюк пристань çинелле тухма пуçланă çынсем хыççăн пĕчĕккĕн утма тытăнчĕ. Анчах Шатрипе Чалăшши те унран юлмарĕç, Вĕсем билетсене Ильинкăна çити илнине пĕлсе, Илюк утнă çĕртех каялла çаврăнса, кăмăлсăр пулнă пек ыйтрĕ:
— Эсир те кунтах анатăр-и-мĕн?
— Çук, саншăн çеç тухатпăр, — терĕ Шатри. — Çывăх тусăмăра епле ăсатса ямастăн-ха? Пирĕн пекех хурлăх курнă çын, килессе те пĕрле килтĕмĕр...
«Ĕçесшĕн кусем манран. Тем тусан та пĕр пус та кăлармастăп! Тупăннă «туссем»! — çилĕпе шухăшларĕ Илюк.
Анчах лешсен çав шухăш кăна пулман. Çырана тухсан вĕсем Илюка чарса тăратрĕç те малтан чăнах та хăйсене «асăнмалăх хăна туса хăварма» ыйтрĕç. Ыйтрĕç кăна та мар, хушрĕç темелле. Илюк хăйĕн укçи çукки çине ярсан Шатри ал сулчĕ, «ĕçес тесен пирĕн хамăрăн та пур» терĕ те сасартăк кĕсйинчен хут таткипе кăранташ кăларса унăн килти адресне ыйтрĕ.
— Мĕн тума кирлĕ вăл сире? — тĕлĕнчĕ Илюк.
— Так, ахалех, — куç харши айĕн пăхрĕ Шатри. — Пĕлме çук, кирлĕ кунта кирлĕ те пулма пултарать. Вырăссем калашле, çĕр тенкĕ ан пултăр та — çĕр тус пултăр. Тепĕр чух, çула май, кĕрсе выртмалла пулĕ тен...
— Праçниксенче пĕр-пĕрин патне саламлă çырусем яни те питĕ аван йăла, — куларах хушса хучĕ Чалăшши.
Кун пек çынсене адрес пани мĕне пĕлтернине Илюк халĕ питĕ лайăх чухлать ĕнтĕ. Вĕсем ăна епле те пулсан «хăйсен çынни», кирлĕ чух пулăшакан «тус» тăвасшăн, урăхла каласан — хăйсен танатине лектересшĕн, ирсĕрсем! Тĕрмерен хăтăлнă-хăтăлманах авă мĕн ĕмĕтленеççĕ. Паллах, ырри çинчен мар...
— Манăн нимĕнле адрес та çук сире валли! Килте те пулмастăп эпĕ, ан та шанăр мана! Ан та çыпăçăр! — терĕ Илюк хыттăн çав тери çилĕ тулса килнипе. — Манран усси пулмасть сире!
Çавăнтах варт! çаврăнчĕ те тăвалла, хуланалла, утрĕ. Анчах темиçе утăмранах ăна Шатри хуса çитрĕ те чарса тăратса шăл витĕр чашкăрса илчĕ:
— Ну, асту, анчăк çури! Асăнăн-ха хăçан та пулин паянхи юратуллă калаçăва, тĕл пулăпăр-ха эпир санпа!.. — Вăл фуфайки аркине уçрĕ те шалти кĕсйинчен çĕçĕ вĕçне кăларса кăтартрĕ. — Сан юнупа çăватăпах çакна... хăçан та пулин!
Илюк тарăхса кайса йывăррăн сывларĕ, унăн сăмса çунаттисем сиккелеме тытăнчĕç.
— Пăрăн ман çул çинчен, бандюга! Ав милиционер анать, халех çавăттарса яратăп!..
Шатри нимĕн те калаймарĕ, Илюка юлашки хут куçĕпе çунтарса илчĕ те пристань еннелле утрĕ. Илюк ун çине çаврăнса та пăхмарĕ...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...