Хĕн-хур айĕнче :: Икĕ юнав хушшинче
Ĕççи умĕсем...
Пĕрре çухалнă хусах-таркăнсем
Каллех курăнаççĕ Кушлавăш енче.
Çӳреççĕ вĕсем улах ялсенче.
Пуян килсене хăюллăн кĕрсе
Ыйтаççĕ тăтăш ĕçме-çимелли.
Кам хирĕç тăрать — хытах хĕмлесе
Сехре хăптараççĕ. Çук хирĕçмелли!
Йăлтах улшăнать тăп пурнăç йĕрки.
Пуян Алапит те, хăй куштан пирки,
Тӳсет чылаях ак çак кунсенче.
Пĕрре утаман хăех хĕнесе
Кăштах вĕлермен ăна килĕнче.
Вара çакăнтан пуян Алапит
Пылпа-çупалах чыслать вĕсене;
Хуть те ăçта пыр, хуть те ăçта çит —
Хăймасть хурлама Пахомка ятне.
Анчах вăл çавах кунĕн-çĕрĕнех
Чунтан тĕмсĕлсе кĕтет пурмиса:
«Пурмис пулăшсан, таврăп пĕтĕмпех!» —
Тет хăй ăшĕнче, тем пек кĕвĕçсе.
Анчах та пурмис халь хăй те аптрать,
Яла пыма мар, килте те хăрать.
Вăл ак уесран ыйтать пулăшу.
Çарпуçĕ ярать çакăн пек çыру:
«Салтак-мĕн яма — вĕсем ман сахал.
Анчах сыхланма парăп хĕç-пăшал...
Пит шиклĕ пулсан, кĕркунне тĕлне
Тен, ярăпăр взвод салтак ушкăнне».
Кун пек йăпатни памасть нимле хал.
Памасть вăл канăç, хăюлăх — нимех.
Анчах хавшани пушшех те усал.
Пурмис çавăнпа «ĕçлет» пикенсех.
Ак вăл çывăхри сутниксем патне
Ярать час-часах çакăн пек приказ:
«Патша ячĕпе çĕкленĕр пĕр кас.
Хăвăр халăхпах Пахом шайккине
Ăсатăр тытса уес хулине...
Ун пек тумасан, хăвăрах начар,
Пур пуçлăх енчен сире аван мар...
Хăналăр малтан... ĕçчĕр... суптарас,
Вара тытмалла...» — тет вăрттăн приказ.
Чăваш ялĕнчи куштан-пуянсем,
Вутпа хĕм-çулăм хушшинче тăрса,
Аптраççĕ шалтах. Чĕнмеççĕ вĕсем.
Алапит хăй те тăрать шутласа.
Анчах ак ялти мĕнпур чухăнсем
Хусах ушкăнне, паллах, тарават;
Пăкачав ятне чĕртнĕ таркăнсем
Хĕн-хур çыннине хушаççĕ çунат.
* * *
Хура кĕркунне. Çанталăк йĕпе.
Хур кайăк, акăш карти-картипе
Иртет кунĕн-çĕрĕн çут кăнтăралла.
Вĕт-шак кайăкки те васкать ăшшалла.
Çаралчĕ вăрманăн ем-ешĕл витти.
Типет, сарăхать уйсен чĕрçитти.
Хурхухлă, пиçенлĕ çуртри пусси çех
Ларать-ха çаплах çилпе хумханса.
Е тĕллĕн, вырман ыраш евĕрлех,
Сӳсен-мачăлта ларать кашласа.
Шурутлă парлак çеремсем çинче
Мĕнпур выльăххи çӳрет ирĕкре.
Ял-йыш çыннисем тӳлек кунсенче
Ватти-вĕттипех тĕрлĕрен ĕçре;
Пĕри вут-шанкă касса хатĕрлет,
Тепри — сунарта, хăш — авăн илет.
Савкай мучи те куланай пухма
Тухать картсене шакăртаттарса1.
Чакка та ĕçлет ял-йышĕ пекех:
Вуник урапа ыраш кĕлтине
Хурать вăл çапса мăян-сӳсенпех.
Унтан тытăнать ухата ĕçне.
Чакка ачаран, хăй хунĕ пекех,
Хура вăрмана юратнă чунтан.
Вăрман ун — пурнăç! Хĕлĕ-çăвĕпех
Хăй сывă чухне тухман вăл унтан:
Çулла çăвĕпех чĕлнĕ чĕренче;
Хĕлле çӳренĕ тек ухатана.
Ак халь те çаплах, кĕр кунĕсенче,
Каллех иленет вăл хура вăрмана.
Унта ăна уçă, ирĕк сывлама.
Ялта ун пек мар, савнăç çук килте.
Хуйхи-çке ун пысăк: куланай татма
Çич тенкĕ патнех кирлĕ çак хĕлте!
Темле ĕçлесен те халь çав укçана
Ниçтан, ниепле те тупса хума çук.
Чакка çавăнпах ялан вăрмана
Тухать те утать ăш-чик çуннă чух:
«Сăсар е тилĕ тепле çаклатсан,
Çавраттăм сывлăш çак хĕлте самай...
Тен, ак кайăкпах ик-виç сум тупсан,
Аванччĕ ку пит!» — тет вăл пĕрех май.
Чакка çавăнпах чупать сунара,
Анчах кайăкне çаклатать сайра.
Çанталăк шăнтать. Умра — сивĕ хĕл.
Шăннă пĕлĕтрен вĕçет мамăк юр.
Çĕр пичĕ çавах курăнать-ха тĕл-тĕл.
Ăнчах айлăмсем шуралнă — шап-шур...
Ак ку вăхăта каскăн хусахсем
Тепрер тапхăра каяççĕ кунтан.
Никам та пĕлмест — ăçтарах вĕсем:
Те Кăрмăш енче, те Улатăрта?
Чӳк уйăх çитсе тăнине кура,
Уй-хир ĕçĕнчен пушаннă пирки
Чăваш ялĕсем тăваççĕ сăра:
Часах пулмалла чӳклеме ĕçки.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...