Хĕн-хур айĕнче :: Юнлă мунча хыççăн


Вăт, Чакка, ачам, Тĕппипе калам...

Эс халь тӳсекен пур инкек-асап

Мĕнрен тухнине эп йăлтах курап...

Çарта пулас мар, — эсĕ чирлес çук.

Сыв пулнă пулсан, куланай пекки

Çапла çултан-çул юлса пырас çук.

Патак та çиместĕн халĕ ун пирки...

Çара эс кайрăн — каймас çĕртенех.

Эп витĕр пĕлтĕм ку вăрттăн ĕçе.

Пĕтерчĕ сана хамăр ял-йышах...

Алапит, анчăк, хупларĕ веçех!..

 

Кĕтмен сăмаха кăшт çеç илтсенех,

Суранлă Чаккан алли-урисем

Тăрр! туса илчĕç тăп ларнă çĕртех,

Шăнк хытрĕç-ларчĕç хура куçĕсем.

 

— Чăнах-ши вара ку?..

Чăнах-и?.. Ну!.. Ну!.. —

Тесе пырать вăл сăмах хыçĕнчен.

Старикĕ калать хăй пĕлни çинчен:

— Чăнах пулмасăр...Эп çын — суясăр...

Эп хам-çке илтрĕм... Текей патĕнче

Леш кĕр, чӳклеме ĕçки ĕçнĕ каç,

Çавскер ӳсĕрпе, сĕтел хушшинче

Ларать мухтанса, эх, ан та калаç!

— Кам пур ман пекки! — тет, —

Кĕлет тулли тырă, пыл-çу ишĕлет...

Пурмис та, пуп та — сирĕншĕн çĕлен,

А маншăн вĕсем — ыр туспа пĕрех!

Ял-йышшăн усал инкек-мĕн çитсен,

Юман пек эпĕ тăрап тӳп-тӳрех!

Мул вăл — çын турри,

Этем — ун чури... — тет.

Мухтанчĕ нумай. Вара Текее

Кăшт пăшăлтатрĕ хăлхи патĕнчен.

Эп сисрĕм унтах... Эп те вĕт чее.

Кайран Текейрен ыйтрăм ун çинчен.

Вара вăл мана каларĕ çакна:

Итрен вырăнне янă, тет, сана!..

Анчах ан шарла, тет, турран килеш!..

Текей ун тусĕ-çке! — терĕ Тевенеш.

 

Чакка

Ых, эсрел çынни!..

Епле сывалам...

Пуян çын кулли

Тума кăтартам!..

 

Тевенеш

Çапла, ун пирки эсĕ хĕн куран...

Мăнланнă чăваш чăвашах çиет!

Пурмис та, пуп та — шуйттанпа тăван:

Вăл пур — вĕсемпе ĕçет те сикет!

Ну, шăллăм Чакка, кăна ан манах...

Ĕç пурччĕ. Каям-ха ĕнтĕ васкасах...

Сывалччĕ!..— тет те Тевенеш каять.

Пăлханнă Чакка пĕчченех юлать.

 

Чакка, халь анчах мĕн пĕлни çинчен,

Кăшт сиснĕ пек пулнă ăна çийĕнчех.

Анчах Тевенеш сăмахне илтсен,

Ку чăн пулнине ĕненчĕ тинех.

Пĕччен юлнă çын, ăш çуннă пирки,

Ятлаçрĕ, сурчĕ Алапит çине.

Çилли сирĕлсен, ерипен хайхи

Пуçларĕ каскăн йĕкĕт юррине:

 

Мăн çул çинче çӳллĕ, ай, тăвайкки, —

Улхаймаççĕ ямшăк лашисем;

Каскăнрах та ӳсрĕм, тӳрĕ пултăм,

Юратмаççĕ ялти пуянсем.

 

Урампала иртсе, ай, пынă чух

Çил тавăрчĕ сăхман аркине;

Чиперех те пурăнас, ай, тенĕ чух —

Çын мăшкăлĕ касрĕ чĕрене...

■ Страницăсем: 1 2 3