Хĕн-хур айĕнче :: Кантур-чунилли


Супне-çĕлĕкне хывса тăхăнать,

Часрах хĕнесе пăрахма хушать.

Чакка тумтирне илеççĕ хывса,

Хураççĕ ăна юр çине тăсса;

Тиек хăй тăрать «ĕçре» хистеме, —

Пуçлаççĕ çынна çапса ислетме.

Ак çапнă çĕртен чĕр юн пĕрĕхсе

Шур юр çинелле каять сирпĕнсе.

Ахлатнă сасă çурать чĕрене!

Ку сас — хаяр сасă — каять ял çине...

Ни хурлăхлă сас, ни куççуль, ни юн —

Нимскер хускатмасть шыçмак пуçсене;

Упа пек урса, çапла, кĕтмен кун

Юнлаççĕ вĕсем пĕчĕк ял питне.

 

* * *

Хĕрӳсĕр хĕвел ансах ларайман.

Вĕрет сивĕ çил, кашлать сĕм вăрман.

Пурмиспе тиек, ĕçне пĕтерсе,

Каяççĕ ялтан тăман вĕçтерсе.

Вăрман варринчи мăшкăл курнă ял

Шăнкрав сассипе юлать çӳçенсе.

Ку вичкĕн янрав — ырă мар — усал,

Тăрать нумайччен ян-ян! илтĕнсе.

 

Каç. Сивĕ. Тĕттĕм. Çăлтăр çути çех...

Кушлавăш хушшн çаплах-ха янрать:

Инкек пуснипе ватти-вĕттипех

Васкавлăн çӳреççĕ çынсем урамра.

Кунта илтĕнет — хурланчăк йĕрӳ,

Шăв-шав калаçу, тĕрлĕрен сас-чӳ...

Ак çак хушăрах çуналлă лавсем

Пыраççĕ шуса хурал пӳрт умне;

Вилес пек выртан çынсене вĕсем

Тиеççĕ йăтса — часрах кил енне.

 

Çут Алтăр çăлтăр тӳпене çитсен,

Тинех лăпланать ялта çуйхашни;

Анчах хура пӳрт чӳречисенчен

Çаплах курăнать-ха хăйă чăлкăшни.

Этем сасси çук.

Тепле çех, хăш чух,

Хупса питĕрен хапха-алăксем

Шăлт-шалт! тукалаççĕ тăлăххăн, кичем.

Тепле, сайраран, урам варрипе

Пĕччен çын мĕлки иртет вăхăтран;

Вăл типĕ юра хирсе утнипе

Чĕриклеттерет пушă урамра.

Ура сассипе хаяр йытăсем

Лăркаççĕ текех кил умĕсенчен;

Витлешнĕ пекех, вĕсен вĕрнисем

Тапаççĕ калла вăрман хĕрринчен.

■ Страницăсем: 1 2 3