Хĕрес хывнă хĕвел :: Пиллĕкмĕш сыпăк
21
Кĕтӳ хăвалама тухнăранпа пӳрте кĕмен-ха Аврук. Çăварĕ те типнĕ хăйĕн. Шыв ĕçес килет. Хырăмĕ те выçнă. Аранах пушантăм тесе шутланăччĕ кăна, пӳртрен Антон сиксе тухрĕ те урамалла вирхĕнтерчĕ. Лупас айĕнче е лаç умĕнче пулнă пулсан Аврук ăна асăрхаса юлас та çукчĕ. Вăл урампа «Жигули» иртнине курса юлнă. Ун хыççăн чупрĕ. Аврук ним тусан та вырăнта тăраймарĕ. Машина куçран çухалнă еннелле танкăшрĕ.
Ял вĕçне çитрĕ. Кирьянсен умне чарăннă ку «Жигули». Кирьян васкаса пычĕ ун патне. Çарамасах хăй. Спорт шăлаварĕ тăхăнса янă. Уринче таптанса пĕтнĕ тапочка. Машина шоферĕ пĕр çĕклемне, Кирьян тепĕрне çĕклерĕç те картишне кĕрсе кайрĕç. Мĕн пушатнине Аврук чухларĕ, анчах ку кирлĕ пулмарĕ-ха ăна. Антон мĕншĕн çак машина хыççăн чупнине пĕлмелле унăн. Тата Антона хăйне курмалла. Часах шофер машина патне таврăнчĕ, кабинăна кĕрсе ларчĕ. Хускалса кайма темшĕн тăхтарĕ. Çавăн чухне Аврук хурăн айĕнче хĕрарăмпа арçын ача тăнине курах кайрĕ. Тем калаçаççĕ хăйсем.
Аврукăн çывăха пыма май çук. Хăй айккинчен сăнаса тăнине ун никама та кăтартмалла мар-çке. Хĕрарăм хурăн айĕнчен тухрĕ те машина еннелле васкарĕ. Риммăна палласа илчĕ Аврук. Унтан хăйне ан асăрхаччăр тесе çуртсен çумĕпе йăпшăнса тăвалла утса кайрĕ. Пӳрте кĕрсен Кира янрашма пуçларĕ.
— Темиçе хутчен шăнкăравларĕ Роберт. Ме-ха мобильника. Калаç ху.
— Мĕн каласшăнччĕ?
— Силантьев сана курасшăн тет. Патне çитнĕ тет. Каçару ыйтасчĕ тесе калать тет...
Аврук хыççăнах Антон та таврăнчĕ. Анчах вăл çав кун кукамăшĕ лартса панă апат еннелле аллине те тăсмарĕ. Ваттисем чухларĕç — Шупашкар хĕрарăмĕ кучченеç парса хăварнă кускере...
— Силантьев патне мар-ха, района милици патне каймалла мар-и? — терĕ Аврук сассине çăта-çăта. Вăл Антон ун сăмахĕсене илтесрен питĕ асăрханчĕ.
— Мĕн тесе каймалла-ха унта? — чăнласах сехĕрленчĕ Кира.
— Кирьян патне Римма суя эрех турттарса тăрать иккен.
— Ан калаç-ха!
— Хам куртăм. Антона кучченеç парса хăварчĕ. Çавна çисе тутă вăл халь.
— Ял халăхне вĕлерсе пĕтериччен чăнах та пĕлтерер пуль милицие...
Каласа пĕтереймерĕ Кира. Саппун умĕнчи кĕсье телефонĕ сасă пачĕ те, Кира хăнăхнă йăлипе хăрах хăлхине хупларĕ, теприн патне телефона илсе пычĕ.
— Роберт. Калаç-ха, — терĕ те кĕсье телефонне Аврук еннелле тăсрĕ.
Нумай калаçса тăмарĕ Роберт. Ăна Силантьев канăç памасть пулас. Заводра пĕрле ĕçленĕ юлташне юлашки хут курасшăн ĕштеленет. Ку шӳтлемелли япала маррине Аврук кăна мар, пурте ăнланаççĕ.
— Мĕнпур ĕçе пăрахсах кайса килем ĕнтĕ, — терĕ те Аврук хăйĕн тумтирне хурса тăракан шкапа уçрĕ.
— Хырăннă-и эс паян? Хырăнман пулсан хырăн, кĕпӳне хам якатса парăп.
Аврук шкап патĕнчен пăрăнма ĕлкĕричченех Кира утюг чĕртсе ячĕ, шкап патне çитсе тăчĕ.
— Хăш кĕпӳне тăхăнан? — терĕ те çакăнса тăракан шăлаварне илсе тыттарчĕ. — Çакна тăхăн.
— Кĕтӳ кĕртиччен таврăнатăп, — терĕ тухса каяс умĕн Аврук.
Ку ĕнтĕ Кирăна выльăх-чĕрлĕхшĕн ан пăшăрхан тени пулчĕ.
Çитсе тăчĕ Силантьевсен подъезчĕ умне. Алăк уçса кĕме пулмарĕ. Çынсем чăрмантарчĕç. Наçилккапа çынна çĕклесе тухаççĕ. Наçилккан пĕр авăрне Жора тытса пырать. Аврук тӳрех ним те чухламарĕ-ха. Чăрмантарам мар тесе айккинерех пăрăнса тăчĕ. Наçилкка хыççăн Силантьев арăмĕ те пынине курсан кăна Роберт мĕншĕн çине-çинех шăнкăравланине ăнланса илчĕ.
«Васкавлă пулăшу» машини сассăр çитсе чарăнчĕ. Вăл Аврук килнĕ чухне çулăн тепĕр енче тăнă иккен. Наçилккана машинăна вырнаçтарма пулăшас текенсем татах та тупăнчĕç. Аврук та вĕсен йышне хутшăнчĕ, анчах ăна валли ĕç тупăнмарĕ. Малтанхи вырăнах кайса тăма тиврĕ. Машина хускалса каясса та кĕтмерĕ Жора, ун патне васкаса пычĕ те аллине тăсрĕ.
— Патнех çитнĕ пулмалла. Васкавлă пулăшу та чĕнтересшĕн марччĕ хăй... Арăмĕ ăна итлемерĕ...
Иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Тенкел çине кайса ларчĕç. Курманни, калаçманни нумай пулать те, екки ярсах сăмахларĕç. Сăнран-питрен улшăннине асăр-хамарĕ Аврук, анчах Жора та лӳпперленнине сиссе илчĕ. Халь вăл сăмахсене те вĕçтерсе калаçмасть, кирлĕ те кирлĕ мар çĕртех хăлаçлана-хăлаçлана илмест. Хĕр упраç пирки каланă пек, пӳрне кăтартнă-кăтартман кулса ямасть.
Чылай курмасăр тăнă хыççăн çынсем пурте иккĕшĕ те пĕлекенсен пурнăçне пĕлесшĕн пулаççĕ. Жора ачине çуратнă хыççăнах кайса çухалнă Вероника ăçтине ыйтма тытăнчĕ.
— Хамăр та пĕлместпĕр çав, — хурланнă майлă каласа хучĕ Аврук.
— Мăнастире кайнă пек калать Роберт.
— Унтах лекеймен пулĕ çав. Пĕр-пĕр сектăна çакланчĕ пулĕ тетпĕр. Малтан киле-киле çӳрерĕç. Эпир çурт-йĕре ача çине çыртарнă та, килме пăрахрĕç. Камăн мĕн пур, çавна суттармалла тет-çке вĕсен.
— Сектăсенчен чĕррĕн тухса кайма çук тенине эпĕ те илтнĕ.
Унтан Аврук калаçу тилхепине хăйĕн аллине илчĕ. Тĕпчекенни, ыйту хыççăн ыйту параканни вăл пулчĕ. Аврук мини-трактор çинчен те пĕлесшĕн. Анчах ăна ыйтса тăмарĕ. Тимоха тени чĕлхе çине килчĕ те, Жора çумнерех сиксе ларчĕ.
— Ăçта кама улталаса пурăнать халь çавă?
— Ăçта пултăр? Анлă Атăл хĕрринче, — терĕ Жора.
— Ан аташ-ха, — ларнă вырăнтан сиксе тăчĕ Аврук.
— Лар, пусăрăнса лар-ха. Йăлтах каласа парăп. Курсан эс ăна халь палласа илейместĕн. Мăйне пăрса янă унне. Пуçне сылтăм еннелле тытса çӳрет. Питĕ те питĕ лайăх вĕрентсе илнĕ. Леш тĕнчене каяс çынна вара тытнă та çуралнă тĕнчине килсе янă. Ăна кам тунине пĕлместĕп. Кукамăшĕ патĕнче пурăнать халь...
— Хăйне палласа илесрен хăрамасть те-и вара?
— Хăраса мĕн тăван? Хушаматне улăштарнă вăл. Нимле Шевницын та мар вăл халь, Бедульский. Авланнă чухне хĕрарăм хушаматне илнĕ. Каунасра пурăннă чухне Бедульскас тетчĕç.
— Кунта Бедульскин темелле, — чăтса лараймарĕ Аврук.
— Айта, тытар та Бедульскин тейĕпĕр. Хамăртан килет.
— Темле-темле явăнсан та вĕренĕн вĕçĕ тухать-тухатех. Халăх пĕлмесĕр каламан.
— Тухман вĕт-ха вĕçĕ. Халь пирĕн Бедульскин таплаттарса кăна çӳрет. Укçаран татăлман. Мана та мухмăрлăх паркалать. Хатĕр лавкка туянчĕ пулмалла. Таварĕсене улăштарнине курман. Лавкка ятне çĕнĕрен кăларса çакрĕç. Юсаса-туса тăни пулмарĕ пулас. Пĕр эрне пек хупă тăчĕ те лавкка çĕнĕ ятпа ĕçлесе кайрĕ. Тăхăр хутлă çурт пуçне туса лартнă çуртра.
Аврука çав вĕрен вĕçех канăç памарĕ.
— Мĕнле хăраман-ха Шупашкара таврăнма?
— Ан аташ-ха эс, — хăлаçланса илчĕ Жора. — Вунă çул ытла каяллах уçнă ĕçне хупнă. Ăна аса илтерекен çук. Пĕрре тарса тухнă шăтăка каялла таврăнмаççĕ тесе шутлаççĕ те, кунта ăна никам та шырамасть. Те Интерпол куçĕнчен тарса килнĕ-ха çуралнă çĕр-шыва...
— Пĕр çылăхланнă çын тасалма шутламасть çав.
— Çылăхланма тухса тарнă вăл кунтан. Миххи-миххипе укçа тума. Çынсене улталаса. Курнă-и Мускав хуçин арăмне телевизорпа?
— Курнă. Вара мĕн?
— Шăп çавна аса илтерекен хĕрарăмпа паллашнă Мускавра. Вара ун аллине кĕрсе ӳкнĕ. Шупашкартан кайса çухалсан виçĕ çултан çав мана шыраса тупнă. Малтан Силантьевсен телефонĕ патне чĕнтерчĕ. Номерне таçтан пĕлнĕ. Çул çинчи тавара сыхласа çӳреме çын кирлĕ тет. Пĕтĕм тĕнче ырлăхне пама хатĕр пек калаçать. Килĕшрĕм. Пухрăм пур пек-çук пек укçана, Мускава тухса вĕçтертĕм. Леш, «челноксем» çӳрекен автобуспа. Мана ăçта анса юлмаллине каланă вăл. Автобус ир-ирех çитрĕ тĕп хулана. Мана çакскер кĕтсе илчĕ, Мускав çумĕнчи пĕр поселока илсе кайрĕ. Пĕрремĕш хутра икĕ пӳлĕмлĕ хват-терте пурăнаççĕ. Çавăнта куçлăхлă хĕрарăма куртăм. Бедульская тесе паллаштарчĕ.
Шухăша путнă пек пĕр хушă ларчĕ Жора. Унтан ахаль пуçларăм ку сăмаха тенĕн Аврука айăкран тĕккелесе илчĕ. Лешĕ хускалмарĕ те, шарламарĕ те. Анчах пуçланă калава вĕçне çитиех итлеме хатĕррине палăртмасăр та чăтаймарĕ.
— Вара мĕн? Бедульскаяпа паллашрăн...
Хăй татнă калаçăва çĕнĕрен кĕрсе кайма çăмăлах та пулмарĕ.
— Юрĕ-ха, Бедульская çинченех каласа пĕтер.
— Юрать, юрать, — терĕ те хăйне хавхалантарма аллисене апла-капла суллакаласа илчĕ. — Таса мар ĕç тăвакансен калаçăвĕ те таса мар-çке. Тем пытараççĕ манран, тем каласа пĕтермеççĕ. Юрĕ-ха, кăштах ĕçлесе пăхам килнине кура терĕм. Мана трейлер кабинине ларма каларĕç. Шоферĕ вырăс çынни маррине тӳрех сисрĕм. Палăртмарăм. Мана, камуфляж тăхăннă çынна, çул çинчи тавара хураллама лартнăскере, алла хĕç-пăшал тыттармаллаччĕ ĕнтĕ. Виçĕ трейлер умлăн-хыçлăн çула тухрăмăр. Малти машинăра ларса пыраканни çулне лайăх пĕлекенскер пулчĕ. Мана, пуçласа ĕçе кӳлĕннĕскере, хыçалти машина кабинине лартрĕç. Эй, çук-ха, капла мар... малтан мĕн турттарма кайнине каласа ăнлантармалла. Эсĕ Роберт мастерскойĕнче ваннă машинăсене юсаса пурăнтăн-и-ха? Çавăн пек мастерскойсем, регистрацилеменнисем, вăрттăн ĕçлекеннисем, Каунас хули таврашĕнче вуншар та вуншар ĕçлеççĕ. Америкăпа Канадăран океан урлă аварие лексе юрăхсăра тухнă машинăсене кӳре-кӳре килеççĕ. Тимĕр-тăмăр хакĕпе. Çавсене юсаççĕ. Иккĕрен-виççĕрен пĕрре тăваççĕ. Вĕсен документсем пур. Юсанă машинăсене Литва чиккин ку енне кӳрсе паракансем урăххисем. Пирĕн вĕсене трейлерсем çине тиемелле те Мускав облаçне кӳрсе килмелле. Кунта куçлăхлă хĕрарăм ытти вырăнсене тиеттере-тиеттере ярать. Пире тӳлес укçана Тимохăна парать çав хĕрарăм. Тимоха вара пире хĕссе-пĕссе кăна тӳлет. Чăткаларăм та пăртак — тарса килтĕм. Эп илтнĕ тăрăх, вăл кунтан çамрăксене пуçтарса кайнă пулать.
Аврукăн чĕри вырăнтан хускалчĕ. Антон Тимоха кунта, Шупашкарта, пурăннине Риммăран пĕлме те пултарнă. Римма кучченеçсемпех ачана астарма тытăннă пулсан...
— Чим-ха, чим, — терĕ те, тем аптăратма тытăннă пек, Аврук хутланса ларчĕ.
— Ман пек мухмăрпа асапланмастăн. Мĕн пулчĕ тата?
Калас-и, калас мар-и ку ача хуйхине тесе шутласа тăчĕ те хуллен тӳрленчĕ.
— Ним те мар, ним те мар, — хăйне те, Жорăна та лăплантарма хăтланчĕ.
Жора хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ:
— Вăрттăн пуйма шутланă Тимоха. Çул çинче сакăр машина тиенĕ трейлер çухалнă. Руль тытса пынă çын, Балтика тăрăхĕнчи халăх çынни, ниçта та тупăнман. Тимоха эрнерен куçлăхлă хĕрарăм патне таврăннă. Мĕн тесе ăнлантарнă пулĕ Тимоха. Вĕсенех пĕлместĕп. Вăрттăн ĕçлекенсем хушшинче йĕрке калама çук çирĕп. Вĕрентсе илнĕ çакна. Пĕрле çывăрса пурăнакан арçын тесе те шеллесе тăман леш хĕрарăмĕ. Çĕре чавса чикмеллех вĕрентеймен те, пăрăнчăк мăйпа çӳрет халь.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...