Хĕрес хывнă хĕвел :: Иккĕмĕш сыпăк
— Чиркӳ юррисем епле хитре, чĕрене ачашласа илеççĕ.
— Пин хут лайăхрах юрласан та сана сцена çине кăлармаççĕ. Малтан укçа хуçисене сутăнмалла. Çапла-и, Лара?
— Эпир тӳрлетмелли йĕрке мар вăл, — алă сулчĕ çапла теесси вырăнне.
Пĕр харăсах шăпланчĕç. Татах тепрер сыпкăм чей ĕçрĕç.
— Каччу çинчен ма каласа памастăн вара?
Кĕтнĕ ку ыйтăва Вероника, анчах мĕн хуравламаллине малтанах шухăшласа хурайман.
— Манса кай-ха эс ăна. Пĕлмен те, илтмен те пул...
— Çапах та мĕн пулчĕ вара? Паллашнă хыççăнах Геркулес вырăннех хураттăнччĕ-çке. Утлĕ çынсем мар, шăнăрлă арçынсем килĕшеççĕ тесе хăвах калаттăн мар-и?
— Шăнăрли мар, чунли кирлĕ çав...
Çак пĕтĕмлетӳ пуçра тĕвĕленсе çитиччен Вероника чунĕ тăлпаланатчĕ, чăлханатчĕ. Халĕ уçăлсах кайрĕ. Хăйĕнпе мар, такампа пулса иртнĕ пек е кĕнекере вуласа пĕлнĕ пек туйăмсăр, кăмăлне пăтратмасăр каласа пачĕ.
Концерт пĕтнĕ-пĕтмен залри халăх кĕрлесе кайнă. Алă çупаканни алă çупнă, кăшкăрашас текенни «бис», «браво» тесе пыр тĕпне ыраттарнă. Тимоха Вероникăна алă-ран çавăтнă та çынсене тĕрткеле-тĕрткелех алăк патнелле васканă. Уншăн концерт çĕкленĕ хаваслăх мар, урăххи хаклăрах пулнине Вероника та сиснĕ. Филармони çуртне хирĕç çул хĕрринче вĕсене иномарка текенни кĕтсе тăнă. Вероника вĕсене пайăрлаймасть, хăшне хăш çĕршывра кăларнине ятпа пĕлмест. Ку чухне ача-пăча та кĕрленĕ тăрăхах вĕсене уйăрать. Хĕр упраçăн вара асĕнче те ăсĕнче урăххи — сцена çалтăрĕсем, подиум ăстисем, модельерсем...
Машинăна ларнă чухне те, хыçалти ларкăч çине вырнаçсан та вăл хăйне общежитие леçсе хăвараççĕ тесех шутланă. Анчах машина урăх еннелле çул тытсан, унпа юнашар ларнă Тимоха ăна ытама илсен, вăйпах чуптума хăтлансан ăнланса илнĕ, анчах унран ним те килменнине пĕлнипе сасă кăларман. Турткаланнă, ачаш вырăнсенех хыпашлама тытăннă Тимоха аллине сире-сире янă, чĕпĕте-чĕпĕте илнĕ.
— Тургенев романĕсене вуласа ӳснĕ-çке эс, — каласа хунă Тимоха. — Самана улшăннă халь. Юрату романтики историе юлнă. Юрату çук халь, секс кăна... Хĕрпе каччă арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусен çĕнĕлĕхĕсем çинчен хĕрсе кайса калаçма пуçланă. Вероникăн ăна пӳлмелĕх сăмахĕ тупăнсах пынă.
— Тискер чунсем те тӳрех пĕр-пĕрин çине хăпарса каймаççĕ. Малтан савăшаççĕ...
— Чĕр чунсем инстинктпа пурăнаççĕ, — хирĕçленĕ Тимоха. — Этемĕн ĕçес килнĕ чухне ĕçмелле, çиес килнĕ чухне çимелле. Чи вăйлă та ăслă чĕр чуншăн ниçта та нимле чару пулмалла мар.
...Машина ача-пăча универмагĕ тĕлне çитиччен пĕр картишнелле пăрăнса кĕнĕ. Вăл чарăннă-чарăнман Тимоха алăк уçса янă та васкаса тухнă, Вероника ларакан енчи алăка уçнă.
— Общежитире пурăнатăп эпĕ, унтах леçсе хăвар мана...
— Ман патăмра çĕр каçатăн, — татса каланă Тимоха.
Ку мĕне пĕлтернине чăмласа пама кирлĕ пулман. Вероника машинăран тухман.
— Леçсе ярăр, — çаплах çине тăнă вăл.
Хăй вара картишĕнче кам та пулсан çӳрет-и, çӳремест-и тесе йăлт та ялт пăхкалах тăнă. Ытах пусахласах, ирĕксĕрлесех хваттере илсе кĕме тăрсан кăшкăрса пулăшу ыйтма хатĕрленнĕ.
Тимоха алăран ярса тытнă.
— Эп сана тутлă чей ĕçтеретĕп, кăмăлу пулсан вискипе хăналатăп, асăнмалăх Джон Леннон дискне парнелетĕп. Вара ăçта каланă çавăнта леçсе яратпăр...
Турткалансан та усси пулмасса пĕлнипе Вероника машинăран тухнă. Ăна çавăнтах Тимохăпа машина шоферĕ иккĕн икĕ енчен ярса тытнă та подъезда çавăтса кĕрсе кайнă.
Пĕрремĕш хутри хваттерĕн тимĕр алăкне вăтам пӳллĕ хĕрарăм уçнă. Уçнă та хăй айккинелле пăрăнса тăнă. Тимоха тӳрех сылтăм енчи пӳлĕме кĕнĕ. Шофер каялла тухса кайнă. Вероника куçĕсене чăл-чал вылятса вырăнтах тăнă-ха. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер тесе тавçăрнă вăл. Ытти пӳлĕмсен алăкĕсем хупă. Анчах вĕсенче музыка кĕрлени уççăнах илтĕнет. Пуç тĕлĕнче тĕксĕм çунакан люстра халь-халь пуç çине йăтăнса анас пек туйăннипе Вероника стена çумнерех пăрăнса тăнă. Тимоха пӳлĕмрен вирхĕнсе тухнă та алăк уçса кĕртнĕ хĕрарăма хăлхаран пăшăлтатнă. Лешĕ тӳрех тĕпеле кĕрсе çухалнă. Тимоха Вероникăна тин кăна хăй тухнă пӳлĕме çавăтса кĕнĕ. Кунта урай варринче çирĕп йывăçран тунă журнал сĕтелĕ ларать. Икĕ енче икĕ кресло. Хыçлă диван. Картишнелле тухакан чӳречене тĕксĕм карăпа хупланă. Тахăш çĕршывран кӳрсе килнĕ стенка сентрисем çинче савăт-сапа, варринче «Самсунг» телевизор ларать. Диван тăрринче икĕ тĕлте çурта майлă ăсталанă икĕ бра çунать.
Тимоха пĕр креслăна вырăнтан куçарнă та Вероникăна ларма сĕннĕ. Хăй ăна хирĕç вырнаçнă. Алăк уçса кĕртнĕ хĕрарăм журнал сĕтелĕ çине тулли ывăс килсе лартнă. Тимоха самантрах ăна пушатнă та хĕрарăма тем каланă. Лешĕ чĕнмесĕр-тумасăр тухса кайнă. Часах иккĕшĕн умне икĕ пушă турилкке килсе лартнă. Вероника куçне вĕсем çинчи ӳкерчĕк тӳрех тăрăннă. Варринче сухаллă арçын тем пысăкăш пуртăпа пальмăна йăвантарма тытăннă. Аяла кукăр-макăр сас паллисемпе çапла çырса хунă: «Лучше колымить на Гондурасе, чем гондурасить на Колыме». Тимоха хрусталь черккесене хăй каланă виские тултарнă та ăна пуçĕ тĕлне çĕкленĕ.
— Атя хамăр телейшĕн ĕçер...
Хăй черккене çийĕнчех пушатнă. Латсăр анекдотсем калама тытăннă. Вероника вара юнашар пӳлĕмсенчи шăв-шава итленĕ. Ют музыка та, ахăлтатни-ихĕлтетни те, кĕмсĕртетни-кĕрĕслетни те пĕр шава кĕрсе кайнă та, ăçта мĕн тунине чухласа илме те пулман. Çамрăк сасăсене кăна уйăрса илнĕ. Çамка картлантарсах ку мĕне пĕлтерни пирки шухăшланă Вероника. Айккинчи сас-чĕве хуплас тесе пулĕ Тимоха аллине тăснă та диван пуçĕнчи тумбочка çинче ларакан «Голдстарт» кнопкисене пускаланă. Пыр тĕпне хăйăрттарса юрлакан арçын сасси пӳлĕме тултарсах лартнă.
Ăçта мĕн пулнине туйса тăракан хĕрарăм пӳлĕм алăкне пырса хупнă. Вара Вероника сис-чĕвĕ хускалмалли пех хускалнă. Хăйне кунта айсарăм тума илсе килнине пӳлĕмри кашни япала асăрхаттарсах тăма тытăннă. Хрусталь черкке те куç хĕсе-хĕсе илнĕнех туйăннă. Амăшĕ пĕрре мар каланине аса илнĕ: «Хĕр упраç тени хĕр управçă тенине пĕлтерет, хĕрĕм...» Хĕр упраç — хĕр управçă... Чăнах та, çакна ăнланма пысăк та сисĕмлĕ тĕпчевçĕ пулмалла та мар. Туртакан çын сăмси сигарет тĕтĕмĕн шăршине туйми пулать, анчах çак самантра хупă алăк витĕр кĕчĕ-ши, е пӳлĕмĕ малтанах çав шăршăпа тулса ларнă, çывăхра такам туртнăнах туйăнса кайнă та, Вероника кресло çине хăй хыçне хунă сумкине хыпашласа та тупнă. Хальхинче «Нехt» пачки те, зажигалка та хăйсене нумай хыпашлаттарман. Тӳрех алла лекнĕ.
Чĕртсе янă сигаретне тутлăн-тутлăн умлă-хыçлă ĕмсе илнĕ, Тимоха çакна курнă-курман ун умне бизон пуçлă кĕл суланчи пырса та лартнă. Пӳрне вĕçĕпе хĕстернĕ сигаретне Вероника суланча тĕлне тытса тăман, тăнă та кантăк патне пынă.
— Форточка уçам-и? — тенĕ.
Каяс тенипе кунтан ăна кăларса ямаççех. Вĕсем килсе кĕнĕ-кĕмен алăк уçнă хĕрарăм алăк çинчи икĕ çăрана та шакăртаттарсах пăрса лартрĕ. Вероника ним туса та вĕсене уçма чухлаймĕ.
Тĕттĕм картишнелле пăхса тăнă май Вероника çӳçене-çӳçене илнĕ. Алă-ура шăнăрĕсем туртăна-туртăна кайнă. Сигаретне ĕмсе илнĕ те çăварти сĕрĕмне вĕрсе сирĕлтернĕ хыççăн пӳлĕмелле те пăха-пăха илнĕ. Тимоха тем çăмăлпа урăх пӳлĕме тухсан Вероника теветкеллĕхĕ тапса хăпарнă. Вăл хăй мар, уншăн такам тăрăшнăнах туйăнса тăнă. Туртса пĕтереймен сигаретне уçă форточкăран пенĕ те алăк патне ыткăннă. Ăна шал енчен çаклатса хунă, кресло çинчен сумкине илсе форточкăран урамалла ывăтнă. Унтан хăй кармашса чӳрече сакки çине хăпарнă, пуçне форточкăран кăларнă. Тул сывлăшĕ, ирĕклĕх сывлăшĕ, ăна часрах-часрах тесе хавхалантарнă. Вĕçерĕнсе каяс мар тесе асăрханма та пĕлмен вăл. Мĕнрен тытса, мĕн çине пусса хăй форточкăран тухнине Вероника тĕплĕн каласа та парай ман пулĕччĕ. Чӳречен урам енчи сакки çине икĕ урапа пуссан унра тепĕр хут вăй вĕресе кайнă. Вăл хăш тĕле сикем-ха тесе те пăхса тăман, сулăнса илнĕ те икĕ урапа тапса янă. Курăклă çĕр çине анса та тăнă. Сумкине илнĕ те чупма пикеннĕ. Темшĕн тата каялла çаврăнса пăхас килнĕ. Вăл тухнă форточкăран мар, тепĕр пӳлĕмринчен арçын чăмăрĕ юнани курăнса кайнă...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...