Юманлăхра çапла пулнă :: 29-мĕш сыпăк
Следователе пĕтĕмпех — хăй килтен мĕнле тарса килнинчен пуçласа магазин çаратма кĕрсе кайни таранах ним пытармасăр, тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă хыççăн Илюка темле çăмăлтарах пек туйăнса кайрĕ. Паянччен Илюк çав пĕтĕм лапра-çĕпрене хăй ăшĕнче илсе çӳренĕ, вăл унăн кăмăлне пăтратнă, чĕрине ыраттарнă, пĕр канăç та паман, — халь ĕнтĕ Илюк çав пĕтĕм ирсĕрлĕхе тула кăларса пăрахнă пек, унтан тасалнă пек пулчĕ. Амăшĕ те ăна милицисене тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама хушрĕ, Илюкăн хăйĕн те çаплах тăвас килчĕ: ним те тунас мар, пĕтĕмпех пĕлччĕр милицисем, айăпланă таран айăплаччăр, суд туччăр, хупчăр, анчах ун çумĕнче нимĕнле суялăх та ан пултăр. Тинех ĕнтĕ вăл вăрă таврашĕсемпе нихçан та, ĕмĕрне те, пĕр самантлăха та çыхланас çук, çавăнпа та унăн тасалмалла, ăш-чикре нимĕнле вараланчăк та, пĕр пĕрчĕ çӳп-çап та хăвармалла мар...
Çапла шухăшласа выртрĕ вăл хăйне допрос тунă хыççăн каллех камерăна илсе кайсан.
Ун куçĕ умне пĕрмай амăшĕн сăнарĕ курăнса тăчĕ. Мĕн тери улшăннă вăл, мăнтарăн, ватăлсах кайнă... Питĕ хĕрхенмелле-çке-ха ăна! Амăшĕпе пĕрле тата ун умне тăван килĕ, хăйсен урамĕ, çырмари çап-çут пĕве, колхоз сачĕ, хăй лартнă чие йывăççисем тухса тăчĕç. Ах, каясчĕ халь унта, ял-йышпа, тантăш-юлташсемпе, кӳршĕ хĕр ачи Наталипе, ыттисемпе пĕрле пуласчĕ...
Çук ĕнте, халь тин ку ĕмĕтре кăна пулма пултарать. Хăйĕн ирĕкĕпе тек ниçта та каяймасть вăл, çывăх çынсене те кураймасть. Ăна вăрăпа тытса хупнă, алăка тул енчен çăрапа питĕрнĕ, чӳрече çинче те тимĕр решетке. Вăл — вăрă!.. Вăрă!..
Илюкăн чунĕ сасартăк тӳсмелле мар кӳтсе килчĕ. Тĕрмере вĕт-ха вăл, тĕрмере, заключеннăй, арестант! Ăна ав алăкăн леш енче пăшалпах сыхласа тăраççĕ. Епле хăрушă ку, мĕн тери хăрушă!..
Вăл чĕркуççисене ыталаса тытрĕ те пуçне пĕксе, калама та çук хурланса, сассăр макăрса ячĕ...
Ирхине ăна каллех следователь патне илсе кайрĕç.
— Ĕнер эсĕ нимĕн те манса хăвармарăн-и? Тен, тата мĕн те пулин аса илтĕн? — ыйтрĕ следователь. Паян вăл Илюкпа питĕ кăмăллă, тахçантанпах палласа пурăннă çывăх çынпа калаçнă пекех калаçрĕ. Урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çак ача шăпи мĕнрен çакăн пек пулса кайнине вăл халĕ питĕ лайăх пĕлет.
— Çук, урăх нимĕн те астумастăп, ĕнер пĕтĕмпех каласа патăм эпĕ, — терĕ Илюк.
— Ну, апла пулсан эпир халь санпа хăвăр çаратса çӳренĕ вырăнсене кайса курăпăр...
«Ку мĕне пĕлтерет-ши, мĕн тума кирлĕ-ши тата? — хăй ăшĕнче тĕлĕнчĕ Илюк. — Унта халь нимĕнле йĕр те, ним палли те юлман пуль?»
Часах следовательпе иккĕшĕ кил хушшине тухрĕç. Вĕсене çăмăл машина кĕтсе тăрать иккен. Следователь Илюка машинăн кайри алăкĕнчен кĕртрĕ, — унта темле самăртарах тепĕр çын вырнаçнă та ĕнтĕ, — хăй шоферпа юнашар ларчĕ. Малтан вĕсем пасар тĕлĕпе иртсе сăрталла хăпарчĕç, унтан пĕр тăкăрлăкалла пăрăнса кĕчĕç. Кăшт кайсан следователь машинăран тухрĕ те Илюка та тухма хушрĕ.
— Ӳсĕр çынна çаратнă каçхине эсир çакăнтан антăр-и-ха? — кивĕрех карлăклă пусма çине кăтартса ыйтрĕ следователь.
Илюк унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.
— Çакăнтан пулмалла...
— Хăш тĕлтерех çаратрăр?
— Аялта...
— Атя-ха вырăннех çитсе пăхар.
Вĕсем пусма тăрăх вĕçне çитичченех анчĕç. Машинăра Илюкпа пĕрле ларса килнĕ самăр çын та вĕсемпе пĕрлех пычĕ.
— Ак çакăнта выртатчĕ вăл, — кăтартрĕ Илюк. — Пуçĕ кунталлаччĕ пулас, урисем — çакăнталла...
— Тăр-ха эппин, пăх кунталла, ан хускал, — терĕ самăрри. Вăл ик-виç утăм каялла чакрĕ те Илюк çнне пĕчĕк фотоаппаратпа тĕллесе икĕ хутчен ӳкерсе илчĕ.
Унтан вĕсем хула хĕрринчи урама кайрĕç. Кунта Илюка хăйсем çаратма хăтланнă магазин маччи çине хăпармалли пусма патне тăратса ӳкерчĕç, ун хыççăн пĕтĕм хула урлă каçса, ансăр урамсем тăрăх пырса артистка хваттерĕ патне çитсе тухрĕç, унта Илюка каллех ик-виçĕ çĕре тăратса ӳкерсе илчĕç.
«Ĕмĕрлĕхех юлаççĕ ĕнтĕ ку ӳкерчĕксем, — салхуллăн шухăшларĕ Илюк. — Эп вăрăсемпе пĕрле ăçта-ăçта пулнине хуть те хăçан та кăларса кăтартма пултараççĕ халь...»
Хула тăрăх çӳресе таврăнсан ăна пĕр пĕчĕкрех пӳлĕме илсе кĕртсе хăйне уйрăммăн ӳкерчĕç — пĕрре малтан, тепре айăккăн тăратса, унтан пӳрнисен вĕçне хура сăрăпа вараларĕç те шурă хут çине пустарчĕç. Кун пекки çинчен Илюк такамран илтнĕччĕ — кашни преступникăннех пӳрне йĕрĕсене ӳкерсе юлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кашни çыннăн расна, хăйсене майлă пулаççĕ тет...
«Эпĕ те преступник çав ĕнтĕ... — хурлăхлăн шухăшласа ассăн сывласа илчĕ Илюк. — Чăн-чăн преступник... Сучĕ часрах пултăрччĕ хуть!..»
Çакăн хыççăн Илюка виçĕ кун хушши пĕрре те чĕнмерĕç, вăл пурри çинчен мансах кайрĕç тейĕн. Камерăна çĕнĕ çынсене илсе пыра-пыра хупрĕç, допроссене чĕнчĕç, унтан кăларса кайрĕç. Илюк çав-çавах ларчĕ.
Мĕн çинчен кăна шухăшламарĕ-ши вăл, мĕн кăна аса илмерĕ пуль! Унăн чунĕ пĕрмай ирĕкре, килте, амăшĕпе, шкулти тантăш-юлташĕсемпе пĕрле пулчĕ. Ах, лайăх пулнăччĕ-çке вĕсен пурнăçĕ çав кукша Матви пырса кĕриччен, ытармалла мар лайăх!..Тепĕр хут курма пулĕ-ши вăл пурнăçа хăçан та пулин? Курасчĕ-çке, каллех телейлĕ пулса пурăнасчĕ!..
Тĕлĕкре те вăл килти пурнăçпа аташрĕ. Пĕррехинче кӳршĕ хĕрачи Натали, тĕлĕнмелле ырă та çепĕç кăмăллă Натали, курăнчĕ, Илюка вăл пуç пӳрне пек шултра та сĕткенлĕ çĕр çырлипе хăналарĕ.
«Эп сана хула пасарне колхоз çырлине сутма пырсан куртăм, хăвăрăн килти пурнăç çинчен каласа парас тесеттĕм, анчах эсĕ темшĕн пăрăнса тартăн. Ухмах пултăн эсĕ ун чухне, çавăнпах пĕтрĕн. Шкултан та вĕренсе тухаймарăн, çийĕнчен тата тĕрмене лекрĕн. Анчах эп сана нимĕн чухлĕ те тиркеместĕп. Илюк, эсĕ пурпĕрех лайăх ача, эс айăплă маррине пĕлетĕп эпĕ...»
Хĕрача сăмахĕсем ăна хурлантарса ячĕç, вăл ĕсĕклесех макăрма тытăнчĕ те — вăранчĕ. Нимĕнле Натали те çук, пулман та вăл. Камера маччи çумĕнче, пралук решетке ăшĕнче, тусанланса пĕтнĕ пĕчĕкçеç лампочка çунать. Шăп. Çав тери, хăраса каймалла шăп. Пĕр стенаран тепĕр стена таранах тăсăлакан нарăн леш вĕçĕнче каçхине илсе килсе хупнă икĕ çын йывăррăн сывласа çывăраççĕ. Ахаль те пăчă камерăна ăша лĕклентерекен ирсĕр эрех шăрши тулнă — кĕçĕр тытса килнисем ӳсĕр пулнă пулмалла. Хурланса вăраннă ачан чĕри тата хытăрах ыратса пăчăртанса илчĕ...
Тăваттăмĕш кунĕнче вара ăна каллех следователь патне илсе кайрĕç. Ун пӳлĕмне пырса кĕрсенех Илюк кăшт çеç ăнран тухса каймарĕ, юпа пек хытса тăчĕ: стена çумĕнчи пукан çинче Малани ларать... Унăн тумтирĕ йăлт лутăрканса пĕтнĕ, чикан майрисен тутри пек мăн чечеклĕ те вăрăм çӳçеллĕ симĕс тутри ĕнси çинелле усăнса аннă, çӳçĕ-пуçĕ мĕлке пек арпашса пĕтнĕ, куçĕсем путса ларнă, аллинчи пирусне муштукĕ-мĕнĕпех çăтса ярасла ĕмет. Хăй умне чĕр шуйттан кăларса тăратнă пекех туйăнса кайрĕ Илюка!
Следователь ăна малалла иртсе пукан çине ларма хушрĕ, унтан пуçĕпе Малани еннелле сулса кăтартрĕ:
— Çак хĕрарăма паллатăн-и эсĕ?
— Паллатăп, — терĕ Илюк ним тытăнса тăмасăрах.
— Кам вăл?
— Малани...
— Ăçтан, епле майпа паллатăн эсĕ ăна?
— Эп ун патĕнче икĕ уйăх пурăннă...
Унтан следователь хушнипе Илюк Маланипе мĕнле паллашни, вăл ăна хăй килне илсе кайни, чирлесен ун патне больницăна çӳрени, амăшĕ пирки суйса пани, кайран вăрăсемпе çыхăнтарни çинчен тепĕр хут тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ. Малани нимĕн те чĕнмерĕ, Илюка халь тесен халь тытса çурас пек пăхса ларчĕ çеç.
— Ну, Федорова, тĕрĕс калать-и çак ача? — ыйтрĕ следователь Илюк каласа пĕтерсен.
— Пĕтĕмпех суя, — куçне çутăлтарса илчĕ Малани. — Такампа пăтраштарать вăл мана. Тĕлĕкре тĕлленнине каласа парать. Е юри суять хăй айăпĕсене çын çине ярса çăлăнасшăн. Путсĕр, кĕрт йыттинчен çуралнăскер!
Эпĕ ĕмĕрне те нимĕнле ача та усраман. Ĕненместĕрех пулсан пирĕн участокри милицирен, Кури Яккăлчран ыйтăр, вăл пире тĕрĕслесех тăрать, кашни килте кам пурăннине пĕлет!
— Эппин, эсĕ ку ачана палламастăн?
— Палламастăп! Курман, илтмен! Кашни çапкаланчăк шăпанана илсе пырса усрама эпĕ çав териех ухмах мар-ха, тата ун пек килсĕр йытăсене тăрантарса пурăнма манăн панккăра çĕр пин выртмасть! — мăрлатса, тутине пăчăртаса лартрĕ Малани.
— Анчах тĕрĕссине каласан мĕнле?
— Эп яланах тĕрĕссине калатăп. Сире суйма эпĕ шульăк мар, суйнăшăн мана укçа тухмасть. Тата эпĕ турра ĕненекен çын, çавна шута илĕр эсир. Çылăха кĕресрен шутсăр хăратăп...
Кун пек калани следователе култарсах ячĕ.
— Туррине вара эсĕ хытах ĕненетĕн-и?
— Çӳлти атте турра епле ĕненместĕн-ха? Пирĕн пĕтĕм пурнăç та унран килет те... ĕненмесен майĕ çук. — Малани пăт-пат сăхсăхса илчĕ. — Кашни вырсарни кунах чиркĕве çӳретĕп, ĕненместĕр пулсан — пачăшкăсенчен кайса ыйтăр...
— Анчах турра ĕненни сана вăрланă япаласене сутса пурăнма пĕртте чăрмантармасть пулас? Ай вăл çылăх шутне кĕмест-и?
— Столовăйран паракан вĕри кукăльсемсĕр пуçне эпĕ урăх нихçан та нимĕн те сутса курман!
— Ав епле!.. Ну, мĕнех вара, хальлĕхе калаçса çитертĕмĕр тейĕпĕр эппин. Çапах та эсĕ çак ача хăвăн патăнта пурăннине аса илме тăрăш-ха. Асаилсен, тен, хăвăншăнах усăллă пулĕ, Федорова! — Следователь сĕтел хушшинчен тăрса алăк леш енче кĕтсе тăракан милиционера чĕнчĕ те Малание илсе кайма хушрĕ. Çавăнтах тата: — Баринова илсе килĕр! — терĕ.
Илюк кун пек хушамат нихçан та илтменччĕ. «Баринов... Улпутов, эппин... Ку кам-ши тата? Хăйсем патĕнче ĕçлекенскер-ши?» — шухăшларĕ вăл. Ик-виç минутран вара Малание çакăнта курнă чухнехинчен те ытларах тĕлĕнмелле пулчĕ унăн: следователь пӳлĕмне... Артиста илсе кĕртрĕç. Лекнĕ эппин вăл та! Илюка магазинра пăрахса хăварса тарнă пулсан та лекнĕ — хăтăлайман! Матросĕ мĕнле-ши тата? Ăна та тытнă-ши? Ах, тытнă пултăрах!
— Лар, Баринов! — терĕ следователь Артиста нумай пулмасть Малани ларнă пукан çине кăтартса.
Авă кам иккен Баринов текенни!..
Артист яланхи пекех çăмăллăн, пуçне каçăртарарах утса пырса пукан çине ларчĕ те çавăнтах пĕр урине тепĕр ури çине хурса вылятма тытăнчĕ. Илюк çине вăл çаврăнса та пăхмарĕ — пӳлĕмре вăл пулман пекех.
— Кунта цирк мар, йĕркеллĕ лар! — асăрхаттарчĕ ăна следователь.
— Пардон, гражданин начальник! — пит-куçне кулăшла чалăштарса илсе урисене юнашар лартрĕ Артист, анчах тепĕр самантранах, хăйĕн шăлĕ ыратнă пек, аллипе пит çăмартине тытса пуçне чалăштарчĕ.
— Комеди выляма пăрах, Баринов! — шатăрах пăхса илчĕ ун çине следователь. Тин вара Артист тӳррĕн, аллисене чĕркуççисем çине хурса ларчĕ.
— Кала-ха тĕрĕссипе, Ивуков, çак çынна паллатăн-и эсĕ? — Илюк еннелле çаврăнса ыйтрĕ следователь.
— Паллатăп...
— Вăл мĕн ятлине пĕлетĕн-и?
— Ăна... Артист теççĕ.
— Мĕнле, ăçта паллашнă эс унпа? Каласа пар.
Паçăрхи пекех, Илюкăн тĕпĕ-йĕрĕпе каласа памалла пулчĕ. Милицире йĕрки çавăн пек иккен: кама та пулин паллаттараççĕ пулсан ун çинчен мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа памалла, кайран ху каланисене çирĕплетсе алă пусмалла. Тата каласа панă чух свидетельсем те пулаççĕ — кайран-малтан тунас тесен те тунаймастăн вара.
Артист çинчен Илюк нумай каларĕ. Вĕсем Матроспа иккĕш те ăна хăйсемпе пĕрле мĕнле илсе çӳрени çинчен те, вăрлама вĕрентни çинчен те, юрă праçникĕнчен таврăннă хыççăн хĕнесе тăкни, унтан хваттер çаратма илсе кайни, утрав çинче пулни, ăна магазина мĕнле вăйпах кĕртсе яни çинчен те...
Анчах следователь Артистран хăйĕнчен ыйтсан вăл Малани пекех шат та пат тунчĕ: Илюка палламасть иккен вăл, унпа пĕрле пулма мар — ăна нихçан та курман, халĕ çакăнта пуçласа курать.
— Кулăшла пулса тухать, гражданин начальник! — хулпуççисене хутлатса, тутине мăкăртса илчĕ Артист. — Нивушлĕ вара эсир чăнах та эпĕ çакăн пек манкине шăлайман чĕчĕ ачипе çыхланма пултарнă тесе шутлатăр? Кӳрентеретĕр кăна эсир мана капла! Эсир пĕлетĕр вĕт-ха, эпĕ пысăк специалист, таса ĕçсемпе çеç çыхланатăп, çавăнпа та пули-пулми шăкăр-макăрсем çыхлансан манăн хамăн туссем умĕнче авторитет пĕтет, хамах намăс пулать. Пирĕн те чыс пур.
— Чыс! — Следователь Артист çине çав тери сиввĕн пăхрĕ. — Сирĕн ку сăмаха асăнма та тивĕç çук, Баринов! Хăвăрăн чыса эсир тахçанах çухатнă, обществăна хирĕç ирсĕр ĕçсем тунипе пуçĕпех пĕтерсе хунă ăна, эрех ăшĕнче путарнă!
— Мораль вулама кирлĕ мар, гражданин начальник... Эпĕ турра ĕненекен çын мар, пупсене тӳсме пултараймастăп, çавăнпа та проповедьсем итлеме хăнăхман. Хама вĕрентме тытăнсан манăн вар ыратакан пулать. Çапла!
— Юрĕ, ытлашши нумай ан калаçăр! Эппин, эсир ку ачана пĕлместĕр, палламастăр?
— Никак нет. Видом не видал, слыхом не слыхал теççĕ вырăссем.
— Артистка хваттерне çаратнă чух та, магазинра та унпа пĕрле пулман?
— Тĕп-тĕрĕс калатăр. Тĕкĕр çине пăхса тăнă пекех. Пулман.
— Ахалех чăхăмлатăн, Баринов. Ним усси те пулмасть. Эпир пĕтĕмпех пĕлетпĕр.
— Ну, ку вăл — сирĕн ĕç. Тăрăшсан эпĕ те тем те пĕр шухăшласа кăларма пултаратăп.
— Эпир нимĕн те шухăшласа кăлармастпăр, пирĕн алăра — фактсем, вĕсене хирĕç пыма май çук сирĕн.
— Епле калас вĕт!
Артиста каялла илсе тухса кайсан следователь пирус чĕртсе ячĕ те Илюк çине пăхса:
— Куртăн-и халь, мĕнлерех çынсем вĕсем? — тесе ыйтрĕ. — Нимĕнле намăс та, чыс та, этем туйăмĕ те çук... Хăйсем этем сăн-сăпатне çухатни çитмест, ыттисене те хăйсем хыççăн тĕпсĕр шăтăка туртаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан çынна пĕтерсе хурасси — шăл витĕр пĕрре сурса илнĕ пекех. Çавă хăрушă! Ăнланатăн-и çавна, ачам?!
— Ăнланатăп... — пуçĕпе сулса пăшăлтатса илчĕ Илюк.
Тепĕр кунне ăна каллех çав пӳлĕме илсе хăпартрĕç те Малани патне вăрланă сехетсем сутма çӳренĕ хайхи «капăр каччăсемпе» тĕл пултарчĕç. Вĕсемпе пĕрле следователь патне Малание хăйне те илсе пынă-мĕн, анчах ăна каччăсенчен уйрăм, аяккарах лартнă.
Следователь Илюкран малтанхи кунсенчи пекех ыйтса пĕлме тытăнчĕ.
— Çак йĕкĕтсене паллатăн-и?
— Ытла хытах палламастăп, анчах курнă...
— Ăçта курнă?
— Малтан вĕсем Малани патĕнче темиçе хут та пулнăччĕ, унтан вĕсене пристань çинчен милицисем тытса кайнине куртăм.
Каллех йĕркипе каласа памалла пулчĕ Илюкăн...
Вăл каланă вăхăтра сасартăк сĕтел çинчи телефон янраса кайрĕ. Следователь трубкăна хăвăрт илсе итлерĕ те: «Халех!» — терĕ, унтан хăйĕнчен сылтăмарахра ларакан ахаль тум тăхăннă çынна пуçĕпе сулчĕ те алăк патнелле утрĕ. Пӳлĕмре юлнисем пĕр хушă шăпах ларчĕç, унтан тăрук Малани Илюка чышкипе юнаса чашкăрма тытăнчĕ:
— Пурне те сутрăн пулать, сучка çури? Хăвна çăлма хăтланса пурне те путарас терĕн-и? Ы-ых сана! Куна пĕлнĕ пулсан тахçанах Атăла кутăн чăмтармаллаччĕ кăна! Анчах асту, пире пĕтерсе ху çăлăнса юлатăп тесе ан шутла, эпир сана пурпĕрех тытатпăр! Вунă çултан та пулин тупатпăр!
Малани питĕ хаяррăн, Илюк çине çав тери кураймасăр пăхса, усал куçне йăлт-ялт çутăлтарса, хулăн туталлă çăварĕнчен сурчăк сирпĕтсех вăрçрĕ, анчах Илюк халĕ унран ним чухлĕ те хăрамарĕ. Следователь каялла пырса кĕрсен Малани тӳрех шăпланчĕ, çапах та Илюка çав-çавах куçĕпе çирĕ. Хăйсене пӳлĕмрен илсе тухçа каяс умĕн вара юриех Илюк патĕнчерехрен иртсе тепĕр хут юнарĕ:
— Вилетĕн эсĕ, пурпĕрех вилетĕн!
— Маншăн ан хăра, хăвна пĕл эсĕ, — терĕ ăна хирĕç Илюк тата ытларах хăюланса.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...