Юманлăхра çапла пулнă :: 27-мĕш сыпăк
Матроса персе ӳкерни, вăл, аманнăскер, милицисен аллине лекни çинчен Артист тин кăна чупса пынă Маланирен пĕлчĕ.
— Ун пирки паян пĕтĕм хула мĕн тул çутăлнăранпах калаçать, пурте калама çук хĕпĕртенĕ, — васкаса пăшăлтатрĕ Малани. — Ачине магазинта юри, айăпне хăйсем çинчен сирсе яма хăварнă теççĕ. Тепĕр тесен, Илюкне чăнах та хăвармалла пулман-мĕн сирĕн, ахаль те турткаланса пурăннăскер, йĕпетсе тултарать акă вăл, пурне те сутать!
— Ан хăра, сутмасть, вĕрентнĕ ăна! — терĕ Артист çĕтсе ларнă сасăпа. — Мĕн тухать ăна пире сутнипе? Хăйне йывăртарах килет çеç.
Артистăн ытлашши хăрамаллиех те пулман çав: вăл — ирĕкре, халь тин ăна никам та тытас çук, кĕçĕрех тухать те тарать акă вăл. Вырăссем калашле, шыра вара çиле хирте... Анчах Маланишĕн ку самаях хăрушă пулчĕ, мĕншĕн тесен Илюк ун çинчен ытла та нуман пĕлет-çке! Вăл каласа парсан Маланин пĕтĕм ирсĕр пурнăçĕпе ĕçĕсем те тăрă шыв çине тухаççĕ: тăтăшах вăрăсемпе çыхăнни те, вĕсене ĕçтерсе-çитерсе пурăнни те, вăрланă япаласене кая-кая сутни те — тем те, тем те!
Çавăнпа шикленчĕ те вăл халь, çавăнпа унăн çĕлен чĕри вырăнтан хускалчĕ...
— Епле пулсан та пирĕн халь утрав çинчи япаласене хăвăртрах илсе тухма тăрăшас пулать, — терĕ Артист кичеммĕн. — Малтанлăха ăçта хума пултаратпăр эпир вĕсене? Сан патна йăтма пит инçе, тата хальхи вăхăтра ытла шанчăклах та мар. Леш шуйттан чĕппи хăранипе персе ячĕ тĕк...
— Илюк-и?
— Çавă çав! Кам пултăр тата?
— Эппин, хальлĕхе çак Варвари патне илсе килĕпĕр. Тĕпсакай пекки пур унăн, пытарать. Питĕ шанчăклă вырăн.
— Килĕшет-ши?
— Уй, укçа сĕнсен ма килĕшмест пуль? Тата... эс унран пит ан хăра, вăл хăй те унтан-кунтан çаклатма хирĕç мар этем. Пĕрре ларса та тухрĕ уншăн...
— Апла пулсан эсĕ халех кимĕ туп. Кĕçĕрех каятпăр. Моторли пулсан авантарахчĕ. Çитсе килме хăвăрт пулать, ăнсăртран такам тĕл пулсан та шанчăклă.
— Ăна тупатăп, тупатăп! Леш Иванах парать пуль-ха?
— Мĕнле Иван?
— Мăн Иван, ара. Хамăра утрав çине илсе кайни! Виçĕм кун пристаньри буфетра тĕл пултăм — мотор туянтăм терĕ...
— Калаçса татăл эппин. Тӳлесси пирки хытса ан тăр!
Тата кăшт ларкаласан Малани тухса кайрĕ те каç пуласпа тин çаврăнса пычĕ. Ун çине пĕрре пăхса илсенех Артист ĕçсем питех те ырă маррине туйрĕ.
— Мĕн эсĕ... такам хĕнесе янă тĕслĕ? — ыйтрĕ вăл унран. — Тупаймарăн-им кимĕ хуçине?
— Тупасси тупрăм та, усси сахал-ха унран. Кимми тĕпĕнче вил ӳсĕр выртать, шуйттан, паянах çын пулаймасть те пулĕ. — Малани ывăннă лаша пек хаш-ш! сывласа ячĕ. — Анчах вăл нимех те мар-ха...
— Тата мĕн пулнă?
— Халь... мĕн... автобус çинче илтрĕм: Матрос вилсе кайнă тет.
— Матрос?! Вилнĕ?! — яштах сиксе тăчĕ Артист. Унăн куçĕ тăрук хаяррăн та хăрушла çуталса илчĕ. — Камран илтрĕн?
— Каларăм-çке, автобус çинче... Хĕрарăмсем калаçса килчĕç. Сăмахĕ больницăри пĕр медсестраран тухнă пек ăнлантăм. Тăна кĕреймесĕрех вилнĕ тет...
Артист пукан çине ларчĕ те пуçĕпе сулкаласа илчĕ.
— Эх-х!.. Дружок-корешок... Пĕтрĕ эппин иксĕмĕр текех тĕнче касса çӳресси!.. Ну, юрĕ... Каçармастăпах куншăн! Пурĕ пĕр кам вĕлернине йĕрлесе тупатăп та — тавăратăп. Ы-ых, тавăратăп, мать честная!
Вăл шăлĕсене тăрук шăтăр-р... тутарса сĕтеле çапнипе Малани те шартах сиксе илчĕ.
Утрав çине вĕсем çав каçхине каяймарĕç: путсĕр кимĕçĕ Мăн Иван урăлайман иккен, ирĕксĕрех ырана хăвармалла пулчĕ. Тепĕр кунне вара Малани кимĕçпе малтанах калаçса татăлчĕ те, тĕттĕм пулсан Рыбацкая слобода тĕлне моторлă кимĕ пырса чарăнчĕ. Вăрăсемшĕн вăл каçхине çанталăк питĕ лайăх пулчĕ — кăнтăрла иртсенех хĕвел анăç енчен çăра хура кăвак пĕлĕтсем капланса килчĕç, çумăр чашлаттарма тытăнчĕ, каç пулсан та чарăнмарĕ, Атăл çинче ун пек чух ытлашши çын пулмасть, пулăçсем те килĕсенче лараççĕ, хуть те мĕн ту, никам та курмасть...
Маланипе Артиста та çакнашкал тĕттĕм каç вĕсене никам та курма пултарас çук пек туйăнчĕ, вĕсем утрав çинчи япаласене ним шиксĕр кайса илсе килме ĕмĕтленчĕç. Анчах...
...Шăп çав кун, кăнтăрлапа, милицири следователь пӳлĕмĕнче хăйĕн амăшĕпе тĕл пулса чун-чĕререн уçăмлăн калаçнă хыççăн Илюк пурин çинчен те ним тунмасăр, ним пытармасăр каласа кăтартнă. Паллах, вăл пуринчен ытларах Малани çинчен каланă, мĕншĕн тесен унăн Шупашкарти ăнăçсăр пурнăçĕ чăн малтан çав ирсĕр хĕрарăмпа çыхăннă-çке-ха.
Шутпа, Илюк следователе Малани çинчен каласа панă хыççăн ăна тӳрех, çав сехетрех тытса хупмалла пек ĕнтĕ. Анчах милицирисем кун пек тума васкаман, вĕсем Малание сăнама тытăннă. Тарса ӳкме ĕлкĕрнĕ Артист ун патне пыратех ĕнтĕ, е Малани хăй ăна шыраса тупать тесе шухăшланă милицире. Вĕсем пĕр-пĕринпе курнăçмасăр пулмастех, вĕсем епле пулсан та çыхăнаççех! Малание тăрук хупса лартсан çав «çип» татăлма пултарать: Малани шарт тунса лартать те — нимĕн те тăваймастăн вара. Çавăнпа та милици начальникĕ çав самантран пуçласа Маланин кашни утăмне сăнаса тăма хушрĕ — кăнтăрла та, каç та, вăл килте чух та, хулана тухса унта-кунта çӳренĕ вăхăтра та.
Малани, паллах, ăна-кăна нимĕн те пĕлмерĕ, анчах ахаль тумсем тăхăннă икĕ вăйпитти арçын ăна пĕрре те куçран вĕçертмерĕ. Вĕсем Малани кăнтăрла иртсен хăйĕн килĕнчен мĕнле тухса кайнине те, перевоз патĕнчи киоскра çур литр эрех илсе тавар склачĕ çывăхĕнчи пĕрене куписем хушшинче пĕр тĕреклĕ арçынпа ĕçсе ларнине те, унтан Рыбацкая слободари пĕр тайлăк-тĕйлĕк пӳрте кĕрсе кайнине те курчĕç. Чылай вăхăт иртсен çав пӳртрен тепĕр лутака, кукăртарах ураллă хĕрарăм тухрĕ те Кадыков урамĕнчи киоскран икĕ çур литр илсе пычĕ. Сăнакансенчен пĕри хулана çак хĕрарăмпа пĕрлех кайса килчĕ, анчах лешĕ çакна вуçех те сисмерĕ.
— Такама кĕтеççĕ вĕсем, ахальтен мар ĕçмеллисем хатĕрлеççĕ, — хăй шухăшне каласа пачĕ хулана кайса килни. — Лешне, тарнине, мар-ши? Мĕнле шутлатăн?
— Пулма пултарать, — килĕшрĕ тепри.
— Лайăхрах сăнас пулать.
Майĕпен каç та пулма пуçларĕ. Кăнтăрла иртсен пĕр виçĕ сехетре пуçланнă çумăр халĕ те чарăнмарĕ-ха, кĕркуннехи пекех йăлăхтармалла, вĕттĕн-вĕттĕн сапрĕ. Хушшăн-хушшăн чарăннă пек пулать, унтан каллех чашлаттарма тытăнать. Милици çыннисем лачкамах пулчĕç, анчах сăрт çумĕнчи лапчăк пӳрте сăнама пăрахмарĕç. Унта ĕнтĕ электричество та çутса ячĕç, чӳрече карри витĕр пĕр-икĕ хутчен кил хуçин лапсăркка пуçĕ курăнчĕ, анчах урăх çын пурри палăрмарĕ, сас-хура та илтĕнмерĕ.
— Тĕп-тĕрĕс калатăп сана — лешне кĕтеççĕ! — терĕ каллех милици çыннисенчен пĕри самаях вăхăт иртсен. — Хăйсем тĕллĕн ĕçес пулсан вĕсем хальччен юрлама та тытăнмалла... Тен, кĕрсе пăхăпăр, э?
— Эс, мĕн, ухмаха ертĕн-и? — тĕлĕнчĕ тепри. — Мĕн сăлтавпа кĕретĕн? Эпир камне вĕсем тӳрех тавçăрса илеççĕ! Вара хамăрăн пĕтĕм ĕçе пăсса хуратпăр. Арестлеме пирĕн нимĕнле сăлтав та, право та çук... Хушман та пире ун пек тума!
Вĕсем тата чылай хушă сăнаса тăчĕç. Çумăр çаплах лăпăстатрĕ, таврара пăч тĕттĕм пулса çитрĕ, Атăл шывĕ хуралса ларчĕ, унта-кунта бакен çутисем çеç вĕлт те велт туса илеççĕ те, тура, пристань патĕнче, темле мăн пăрахут шыв çине сарă хĕрлĕ çутăсем сапать. Лапчăк пӳртре çав-çавах шăп, халь ĕнтĕ кил хуçи çӳрени те курăнма пăрахрĕ.
— Эсĕ отделение кайса кил эппин, мĕн калаççĕ, — терĕ сăнаканнисенчен пĕри теприне. — Часах вун пĕр çитет. Мĕн тумалла? Эп кунта пĕчченех тăркалăп...
Тепри сăмахсăрах килĕшсе йăпăлкаланнă сукмак тăрăх унăн-кунăн шуçкаласа утса кайрĕ. Унтан пилĕк минут иртрĕ, вуннă... Ту енче кимĕ моторĕ лăкăртатни илтĕнчĕ. Сăнама юлнă çын ун çине çаврăнса та пăхмарĕ — сахал-и хальхи Атăл çинче моторлă кимĕ? Кашни хăйĕн ĕçĕпе çӳрет.
Анчах çав вăхăтра пачах та кĕтмен япала пулса тăчĕ. Милици çынни тăракан вырăнтан инçетре те мар, пулсан пулĕ пĕр ик çĕр метрта, сасартăк темле арçын çав тери хытă кăшкăрса ячĕ...
— А-а-а!.. Краву-ул! Пулăшă-ăр!.. А-а-а...
Ахăртнех, такамсем кама та пулин çаратма тапăннă пулмалла. Те укçине туртса илесшĕн-ха, те тумтирне хывасшăн...
— А-а-а! Пулăшă-ăр! — тепĕр хут янраса кайрĕ тĕттĕмри сасă.
Паллах, пĕччен çын çĕрле хурах кăшкăрнине илтсен хуть те кам та ăна пулăшма чупать. Епле тӳсетĕн-ха хурлăха лекнĕ çынна хӳтĕлемесĕр? Преступлени пулать вĕт-ха вăл!
Лапчăк пӳрт патĕнче сăнаса тăракан милици çынни хăйĕнчен инçех те мар такам пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтсен пĕрре леш пӳрт çине, тепре тĕттĕмелле пăхрĕ те çумĕнчи пистолет кобурине аллипе тытса сасă илтĕннĕ еннелле ыткăнчĕ. Пĕр çĕр метр пек чупса кайсан вăл чарăнса тăчĕ: хăш тĕлте кăшкăрчĕç-ха? Тĕттĕмре никам та курăнмасть. Пĕр минут иртрĕ, иккĕ… Унтан хайхи сасă чылай аякра, сылтăмарахра, илтĕнчĕ. Милици çынни унталла тапса сикрĕ... Темиçе самантран вăл тĕттĕмре виçĕ мĕлке тăрмашнине асăрхарĕ. Пĕри текех ӳкет, иккĕшĕ ăна хулĕнчен тытса çĕклеççĕ те малалла сĕтĕреççĕ.
— Хура-ах, пулăшăр!..
— Стой, мĕн хăтланатăр эсир? Перетĕп! — пистолетне туртса кăларма хатĕрленсех чупса пычĕ вĕсем патне милици çынни.
Вăрăсем ун пек чухне хăйсем тапăннă çын патĕнчен пĕррех аяккалла вăркăнаççĕ, анчах кусем, темшĕн, вырăнтан та хускалмарĕç. Хăйсене чарма пынă çынна хирĕç тăрасшăн пулинех? Пĕлме çук...
— Камсем эсир? Мĕн тăватăр ку çынна? — çилĕпе ыăтрĕ милици çынни.
— А сана мĕн ĕç? — терĕ лешсенчен пĕри кăмăлсăр сасăпа. — Эсĕ ху кам, кун пек паттăрскер?
— Эпĕ — хулари милици уйрăмĕн сотрудникĕ! Ăçта сĕтĕретĕр эсир ăна? Мĕн тума? — Вăл халĕ ним сас памасăр, вилнĕ пек выртакан çын çине тĕллесе кăтартрĕ.
— Киле илсе каятпăр...
— Мĕнле киле? Кам патне?
— Хамăр патах. Ав икĕ чӳречере çутă курăнать... Пирĕн кил вăл. Ĕненместĕн пулсан — пырса пăхма пултаратăн.
— Ак ку — кам вара?
— Шăллăм вăл манăн. — Тĕттĕмри çын ывăннă пек хаштах сывласа илчĕ. — Таçта ĕçсе супнă та паян тăнран тухса кайнă. Киле аран сĕтĕрĕнсе пыни çитмест, аннене татах укçашăн тапăнчĕ. «Эп сана хам ĕç укçине ĕнер пĕтĕмпех килсе патăм, тавай çур литрлăх, мана юлташсем кĕтеççĕ!» — тет. Паллах, анне памарĕ, ку ăна усал сăмахсем каласа кӳрентерме тытăнчĕ, эп вара тӳсеймерĕм, тĕрĕссипех каласан — пĕр-икĕ хутчен тăванла тăхăнтартса ятăм. Ӳсĕрскер макăрма тытăнчĕ, эсир мана çын вырăнне хумастăр, халех Атăла кайса сикетĕп тесе тухса чупрĕ... Мĕн тăвас тетĕн, ирĕксĕрех хыççăн кайма тиврĕ. Урама тухсан çак юлташа тĕл пултăм та ăна та хампа пĕрле пыма чĕнтĕм. Пĕтĕм ĕçĕ те çавă çеç. Киле пырасшăн мар тата усал, пусма тытăннă сысна çури пек çухăрать! — Каласа кăтартакан çын тарăхнипе çĕрте выртаканнине атă пуçĕпе тапса йлчĕ.
— Часчасах ĕçет-и вара вăл? Хăй çамрăк пулас-ха? — ыйтрĕ милици сотрудникĕ.
— Çамрăк çав, ФЗО пĕтернĕ хыççăн иккĕмĕш çул кăна ĕçлет-ха. Ку таранччен ĕçни сисĕнсех каймастчĕ, анчах юлашки пĕр-ик уйăх хушшинче тем мурĕ пулчĕ! Шпаналла юлташсем тупăнчĕç пулмалла! Çавсем илĕртсе пăсаççĕ...
— Юлташсенчен питĕ нумай килет çав, — килĕшрĕ милици çынни. — Часрах уйăрма тăрăшăр эсир ăна ун пеккисенчен, атту тăк пуçĕпех пăсăлса кайма пултарать.
— Ыранах заводри комсомол комитетне кайса калаçатăп-ха. Комсомолец вĕт вăл. Тыткалаччăр лайăхрах, тăн кĕртчĕр пĕрре...
— Кайăр, кайăр... Çамрăк çынна вăл пăсăлса каясран епле пулсан та вăхăтра хăтарас пулать!
Милици çынни хăйĕн малтанхи вырăнне таврăнма васкарĕ. Шăпах вăл шыв хĕррине çитеспе çыран çумĕнчен моторлă кимĕ тăрук тапранса кайрĕ те темиçе самантранах тĕттĕмре курăнми пулчĕ. Милици çынни лапчăк пӳрт çине пăхрĕ — унăн чӳречинче çутă çук иккен.
— Тухса кайна! Вĕçертрĕм!.. — хыпăнса ӳкрĕ вăл. — Мĕн туса хутăм-ха эп капла? Е мана юри улталарĕç-ши?..
Вăл çереме касса тунă картлашкасем тăрăх çав пӳрт патне чупса хăпарчĕ те пĕчĕк çенĕк алăкĕ çинче самаях сулăмлă çăраççи çакăнса тăнине курчĕ.
— Тарнă! Тăрăлса юлтăм!..
Ним тума пĕлменнипе вăл хуп-хура Атăл çинелле пăхрĕ. Куçа нимĕн те курăнмарĕ, анчах Атăл варринче, чылай инçетре, кимĕ моторĕ антăхса каяс пек лăкăртатни уççăнах илтĕнчĕ.
— Çав кимĕпе тарнă вĕсем! Тем тесен те! Мĕн тăвас пулать-ха ĕнтĕ? — Вăл картлашкасем тăрăх шуçкаласа каялла чупса анчĕ те кĕтмен çĕртенех хăйĕн хулана кайнă юлташĕпе пите-питĕн тĕл пулчĕ. Унпа пĕрле тата икĕ çын килнĕ иккен.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕç вĕсем. — Эпир сире улăштарма килтĕмĕр, халĕ ĕнтĕ киле кайма та пултаратăр...
— Киле каясси тарам-ха вăл... Тартрăм вĕт, пĕр наччасра ухмаха тăрса юлтăм! — терĕ ку ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр. — Авă мотор сасси. Çавăнпа ларса вĕçтерчĕç пулмалла...
— Апла пулсан мĕн туса тăрас кунта, часрах хыççăн хăвалас пулать! — терĕ халь килнисенчен пĕри.
— Мĕнпе? Мĕнпе хăвалатăн?
— Епле мĕнпе? Хамăрăн катерпа! Вăл ахаль моторкăсенчен пилĕк хут хăвăртрах каять, ракета пек вĕçет вĕт!..
Вĕсем вара пĕр самант та тытăнса тăмарĕç, тăваттăшĕ те пристань еннелле чупрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...