Юманлăхра çапла пулнă :: 25-мĕш сыпăк


Илюка çав кун урăх чĕнмерĕç. Пушанса юлнă тĕксĕм камерăра вăл пĕчченех ларчĕ. Мĕн кăна шухăшламарĕ-ши мĕскĕн ача! Пĕрре çеç мар ӳкĕнсе илчĕ — ма пăтраштарма тытăнтăм-ши пĕрех хут? Анне çинчен те каласа памаллаччĕ, тĕрмере ларать темеллеччĕ, хăй хулана мĕншĕн тарса килнине те, кунта кампа тата мĕнле çыхланса кайнине те, вĕсемпе пĕрле мĕн-мĕн тунине те — веçех, пĕтĕмпех! Хăраса тăмалла марччĕ, халь тин хăранинчен мĕн усси ĕнтĕ?

Тулта пăч тĕттĕм пуличченех çавăн пек шухăшсемпе асапланса ларчĕ вăл, юлашкинчен нар çине тӳнсе çывăрса кайсан тĕлĕкре те тем те пĕр курса пĕтрĕ. Килтен тухса тарнăранпа тӳссе ирттернисем курăнса канăç памарĕç ăна...

Тепĕр кунне, пĕр вун пĕр сехетсенче тин чĕнсе кайсан, ăна темшĕн допрос тума тытăнмарĕç. Пĕр пӳлĕме кĕртрĕç те ун пекех хура сăнлă, шкул гимнастерки тăхăннă унпа пĕр çулхи икĕ арçын ачапа юнашар лартрĕç. Илюк вĕсем çине тĕлĕнерех пăхрĕ: «Кусем те ман пекех лекнĕскерсем-ши?..» Анчах вĕсемпе пĕр сăмах та хушмарĕ, мĕн пулассине кĕтсе пĕр кĕтеселле ним тĕлсĕр пăхса ларчĕ. Леш ачисем çинчен тĕрĕсне калас тăк, вĕсем преступниксем мар, чипер ачасемех пулнă, вĕсене кунта пачах та урăх сăлтавпа чĕнсе илнĕ, анчах сăлтавĕ Илюкпа çыхăннă...

Чылайранпа тин алăк уçăлчĕ те, пӳлĕме ĕнер Илюка допрос тунă сарлака питлĕ следовательпе пĕр вун тăватă çулсенчи сап-сар çӳçлĕ, хитре чечеклĕ кăвакрах платье тăхăннă хĕрача тата милицисем пек тумланман икĕ арçын кĕчĕç. Милици следователĕпе пĕр арçынĕ тӳрех тепĕр енчи стена çумĕнчи пукансем çине ларчĕç, тепри вара, кăвак костюм тăхăннă самаях çамрăк, хура кăтра арçын — вăл прокуратура следователĕ пулнă — хĕрачана аллинчен çавăтса маларах ирттерчĕ те юнашар ларакан арçын ачасем еннелле çавăрса тăратрĕ.

— Ну, Рита, лайăхрах сăнаса пăх-ха ĕнтĕ... — терĕ вăл йăвашшăн. — Çак ачасенчен хăшне те пулин паллатăн-и эсĕ?

Илюк ку мĕне пĕлтернине пĕртте ăнланмарĕ, анчах хăй çав илемлĕ хĕрача çине тинкеререх пăхрĕ те чутах тăнран каятчĕ. Ун умĕнче хăйсем Матроспа иккĕшĕ чӳречерен кĕрсе çаратса тухнă хваттерти хĕрача тăрать иккен! Çавă, тем тесен те çавă! Ун чух вăл пĕр аялти кĕпепе кăначчĕ, çӳçĕ-пуçĕ те сапаланнăччĕ, хăранипе куçĕ сиксе тухас пек чарăлса кайнăччĕ, халь ĕнтĕ вăл пĕртте ун пек мар, хитре чечеклĕ платье тăхăннă, çапах та палламалла. Çавах!..

Хĕрачи хăй те часах палласа илчĕ ăна. Пĕр пекрех виçĕ арçын ача çине пĕр минут пек ним чĕнмесĕр пăхса тăрсанах вăл Илюк çине тĕллесе кăтартрĕ:

— Çакă...

— Йăнăшмастăн-и? Тен, вăл мар, ак кусем? — ытти ачасем çинелле пуçĕпе сулчĕ следователь.

— Çук, çук, йăнăшмастăп, — пĕтĕм кĕлеткипех пăркаланса илчĕ хĕр ача. — Çаках. Мăнни мана çĕçĕпе хăмсарсан вăл кухньăран чупса тухрĕ. Малтан нимĕн те тумарĕ, унтан япаласене чӳречерен ывăтма тытăнчĕ, юлашкничен мăн вăрри ăна комод çинчи сехете илсе тыттарчĕ...

Хăйсене хурахсем çаратнă чух вилесле хăранă пулин те пĕтĕмпех астуса юлнă иккен ку хĕрача, пурне те тĕп-тĕрĕссипе, йеркипе каларĕ, нимĕн те манса хăвармарĕ. Ара, ун пеккине епле манатăн-ха? Виличчен те манаймастăн ăна!

— А эсĕ астăватăн-и çавсене, Ивуков? — Илюк çине тинкерсе ыйтрĕ ахаль тумлă следователь.

Йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ Илюк çĕрелле пăхрĕ, нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕн калама пултартăр-ха вăл пĕтĕмпех тĕрĕс пулсан?..

...Унтан Илюка урăх пӳлĕме илсе кайрĕç. Следователь сĕтел çинче выртакан хура хуплашкаллă мăн кĕнекене илсе уçкаларĕ те Илюка пĕр сăн ӳкерчĕк çине тĕллесе кăтартрĕ:

— Çак çынна хăçан та пулин курнă-и эсĕ?

Илюк Матроса тӳрех палласа илчĕ, анчах шăпах пулчĕ, ыйтнине хирĕç ответ памарĕ, куçĕсене мăчлаттарса илчĕ кăна.

— Ма нимĕн те чĕнместĕн? Санăн тусу-çке вăл, леш сана палласа илнĕ хĕрачасен хваттерне эсир унпа пĕрле çаратса тухнă, эпир ăна халь питĕ лайăх пĕлетпĕр. Ăна çеç те мар, эсĕ хулана мĕншĕн килни те паллă пирĕншĕн.

— Кам... кам каларĕ? — чĕтрекен тутине аран хускатса илчĕ Илюк.

— Аннӳ каласа пачĕ.

— Мĕнле анне? — вĕри шывпа сапнă пекех сиксе тăчĕ Илюк.

— Мĕнле анне пултăр? Çыннăн амăшĕ пĕрре кăна ĕнтĕ. Санăн та темиçе мар пуль?

— Суя! Анне мар вăл манăн! Юри калать! — куççульпе чыхăна-чыхăна кăшкăрчĕ Илюк. — Улталать вăл, юри ман анне пек пулса çӳрет! Ан ĕненĕр ăна, вăл путсĕр хĕрарăм, сĕтĕрĕнчĕк, чисти йытă!

Илюка хăйĕн çинчен милицисене Малани килсе каланă пек туйăннă. Туйăннă çеç те мар, вăл чăнах та çапла шутланă, мĕншĕн тесен Илюк пĕр кун больницăра выртнă чух та Малани ун амăшĕ пек пулса пынă-çке, ун пирки кайран темиçе хут та мухтанса илчĕ вăл. Каллех çавă сĕтĕрĕнсе килнĕ ĕнтĕ кунта! Мĕн ĕç пур унăн Илюкпа? Мĕн каласа тултарнă-ши ĕнтĕ ун çинчен? Вăл хăй те вăрă вĕт-ха, вăрăсен тарçи, вĕсен йытти!..

Çавăнпа пĕтĕм чун-чĕререн тарăхса кăшкăрчĕ халь Илюк. Вăл хăйĕн амăшĕ çинчен темĕн тĕрлĕ усал сăмахсем каланинчен следователь малтанах питĕ тĕлĕнчĕ. «Нивушлĕ вара ку çав териех пăсăлса кайма ĕлкĕрнĕ, тăван амăшне те çын вырăнне хумасть?..» — тесе шухăшларĕ, унтан тӳсеймерĕ, сĕтел çине шарт! çапрĕ:

— Пăрах палкама! Епле намăс мар хăвăн аннӳ çинчен çавăн пек ирсĕр калаçма?! Вăл сана хăйĕн кăкрине ĕмĕртсе çитĕнтернĕ, вăрçă вăхăтĕнче çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе утайми пулса çитсен те хăй çиес юлашки татăка сан çăварна хыптарнă, епле те пулсан ӳстерсе çын тăвасшăн тăрăшнă, анчах эсĕ килтен ним каламасăр тухса тарнă, ăна икĕ уйăх макăртнă... Ку çитмест-ха, тата халь темĕн те пĕр лăпăртататăн!

Илюк шăпах пулчĕ. Пĕлмен çав вăл нимĕн те... Следователь чăнах та унăн тăван амăшĕ çинчен каланă. Районти милици хушнипе Илюк амăшĕ паян ирпе ирех хулана çитнĕ, çак следователь патĕнче пулса унпа сехет ытла калаçнă, хăйĕн йывăр пурнăçĕ çинчен те, ывăлĕ мĕнле тухса тарса çухални, ăна темле шыраса та тупайманни çинчен те макăра-макăра каласа кăтартнă. Анчах Илюк хăйне леш путсĕр Малани улталанипе тăван амăшĕ тĕрмере ларать, унпа следователь ниепле те курса калаçма пултарайман тесе шутланă...

— Санăн халь аннӳ умне чĕркуçленсе каçару ыйтас пулать, намăссăр ача! — терĕ юлашкинчен следователь.

Унтан телефон трубкине тытрĕ те:

— Леш хĕрарăма ман пата илсе килĕр, — терĕ. Тепĕр ик минутранах пӳлĕме Илюк амăшĕ кĕрсе тăчĕ.

Начарланса, темле кăвак сăнланса кайнă, куçĕ шалалла путса аннă, кĕлетки курпунланнă — утмăл çулхи карчăк тейĕн çав! Питĕ нумай хуйхăрнă курăнать вăл ку хушăра, сахал мар макăрнă, мĕскĕн...

Ăна курсан Илюк калама та çук тĕлĕнсе, тăрук хăраса кайса сиксе тăчĕ. «Мана кăтартма тĕрмерен кăларсах илсе килнĕ пулмалла...» — çиçĕм пек шухăш вĕçсе илчĕ унăн пуçĕнче.

— Кам ĕнтĕ çак? Сан аннӳ мар-им? Е ăна паллас кăмăлу та çук-и? — ыйтрĕ следователь çилĕпе.

Пĕр авăк хушши Илюк юпа пек хытса тăчĕ, унтан сасартăк «анне!» тесе шариех кăшкăрса ячĕ те амăшĕ патне ыткăнса ăна мăйĕнчен ыталаса илчĕ.

— Анне, аннеçĕм!.. Каçар мана, анне, каçар, тархасшăн...

Амăшĕ ăна хирĕç тăруках нимĕн те калаймарĕ, чунĕ ытла та кӳтсе килнипе сассăр макăрса, куççульне çăта-çăта ĕçпе хытнă ырханрах аллисемпе Илюка пуçĕнчен, çурăмĕнчен, хулпуççинчен ачашлама тытăнчĕ. Васкаса, çав самантрах унăн ачине такам туртса илесрен хăранă пек, хăй çумнелле пăчăртарĕ...

— Ывăлăм... Чунăм, юнăм... Мĕн туса хутăн эс капла, мĕн туса хутăн, ача-ам... Пĕтрĕн вĕт... Аçу пире кун пек пурăнма хушса хăварманччĕ-çке, çын шутлах пурăнма хушнăччĕ...

Следователь вĕсем çине чунтан хĕрхенсе пăхса ларчĕ. Паян ирхине Илюк амăшĕпе вăрахчен калаçнă хыççăн уншăн пĕтĕмпех паллă пулчĕ: ку ача хăйĕн килĕнчен сасартăк хăраса ӳкнипе тухса тарнă, анчах вăл хăрани йăнăш пулнă, хулара вара ăна вăрăсем темле майпа хăйсен аллине çавăрса илнĕ те хăйсемпе «ĕçлеттерме» тытăннă. Ун пеккисемпе следователь вăрçă хыççăнхи çулсенче пĕрре кăна мар тĕл пулнă... Пур-ха çав, сахал та мар пирĕн обществăра çавăн пек ирсĕрсем, — пĕтĕм халăхпа пĕр кăмăллăн ĕçлесе ырă пурнăçпа пурăнас вырăнне хамăр çынсене, патшалăха çаратаççĕ, çăмăллăн тупнă укçа-тенкĕпе ашкăнса пурăнаççĕ, путсĕр ĕçсем тăваççĕ. Хăйсем пăсăлса кайни çитмест, вĕсем çамрăксене тĕрĕс çул çинчен пăрса яраççĕ, кусем вара халăхшăн усăллă çынсем пулас вырăнне хăйсем сисмесĕрех халăхăн чи усал тăшманĕсем пулса каяççĕ. Халь ун умĕнче амăшĕпе пĕрле макăракан çак ача та çавăн пек тӳрленми преступниксен, вăрă рецидивистсен танатине лекнисенчен пĕри ĕнтĕ.

— Ну, эсир пĕр-пĕринпе тĕплĕрех ларса калаçăр, эп сире кансĕрлемĕп, — терĕ следователь сĕтел хушшинчен тăрса тухса. Алăк патне çитсен Илюк амăшне асăрхаттарса хăварчĕ:

— Лайăхрах ятла эс ăна, ăнлантăр вăл суйма юраманнине, хăйне вăрра ертсе янă çынсене хĕрхенсе ан тăтăр, вĕсем çинчен пĕтĕмпех каласа патăр, нимĕн те ан пытартăр!

— Юрĕ, начальник юлташ, — куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса пӳçепе ик-виç хут сулса илчĕ хĕрарăм.

Пӳлĕмре ывăлĕпе иккĕшĕ çеç юлсан вăл ун çине пăхнă-пăхман каллех макăрса ячĕ:

— Ах, Илюк!.. Ача-ам!.. Эп ĕнтĕ сана хальччен вилнĕ те пуль тесе пурăнтăм вĕт! Шыва кайса путнă-и, машина айне пулнă-и, такам çапса пăрахнă-и, тем-и... Ма хуть епле те пулсан пĕлтермерĕн хăв çинчен? Пĕр сăмах та пулин?..

— Эп хăраса пурăнтăм, анне... — çĕрелле пăхса тĕрĕссине каларĕ Илюк. — Хăраман пулсанах пĕлтереттĕм...

— Мĕнрен хăрарăн, ачам?

— Ара, леш Матвишĕн тытса хупасран...

— Эсĕ... вăл вилнĕ тесе шутланă-им? Çавăншăн хăранă-и?

— А мĕн, вăл вилмен-и вара? — Илюк картах сиксе илчĕ, унăн куçĕ тăруках çуталса кайрĕ. — Вĕлермен-и эп ăна?!

— Асту, ун пек вăкăр пĕрре урайне ӳкнĕшĕнех вилет пуль! Пĕррехинче ăна çиччĕн тытса хĕненĕ, ун хыççăн виçĕ кун ним пĕлми выртнă, анчах тăна кĕрсенех пĕр алтăр ханша ĕçнĕ те ним мар тăрса утнă тет. Вĕлерĕн ăна, эсреле! Ахлатса вырткаларĕ-вырткаларĕ те сысна пекех çывăрса кайрĕ, ирччен те вăранмарĕ, ирхине вара юлташĕпе иккĕшĕ çур литр ĕçрĕç те юрласах тухса кайрĕç.

— Вăл... халь пирĕн патрах пурăнать-и? — хăранă пекрех ыйтрĕ Илюк.

— Çук, çук, — пуçне пăркаласа аллипе аяккалла сулчĕ амăшĕ.

— Эп ăна темиçе кунтанах хăваласа кăларса ятăм...

— Тĕрĕс тунă. Пирĕн япаласене сутаймарĕ пуль те хуть?

— Ним те суттармарăм. Хăваласа ярасси те çавăн пиркиех пулчĕ. Вăл питĕ сутасшăнччĕ, илекеннисене те хăех тупнă, хам фермăра чух кĕлет тăррине илтерсе пăрахнă, пурине те сӳтме тытăннă. Мана кун çинчен çынсем пырса каласанах эпĕ ял Советне чупрăм. Халех хăваласа ярăр çак хураха ман патăмран, вăл мана тĕппипех çаратса ыйткалакан тăвасшăн, эп ăна текех алăк урлă та каçармастăп терĕм...

— Кайрĕ-и вара?

— Тепĕр вунă кунтан ăна промартельти растратăшăн суд туса пилĕк çуллăха хупрĕç. Ларать халь. Çав кирлĕ шуйттана!

Тинех вара Илюк çав каçхине мĕн тери хăрушă, нимĕнле тӳрлетмелле мар йăнăш тунине ăнланса илчĕ. Енчен те вăл ун чухне ялтан тухса тарман, кам патĕнче те пулин выртса çĕр каçнă пулсан нимĕн те, нимĕн те пулмастчĕ-мĕн... Паян кун та вăл пĕр хуйхă-суйхăсăр пурăнатчĕ, шкултан та вĕренсе тухатчĕ... Эх! Ма ун пек васканă-ши вăл?.. Халĕ акă... ăçта çитсе çапăнмалла пулчĕ унăн! Тин çăлăнмалли майĕ те çук, тӳсес пулать ĕнтĕ мĕн тӳсмеллине...

— Эс килтен тухса тарни вара мана пĕтĕмпех пĕтерсе хучĕ, — терĕ амăшĕ малалла. — Ăш-чикĕм çунсах тухать пуль терĕм. Çиме ларсан апат анмасть, çывăрма выртсан ыйхă килмест. Ураран ура иртми пулса çитрĕ... Малтан эсĕ çав шуйттан Матвийĕпе пĕрле пулас мар тесе куккусем патне кайнă пуль терĕм. Паян таврăнать-и ку, ыран килет-и тесе кĕтсе пурăнтăм. Сас-хура пулмарĕ. Вара куккусем патне хам кайса пăхрăм. Эс çук. Курман, илтмен теççĕ... Ăçта шырамалла урăх? Киле таврăнтăм та тӳрех шкула Нина Васильевна патне кайрăм. Юратать-çке вăл сана. Ман Илюк çухалчĕ тетĕп. Пĕлетĕп-ха, хам та çавăн çинчен шухăшласа пурăнатăп-ха тет. Иксĕмĕр вара ял Советне Яраткин патне кайрăмăр. Шыраттарас пулать терĕ вăл. Пирĕн умрах районти милицие шăнкăравларĕ. Лешсем эсĕ миçе çултине, сăну-пуçу мĕнлереххине, мĕн тăхăннине ыйтса пĕлчĕç тет. Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр, нимле хыпар та, ним тĕлли-палли те пулмарĕ... Тем тĕрлĕ те шухăшласа пăхрăм. Ман çине, Матви çине тарăхнă вăхăтра таçта шыва кайса сикмен-ши тесе пăхрăм. Ай тур-тур, çара уран кăвар çине пусса тăнă пекех пурăнтăм çав! Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр итлесе выртатăп: сас пулмасть-ши, хапха уçăлмасть-ши, алăка шаккамасть-ши... Çук, нимĕн те çук! Куратăн пуль — вунă çул пурăнасси пĕтрĕ манăн... — Амăшĕ каллех йынăшса макăрса ячĕ. — Малалла тем курмалла ĕнтĕ тата... Кунтан сана ахаль кăларса ярас çук, лавккарах тытнă теççĕ. Ма хăтлантăн-ши ун пекех, ывăлăм, ма асăрханмарăн-ши? Чăн пысăк айăпĕ хамра та-ха, ăна пит лайăх чухлатăп... Мĕн тăвас ĕнтĕ пирĕн, ачам?

— Эп сана хăвна тĕрмене хупнă тенине илтрĕм, — терĕ Илюк вăл калама чарăнсан.

— Мана? Мĕншĕн? Кам каларĕ ун пек тискер сăмаха? — тĕлĕнсе кайрĕ амăшĕ.

— Пĕр хĕрарăм, мана хăй патĕнче усраканскер... Вăл ятарласа кайса пĕлтĕм терĕ. Матвийĕ вилнĕ, сана хупнă терĕ. Çав мана тата ытларах хăратса пăрахрĕ...

— Ӳпне çăпан тухтăр вăл çын чĕлхи çине! — тăрук çилленсе тата ытларах пăлханса кайрĕ амăшĕ. — Шухăшласа кăларнă та вĕт, тур çырлахтăрах! Чăнах та, леш шуйттанĕ, Матви пирки мана милицине пĕр-икĕ хутчен чĕнтерчĕç, анчах урăх нимĕн те пулман. Намăсне çухатнă çын, пĕр-пĕр шульăк пулнă вăл хĕрарăм, сана çавăн пек хăрушла элеклесе кăтартаканни, урăх никам та мар!

— Çынни путсĕрскер çав... Эп çакăнта лекнĕшĕн те пуринчен ытла вăл айăплă. Çав шуйттан çыхлантарса ячĕ мана вăрăсемпе, çав хистерĕ вĕсемпе пĕрле çӳреме. Хăйне те тыттаратăп-ха ăна, вăл мĕн хăтланса пурăннине пĕтĕмпех пĕлсе çитрĕм. Веç калатăп!

— Кала, ывăлăм, пĕтĕмпех каласа пар начальниксене, тен, хăвна та çăмăллăх пулĕ... Эх, ача-ам! —Илюка ыталаса илчĕ амăшĕ.

Илюк пĕр хушă çĕрелле пăхса, пĕтĕм чун-чĕрипе вĕчĕхсе ларчĕ. Унтан пуçне çĕклемесĕрех амăшне хăйпе мĕн-мĕн пулни çинчен каласа кăтартма тытăнчĕ...

Кайран следователе те пĕтĕмпех каласа пачĕ. Ним пытармасăр, йĕркипе, малтан пуçласа вĕçне çитичченех...