Чи пĕчĕк патшалăх :: Вучах çути
— Ăнт, — тет пуçне ялт çĕклесе. — Халĕ пирĕн вучах — ялта чи хĕрӳлли!
— Ан вĕçкĕнлен! — калаçма та парасшăн мар ăна кӳршĕри Хветут Кĕнати. — Сирĕн кăмака пирĕннинчен пĕчĕкрех, çавăнпа та пирĕн вучах сирĕннинчен хĕрӳллĕрех.
— Çук, пирĕн хĕрӳ!
— Пирĕн!
Тавлашу мĕнле хĕрсе кайнине калама та йывăр, тавлашса çĕнтерейменнипе тарăхса кайнă Кĕнати хăйне тута урлă «хĕртсе» илнине сиссе те юлаймасть Вихтĕр.
— Мĕн пулнă çак сире, çăвăр автансене? — лăплантарма пăхать ачасене Вихтĕр амăшĕ.
Хăйсем мĕншĕн тавлашса кайнине ачасем ăмăрта-ăмăрта каласа параççĕ, пысăккисем хăйсен хутне кĕрессе кĕтет кашни. Паллă ĕнтĕ, Кĕнатин хăйĕн тĕрĕсрех пулас килет, Вихтĕрĕн та парăнас шут çук.
— Акă мĕн, — кăкăрĕ çине медаль çакнă салтак ачасем енне çаврăнса ларать. — Эсир иксĕр те тĕрĕссине калатăр. Саншăн, Вихтĕр, хамăр килти вучах хĕрӳрех, Кĕнатишĕн — вĕсен килĕнчи.
— Мĕнле апла? Икĕ вучах... иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен хĕрӳрех...
— Сана, ачам, Кĕнатисен вучахĕ-кăмаки ăшăтман, çавăнпа та хамăр вучах хĕрӳрех пек туйăнать. Хăвна ăшăтаканнине ытларах килĕштеретĕн эс, ытларах кăмăллатăн. Кĕнати те пирĕн кăмака çинче хĕртĕнсе курман-ха. Вăл хăй килне ытларах хапăллать. Япалана чун-чĕререн юратсан, ывăлăм, пулать вăл унашкалли. Асаннӳне юрататăн тăк — вăл саншăн чи ырри, чи çепĕççи, чи хитри, чи ăсли. Аннӳ пирки те çавнах каламалла. Халь кала, кама ытларах юрататăн эс: аннӳне-и е асаннӳне?
Шарламасть Вихтĕр, пĕрре амăшĕ çине пăхать, тепре асламăшĕ енне пуçне пăрать.
— Ан вăтан, кала, кала.
— Иккĕшне те...
— Пĕр пекех-и?
— Хăш чухне асаннене ытларах юрататăп.
— Вăт-вăт, куратăн-и, «хăш чухне...» Мĕн-ма асаннӳне хăш чухне ытларах юрататăн-ха эсĕ? Мĕншĕн тесен сана асаннӳ кунĕн-çĕрĕн çупăрлать. Аннӳн санпа килте ларма вăхăт пулман. Асаннӳ саншăн çавăнпа чи хакли, чи ырри...
— Чи вăйли, — хушса хурать Вихтĕр.
— «Чи вăйли»? Ма аплах вăйланса кайнă вăл тата? — ăнланмасть ашшĕ.
— Мĕншĕн тесен вăл нимĕçсенчен пĕртте хăрамасть. Кунта килес пулсан эп вĕсене турчăкапа вĕтелентерсе кăларса ярăп тет.
— Çаплах калать-и асаннӳ?
— Ăхă. Кусем мĕнсем сан, атте?
— Медальсем.
— Вĕсене кам панă сана?
— Çĕршыв.
— Мĕншĕн?
— Çĕршыва хӳтĕленĕшĕн, тăшманран асаннӳ пекех хăраманшăн.
— «Хăраманшăн»? Хăраманнисене, атте, кашнинех медаль параççĕ-им? Асанне те хăрамасть вĕсенчен, анчах та ăна никам та памасть-çке. Эпĕ те нимĕçсем кунта килсе кĕрес пулсан йывăç пăшалăмран тӳрех кĕрĕслеттермелле çамкаран. Ним чухлĕ те хăраса тăрассăм çук.
— Мĕнех, — ашшĕ медальсенчен пĕрне вĕçертет. — Асламăшĕ! Асламăшĕ, ăçта эсĕ?
Тĕпел кукринчен Вихтĕр асламăшĕ йăпăртатса тухать.
— Мĕн пулнă? — нимĕн те ăнланмасть вăл.
— Сана Вихтĕр мăнуку кăларнă указпа килĕшӳллĕ туса медаль парас-ха. Нимĕçсенчен пĕртте хăраманшăн, вĕсене турчăкапа та ухватпа вирхĕнтерсе кăларса яма ялан хатĕр пулнăшăн. Юрать эс килтех, атту нимĕçсем Вихтĕр патне те çитме пултарнă, — юптарать салтак. — Вихтĕре тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерес шутпа ырми-канми тăрăшнăшăн парас ку медале, — тепĕр медальне вĕçертет те ăна ун-кун çавăркаласа: — Ак ку, Вихтĕр, сана, — тет. — Эсĕ те пулас салтак вĕт. Çĕршыв вара медальлĕ салтаксене питĕ килĕштерет. Ме, çак кăкăру çине, ан çухат.
— Эй, тупнă ача сутти тумалли, — Вихтĕр амăшĕ упăшкине сĕтел хушшинелле туртать.
— Эсĕ, амăшĕ, апла ан кала. Вучах хĕрӳлĕхĕ — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ япала, ун кăварне ача чунне мĕн пĕчĕклех хурса хăвараймасан, пĕлетĕн-и, сивĕ окопсенче шăнса выртнин, юнпа тар юхтарнин пĕлтерĕшĕ пĕтет вара. Атте-аннене пăхасси, Тăван çĕршыва юратасси пĕтĕмпех çуралнă кил вучахĕн кăварĕпе хĕрӳлĕхне ăшра епле упраса хăварнинчен килет. Тăван вучах кăварне ăша хывмасăр ӳсекен çын ют çын вучахĕн ăшшипе хĕрӳлĕхне хаклама, ют çын нушипе инкекне ăнланма пĕлмест. Ун пек çын — пушă пучахпа пĕрех. Куртăмăр ĕнтĕ эпир унашкаллисене: аллисене хăйсен кăмăлĕпех «хенде хох!» тăваççĕ те тăшман еннелле йăпшăнаççĕ. Çуккă, пулман ун пек путсĕрсен ăшĕнче тăван вучахăн хĕрӳлĕхĕпе кăварĕ.
— Атте!
— Мĕн?
— Хамăр кăвар... Хамăр вучах кăварне эпĕ пĕлтĕрех, виçĕм çулах ăша хутăм.
— Епле майпа?
— Ун чухне пысăк уявччĕ. Пирĕннисем Сталин хули патĕнче нимĕçсене çĕмĕрсе тăкнă пулнă. Çав ятпа мана анне вучахра çĕр улми пĕçерсе панăччĕ. Ăна çинĕ чух кăварĕ те ăша анса кайрĕ — чăтма çук пĕçертрĕ.
— Хе-хе, — кулкалать ашшĕ кĕрекене кĕрсе ларса. — Аван, аван капла...
Çулсем, пĕр эшелонти вакунсем евĕр, умлăн-хыçлăн мĕлтлетсе иртеççĕ... Çуллахи тапхăр. Вихтĕр кăмака умĕнче пан улмипе çăкăр çисе тăрать. Вуннă-вун икке çитнĕскер. Ашшĕ кĕрет. Çиллес хăй темшĕн.
— Эсĕ кунта иккен, — куçран шăтарасла пăхать вăл. — Мĕнле тутлă апат çиетĕн çав тери чаплаттарса?
— Çăкăр, — пан улми тытнă аллине çурăмĕ хыçне пытарать ача.
— Тата мĕн?
— Урăх ним те...
— Намăс мар-и сана алла çăкăр тытса хăвна ĕмĕрĕпех ăшăпа хĕрӳлĕхне панă таса вучах умĕнче ватă аçуна суйма? Кала, путсĕр, Иван Маркович пахчине пан улми вăрлама кампа кĕтĕн?
— Эпĕ кĕмен... Карта кĕтессинче хуралта кăна тăнă...
— Хуралта тăраканни, сан шутупа, вăрă мар апла, э?! — ашшĕ ывăлне, ним тума пĕлмесĕр вучахра патакпа пăтратса тем шыраканскерне, хăлхаран çатăрласа тытать. — Эсĕ тем шыратăн пулас вучахра. Мĕн, кăвар кирлĕ-им? Тупса парас-ха сана пĕрре кăвар. Асăнмалăх! — хăлхана шатăрт пăрать вăл. Вихтĕр хăлхи еплерех пĕçерсе кайнине калама та йывăр. Тĕлкĕшекен вучахри кăвар та, ахăртнех, унран сивĕрех пуль.
Хăлхаран тытсах ашшĕ ывăлне анкартине çавăтса тухать.
— Акă, — тет вăл хура тăпрана ывăçласа кăтартса, — ак çакă вăл пан улми çитерекен япала.
— Кунта пан улми мар, йывăççи те çук-çке, — мăкăртатма пăхать ачи.
— Ларт. Устер. Хура çĕр улмуççине тăрантарĕ, улмуççийĕ — сана. Эсĕ мĕн, Иван Марковичсем лартса тертленмен, шăварман, пăхса ӳстермен тетнем? Эсĕ мĕн, вĕсен пахчине улмуççи хăй тĕллĕнех вĕçсе пырса ларса ӳснĕ тетнем?..
Яла курма каяс-тăвас пулсан кашнинчех анкартине тухать те пахча варринче икĕ юплĕ йăрăс та парка улмуççи кашласа ларнине курать Вихтĕр. Ытти йывăçсем хушшинче чи пысăкки те чи çимĕçли вăл. «Лайăх вырăна лартнă пулас çав эпĕ ăна, атте кăтартнă вырăнах», — шутлать вăл. Ку йывăçа чи малтан вăрмантан кăларса килнĕччĕ, анкартине лартнăччĕ. Шăварнă ăна, вăй илсен Ваçĕли Михалчсен Иванне, ялти ăста сад-пахча çыннине, лайăх хунавпа сыптарнăччĕ. Çав улмуççипе пĕрле ăмăртмалла ӳснĕччĕ Вихтĕр. Ăнланнăччĕ вара: йывăçа лартма кăна ансат, унран çимĕçне илме, ăна пăхса çитĕнтерме, ай-яй, тар нумай юхтармалла ик-кен. Пурăна киле Вихтĕр те салтак çĕлĕк-карттусне тăхăнма тивĕçлĕ пулчĕ, ун çутине тăван килне илсе çитерчĕ. Салтакран таврăннă кун ашшĕ килте пĕчченехчĕ, вучах умĕнче кăштăртатса тăратчĕ. Аллине чĕлĕм тытнăччĕ, сылтăм аллипе типĕ çапă айĕнче тем пăтрататчĕ. Кĕл вĕçетчĕ. Сивĕнсех çитменскер.
— Ывăлăм!.. Килтĕн-им? — куçне самантрах чĕрĕ вăй кĕнĕччĕ ватă çыннăнне. — Вучаха тивертес тесе тăрмашатăп та... Шăрпăка таçта чикрĕм...
— Тăхта, атте, эп сана ĕмĕр сӳнми вучах тивертсе паратăп, — тенĕччĕ те шӳтлерех кĕсьерен шăрпăк кăларса типĕ çапă айне тытнăччĕ Вихтĕр. Кап хыпса илнĕччĕ хурăн хуппи, шĕвĕр çунатлă çулăм, тем çумне çыпçăнса ларнă лĕпĕш евĕр, хăвăрттăн хăлаçланма тытăннăччĕ.
Тăван кил вучахĕн ăшă çутийĕ пӳрт ăшчиккине çеç мар, тин çеç çартан таврăннă салтакпа ун ашшĕн пĕтĕм чун-чĕрипе кăмăлне тасатса, çутăлтарса ярать.
— Ачам, эсĕ килти вучах кăварне ăшра тытса усрани лайăх курăнать халь, — çурăмран лăп-лăп тутарнăччĕ ашшĕ ывăлне. — Маттур! Тавтапуç сана, ывăлăм...
— Ачалăхăм, ачалăхăм, ăçта эсĕ?
— Пит аякра эп, пит аякра та пит çывăхра: эпĕ ялан санăн асăнта.
— Ăçта эс, анне, эс, аттеçĕм, ăçта?
— Эпир, ыльăм, пушшех те аякра, çут тĕнчене тек-тек кураймăпăр эпир. Пит аякра, пит аякра-а-а... анчах эпир ялан санпа; эсĕ пире усратăн хăвăн хĕрӳ те кăварлă чунунта.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...