Чи пĕчĕк патшалăх :: Куççульлĕ асаилӳ


Пите чĕрет сахал мар.

Анне тĕрленĕ тĕрсене

Тем тесен те хурлас мар,

Хамăр тĕрлеме ларар, —

 

васкамасăр юрлать хĕр упраç.

 

Атте пуçланă кĕввинче

Çемми ытла чаплах мар,

Аттем юрланă юрринче

Сăмахĕсем нумай мар.

Атте пуçланă юрăран

Тем пулсан та писер мар,

Хамăр юрлама тăрар.

 

Кĕтмен-туман чухнех алăка шаккани илтĕнет. Эккей, тупнă та çын алăкне шаккаса çӳремелли вăхăт.

— Кам унта? — ыйтать Укахви, алăк çывăхĕнче лараканскер.

— Эпĕ ку, Хĕристан, — илтĕнет сасă. — Уçăр.

— Çук, кĕртместĕп! Çӳретĕр сулланса, ларасчĕ килĕрте пуçтарăнса, — хăй çавăнтах тултан илтмелле мар çапла хушса хурать шăппăн: — Тăччăрха кăштах.

Пĕр вăхăт кĕттерсен алăк патне Наçки пырать.

— Каялла кайĕç тата, — тет вăл шăппăн алăка уçса. — Кĕрĕр ĕнтĕ йăпăртлăха, ăшăнăр та тухса сулланăр.

— Юрĕ, юрĕ, — малалла иртеççĕ каччăсем.

— Эй, шăхлич, аçу хăçан килет теттĕнччĕ-ха? — шăнса кайнă аллипе Вихтĕре лăпкать Пурис.

— Кĕçнерни кун.

— Кĕçнерни кун килсен аванччĕ те... Ну юрĕ, эсĕ, юмăç хăраххи, суйса лармастăн-и кунта, кăмака çинче? Эрнере миçе кунне пĕлместĕн пуль, кĕçнерни кунлатса ларатăн. Кала, эрнере миçе кун?

— Нумай! — кĕскен татса хурать Вихтĕр.

— Нумай? Хе-хе, — Пурис ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçса илет. — Тĕрĕс. Нумай. Ну, кунсене йĕркипе шута илсе тух-ха халь.

— Эрне кун, тунти кун, кĕçнерни кун, январь... Унта-кунта вырнаçкаласа ларсан каччăсем шавлăн калаçма тытăнаççĕ.

— Ай-яй, питĕ лайăх шăрантараттăрччĕ. Тен, тепре юрласа кăтартатăр? — ыйтаççĕ вĕсем.

Хĕрсем чĕнмеççĕ.

— Хăвăр сăвăласа хăвăрах юрлатăр апла? — теççĕ каччăсем. — Капла эсир малашне камппаçиттăра тухса каятăр пуль? Кĕнчелерен пĕтĕрĕнсе анакан çипе палалайкă хĕлĕхне янăратнă пек янăратма тытăнатăр та — пулчĕ вара музик...

— Эпир апла хăтланса тертленместпĕр, — сăмахсене пăт-пат татса калать Пăраски. — Пирĕншĕн асаттесемпе асаннесемех лайăх тăрăшнă. Авă епле янăравлă, хитре юрăсем хывса хăварнă вĕсем. Ма юрлас мар вара? Эпир ăна çынран кивçен илмен, пасара кайса туянман, такамăнне вăрламан. Хамăр юрра хамăр юрламасан çылăх та!

Вара Вихтĕр аппăшĕ Пăраски вĕçлеймен юрра малалла тăсать:

 

Атте вĕрентнĕ сăмаххи

Шур куркари шерпет мар,

Анне юптарнă юмаххи

Ытарма çук сăмах мар.

Анне каланă сăмахран

Тем пулсан та иртер мар,

Ăна тăнласах пурăнар...

 

Каччăсене хăйсене апларах та капларах йĕплесе ытти хĕрсем те харăссăн, хăюллăн та уçăмлăн тăсса яраççĕ юрра:

 

Атте тасатнă çăлкуçне

Ăшăхлансан хурлас мар,

Юхма чарăнсан шывне

Пусса-çăрса каяс мар.

Атте пуçланă çăлкуçа

Çын уçасса кĕтес мар,

Хамăр уçма кар тухар!

 

Шартах сикет Вихтĕр: тӳссе ларайман каччăсем те хавхаланса юрлама тытăннă.

 

Анне чĕртейнĕ кăвайтне

Ытла хĕрӳ теес мар,

Унта пĕçернĕ апатне

Шутсăр тутлă теес мар.

Анне пĕçернĕ апата,

Атьсем, хĕрсем, хурлас мар,

Ать-аннене пуç таяр!

 

Чăшăлтатнă-пăшăлтатнă йăмра тураттисем, чĕрĕскерсем, кăмакана ăшăтаймаççĕ. Пĕренесем пăтăр-пăтăр тарланă. Пĕр тĕлтен, турат куçĕнчен куççуль юхнă пекех, тумлам йăрласа анса каять...

Такам тĕрткеленипе вăранать Вихтĕр.

— Анне!

— Тăр, ывлăм.

Хăш вăхăтра таврăннă ун амăшĕ? Ăçта васкать каллех? Ма лармасть-ши килте кăштах та пулин Вихтĕрпе пуплесе? Ăçта кайнă улах ачисем?

— Акă сана мемме, — çунса хуралнă çăкăр сăмси тыттарать амăшĕ. — Хальлĕхе пурăнкала. Пĕтĕмпех çи. Çунăкне хуçса ан хăвар. Çуннă çăкăра çиекен ача кашкăртан хăрамасть, паттăр пулать. Çăкăр çунăккине çиекеншĕн кашкăр кăна мар, упа утаман та ним мар. Улăп çинчен юмах каласа панăччĕ вĕт-ха эп сана. Вăт çав Улăпа, ахăртнех, ашшĕ-амăшĕ çуннă çăкăр çитернĕ. Епле ӳснĕ вăл. Улăпăн çăпатисем тăрантасран та мăнăрах пулнă. Валемуçа çырми пуçĕнче тĕмеске пур-çке... Вăт çавăнта пĕррехинче Улăп канма ларнă та çăпатине салтса силленĕ. Унăн икĕ çăпатинчен кăна мĕн чухлĕ тăпра тăкăнса юлнă, ваçка!.. Петя пиччӳ килсен тĕпренчĕк те ан пар эс ăна. Ах, мур, ăçта тарса çӳрет-ши? Алла çаклансанах татса илмелле те-ха эп ун хăлхине! Çăпата хуçса тума хушнăччĕ... Пĕр мăшăр хуçинччĕ хăть. Мĕнле çӳремелле ман капла? Йăлт çĕтĕлсе кайрĕ.

Çапла ятлаçса вăрмантан тин килнĕ амăшĕ каллех ĕçе тухса каять. Каярахпа пиччĕшĕ кăштăртатса кĕрет. Унта ухтарать, кунта — ним те тупăнмасть. Мĕн шырать вăл? Кăмакана та, пуш-пушă хурана та уçса пăхать.

— Пичче, пичче, эсĕ мĕн шыратăн? — ыйтать Вихтĕр кăмака кукринчен пуçне кăларса.

Вăртах çаврăнать Петя пиччĕшĕ ун енне.

— Ай, эсĕ асанне патĕнче мар-и? — куçне-пуçне чарса пăрахса ыйтать вăл. — Эпĕ килте никам та çук тесе халь... Ах, çиес килет...

— Ме, пичче, — амăшĕ панă çăкăр таткине пиччĕшĕ енне тăсать шăллĕ. — Пĕтĕмпех çи. Çуннă çăкăра çисен кашкăртан хăрамастăн.

Ĕнерхи турат куçĕнчен тарланă шыв юхса аннă пек, пиччĕшĕн икĕ куçĕнчен харăсах шултра тумламсем йăлтăртатса тухаççĕ те чĕтрекен тута хĕррине çитиех ярласа анса каяççĕ. Пиччĕшĕ чаплаттарса çинĕ май Вихтĕр ăна куçран пăхса сурчăкне лăнкăрт çăтать.

— Çи, — тет вăл пиччĕшне, — кайран, ӳссе çитсен, эпĕ сана тата пысăкрах татăк тупса парăп. Юрать-и?

Çук, çисе пĕтереймест лешĕ, çăкăр татăкĕн çуррине шăллĕне каялла парать.

— Çи... Хырăм вăл ĕçлекенĕн кăна мар, «кăмака хуралçисен» те самай выçать. Çи, шăллăм, çимесен эсĕ пысăкланаймастăн, вара мана та пысăк татăк тупса параймастăн.

— Анне ма вăрçать сана? — ыйтать «кăмака хуралçи».

— Айăплă çав эпĕ, шăллăм, айăплă.

— Эсĕ, пичче, тарса ан çӳре. Пĕрре хăлхунтан пăрать те, иртсе каять.

— Санпа пакăлтатса тăма вăхăт çук-ха ман. Çăпата шаккас кĕçĕр. Ирччен пĕр-икĕ мăшăр тусан, тен, аннен те кăмăлĕ чиперех çаврăнса ка-йĕ-ха...

Вăхăт иртнĕçемĕн иртет, кунсене таçталла хăвалать. Тĕксĕм пӳртре, мал енчи сак çинче пĕчченех ларать Вихтĕр. Урамра та, пӳртре те тĕттĕм. Аçта-ши аслисем? Ма халĕ те килмеççĕ-ши? Питĕ шиклĕ вĕт-ха пĕччен ларма. Пĕр-пĕр хурах михĕпе килсе кĕрес пулсан...

Çенĕкре ура сасси илтĕнет. Пӳрте кутамкаллă çын кĕрсе тăрать. Сехре хăпсах тухать: «Халĕ кутамккана чиксе таçта илсе кайсан? Инçе-е çĕре, никам та шыраса тупайман çĕре... Пиччепе пĕрле ма каймарăм-ши эп асаннесем патне? Лармаллаччĕ вăл унта çăпата шаклаттарнине итлесе». Палламан çын çĕлĕкне хывать, миххине сак çине хурать, ача пат-не пырать. Вихтĕр хăраса кĕтеселле чакать. Палламан çынпа пӳрте халиччен кунта пулман шăршă-маршă та килсе кĕрет: темле ытла йӳçек тĕтĕм шăршипе хаяр чĕлĕм шăрши, кĕпе-тума квасаклантарса янă тар шăрши. Килсе кĕнĕ çыннăн аллисем Вихтĕр ашшĕн сунтăхра выртакан чĕлĕмĕ тĕслех: хăп-хăмăр. Йывăрлăх нумай курнă алă пӳрнисем, хурама туратти пек, армак-чармакрах та хытă. Юн тымарĕсем, çăпата кантри евĕр, апла та капла явăннă алăсем тавра.

— Эсĕ мĕн ятлă? — ыйтать палламан ар пуçран ачашласа. — Кам ачи эсĕ?

Шарламасть Вихтĕр.

— Каласан эпĕ сана сахăр паратăп. Акă çакăн пысăкăшшине, — килнĕ çын шинельне хывнă май чышкине кăтартать. Шинельне хывса çаксан миххине салтать те хайхи унтан юр пек шап-шурă катăк кăларса тыттарать. — Акă çуласа пăх-ха.

Чĕлхе вĕçĕпе тĕкĕннĕ япала урăм-сурăм пылакскер. Шак хурать ăна палламан çын тĕксĕм сĕтел çине. Эх, мĕнле шурă вăл! Мĕлт-мĕлт туса çункалакан лампăран та ытларах çутатать сахăр катăкĕ пĕчĕк пӳрте. Эккей, мĕншĕн нимĕн те шарламасть пулать-ха Вихтĕр? Çакăн пек пылак япала çитерме кăмăл тăвакан этем таçта çитиех илсе каяс çук ĕнтĕ ăна.

— Ну, эсĕ мĕн ятлă?

— Вихтĕр.

— Кам ачи?

— Çтаппан Кĕркурийĕн.

— Аçу ăçта?

— Нимĕçсем патĕнче,

— Хăçан килет?

— Кĕçнерни кун.

Турат куçĕнчен тарланă шыв юхса аннă пек, палламан çын куçĕнчен куççуль шăпăртатса анать.

— Паян кĕçнерни кун вĕт, ачам! — ыталать вăл Вихтĕре, — Эпĕ сан аçу вĕт! Вăрçăран килтĕм эп. Хе, Çтаппан Кĕркурийĕн теме пĕлет тата! — палламан çын, чăшăл-чăшăл сухаллăскер, Вихтĕре вăшт çĕклесе çурăмран ачашлать, питĕнчен хăвăрт-хăвăрт чуптăвать, ыталать, пăчăртать. Унăн куçĕсенчен йăлтăр-ялтăр тумламсем умлă-хыçлă хыпаланса тухаççĕ те симĕс гимнастерки тăрăх чупса анса ача пуçĕ çине, сĕтел çине пат та пат тумлаççĕ.

— Паян кĕçнерни кун вĕт! — тет салтак йĕмеллипех йĕрсе. — Эп сан аçу вĕт, пепкем! Эпĕ Çтаппан Кĕркурийĕ-иç, ылтăнăм! Эсĕ хăв пĕрре те пулин курнă-и ăна, Çтаппан Кĕркурине? Курман вĕт! Çтаппан Кĕркурин теме пĕлет тата, апăрша! Ух, сана!..

Салтак килнĕ хыпара илтсен пӳрт тулли халăх пухăнать. Сăнать Вихтĕр, чăр-чăр пăхса ларать: амăшĕ йĕрет те, кулать те; асламăшĕ пĕрре кĕрнеклĕ салтак ывăлне лăпкать çурăмĕнчен, тепре Вихтĕре пырса çупăрлать.

«Сан чĕлхӳ çине килнипе пулчĕ пулас ку, — текелет. — Аçу килнĕ вĕт, аçу! Савăнма пĕлетĕн-и эс кăшт та пулин, шĕшлĕ? Ах, сана, юратнипе мĕн тăвам-ши?..»

Пурте ларма-тăма пĕлмесĕр чупкалаççĕ, пурте пĕр-пĕрне пӳле-пӳле ыйтса пĕлеççĕ салтакран. Ашшĕ илсе килнĕ сахăра Вихтĕр виççе пайлаттарать. Пĕрне хăй илет, теприне пиччĕшне парать, виççĕмĕшне — аппăшне. Анчах амăшĕпе асламăшне валли ним те юлманнине сиссе хăй катăкне шат-шат çыртса темиçе пая пайлать. Лешсем ним туса та илесшĕн мар Вихтĕр сĕнекен кучченеçе.

— Мана сахăр çиме юрамасть çав, пепкем, — тет асламăшĕ. — Сахăр çисен кăкăр хĕртме пуçлать-çке. Çи, çи, мăнукăм, сан халех кăкăр хĕртмест пулĕ-ха?

— Хĕртмест.

— Ну, турра шĕкĕр, çи, çи, патвар ӳс...

 

* * *

Лапсăркка та кăтра çăкасем, сцена çине ташша кĕпĕрленсе тухнă хĕрсем майлах тăпăлккаскерсем, шăп тăраççĕ. Вĕсем такам тем каласса итлеме хатĕрленнĕ тейĕн. Пĕр çулçă та хускалмасть. Тин кăна хутса пултарнă кăмака çăварĕ умĕнчи пекех шăрăх. Пыл çăвать. Таçтан аякран, туратран турат çине сиксе çывхаракан сар кайăк евĕр, авалхи юрă хăюсăррăн килсе çитет:

 

Алран кайми

аки сухи-и-и...

 

Тĕлĕнмелле иккен этемĕн чунĕ, темле кĕлетрен те аслă вăл. Унта вырнаçтарма пуçласан — тем валли те вырăн çитет. Ав асламăшĕ тахçан-тахçан, иртнĕ ĕмĕртех, çитернĕ пăри пăттин тути те упранать унта. Вăл юрланă юрăсемпе пиччĕш-аппăшĕсен такмакĕсем те чип-чипер, тĕрĕс-тĕкелех Вихтĕр чунĕнче. Пĕри те пăнтăхман. Ашшĕ панă сахăр тути вара, ăна тахçанах çинине аса илнĕ-илмен, тӳрех чĕлхе çине килет. Ку тарана çитсе Вихтĕр ака-суха юрринчен чаплăрах юрăсем илтмен-шим е ашшĕ панă сахăртан тутлăрах апат çисе курман-шим? Илтнĕ! Курнă! Хăй те пайтах юрланă юрă таврашне, тем тĕрлĕ чаплă апат та çинĕ. Анчах юна мĕн ачаран юлнă юрă-апат техĕмĕ пуринчен те вăйлăрах, пахарах, тутлăрах. Ун енне çыннăн пĕтĕм чунĕ ĕмĕр тăршшĕпех туртăнать. Вăл — нихçан иртми туртăм, куçран куççуль пăчăртаса кăларттаракан туйăм.

■ Страницăсем: 1 2