Виçĕ хĕрпе сар каччă :: Иккĕмĕш пайĕ


…— Ваня хăвалать! Ваня тытать!

Пĕр çĕре пуçтарăннă ача-пăча чăлпар саланчĕ. Кашниех Ваньăран аяккарах чупса кайма тăрăшрĕ. Валя та ыттисемпе пĕрлех айккинелле тапса сикрĕ. Анчах ытла вăйлах мар, Ваньăран чи аякра тăрать-çке вăл. Арçын ача, паллах, ăна хăвалас çук. Унран япăх чупакансем те чылай.

— Валя, тар! — кăшкăрчĕ хыçран такам.

Шăп та лăп ик утăмра Ваня тăрать. Хĕр ача çиçĕм пекех вырăнтан хускалчĕ. Анчах ăнăçсăр. Урлă выртакан патакран çакланчĕ те хырăм çине шаплатрĕ. Хыçранах пыракан Ваня вара Вальăран такăнчĕ. Те юриех, те ăнсăртран хĕр ача çине ӳкрĕ.

— Эпир ура хурса ӳкерме калаçса килĕшмен, — хăлха çумĕнчех илтĕнчĕ Ваня сасси.

— Тăр! Мĕн çаплипех выртатăн?

Ваня шӳтле-шӳтле ура çине çĕкленчĕ. Çапах хĕр ача çумĕнчен пăрăнса кайма васкамарĕ.

— Пулăшам-и? — аллине тăсрĕ вăл.

Валя ун аллине асăрхаман пек пулса хăех тăрса ларчĕ. Самаях хытă ӳкнĕ иккен вăл. Чĕркуççи çинче чылай пысăк суран. Юнĕ те юхать.

— Ай-уй, эсĕ аманнă! Хур шăнăр курăкĕ, — тахăш самантра сиплĕ курăк тупса татрĕ Ваня. — Хур, хур. Атту уксах ураллă хĕр пулăн та, хамăнах качча илме тивĕ.

Валя хăйĕн суранĕ чăтма çук ыратнине туйса илчĕ. Улесе макăрма та хатĕрччĕ вăл. Анчах Ваньăн шӳчĕ, кăмăллă сасси хĕр ачашăн эмелтен те сиплĕрех пулчĕç. Ыратнине пăхмасăрах Валя та шӳтлеме пăхрĕ.

— Халь авланма тивет ĕнтĕ. Тиветех.

 

6

— Валентина. Семеновна-а! Мĕн эсĕ паян пĕрре те хăв пек мар? Чĕнсен те илтместĕн. Калаçсан — итлеместĕн.

— Э-э, — Валя пуçне çĕклерĕ. Ăна хăйпе пĕр бригадăра ĕçлекен Надя тусĕ чĕнет иккен. — Каçар. Шухăша кайрăм та...

— Мĕн çинчен кунĕпех шухăшлатăн вара? Вăрттăн савни тупса ятăн-им?

Валя хăйĕн тусĕ ытла та тĕл лектернинчен тĕлĕнчĕ. Унăн вăрттăн шухăшĕсене вулать тейĕн.

— Мĕн савнийĕ ĕнтĕ пирĕн текех, — тӳрех хирĕçлеме васкарĕ вăл. — Иртрĕç пулĕ пирĕн вăхăтсем.

— Ах тур! Ак çитмĕл çулхи карчăк тăрать. Валя! Эсĕ хăçан юлашки хут тĕкĕр çине пăхнă? Эсĕ халь... Эпир халь санпа чи сĕткен çырласем.

«Эсĕ питĕ илемлĕ, — янăрарĕ çак вăхăтра Вальăн хăлхинче. — Илемлĕ! илемлĕ...» Вăл каллех хăйĕн ĕçĕ çинчен те, Надя тусĕ çинчен те манчĕ. Асаилӳпе ĕмĕт ăна таçта инçете-инçете илсе кайрĕ.

— Валь! Смена вĕçленчĕ. Эсĕ çĕрĕпех ĕçлесшĕн мар-и тата?

Пурте киле кайма пуçтарăннă иккен. Пĕр Валя çеç ĕç тумĕпе. Хăй çапла сӳрĕк пулнăшăн аванмарланчĕ хĕрарăм.

— Эпĕ ку çурта паянах комисси аллине парасшăн, — хăйне хăй шӳтпе тӳрре кăларма пăхрĕ Валя.

Бригадăри хĕрарăмсем пĕр харăс кулса ячĕç.

— Капла сана валли материал çитереймĕпĕр. Хĕрхен эс пире, — шӳт çине шӳтпе хуравларĕç вĕсем. — Айта каяр. Ыран валли ĕç хăвар.

Пĕрле ĕçлекенсенчен юлас мар тесе вăйлах хыпаланчĕ пулин те, Валя стройкăран чи юлашкинчен тухрĕ. Халь тин хĕрарăм хăйĕн хăвăртрах киле чупмалли çинчен шутласа илчĕ. Çула май унăн лавккана апат-çимĕç, виçĕ çулхи ывăлне садикран кĕрсе илме ĕлкĕрмелле. Валя тинех пылак ĕмĕт пĕлĕчĕсемпе сывпуллашса çĕр çине анчĕ. Вăл тăруках хăй çемьеллĕ пулнине аса илчĕ. Намăс. Мĕнле намăс! Уйрăмах Валя хăйĕн упăшки Валера, пĕчĕк Ванька ывăлĕ çинчен çапла çăмăллăн манма пултарнишĕн намăсланчĕ. Мĕнле манма пултарнă вăл вĕсем çинчен? Мĕнле?

Валя çичĕ çул каялла качча тухрĕ. Унăн упăшки Валера вĕсен ялне ферма çурчĕ тума килнĕччĕ. Вăл качча юратса кайман. Юратуран тарса тесен тĕрĕсрех те пулать. Мĕн юратăвĕ пулма пултарнă вĕсен хушшинче? Платниксен бригади ялта çичĕ уйăх пурăнчĕ. Çак вăхăт хушшинче Валерăпа Валя пĕр-пĕрне виçĕ хут та курман пулĕ. Ыррăн пĕрре те калаçман. Ун чухне Валя Ваньăпа çӳренĕ. Çапах та Валера качча кайма ыйтсан пĕр иккĕленмесĕр килĕшрĕ. Шăпах çак вăхăтра вĕсем Ваньăпа иккĕшĕ хытă вăрçăнчĕç. Нина ун савнинчен ача кĕтнине пĕлчĕ те, уйрăлчĕç. Вальăна ялта Ваньăпа, Нинăпа юнашар пурăнма питĕ йывăрччĕ. Çавăнпах васкаса качча тухрĕ. Килтисем чарнине те пăхмарĕ. Вăрттăн тухса тарнă пекех кайрĕ.

Паянхи кунччен Валя çапла качча тухнишĕн ӳкĕнменччĕ. Паян та ӳкĕнмест вăл. Валера лăпкă, ĕçчен арçын. Вальăран сакăр çул аслăрах пулнине пăхмасăрах пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнать мăшăр, Çителĕклĕ те тату пурăнаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пурте лайăх, пурте пур. Анчах... Çакна Валя паян уйрăмах аван туйса илчĕ. Анчах юрату çук. Качча тухнă чух Валя вăхăт иртнĕçемĕн юрату килĕ тесе шутларĕ.

Йăнăшрĕ...

Килмерĕ... Паллах, хăнăхрĕ вăл Валерăна. Унтан ытла мар.

— Анне, мĕншĕн кая юлтăн? Пурне те илсе кайрĕç. Эпĕ пĕчченех.

Хăй шухăшĕпе пыракан Валя садик тĕлне çитнине те сисмен. Акă пĕчĕк Ванюша та хапха умĕнче кĕтет ăна.

— Ванюша! Ан кӳренсем ĕнтĕ аннӳне. Кăштах каярах юлтăм ак, — урăх нимĕн те калаймарĕ Валя ывăлне. Мĕн калайĕ вăл пĕчĕкскере? Мĕн ăнлантарса парайĕ? Хăй те нимĕн ăнланмасть.

— Манăн маттурсем те çитрĕç, — çапла кĕтсе илчĕ арăмĕпе ачине Валера. Вăл Вальăн тулли сумкисене илчĕ те пушатма кухньăна кайрĕ. — Паян пире ĕçрен иртерех ячĕç, — илтĕнчĕ кухньăран ун сасси. — Эпĕ каçхи апат та хатĕрлерĕм. Тӳрех апат çиме килĕр.

Вальăпа ывăлĕ хывăнса çăвăнчĕç те кухньăна кĕчĕç. Плита умĕнче тăракан упăшкине курсан Валя ăна тин çеç курнăн чарăнса тăчĕ. Темĕнле ачашлăх, ăшă хум килет ун енчен. Ăнлантарса пама йывăр çакна. Анчах Валя пĕрремĕш хут хăйĕн упăшки ăна мĕнле хытă юратнине туйса илчĕ. Сăмахсăр, чĕрипе ăнланчĕ.

Хĕрарăм чĕри юрату хумне тытакан чи сисĕмлĕ хатĕрсенчен пĕри. Пĕр йăнăшсăр ĕçлет вăл. Юрату суккăр теççĕ. Анчах унăн чи çивĕч куçĕ вăл — чĕре.

— Тавах, Валера, — пĕрремĕш хут хăй пырса чуптурĕ Валя упăшкине. — Тав.

 

7

Кун хыççăн кун хăвăрт иртсе пычĕ. Ваня Степан Иваныч килĕнче пурăна пуçлани уйăх ытла ĕнтĕ. Ватă мучи ăна вăхăтлăх ĕç тупма пулăшрĕ. Строителе вĕреннĕ Иван валли депора та ĕç тупăнчĕ. Кăмăла каякан ĕçех мар та — çапах юрать, Тепĕр тесен, арçынна ку пачах та пăшăрхантармарĕ. Çак кунсенче ир те, каç та Иван пĕр шухăшпа çеç пурăнчĕ.

Валя... Акă кам пăшăрхантарчĕ, асаплантарчĕ ăна. Уйăх ытла иртрĕ пулин те, чуна уçса пĕрре те калаçаймарĕç вĕсем. Валя унран тарса çӳрет тейĕн. Степан Иваныч патне çаплипех кашни кун кĕрсе çӳрет-ха вăл. Анчах Иванпа калаçасран кашнинчех пăрăнать. Ытларах ун калавне итлет, хăй çинчен вара пачах калаçмасть. Иван çамрăклăх кунĕсем, иккĕшĕн хушшинчи юрату çинчен калаçу пуçарма пăхсан сăлтав тупса пăрăнса утать.

Йăнăшрĕ курăнать Иван. Валя чĕринче юрату пачах юлман. Вилнĕ вăл, пĕр йĕрсĕр çухалнă. Анчах хĕрарăм куçĕнчи хĕлхем, Ваньăна курсан çуралакан хĕлхем, мĕне пĕлтерет? Вальăн тунсăхлă, салху сăнĕ тата?

Иккĕленӳпе паллăмарлăх кăшларĕ çак кунсенче Иван чĕрине. Вăл канăçне çухатрĕ. Апат çиме ларсан апачĕ анмарĕ, çывăрма выртсан ыйхи килмерĕ унăн.

Тата мĕн чухлĕ вăхăт çапла асапланнă пулĕччĕ ĕнтĕ Иван, анчах пĕррехинче хĕрарăм хăех сăмах пуçарчĕ.

Çак кун Валя Степан Иваныч патне ĕç хыççăн кĕчĕ. Вăл тӳрех тĕпелте кăштăртата пуçларĕ. Иван, яланхи пекех, унпа киленсе ларатчĕ.

— Ваня, — сасартăк калаçа пуçларĕ Валя. — Ваня, сана яла таврăнсан лайăхрах пулать. Эсĕ яла кайма тухнă вет.

— Хăвалатăн. Мĕншĕн?

— Ăнлан. Çалла сана та, мана та лайăх пулĕ. Иксĕмĕре те.

— Эсĕ мана хăвалатăн, анчах эпĕ сана юрататăп. Çаплипех юрататăп.

— Калаçар мар кун çинчен.

— Мĕншĕн? Эсĕ те мана юрататăн вĕт. Эсĕ те... Апла пулсан мĕншĕн таратăн? Манран тарса пытанăн. Мана хăваласа ярăн. Анчах хăвăнтан ăçта пытанăн? Юратуран мĕнле тарайăн?

— Ваня! Вань! Ваня, чарăн! Эпĕ çемьеллĕ çын. Манăн упăшкам, ывăлăм пур. Текех эп ирĕклĕ çын мар.

— Çемье, çемье!.. Юратусăр пурнăç... Мĕне тăрать вăл?

— Мĕн вăл юрату? Маншăн вăл — çемье. Упашкам, ывăлăм... Степан Иваныч, юлашкинчен. Çакă вăл ман юрату...

— Эпĕ вара?

— Эсĕ... Эсĕ манăн çамрăклăх. Хаваслă çамрăклăх. Анчах яшлăх кунĕсем иртсе кайрĕç. Текех каялла таврăнмĕç. Эп паянхи кунпа пурăнатăп. Иртнипе мар. Паянхи кун вара маншăн — Валера тата пĕчĕк Ванька. Вĕсем кăна.

— Манăн... Манăн вара мĕн тăвас?

— Таврăн яла. Таврăн Нина... ывăлу патне. Эсĕ вĕсене кирлĕ. Сана — вĕсем. Пуринчен ытла ывăлна кирлĕ эсĕ. Ачана ашшĕ кирлĕ... Кай. Телейлĕ пул.

 

8

Шак! шак! шаккаççĕ кустăрмасем чугун рельссене. Миçе пин çухрăм юлчĕ пуль хыçра. Умра тата мĕн чухлĕ-ши?

Пурнăç кустăрми те çавнашкал. Чупать. Чупать хăй йĕрĕпе. Эпир килетпĕр те каятпăр. Кустăрмасем çаплах чупаççĕ. Çын ĕмĕрĕ çак çулăн чи пĕчĕк пайĕ. Кам алă, кам тăхăр вунă çул пурăнать.

Такама вара тата сахал пурăнма пӳрнĕ.

«Эпĕ... Мана миçе çул панă?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Иван. Акă вăл чĕрĕк ĕмĕр хушши çĕр çинче пурăнать. Ку нумай. Çителĕклĕ. Çав вăхăтрах питĕ сахал. Хыçра çирĕм пилĕк çул. Умра вара? Тата çирĕм пиллĕк? Вăтăр? Хĕрĕх? Е çулталăк кăна? Сехет? Самант?

Тĕлĕнтермĕш япала вăл пурнăç. Пурăнатăн çапла. Пурăнатăн. Анчах умра хăвна мĕн кĕтнине пĕлместĕн. Ăçта йăнăшрăн? Ăçта çук?

Ачана ашшĕ кирлĕ. «Акă вăл манăн чи пысăк йăнăш, — вĕлтлетрĕ шухăш. — Пысăк йăнăш». Иван Вальăн юлашки сăмахĕсене аса илчĕ. Халĕ ăна вĕсенче тĕрĕслĕх тĕшши те пур пек туйăнса кайрĕ. Анчах ача тесе юратман çынпа çемье çавăрма... Çук. Иван ку йăнăша тумасть. Пĕрре такăнни те çителĕклĕ.

Урапасем чугун рельссене çаплах шаккарĕç. Чӳрече леш енче ялсемпе хуласем, тусемпе айлăмсем вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ. Вăрăм та мăнаçлă пуйăс хăватлăн малалла ăнтăлать. Такама уйрăлу, такама тĕлпулу парнелеме васкать.

■ Страницăсем: 1 2