Юманлăхра çапла пулнă :: 11-мĕш сыпăк
«Капăр каччăсем» çĕрле пырса тĕпĕртетнĕ хыççăн пĕр эрне пек иртсен Малани таçта кайма хатĕрленчĕ. Каç пулсанах вăл çенĕкрен икĕ пысăк чăматан йăтса кĕртрĕ, ăнсăртран уçăлса каясран вĕсене чĕнпе хĕреслесе çыхрĕ. Тепĕр кунне вара, хĕвел тин çеç хĕрелсе тухма пуçланă вăхăтра, ирхи тутлă ыйхăпа çывăракан Илюка хулпуççинчен силлесе вăратрĕ:
— Мана пристане çитиччен ăсатса яр-ха...
— Эс ăçта каятăн? — йăпăр-япăр тăрса ларчĕ Илюк.
— Атăл тăрăх анаталла кайса килмелли пур-ха. Мăн аппа чирленĕ тет, çавăн патне çитмелле. Нумайлăха мар, ик-виç кунлăха кăна.
— Эп пĕчченех юлатăп-и?
— А мĕн, эс пĕчĕк ача мар вĕт! Çимеллисем пур сан валли. Сĕтелте ик пуханкка çăкăр, селедка, чей ĕçме — «подушки». Асту, килтех лар, ниçта та ан кай, кĕтмен çĕртенех хăвна шыракансен куçĕ тĕлне пулăн тата. Вара пропал эсĕ! — асăрхаттарчĕ Малани. — Киле никама та ан кĕрт, хуçи çук, кĕртме хушман тесе кала та — ĕçĕ те пĕтрĕ... Анчах пĕрре-пĕрре икĕ каччă килсе шаккама пултараççĕ, вĕсене кĕртесех пулать.
— Мĕнле уйăрса илес-ха манăн? Те кĕртме юранисем шаккаççĕ, те кĕртме юраманнисем? — тĕлĕнерех ыйтрĕ Илюк.
— Эс вĕсенчен: «Кам унта?» — тесе ыйт. Вĕсем сана хирĕç: «Вербовщиксем», — тесе калĕç. Çитменнине, вăл каччăсем алăкран мар, ак çак малти чӳречерен шаккамалла. — Малани Илюк çине пăхса кăмăллăн кулса илнĕ пек турĕ. — Чеелĕх вăл пирĕн, кирлĕ-кирлĕ мар çынсем тăрук килсе кĕресрен эпир юри çавăн пек калаçса татăлнă.
— Çыннисем — камсем вара вĕсем?
— Питĕ шанчăклăскерсем. Вербовкăпа ĕçлеме яма районсем тăрăх рабочисем пухса çӳреççĕ те хулана таврăнсан хваттере яланах ман пата кĕреççĕ. Укçине лайăх тӳлеççĕ...
Илюк унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех ĕненчĕ. Часах вĕсем пĕрер чăматан çĕклерĕç те çенĕк алăкне питĕрсе тухса ансăр пралуксем тăрăх Атăл еннелле утрĕç. Халь çеç вырăн çинчен тăрса тухнă Илюка малтан ирхи сулхăн çӳçентерсех илчĕ, анчах кивĕ больница тĕлнелле çитнĕ çĕре унăн çамки çине шултра тар тапса тухрĕ, çурăмĕ те нӳрелчĕ: чăматанĕ питĕ йывăр иккен. Мĕн чикнĕ-ши унта Малани? Илюк ăна пĕлмест. Анчах чăматана вăрланă япаласем чыхса тултарнине, халĕ Малани вĕсене «вырнаçтарма» кайнине пĕлнĕ пулсан Илюк пĕр утăм та туман пулĕччĕ çав...
Вĕсем пристане анса билет сутакан касса патне пырсан унта сасартăк, пачах кĕтмен çĕртен, хайхи «капăр каччăсене» тĕл пулчĕç. Пĕри, симĕс пиншакли, темшĕн сылтăм куçне марльăпа çыхнă, унăн пит çăмартине те ик-виç çĕртен хытах чавса илнĕ.
— Ай-уй, Жорка, татах мĕн пулчĕ капла? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Малани.
— Каçхине пĕрисемпе кăштах кĕрешсе илме тиврĕ-ха! — терĕ каччă.
— Ах, ытла та асăрханмасăр хăтланатăр-çке! Ун пек юрать-и? — ассăн сывласа илчĕ Малани.
— Нимех те мар, ман сурансем йыттăнни пекех хăвăрт тӳрленеççĕ,— ал сулчĕ Жора.
— Кунта мĕн тума килтĕр тата ирех? Таçта кайма шут тытрăр-им?
— Шут пур-ха çав. Кăштах уçăлса çӳрес килет.
— Анаталла-и, тăвалла-и?
— Пурĕ пĕр. Ăçталла пăрахут малтантарах пулать... Эсĕ ху хăш еннелле ярăнтаратăн тата?
— Мăн аппана курманни нумай пулать-ха, — терĕ те Малани йăл кулса илчĕ. — Кăштах кучченеç кайса парас тетĕп...
— Ăнланатăп! — куçне хĕссе илчĕ Жора.
Çав вăхăтра дебаркадерăн кайри пайĕнчен виççĕн — лайăх костюмсемпе шлепкесем тăхăннă икĕ çамрăк арçынпа пĕр илемлĕ, сап-сар çӳçлĕ, кĕрен плащ тăхăннă хĕр — утса тухрĕç. Вĕсем касса умĕнче калаçса тăракан «капăр каччăсемпе» Малани тĕлне çитсен чарăнчĕç те, арçынсенчен пĕри хуллен кăна:
— Чăрмантарнăшăн каçарăр, анчах та сирĕн, çамрăк çынсем, халех пирĕнпе пĕрле пымалла пулать, — терĕ.
Хăй çавăнтах шалти кĕсйинчен хĕрлĕ хуплашкаллă пĕчĕк кĕнеке кăларса кăтартрĕ. Вăл унăн службăри докуменчĕ имĕш.
— Мĕн тума? — шлепкеллĕ çын çине куç харшисем айĕн сиввĕн пăхса ыйтрĕ Жора.
— Ĕç пур, — терĕ лешĕ малтанхи пекех лăпкăн.
— Мĕнле ĕç?
— Ăна вырăна çитсен пĕлме пултаратăр.
Жора шуралса кайрĕ. Макспа Сержик сăнĕсем те улшăнчĕç. Тавçăрса илчĕç ĕнтĕ вĕсем хăйсене ыт ахальтен чĕнменнине...
Малани те кунта ырă пулас çуккине ăнланчĕ пулас. Вăл чăматанне хăвăрт кăна стена çумнерех сиктерсе, ăна урисемпе картласа тăчĕ.
«Уголовнăй розыск агенчĕсем кусем, урăх никам та мар... — шухăшларĕ вăл. — Хама та çаклатса каймасан юрать-ха... Вара — пĕтрĕ пуç! Тĕрмерен хăтăласси пулас çук...»
Çав самантрах вĕсен умне тата икĕ милиционер пырса тăчĕ.
— Ну, кайрăмăр, — терĕ шлепкелли пуçĕпе çыран еннелле сулса илсе.
«Капăр каччăсен» ним тумалли те юлмарĕ. Виççĕшĕ те, сиксе чĕтреме тытăннăскерсем, милици çыннисемпе пĕрле пристаньрен çыраналла утрĕç.
— Тур çырлах, тур çырлах, мĕн пулчĕ капла, мĕншĕн тытса кайрĕç ку ачасене? — пăшăлтатса илчĕ Малани. — Каçхине пĕрисемпе тытăçса илтĕмĕр терĕç, çавăншăн пулинех... Ай, шалккă-çке!
Илюк Малани çине пăхрĕ те çав тери тĕлĕнче: унăн та çын сăнĕ юлман, ахаль чух анис пек хĕп-хĕрлĕ пит çăмартисем кĕл тĕслĕ пулса кайнă, тути те кăн-кăвак, чĕтрет, куçĕсем кĕç-вĕç çамки çине сиксе тухас пек чарăлнă.
— Эсрелсем мар-и ара вĕсем... — терĕ Малани хуллен милицисем каччăсене хăвăрт кăна машина çине лартса илсе кайнине пăхса.
— Камсем? — ыйтрĕ Илюк.
— Камсем пултăр, милицисем! Вĕсем çынна ним сăлтавсăрах тытса хупса тĕрмере çĕртме пултараççĕ вĕт. Куçăм нихçан та ан куртăрччĕ вĕсене!
— Тен, ку ачисем чăнах та айăпа кĕнĕ? — иккĕленнĕ пекрех ыйтрĕ Илюк.
— Ан лăпăртат кирлĕ мара! — ун çине хаяррăн пăхса илчĕ Малани. — Мĕнле айăп пулма пултартăр çавăн пек сăпайлă та культурнăй ачасен?
— Пĕри куçне çыхса лартнă...
— Вăл ниме те пĕлтермест! Пĕр-пĕр юлташĕпе хĕр пирки тӳпелешсе илнĕ пуль-ха. Ун пекки сахал пулать-и каччăсем хушшинче? Çамрăк-ха эсĕ, ăнланаймастăн ăна!
Илюк текех чĕнмерĕ. Кам пĕлет, тен, Малани чăнах та тĕрĕссине калать?
Анчах Малани хăй çав «культурнăй ачасене» милицисем ним сăлтавсăр тытса кайманнине питĕ лайăх ăнланнă, ăна пĕтĕм чун-чĕрипе туйнă. Темскер тунах çак каччăсем кĕçĕр, ахальтен мĕншĕн-ха Жорăн куçне çыхмалла пулнă? Мĕншĕн унăн пичĕ тăрмаланса пĕтнĕ? Мĕн пирки виççĕшĕ те хĕвел тухнă-тухманах пристане персе çитнĕ? Ăçталла пăрахут малтантарах пулать, çавăнта каятпăр терĕç. Эппин, вĕсем хуларан часрах тухса шăвăнма ĕмĕтленнĕ!
Ик-виç çул хушши вăрăсемпе çыхланса пурăннă Малани йăнăшман: иртнĕ каçхине «капăр каччăсем» пĕр тĕттĕм урамра виçĕ хĕре хурахла тапăнса çаратнă. Вĕсем хăйсен тискер ĕçне мĕнле тунине никам та курман, илтмен, анчах...
...Çур çĕр иртсен пĕр сехет те вăтăр минутра милици уйрăмне сап-сарă çӳçлĕ, илемлĕ кĕлеткеллĕ хĕр чупса кĕнĕ. Унăн хитре кăвак кофти икĕ çĕртен çурăлса аннă, сулахай аллин пуç пӳрнинчен юн сăрхăннă, çара мăйĕ çинче те хĕрлĕ йĕр палăрнă. Хăй инçетрен чупса килне пулмалла — антăхса каяс пек хашканă, ăна сывлăш çавăрса илме те йывăр пулнă. Вăл ура çинче те аран тăнă.
Милици уйрăмĕнчи дежурнăй, хурарах сăнлă, яштака пӳллĕ çамрăк лейтенант, çакна курса часрах сĕтел хушшинчен сиксе тухнă та сар çӳçлĕ хĕре диван çине лартса графинран шыв ярса панă. Хĕр ăна ланкăртаттарсах ĕçсе янă.
— Мĕн пулнă сире, юлташ? — ыйтнă унтан лейтенант
— Çаратрĕç!.. — йывăррăн сывласа илнĕ хĕр...
— Хăçан? Ăçта? Камсем?
— Вун пилĕк-çирĕм минут каялла, Нагорнăй урам пуçламăшĕнче,— васкаса каласа пама тытăннă хĕр, — виççĕн тапăнчĕç... Эпир те виççĕнччĕ, виçĕ хĕр тантăш. Малтан кинора, кайран ташă площадкинче пултăмăр, унтан автовокзал патĕнчен пăрăнса тухса Нагорнăй урамĕ тăрăх хамăр хваттер еннелле утрăмăр...
Хĕр калама пуçласанах тахăш пӳлĕмрен тата икĕ милици çынни тухса ăна итлеме тытăннă.
— Эпир васкамасăр, хуллен кăна юрласа пытăмăр, мĕншĕн тесен ыран — ну, халь паян пулать ĕнтĕ, — пурин те канмалли кун...
— Хăвăр ăçта ĕçлетĕр эсир?
— Эпир ĕçлеместпĕр-ха, Шупашкара Хусанти мединститутран уйăх çурăлăха практикăна килтĕмĕр, ик эрне çеç пурăнатпăр-ха кунта.
— Ну, малалла, малалла мĕн пулчĕ? — васкатнă дежурнăй.
— Хамăр пурăнакан урампа кăшт кайсассăнах пĕр пĕчĕк пралукран пирĕн ума сасартăк виççĕн тухса тăчĕç. Виççĕшĕ те маскăсем тăхăннă, сăмсисемпе тутисем çеç палăраççĕ, чăн та ĕнтĕ авалхи романсенчи пекех! «Стоп, хитре пикесем!» — терĕ пĕри. Ирĕксĕрех чарăнтăмăр. Ман хĕр тантăшсем çамрăкрах та, тӳрех ман çурăм хыçне чакса тăчĕç. Хам та хăрарăм ĕнтĕ, тунмалли çук. Çапах та çаксенчен: «Мĕн кирлĕ сире, ма пӳлетĕр пирĕн çула?» — тесе ыйтрăм. «Ан хăрăр, сире чуптума шутламастпăр, ун пек нахалсем мар эпир, анчах сехетĕрсене вĕçертсе парăр, вĕсем пирĕн!» — терĕ бандитсенчен пĕри. «Мĕншĕн, мĕн сăлтавпа? Епле намăс мар сире хĕрсене çаратма, эсир каччăсем вĕт-ха!» — кăшкăртăм эпĕ. Анчах бандит ман çывăхарах пычĕ те çĕçĕ кăларса кăтартрĕ. Хăйĕнчен эрех шăрши кĕрсе кайрĕ... «Мораль вуласа ан чăрман, барышня, хыв часрах сехетне, унсăрăн сунас ерме пултарать! Кăшкăрма ан шутлăр тата, вара пушшех сывлăх пăсăлать!» — тет темле хăрлатакан сасăпа. Çавăнтах мана сулахай ал тунинчен çатăр! ярса тытрĕ. Унăн тусĕсем ман юлташсене çулса илчĕç. Лешсем хирĕçсе тăмарĕç те пулас, кĕрешни-мĕн пулмарĕ вĕсен, анчах эпĕ тăруках парăнмарăм. «Ирсĕр, выльăх!» — терĕм те бандит ман сулахай алла пăрма пуçласанах эп ăна сылтăм алăпа питĕ хытă çутăлтарса ятăм. Вара вăл киревсĕр сăмахсем каласа мана чышса ӳкерчĕ те хăй ман çине ӳксе пăвма пикенчĕ. Ман алăсем ирĕклĕччĕ: çав тери тарăхса бандита питĕнчен çапма, тăрмалама тытăнтăм, маскине çурса антартăм, ман пӳрне ун куçне кĕрсе кайрĕ пулмалла, анчах унччен те пулмарĕ — юлташĕсем чупса пычĕç те алăри ылтăн сехете тăпăлтарса илчĕç, унтан вара пĕр çеккунт та тытăнса тăмарĕç, тĕттĕм пралукалла тапса сиксе куçран çухалчĕç...
Эп çĕртен тăрса хĕр тантăшсем патне чупса пытăм, вĕсем ни вилĕ, ни чĕрĕччĕ... «Часрах милицие пĕлтерес, атьăр телефонпа шăнкăравлатпăр!» — терĕм вĕсене, анчах çывăхра ăçта телефон пуррине пĕлмерĕмĕр, çавăнпа та эпĕ сирĕн пата чупрăм...
Хĕр калама чарăннă та хальхинче сĕтел çинчи графинран хăех шыв ярса ĕçсе çав тери кӳреннĕ сасăпа хушса хунă:
— Ытла та тарăхмалла-çке, юлташсем! Ман атте Совет Çарĕн командирĕ, кадровăй офицер пулнă, Мускав патĕнче çапăçса пуçне хунă. Ылтăн сехете вăл вăрçă пуçланас умĕн эп çуралсан ятарласа илнĕ, ун çине ман ята çыртарнă, вăрçа кайнă чух та аннене асăрхаттарса хăварнă: пурнăçра темле йывăр килес пулсан та Светлана сехетне ан сут, вăл ӳсичченех усра тенĕ... Анне чăнах та упраса усранă ăна, Анчах халь акă... — Хĕр сасартăк пĕчĕк ача пек хурланса макăрса янă. — Такам шуйттанĕ... хура юнлă бандит... ман пурнăçри чи хаклă япалана, аттерен юлнă пĕртен-пĕр парнене... сутса ĕçсе ярать...
— Лăпланăр, юлташ... Светлана, ытлашши пăлханма кирлĕ мар, — тенĕ ăна дежурнăй ун çине кăмăллăн пăхса.
— Епле пăлханас мар-ха...
— Тупăнать сирĕн сехет, тавăрса паратпăр эпир ăна сире.
— Ой, мĕн тери тав тунă пулăттăм эпĕ сире уншăн, лейтенант юлташ!..
Дежурнăй сĕтел ещĕкĕнчен хут кăларса Светлана халь çеç каланисене çырма тытăннă.
— Итлĕр-ха, юлташ... Эсир çав вăхăтра çаратакансем мĕнлерех тумланнине, вĕсен сăнĕсене астуса юлаймарăр-и? — ыйтрĕ вăл çырнă май.
— Пурне те мар, анчах хампа çапăçаканнине питĕ лайăх астуса юлтăм, — тенĕ хĕр, — эп ăна çĕр çын хушшинче те тӳрех палласа илме пултаратăп пулĕ! Унăн тăрăхла пичĕ те, курпунтарах сăмси те, хулăн тути те куç умĕнчех. Ун пек нĕрсĕр каччă ĕмĕрне те курман эпĕ...
— Вăл мĕнлерех тумланнине те астăватăр-и?
— Астăватăп.
— Ку питĕ аван... — Офицер пĕр хушă темле шухăша кайнă пек пулса ларнă, унтан каллех ыйтнă: — Эсир ирхине пирĕн пата килме пултаратăр-и?
— Пултаратăп. Кирлĕ пулсан...
— Кирлĕ пулать çав. Халь эсир киле кайса кăштах канăр, ирхине вара, ну... пĕр пилĕк çурă-ултă сехетсенче, эпир сире кунта кĕтетпĕр. Юрать-и?
— Тархасшăн!
— Эппин, калаçса татăлтăмăр?
— Тĕп-тĕрĕс... Хальлĕхе сывă пулăр эппин.
— Сывă пулăр!
Хĕр тухса кайсанах дежурнăй милици уйрăмĕн начальникĕ патне телефонпа шăнкăравласа кĕçĕр хулара мĕн пулса иртни çинчен каласа кăтартнă. Хăй каласа пĕтерсен чылайччен итлесе тăнă, вăхăтран вăхăта çеç: «Ăнланатăп... çапла, çапла...» — текелесе илнĕ. Начальник ăна кăтартусем панă ĕнтĕ.
...Ирхине ирех, Атăлăн анат енче кăваккăн курăнакан инçетри вăрмансем хыçĕнчен хĕвел тин çеç тухма пуçланă вăхăтра, Роза Люксембург урамĕпе виççĕн утса пынă: лайăх костюмсем, шлепкесем тăхăннă, хитре галстуксем çыхнă икĕ çамрăк арçын тата кĕрен плащ тăхăннă сап-сарă çӳçлĕ те пысăк сенкер куçлă хĕр. Арçынĕсем ăна ик енчен хулĕсенчен тытнă, хăйсем пĕрмай хавассăн калаçнă, кула-кула илнĕ.
Атăл хĕррине çитсен вĕсем йăпăртлăха чарăнса пĕрре анаталла, тепре тăвалла пăхса илнĕ, унтан пристань патнелле анса кайнă. Кунта вĕсем пĕр-икĕ хутчен дебаркадер тавра çаврăннă, унтан çӳлти хута хăпарса уткаласа çӳреме тытăннă.
Çак çамрăк çынсем — иккĕшĕ те милици лейтенанчĕсем, хĕрĕ кĕçĕр ылтăн сехетсĕр тăрса юлнă Хусан студентки пулнă. Аякран пăхсан ку арçынсем çак сар çӳçлĕ хĕре юратса пăрахнă «кавалерсем» пек курăннă, вĕсене никам та милицире ĕçлекенсем тесе шутлама пултарайман çав!
Палуба тăрăх ик-виç минут пек çӳрекелесен вĕсем аялти мостки тĕлĕнче чарăнса тăрса та пĕр самантлăха çыран çинчен куç илмен. Лейтенантсемпе пĕрле сар çӳçлĕ студентка та пристань çинелле пыракан кашни çынна сăнаса çĕрле хăйне çаратакана шыранă...
Часах хĕвел тухса Атăл çине ылтăн тĕс ӳкнĕ, пристань таврашĕнче халăх йышланса каллĕ-маллĕ кумма тытăннă, халăх хушшинче уйрăм çынсене уйăрса илме кансĕрленĕ, çавăнпа та лейтенантсем студенткăна çырана тухма чĕннĕ, кунта вара вĕсем мостки вĕçне пырса карлăк çине тайăнса тăнă. Нумай çын иртнĕ вĕсен тĕлĕпе, мĕншĕн тесен кĕçех туран та, анатран та пăрахутсем килмелле пулнă, анчах хăйсене «кирлĕ çынсем» курăнман. Паллах ĕнтĕ, çав «кирлĕ çынсем» пристане пымасан та пултарнă — çĕрле çаратнă хыççăн вăрă тем шухăш тытать, тем тăвать, таçта каять, — ăçтан пĕлетĕн ăна? Милици çыннисем кĕçĕр студенткăсене çаратнă хурахсене ăнсăртран тĕл пуласса шанса çеç килнĕ кунта, мĕншĕн тесен çавнашкал «телейлĕ тĕлпулусем» пĕрре кăна мар пулнă.
...Сасартăк студентка хăйĕнчен сылтăм енче тăракан лейтенанта хулĕнчен тытса хытă пăчăртанă.
— Пăхăр! — пăшăлтатса илнĕ вăл.
Вĕсен тĕлĕпе пĕр куçне марльăпа çыхнă симĕс пиншаклă лутрарах йĕкĕт иртсе пынă. Вăл çара пуçăн пулнă, аллисене пиншак кĕсйисене чикнĕ, шăнса кайнă çын пек курпунне кăларнă, хăй çĕрелле пăхнă.
— Йăнăшмастăр-и? — шăппăн ыйтнă лейтенант.
— Çук, йăнăшмастăп! — тенĕ студентка çирĕппĕн. — Çавах вăл, çавах!
Вĕсем вара куçне çыхнă йĕкĕт хыççăн утнă. Лешĕ тӳрех дебаркадерăн иккĕмĕш хутне хăпарнă, буфет патне пырса пĕр стакан хĕрлĕ эрех ĕçнĕ, унтан Атăл енчи палуба çине тухса унталла-кунталла пăхнă — ăçтан та пулин пăрахут килессе сăнанă пулмалла. Пĕр-ик минут пек тăркаласан вăл аяла анса пристанĕн кайри вĕçне тухнă. Кунта ăна хăй пекех çăмламас пуçлă икĕ çамрăк кĕтсе тăнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе темскер мăкăртатса илнĕ те билет сутакан касса еннелле утнă.
Унтан мĕн пулнине вулакан пĕлет ĕнтĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...