Юманлăхра çапла пулнă :: 4-мĕш сыпăк
Çапла çав, вĕсем колонирен таврăннă... Аслăраххисем, халь çеç хытă шавласа илнисем, иккĕшĕ те вăрă рецидивистсем пулнă. Колонире вĕсене ятпа та, хушаматпа та чĕнмен, пĕрине Шатри, теприне Чалăшши тенĕ. Хăйсен пурнăçĕнче сахал мар магазин, хваттер çаратнă вĕсем, уйрăм çынсене тапăнса тепĕр чух хĕç-пăшалпа хăратса тумтирĕсене, укçи-тенкине, хаклă япалисене турта-турта илнĕ. Шатрипе Чалăшшин пĕтĕм пурнăçĕ тĕрмесемпе колонисенче иртнĕ темелле, мĕншĕн тесен вĕсем тӳрленме, тĕрĕс пурнăçпа пурăнма шутламан. Ларса тухнă та каллех вăрлама тытăннă, унтан каллех лекнĕ, темиçе çултан ирĕке тухсан татах «çăмăл пурнăç» илĕртнĕ вĕсене... Акă халĕ те, колонире пилĕк-ултшар çул ларса ирттернĕ пулин те, ытти пĕтĕм халăх пек ĕçлесе турĕ кăмăлпа пурăнас шут пурри палăрмасть вĕсен. Ăна çамрăкки вĕсем çул çинче мĕнлерех калаçса килнинченех пит лайăх чухларĕ.
— Ман ĕмĕре çынсем ĕçлесе туни те çитет! — терĕ пĕррехинче Шатри киле таврăнсан мĕнле пурăнасси çинчен сăмах хускатсан. — Лагерьте ĕçлесе те мăй таранах тăраннă...
— А эпĕ пĕр-пĕр пуянтарах хусах матка çунатти айне пытанма шутлатăп! Ун ĕнине те сăватăп вара, хăйне те! — ахăрса илчĕ Чалăшши.
Анчах çамрăкки малашнехи пурнăç çинчен пĕртте вĕсем пек шухăшламан, унăн пуçĕнче пачах урăхла ĕмĕтсем пулнă. Тин çеç вун çичче пуснăскер, вăл лешсем пек пăсăк ăслă пулман.
«Анне патне çитсен кăштах канатăп та çĕрĕн-кунĕн ырми-канми ĕçлеме тытăнатăп... Хамăн намăса ĕçпе тасататăп... Никам та мана вăрă теме пултараймĕ. Текех эпĕ нихçан та вăрă пулас çук!» — терĕ вăл хăй ăшĕнче пĕрмаях.
...Кунта ĕнтĕ çак çамрăк йĕкĕт Илья Ивуков колоние мĕнле лекни çинчен каласа памалла пулĕ.
Тăватă çул хушши пынă хăрушă вăрçă нумай ачана тăлăха хăварчĕ. Илюкăн ашшĕ те Тăван çĕршыва хӳтĕлесе вăрçăра пуçне хунă. Ăна Илюк астумасть те — вăрçă пуçланнă çулхине вăл тин çеç утма пуçланă мĕн-ха. 1943 çулта кĕр енне унăн ашшĕ пирки «вилнĕ хут» килнĕ, вăл хут халь те усранать-ха амăшĕн чăланти арчинче, — унта «Сержант Илья Иванович Ивуков погиб смертью храбрых при форсировании Днепра под городом Львовым» тесе çырнă. Пĕр эрне макăрчĕ ун чух амăшĕ, куçĕсем хĕрелсе шыçсах ларчĕç унăн... Вăл ĕсĕклесе выртнипе Илюк çĕр варринче те пĕрре кăна мар вăрана-вăрана кайнă. Пĕчĕк пуçĕпех лăплантарма тăрăшатчĕ вăл амăшне:
— Ан макăй, анне! Ан макăй! Эс макăйсан ман та макăяс килет...
Амăшĕ ĕсĕклеме чарăнмасан Илюк чăнах та унпа пĕрле йĕме тытăнатчĕ...
Пурăна киле амăшĕ лăпланнă пек пулчĕ, сайра хутра çеç, хăй пекех тăлăха юлнă хĕрарăмсем пырса ларса упăшкисем çинчен сăмах тапратсан, куçĕсем шывланатчĕç унăн, унтан вара кун каçипех салху çӳретчĕ. Ăна пăлхатса ярас мар тесе Илюк та чĕнместчĕ вара.
Колхозра халăх хушшинче Илюк амăшĕ яланах ырă ятлăччĕ. Ĕçре вăл хăй пек хĕрарăмсенчен кăна мар, арçынсенчен те юлмастчĕ çав — уй-хирте те, вăрманта та, чăх-чĕп фермине ун аллине парсан та унти ĕçсем ик-виç уйăх хушшинчех лайăхланчĕç. Колхоз правленине те темиçе хутчен суйларĕç ăна...
Çул хыççăн çул иртрĕ. Илюк пысăклансах пычĕ, шкулта вĕренме пуçларĕ, класран класа çăмăллăнах куçрĕ, пĕвĕпе те çамрăклах тăсăлса кайрĕ, вун икке çитсенех амăшĕпе танлашрĕ, ĕçре те ăна мăн çын пекех пулăшакан пулчĕ.
— Маттур каччă ӳсет санăн, Анюк, хăвна пулăшакан та, хӳтĕлекен те пулать, тин нимшĕн те пăшăрханмалли çук, — тетчĕç кӳршĕ арăмĕсем.
— Ӳсет-ха, ӳсет, ашшĕ пекех ĕçчен те сăпайлă çын пулать пулмалла-ха, — хавасланса каятчĕ Илюк амăшĕ ун пек чух.
Ывăлĕ çине пăхса савăнмалли пулнах çав амăшĕн! Ку тарана çитсе те вăл хăйĕн ачи çинчен кӳршĕ-пускилсенчен кӳренмелли сăмах илтмен. Теприсен ачисем авă урам тăрăх «йытă хăваласа» чупаççĕ, ашкăнаççĕ, сăмсисем катăличченех çапăçаççĕ, çын пахчисене кĕрсе сăтăр тăваççĕ, ун пеккисем шкулта та япăх вĕренеççĕ. Хăшĕсен ачисем чарусăр пулнă пирки пĕр-пĕринпе куçран ӳкмелле те пулкалать...
Илюк, чăнах та, пĕртте ун пек ача пулман. Вăл шкулта та аван вĕреннĕ — яланах «таваттă» та «пиллĕк» пулнă унăн. Учительсем каçса кайсах мухтанă ăна. Тăваттăмĕш класа Мухтав грамотипе пĕтернĕ, пиллĕкмĕшне куçсан çамрăк натуралистсен кружокне ертсе пыма тытăннă. Пуринчен ытла сад ĕçне юратать вăл... Колхоз садовочĕ сӳс пек çемçе те шап-шур сухаллă Пушмак Михали Илюк пĕрмай хăй патне кĕрсе ăна пулăшнăшăн, улма-çырла йывăççисене епле майпа лайăхрах пăхса ӳстермеллине пĕлме тăрăшнăшăн ăна «манăн мичуринец», «манăн заместитель» тесе шӳтленĕ. Илюк пуçарса янипе çамрăк натуралистсем колхоз сачĕн пĕр кĕтессинче нумай йывăç лартса ӳстерме тытăннă. Ырă ĕç мар-и вăл?!
Тата Илюк ӳкерчĕксем тума юратнă, пит хитре ӳкернĕ, çавăн пирки ăна пĕрмай шкулти стена хаçачĕн редколлегине суйланă. Пысăк уявсем умĕн шкул валли плакатсем çырнă, класс пӳлĕмĕсене илемлетнĕ. Килте малти стена çинче Илюк хăйĕн ашшĕн салтакран ярса панă пĕчĕк сăн ӳкерчĕкне пысăклатса, сăрсемпе хитрелетсе тунă портречĕ çакăнса тăнă. Унăн рамкине те хăех тунă, ăна та илемлĕ сăрăпа сăрласа хунă, кантăкне те хăех касса кĕртсе лартнă.
— Пирĕн художник, — тенĕ ăна учительсем, — çиччĕмĕш класс хыççăн унăн епле пулсан та художество училищине каяс пулать!
Хорта та юрланă Илюк, спектакльсенче те вылянă, спорт вăййисенче те никамран та юлман.
Амашĕпе епле кăмăллă пулни çинчен каламалли те çук. Нихçан та кӳрентерсе курман вăл амăшне. Час-часах ашшĕ çинчен каласа пама ыйтнă, унăи вăрçăран янă çырăвĕсене кăлара-кăлара вуланă.
Питĕ хитре пурăннă вĕсем амăшĕпе иккĕшĕ, пурне те кăмăла кайнă вĕсен пурнăçĕ — лăпкăн, шăкăл-шăкăл, килĕштерсе...
Амăшĕ тепĕр хут качча кайма пултарасси çинчен Илюк нихăçан та шухăшламан. Вăрçă вăхăтĕнче тăлăха юлнă хĕрарăмсенчен хăшĕ-пĕрисем тахçанах хăйсем валли мăшăрсем тупрĕç, çĕнĕрен ача-пăчаллă пулчĕç, анчах Илюкпа амăшĕ иккĕшех пурăнчĕç, вĕсем патне нихçан та пĕр арçын та пырса кĕмерĕ. Чăнах та пĕрре çулла ирхине ирех лупас айĕнчи чатăр айĕнче çывăраканскер, Илюк хăйсемпе юнашар пурăнакан Праски инке унăн амăшĕпе калаçнине илтрĕ.
— Арçын тупмаллах санăн, Анюк, ахаль те миçе çул ĕнтĕ хăраххăн пурăнатăн... Нивушлĕ вара ĕмĕре çакăн пек пĕр-пĕчченех ĕмĕрлес тетĕн? Ватă мар-ха вĕт эсĕ... — пакăлтатрĕ çав Праски инке.
— Çук ĕнтĕ, халь тин пулмасть пуль. Илюк та пысăкланчĕ, пурăнатпăр майĕпе... Тата пĕлме çук вĕт, темле çын лекет! Киле кĕрекенсем вĕсем ырах пулакан мар... — терĕ ăна хирĕç амăшĕ.
Илюк тăрса тухнине курсан вĕсем калаçма чарăнчĕç. Çавăнтан вара Илюк нимĕн те илтменччĕ. Анчах вăл çиччĕмĕш класра вĕренме тытăнсан, кĕркунне Октябрь уявĕ ячĕпе тунă вечертан таврăнсан, тĕлĕнсех кайрĕ: вĕсем патĕнче, малти кĕтесри сĕтел хушшинче, темле ют çынсем лараççĕ — виçĕ арçын, ик хĕрарăм. Сĕтел çинче эрех кĕленчисем, çимеллисем, шуç витрепе сăра ăсса лартнă. Çыннисем пурте самаях хĕрнĕ, Илюк амăшĕн пит çăмартисем те хĕрелнĕ. Темшĕн-çке вăл ытти чухнехи пек мар капăр тумланнă, хитре саппун çакнă, çĕнĕ тутăр çыхнă...
Мĕне пĕлтерет ку?.. Илюк çакна тăруках ăнланса илеймерĕ. Вăл алăкран кĕрсе тăрсанах сĕтел хушшинчи ют хĕрарăмсенчен пĕри, кĕрхи анис пек хĕрелсе кайнăскер, Илюк амăшĕнчен:
— Çакă-и-ха санăн герой? — тесе ыйтрĕ.
— Çакă çав, манăн урăх çук вĕт! — терĕ амăшĕ.
— Пăх-халĕ, епле маттур вăл! Ытармалла мар-иç! Кил-ха кунталла, ачам, лар пирĕнпе сĕтел хушшине... — сăмахсене юрланă пек тăсса Илюка хирĕç тухрĕ çав хĕрарăм.
Ăна алăран тытсах кĕрекене темле тачка сăмсаллă, кăштах кукшаланма пуçланă сарăрах çын умне кĕртсе лартрĕç.
— Ачуна ярса пар ĕнтĕ, Анюк! — терĕ йăпăлти саслă ют хĕрарăм. — Праçник вĕт паян!
— Ĕçмест вăл манăн, — терĕ Илюк амăшĕ.
— Епле ĕçмест пулать? Чĕчĕ ачи мар вĕт, авлантармалли каччă пекех ӳссе кайнă-иç! Пĕр черккешĕн ним те пулмасть ăна!
Илюка хупăрласа илсех пĕр çур стакан çут эрех ĕçтерчĕç. Унăн ăш-чикки вутпа çунтарнă пекех пĕçерсе илчĕ, çывлăшĕ те пӳлĕнсе ларнă пек пулчĕ.
— Çырт часрах, акă кукăль çи!
Ун умне харăсах ик-виç касăк кукăль илсе хучĕç. Йăшăлти саслă хĕрарăм çав вăхăтрах сĕтел хушшинчен тухрĕ те хăлхана çурăкан çинçе сасăпа вырăсла юрласа ячĕ, мăйĕнчи шӳлкемине чăнкăртаттарса, урисемпе тăпăртаттарса илчĕ:
Икрай, кармонь,
Весели, кармонь!
Улица широкая,
Кармонист веселая...
Ют çынсен купăс та пур иккен. Кил хушши енчи чӳрече патĕнче ларакан хурарах çын, çӳçне çамки çинелле тураса антарнăскер, ăна сак айĕнчен туртса кăларчĕ те ташă кĕвви янратма пуçларĕ. Ыттисем алă çупма тытăнчĕç... Малтан ют хĕрарăмсемпе пĕр арçын ташларĕç, унтан вĕсем Илюк амăшне те туртса кăларчĕç.
Эй, ну, яра пар!
Юлашкине пире пар!..
Чылай хушă ташласан хашкама ернĕ ют хĕрарăмсем иккĕн ик енчен пырса Илюкпа юнашар ларакан хайхи кукшарах пуçлă арçынна сĕтĕрме тытăнчĕç:
— Ташла, Матви! Эс ташламасан камăн ташлас паян?!
Ку малтанах туртăнкаласа тăчĕ, анчах унтан урай варрине тухрĕ те аллисемпе пилĕкĕнчен тытса, пуçне каçăртса, урисене ява-явах ташлама тытăнчĕ. Пĕрре Илюк амăшĕ умнелле тĕпĕртетсе пырать, тепре каялла чакса каять, хулпуççисене вылятать, кукленсе илет, аллисемпе атă кунчисене çапать...
Пляши, Матвей,
Не шалей лаптей,
То супоты тоживем,
Новы лапти нашивем! —
çухăрчĕ те çинçе саслă хĕрарăм каллех ташлама сиксе тухса хулпуççисене чĕтретсе тенкисене чăнкăртаттарма тапратрĕ. Ун пек сикекенни те пулмарĕ вара, иртĕнсех кайрĕ вăл, аллисемпе хăлаçланчĕ, хуçкаланчĕ...
Часах Илюкăн пуçĕ кашлама пуçларĕ, унăн ăш-чикки пăтранма тапратрĕ. Урай варринче тĕпĕртетекен çынсем çине вăл ним ăнланмасăр пăхса ларчĕ. Мĕнле çынсем кусем? Илюк вĕсене ĕмĕрне те курман-çке! Мĕн тума килнĕ вĕсем Илюксем патне? Мĕн сăлтавпа ĕçеççĕ? Кун пекки вĕсем патĕнче ĕмĕрне те пулман...
Ташлама чарăннă амăшĕ ун çумне пырса ларчĕ те:
— Ма пит кичем эсĕ паян, ачам? — тесе ыйтрĕ йăвашшăн. — Çывăрас килет-им? Хăпарса вырт эппин сентре çине...
— Ку çынсем — камсем? — пуçĕпе ташлакансем еннелле сулчĕ Илюк.
— Вĕсем-и? — Амăшĕ самантлăха тытăнса тăчĕ- — Лайăх çынсем вĕсем... — Унтан ывăлне тăрук ыталаса илчĕ те çамкинчен чуптурĕ. — Эх, Илюк, тăлăхсем вĕт эпир санпа, никам та çук пирĕн...
Илюк хăйĕн амăшĕн хĕрелнĕ куçĕсем шывланнине асăрхарĕ. Ку та тĕлĕнтерчĕ ăна: тин çеç ташлатчĕ хăй, халь тата макăрасшăн та пулас... Мĕншĕн ун пек вăл?
Тепрер çур сехет пек ларсан ĕнтĕркенĕ Илюк сентре çине хăпарса выртрĕ. Аялта çаплах тĕпĕртетрĕç, юрларĕç, шавлăн калаçрĕç. Ытти сасăсем хушшинче Илюк уйрăмах леш вырăсла такмаклама юратакан шӳлкемеллĕ вĕçкĕнрех хĕрарăм сассине илтрĕ:
— Эх, Анюк чунăм, ĕмĕр-ĕмĕр тав тăвас пулать сан мана! Телей çук çĕртен телей тупса патăм вĕт! Ку чухне кашнинех лекмест кун пек телей çу-ук!..
Мĕнле телей çинчен каларĕ çав хĕрарăм — ăна Илюк чухлаймарĕ. «Пĕр-пĕр лайăх япала туянтарнă пулинех...» — шухăшларĕ вăл.
Ирхине вăрансан вара пӳртре тахăшĕ çав тери хытă харлаттарса çывăрнине илтрĕ. Сентре çинчен аялалла пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: хайхи тачка сăмсаллă çын унăн амăшĕн вырăнĕ çинче месерле выртать, аллисене икĕ еннелле сарса пăрахнă, хăрах ури çĕрелле усăнса аннă, харлаттарнипе хулăн тути илемсĕр сиккелет. Темшĕн Илюка вăл месерле çавăрса пăрахнă вил шапа пек туйăнса кайрĕ.
Амăшĕ пӳртре çукчĕ, кил хушшине выльăхсем патне тухнă пулмалла. Илюк сентре çинчен анса питне çурĕ, шкула кайма хатĕрленчĕ. Амăшĕ тин çеç сунă сĕте витрепе чăлана йăтса кĕрсен Илюк тӳсеймерĕ, ыйтрĕ:
— Ку çын ма пирĕн патра çывăрать?
— Вăл... каçхине ӳсĕртерех пулчĕ те ыттисемпе пĕрле тухса каяймарĕ, — терĕ амăшĕ Илюк çине пăхмасăр.
— Кам вăл?
— Аçун тусĕ пулнăскер... Кантăрварĕсем, промартельте агенттăра ĕçлет, çынсене чăпта çаптарать. Аçу пур чухне час-часах килкелетчĕ пирĕн пата...
— Мĕн ĕçки пулчĕ çĕр каç пирĕн патра?
— Ара, çаксем килсе кĕчĕç те... Пĕрисем тем сутаççĕ пулмалла, теприсем илеççĕ. Мăкриччи турĕç.
Илюк амăшне ĕненчĕ. Çикелерĕ те сумкине çакса шкула тухса кайрĕ. Анчах каçалапа киле таврăннă чух унăн кĕтмен çĕртенех çав тери тĕлĕнмелле хыпар илтмелле пулчĕ...
Кукăр урам вĕçĕнчи çăл кутĕнче пĕр хĕрарăм, ял тăрăх сăмах вĕçтерме юратакан Хура Хветли, шыв ăсса тăратчĕ. Илюк ун тĕлне çитсен вăл аллинчи тулли витрине çĕре лартрĕ те темшĕн тутине пĕр еннелле пăра-пăра, йăл та йăл кулса ыйтрĕ:
— Мĕнле пурăнатăр, Илюк?
— Чиперех-ха, — терĕ ку ним çинчен те шухăшламасăр.
— Епле, çĕнĕ аçу кăмăла каять-и, юратмалла пек-и?
— Мĕнле «аçу»? — тăруках ăнланаймарĕ Илюк. — Мĕн кирлĕ мара калаçатăн эс, пирĕн никам та çук!
— Епле çук пулать вара? — сайра шăлĕсене йĕрчĕ Хветли. — Ма тунатăн? Ай çынсенчен вăрттăн усрас тетĕр-и? Çу-ук, ун пек япала ял çинче пытанаймасть çав вăл, ытла пысăк...
— Мĕн лĕпĕртететĕн эс? — тарăхма пуçларĕ Илюк.
— Ара, сирĕн патра каçхине туй пулнă-иç! Аннӳ хăй валли упăшка туяннă, вăл санăн çĕнĕ аçу пулать ĕнтĕ! Ай сана нимĕн те каламарĕç-и? Систермерĕç те-и?
Илюка такам вĕри шывпа сапнă пекех туйăнса кайрĕ, унăн пĕтĕм çан-çурăмĕ темле йĕпленсе илчĕ.
«Авă мĕн иккен! Ав мĕншĕн ĕçкĕ пулчĕ...»
Ним тума, ним калама пĕлменнипе вăл Хветли çине хаяррăн, çисе ярас пек пăхса илчĕ те:
— Лĕпĕрти эсĕ, сĕм ухмах! — тесе хăварчĕ.
Анчах хăйĕн чĕри кăкăртан сиксе тухас пекех тапма тытăнчĕ. Килелле вăл чупсах кайрĕ.
«Епле-ха капла? Анне нимĕн те каламарĕ-çке мана? Нивушлĕ... нивушлĕ тĕрĕсех ку? Çав çын... паçăр анне вырăнĕ çинче çывăраканни... пирĕн патра пурăнать-ши вара? Атте?! Çук, çук, нихçан та, ним тусан та ун пек калас çук эп ăна!.. Мĕнле килĕшме пултарнă-ха вăл аннене? Тата мĕн тума кирлĕ вăл пире? Хамăрах лайăх пурăнаттăмăр-çке!..»
Илюк çенĕк алăкне хăнт-хант уçса хупса пӳрте кĕрсе тăчĕ те сумкине йăпăр-япăр хывса çакса, йывăррăн сывласа чӳрече умĕнче тем çĕлесе ларакан амăшĕ çине куçĕсемпе тăрăнчĕ.
— Анне!
— Мĕн, ывăлăм? — ун çине йăвашшăн, темле хăранă пекрех пăхрĕ амăшĕ. Илюк çав тери пăлханса кайнине тӳрех асăрхарĕ пулас вăл.
— Анне, мана халь Хура Хветли пĕр сăмах каларĕ...
— Вăл тем те лăпăртатĕ. Курайманнипе калаçать вăл, пĕлтĕр эп ăна фермăран колхоз чăххисене вăрланă чух тытрăм та, çавăнтанпах çилленсе пурăнать...
Анчах Илюк ăна итлесе тăмарĕ, ун çывăхнерех пычĕ те:
— Эсĕ... эсĕ çав çынна качча кайрăн-и? Кала мана тĕрĕссипе! — терĕ.
Амăшĕ тăруках нимĕн те калаймарĕ, хĕрелсе кайрĕ. Унтан ывăлĕ çине хăранă пекрех пăхса чĕтреме пуçланă сасăпа каларĕ:
— Илюк... Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Тĕрĕссинех калатăп сана... Эсĕ халь пĕчĕк ача мар ĕнтĕ, ăнланма пултăратăн... Кансĕр-çке пире тăлăххăн пурăнма... Пӳрчĕ те кивелчĕ, никĕсĕ пĕтĕмпех çĕрнĕ, хапхи те чалăшса кайрĕ ав, сарайне те хăçантанпа витмен... Мĕнле пурăнас? Вăй çитерейместпĕр вĕт иксĕмĕр... Килте арçынсăр ниепле те май килмест...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...