Кĕмĕл кĕпер :: Юнлă вут ăшĕнче
Çĕлен-тăшман тапăнсан,
Çукаланса тăмăпăр.
Алла вут-хĕç тытăпăр,
Вакла-вакла тăкăпăр.
Авалхи чăвашсен юрринчен
Юнлă вăрçă хирне тухсассăн тепĕр куннех Ылттăнпик ертсе пыракан аслă çар çумне таврари хуласемпе ялсенчен тухнă вуншар-вуншар е çĕршер-çĕршер пысăк мар текĕртсем пыра-пыра хутшăнма тытăнчĕç. Монголсем килеççĕ тени çак темиçе кун хушшинче самантрах пĕтĕм çĕршыва саланнă иккен.
Иккĕмĕш кунне аслă çара Пачман ертсе пыракан куç-хăлхасен текĕрчĕ те шыраса тупрĕ.
— Хыпарсем пĕрре те савăнмалла мар, — терĕ Пачман. — Монголсен икĕ таманĕ, тĕп тапăртан уйрăлса, питĕ хăварт кунталла килчĕ те ĕнер мар виçĕмкун Шуратăл урлă каçса ку енне тапăра тăчĕ.
Пачман каласа панине Ылттăнпик учĕ çинче ларса ним чĕнмесĕр итлесе пычĕ.
— Эпир вĕсене чараймарăмăр, — айăплă пек малалла калама тытăнчĕ Пачман, — Манăн пурĕ те икĕ çĕрни кăна. Икĕ çĕрнипе икĕ тамане хирĕç çапăçни хамăра пĕтерни кăна.
— Сана кам икçĕр эккелпе çирĕм пинлĕ çара хирĕç çапăçма хушать? — тĕлĕннĕн ыйтрĕ Ылттăнпик. — Ку вăл пуçа шуйттан шăтăкне чикни çеç. Тĕрĕс тунă!.. Чи кирли — эсĕ халь манпа юнашар пулни.
— Тăшмана Шуратăлăн ку еннелле каçармалла марччĕ! Çавна чараймарăмăр-çке-ха! - тарăхнипе кăшкăрсах каларĕ Пачман.
— Тĕп çарĕ аякра-и? — ним пулман пекех ыйтрĕ Ылттăнпик, утне Пачман учĕпе юнашар уттарса. — Миçе кунран Шуратăл патне çитме пултарать? Тăшман пирки калатăп эпĕ.
— Тепĕр тăватă-пилĕк кунран.
— Эппин, пирĕн вăхăт пур-ха, — савăннăн каларĕ Ылттăнпик.
— Мĕнле ăнланмалла ку сăмахсене? — ăнланаймарĕ Пачман.
— Монголсен ку енне каçнă таманĕсене пĕтерме, — лăпкăн ăнлантарчĕ патша. — Тепĕр икĕ кунтан Шуратăл хĕррине çитетпĕр те тӳрех тапăнатпăр. Пурне те шыва путарса вĕлеретпĕр.
Ылттăнпик капла калани Пачмана килĕшрĕ.
— Сана вара эпĕ тепĕр пысăк ĕç хушатăп, — терĕ патша. — Ним тăхтаса тăмасăрах хăвăн куç-хăлхусемпе малалла кай та тăшман таманĕсене сунарçă епле хăй тытас кайăка сăнать, çавăн пек сăнаса тăр. Эпир пырсанах мĕн курни-илтнине пĕлтеретĕн.
- Итлетĕп, аслă патша! - сулахай кăкăрне сылтăм аллипе çапса илчĕ те Пачман хăйĕн эккелĕсем патне васкарĕ.
* * *
Вутлă вăрçă çулне тухнă Ылттăнпик çарĕ пиллĕкмĕш кунне Шуратăл хĕррине çитрĕ те тӳрех ку енне тапăра тăнă тăшманăн икĕ таманне танăччĕ. Питĕ юнлă хаяр çапăçу пулса иртрĕ. Ытла нумаях та пымарĕ вăл. Аслă патша ертсе пыракан çар кунта çитсе хăйсене тапăнасса кĕтмен монголсем нумай хирĕç тăраймарĕç, тарма тытăнчĕç. Анчах ăçта тарса каймалла-ха вĕсен? Пĕр енче — пăлхарсен урса кайса тапăнакан çарĕ, тепĕр енче - шавласа-кĕрлесе юхакан Шуратăл. Учĕсемпе вара тарма тăнă монголсем Шуратăла кĕре-кĕре кайрĕç. Анчах унта вĕсене пăлхарсен çĕмренĕсем пыра-пыра çапрĕç. Часах вара тăшманăн ку енче тапăра тăнă çирĕм пинлĕ çарĕнчен нимĕн те юлмарĕ. Пĕр пине яхăн нукер кăна шыв урлă каçса тарса кайма ĕлкĕрчĕç.
— Халь ĕнтĕ çакăнта тапăра тăратпăр та тăшмана Шуратăлăн ку енче кĕтсе илетпĕр, — терĕ Ылттăнпик, çапăçу хыççăн хăй чатăрне пухăннă çарпуçĕсене.
— Иртнĕ вăрçăри пек Шуратăл леш енне каçмалла мар-и? — сĕнчĕ Пачман.
— Çук, — килĕшмерĕ унпа Ылттăнпик, — хальхинче юрамасть. Монголсем ытла нумайăн. Аллă пинлĕ çарпа эпир тăватçĕр пинлĕ çара хирĕç тăма пултараймастпăр. Кунта тапăра тăратпăр та ытти çарсем килессе кĕтетпĕр. Монголсем шывăн леш енне çитиччен пирĕн пата ытти тамансем килмеллех. Акă, часах Саврăш-паттăр килсе çитет. Çурçĕрти хуласенчен Упи-паттăр çарсем илсе килессе шанатăп. Атăл леш енчен Сăкăт-паттăр та килет-ха. Сахалтан та икçĕр пине çити пуçтарăнатпăр эпир. Ун чухне вара путсĕр монголсен пĕтĕм çарĕпе куçа-куçăн çапăçма та пултаратпăр... Анчах пирĕн пĕлес пулать: монголсем тата миçе кунтан çитме пултараççĕ.
— Эппин, эпир куç-хăлха пулса Шуратăл урлă каçатпăр, сĕнчĕ Пачман.
— Юрĕ, — килĕшрĕ патша. — Пинни ил!.. Монголсен пысăк мар сĕнтĕрĕсене çула май тĕп тума та ан ман.
Чи маттур эккелсенчен пинни пухса, Пачман тепĕр кунне Шуратăл урлă каçрĕ те вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирсенче çухалчĕ. Ылттăнпик вара унран хыпар, анăçран çĕнĕ çарсем килессе кĕтме тытăнчĕ. Çав хушăрах Шуратăлăн ку çыранне çирĕплетме, чăнкăлатма хушрĕ. Тăшман иртерех килсе тухсан та хăпăл-хапăлах ку енне ан каçайтăр.
* * *
Çапла икĕ кун иртсе кайрĕ. Пачманран та хыпар çук, Пӳлер енчен çĕнĕ çарсем те килни курăнмарĕç. Темĕскер усала сиссе, Ылттăнпик чĕри пăчăртана-пăчăртана ыратса кайрĕ. Таçта йăнăш тумарĕ-ши вăл? Тăшман каллех улталамарĕ-ши ăна?.. Вара вăл темиçе çарпуçне чĕнсе илчĕ те хăйсен чи шанчăклă çыннийĕсемпе Шуратăл çыранĕпе тăвалла та, анаталла та кайса пăхма хушрĕ.
Çав кунах Шуратăл леш енчен темиçе кун маларах кăларса янă Пачман хăй куç-хăлхисемпе пĕрле килсе çитрĕ.
— Монголсем хăйсен пĕтĕм çарне виçĕ ушкăна уйăрнă, — каласа пама тытăнчĕ Пачман. — Пĕтĕмпе тĕпчесе пĕлтĕмĕр, чĕлхе тытса илсе. Шуратăл урлă вĕсем виçĕ тĕлте каçма палăртнă. Тĕп çарĕпе, Батый хан хăй ку çулпа килет. Супетей — анаталларах шыв урлă каçать. Батый-хан пиччĕшĕ Кулькан сакăр таманпа тăвалларах кайса шыв урлă каçать.
— Кунта килекен çарта миçе тамань? — ыйтрĕ Ылттăнник.
— Икçĕр пине яхăн çын унăн, — кĕскен хуравларĕ Пачман. — Мĕскер тумалла, аслă патша? Супетейпе Кулькан урăх çĕрте шыв урлă каçса пире хыçалтан тапăнма пултараççĕ.
— Пирĕн çарсем килсе çитеймерĕç, — кулянчĕ Ылттăнпик. — Хамăр çара виçĕ пая пайлани те усси çук. Ытла сахалăн эпир. Пĕтĕм çара кунта тытса монголсен тĕп çарĕпе çапăçни те нимĕн те памасть. Супетейпе Кулькан пире хыçран тапăнаççĕ...
Патша шухăша кайса ларчĕ.
— Чакса кайма тивет, — терĕ юлашкинчен. — Хамăра çавăрса илме памалла мар пирĕн. Атя, çарканашĕ пухатпăр. Мĕн тумалли пирки сӳтсе явар.
Çарканашĕнче питĕ хĕрӳ калаçу пулчĕ.
— Çапаçатпăр! — хĕрӳлленчĕç çамрăк çарпуçĕсем. — Ним те мар çапăçатпăр!.. Пуç хурсассăн та — çапăçса!..
— Çапăçса пуç хума пĕлетпĕр-ха эпир, — вĕсемпе килĕшмерĕç ватăрах çарпуçĕсем. — Пуç хуни кирлĕ мар пире, çĕнтерни кирлĕ!
Чылайччен çапла тĕрлĕ шухăш каласа тавлашнă, пурин шухăшне те пĕлнĕ хыççăн патша хăйĕн çирĕп сăмахне каларĕ:
— Хальхи лару-тăрура эпĕ пĕртен-пĕр çул куратăп: пирĕн хамăр çара епле пулсан та упраса хăвармалла, — терĕ вăл пурин çине те çивчĕ куçĕсемпе пăхса. — Уçă çапăçура эпир халлĕхе тăшмана çĕнтерейместпĕр. Çавăнпа çапла хушатăп: хамăр çара эпир темиçе пĕчĕк-пĕчĕк текĕртсем çине пайлатпăр та тăшманăн тĕп вăйĕнчен уйрăлса кайнă нукерĕсене ăçта килчĕ унта пĕтерме тытăнатпăр. Анчах çакна манса ан кайăр: никамăн та патшапа çыхăну татмалла мар. Кирлĕ чухне тĕрлĕ çĕрелле кайнă текĕртсен пурин те пĕрле пĕрлешмелле пуласса та астусах тăмалла. Çапла тăшманпа çапăçа-çапăçа каялла чакса пыратпăр. Пӳлер еннелле. Кайран Пӳлере кĕретпĕр те ун хӳмисен хӳттинче тăшманпа кĕрешетпĕр. Çав хушăра пирĕн çарпуçĕсем тĕрлĕ çĕрте çар пухаççĕ. Кайран, пысăк вăй пухса, Пӳлер хӳмисем патĕнчех тăшмана ним юлми çĕмĕрсе тăкатпăр!..
Патша хушнине вара юлашкинчен çарпуçĕсем пурте ырларĕç.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...