Кĕмĕл кĕпер :: Кĕтмен инкек
Хура сурăх кĕтĕвĕ
Хура çĕре хуратать,
Хура çăхан кĕтĕвĕ
Çул тӳпене хуратать.
«Ылттăнпик» эпосран.
Çĕнĕ хыпар Ылттăнпике те уяр кунра аçа çапнă пекех пулчĕ.
— Пĕрне те пулин чĕррĕн тытса илни-ха аван-ха, — терĕ вăл кăшт лăплансан. — Атя, тĕпчесе пĕлер!..
Тыткăна илнĕ монгола ертсе кĕчĕç.
— Патша умĕнче тăратăн эсĕ! — кăшкăрчĕ Саврăш-паттăр, тыткăна лекнĕ çынна хăратас тенĕн. — Пуçна ус! Чĕркуçленсе лар, пурнăçна упрас тесессĕн!..
— Монголсем никам ют çын умĕнче те чĕркуçленсе лармаççĕ! Хамăр хан умĕнче кăна чĕркуçленме пултаратпăр эпир, — мăшкăлланăн кулса каларĕ тыткăна лекнĕ çын. — Часах кунта пĕр пăлхар çынни те пулмасть. Вĕсем пурте пирĕн чурасем пулаççĕ. Чура пулманнисем — çĕре кĕреççĕ!..
— Амаус! Мĕскер пакăлтатса тăратăн!?. — тарăхса кăшкăрса ячĕ Пачман. — Чĕркуçленсе лар!.. Эпир монголсемпе килĕшӳ тунăччĕ. Мĕншĕн çав килĕшĕве пăсатăр?
— Ултавлă килĕшӳ вăл. Пирĕн чее те питĕ паттăр Субедей-багадур чеелĕхĕ вăл.
Ылттăнпик ку сăмахсене нимĕн чĕнмесĕр итлесе тăчĕ. Кун пек пуласса пĕлнĕ тейĕн çав...
— Часах кунта монголсен халиччен курман çарĕ çитет!.. Ун чухне эпĕ мар, эсир чĕркуçленсе ларатăр!.. — çаплах калаçрĕ те калаçрĕ тыткăна лекнĕ çын.
Пачман аллине саламат илсе, путсĕр монгола çапас тесе тăчĕ.
— Тăхта, — чарчĕ ăна Ылттăнпик. — Вăл калаçнине итлер-ха.
Тыткăна лекнĕ монгол патша çине куçне чарса пăха пуçларĕ:
— Сан çинчен илтнĕ эпĕ, — терĕ. — Ылттăнпик патша эсĕ!... Сана никам çĕнтерейми Субедей-багадур питĕ кураймасть.
— Халь ăçта вара вăл Субедей-багадур? — ним пулман пек ыйтрĕ Ылттăнпик.
— Монголсен никам çĕнейми çарĕпе кунталла килет. Нумаях юлман. Часах кунта çитет вăл!..
— Батый-хан ăçта? — çаплах тĕпчерĕ патша.
— Вăл та унпа пĕрле, — савăнсах хуравларĕ монгол, пăлхарсен патшине хăратрăм тесе шутласа. Вĕсем тăватçĕр пинлĕ çарпа килеççĕ!..
— Эс вара кам пулатăн?
— Тубадай эпĕ! Çĕрпӳ! — хăпартланса хуравларĕ монгол çынни. — Мана Батый-хан та, никам çĕнейми Субедей-багадур та пĕлеççĕ.
— Мĕнле лекнĕ вара эсĕ Пӳлер таврашне? — тĕпчерĕ те тĕпчерĕ Ылттăнпик.
— Мана кунта Субедей-багадур хăй ячĕ. Тĕпчесе пĕлме. Шуратăлпа Пӳлер хушшинче сирĕн нимĕнле çар та çук. Çакна йăлтах тĕпчесе пĕлтĕм эпĕ. Тепĕр темиçе кунтан монгол çарĕсем Шуратăл урлă каçма тытăнаççĕ. Эсир вĕсене тепле тертленсен те тытса чараймастпăр!
— Ăçтăн тупăннă вара монголсен çарĕсем пирĕн чикĕре? — ку çын каланине пĕтĕмпех ĕненнĕ пек ыйтрĕ те ыйтрĕ Ылттăнпик.
— Вĕсем Шуратăл леш енче, питĕ аякра тăнă, — лăпкăн хуравларĕ тыткăне лекнĕ монгол.
— Суятăн эсĕ, — ĕненмерĕ патша. — Эпир монголсен çарне пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă!..
— Çук. Шуратăл патĕнче ултавлă çапăçу пулнă, — ăнлантарчĕ леш çын. — Ун чухне монголсен тĕп вăйĕсем аякра тăнă. Шуратăл патĕнчи çапăçу çинчен эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕн. Ултавлă çапăçу вăл!.. Батый хан шутласа кăларнă ултавлă çапăçу!
— Куна та суятăн! — лăпкăн каларĕ Ылттăнпик. — Çапăçу хыççăн монголсен çарĕ урăх çук-и тесе эпир сирĕн çĕрсем çинче темиçе кун кайрăмăр. Нимĕнле çарсем те çукччĕ унта!
— Ăна та пĕлетĕп. Эпир тата аякра, тата темиçе кун каймалăхра тăнă.
— Эппип, эпир тата темиçе кун кайнă пулсан монголсен тепĕр пысăк çарне тĕл пулаттăмăр-и? — тĕлĕнчĕ патша.
— Çук, тĕл пулаймастăр, — ăнлантарчĕ монгол. — Ун чухне Субедей-багадур та, Батый-хан та сирĕнпе çапăçма хатĕр марччĕ. Эпир тата каялла кайса тăраттăмăр. Кайран вара Субедей-багадурла Батый-хан апла тунипе çеç çитмест терĕç, сана тата та чеерех улталас терĕç. Сан тимлĕхне çухатма. Килĕшӳ турĕç.
— Çав килĕшӳ тăвас тени пĕтĕмпех чееленни пулчĕ-им вара? — тепчерĕ те тĕпчерĕ Ылттăнпик.
— Çапла, пĕтĕмнех чееленни пулнă, — çирĕплетрĕ тыткăна лекнĕ монгол. — Эсĕ, пире шанса, пĕтĕм çарна салатса ярасса кĕтни вăл. Эпир пĕлетпĕр, пăлхарсен аслă çарне эсĕ йăлтах салатса янă. Пире хирĕç тăмалли çар çук санăн. Пирĕн вара пĕтĕм çар халĕ вăрçа тухнă.
— Çав пытанса тăнă çар вара халĕ пирĕн çине килет-и?
— Часах Шуратăл урлă каçать вăл. Унта кăнар-тикки Парăç-Пăрăнтай та пур. Çак хулана илсен, вăл сан вырăнна пăлхарсен патши пулать.
Çак сăмахсене илтсессĕн те Ылттăнпикĕн пичĕ çинчи пĕр куç тĕкĕ те вырăнтан та сикмерĕ.
— Парăç-Пăрăнтай монголсен тапăрĕнчен тарса кайнă тени те ултавлă пулнă-и вара? — ыйтрĕ вăл.
— Пĕтĕмпех сана шăвăç чуман çине лартса яни пулнă вăл, — каппайланса хуравларĕ монгол çынни.
Ку сăмахсене илтсен те Ылттăнпик сассине улăштармарĕ.
— Монголсен хальхи çарĕ пысăк-и вара? — лăнкăн ыйтрĕ вăл.
— О-о, питĕ пысăк! — хăпартланса каларĕ тыткăна лекнĕ çын. — Пушхирти хăйăр пек. Тăватçĕр пинрен те иртет!.. Нихăçан курман çар вăл!.. Никам çĕнтерейми çар!.. О-о-о, Ылттăнпик патша, эсĕ монголсене халех парăнатăн пулсан çеç пуçна упраса хăваратăн...
* * *
— Ку монгол каласа кăтартнинче темĕскер пурах, — терĕ Ылттăнпик, тыткăна лекнĕ çынна илсе кайсассăн. — Пачман, ыран ирех, çук, илĕм-тилĕмлех, пин эккел ил те Китай çулĕне Шуратăл еннелле вĕçтер. Мĕн илтен, мĕн куран, çавна пĕлтерме çынсем яр та хăв малалла кай. Сан çыннусем каç пулнă тĕле кунта килсе çитмелле.
Пачман патша хушнă ĕçе тума хатĕррине пĕлтерсе кăкăрне çапса илчĕ.
— Саврăш-паттăр, — чĕнсе илчĕ патша чапа тухнă çарпуçне. — Эсĕ те илĕм-тилĕмлех Туран çулĕпе пинни яр. Вĕсем те мĕн курни-илт-ине кашни кун пĕлтерсе тăччăр.
— Арча хули çулĕпе те çынсем ярар мар-и? — сĕнчĕ Саврăш-паттăр. — Тăшмансем çавăн пек çавра çулпа та килме пултараççĕ.
— Яр, — килĕшрĕ патша. — Ку та тĕрĕс.
Тепĕр кун каçа чи малтан Пачман янă аккайчасем çитреç. Хăйсем кăна мар, вĕсемпе пĕрле Ылттăнпикĕн монголсем патне кайса çӳренĕ куç-хăлхисем те пур.
— Чăнах та, монголсем питĕ пысăк çар пухнă та вăрçă çулĕ çине тăнă, — пĕлтерчĕç вĕсем. — Тăватçĕр пин çын вĕсен çарĕнче. Хăйсем парăнтарнă китайсене те, туркайсене те, танкутсене те, ытти халăхсене те весем хăйсемпе илсе тухнă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем Вăтам Азирен илсе тухнă хула стенисене ишмелли хатĕрсем те турттарса пыраççĕ. Пин-пин тĕве кӳлнĕ вĕсем. Пин-пин юрттă çеçепхирпе куçса пырать. Тĕнче пĕтес чухнехи пекех...
— Шуратăл патĕнчи çапăçу чăнах та ултавлă ĕç пулчĕ-им вара? — улшăннă сассипе ыйтрĕ патша.
— Ултавлă çапăçу нулнă, — терĕç куç-хăлхасем. — Вĕсем ун чухне хăйсен тĕн вăйĕсене вăрçа кĕртмен. Паянхи харçă валли упранă.
— Мĕншĕн çакна маларах пĕлтермерĕр? — чунĕ ыратнă енне кăшкăрсах ыйтрĕ Ылттăнпик.
— Малтанласа эпир хамăр та монголсен çак тискер шухăшне пĕлмен, — терĕç куç-хăлхасем. — Пĕлсенех Пӳлере килме тухрăмăр. Анчах çул çинче питĕ йывăр пулчĕ. Монголсем ку енне ăçта килнĕ унта сĕнтĕрсем кăларса тăратнă. Питĕ хытă тĕрĕслеççĕ. Аран-аран эпир вĕсем тăратса тухнă сĕнтĕрсем витĕр иртме пултартăмăр.
"Эх, Шерумпика хăй вăхăтĕнче ахалех монголсем патне ямарăм, — кулянса шухăшласа илчĕ патша. — Вăл монголсен ку ултавлă та тискер ĕçне вăхăтра пĕлетчĕ те вăхăтра систерме май тупатчĕ... Анчах халь тин ĕнтĕ ним тума та çук..."
Çапла кулянса шухăшласа илчĕ те патша куç-хăлхасене малалла тĕпчеме тытăнчĕ:
— Монголсен çарне Батыйпа пĕрле хăрах куçлă Супетей те ертсе пырать тени тĕрĕсех-и?
— Тĕрĕсех, аслă патша. Супетей вĕсен чи чаплă çарпуçĕ. Пăлхарсене çĕмĕрсе тăкассишĕн Супетей тем тума та хатĕр.
— Монголсем Шуратăл урлă хăçан каçма пултараççĕ? — тĕпчерĕ те тĕпчерĕ патша.
— Часах пулмасть-ха ку. Вунă кун ытла та иртет. Мĕншĕн тесен Батый-хан çарне хăйне кăна ямасть. Пĕтĕм пурлăхĕпе пĕрле пыртарать, — ăнлантарчĕç куç-хăлхасем.
— Эппин, ыран курулттай пуçтаратпăр, — терĕ патша Саврăш-паттăра. — Çарпуçĕсем кам пур — пурне те чĕн... Эсир вара, — куç-хăлхасем çине пăхса илчĕ, — хăвăр мĕн курнине, мĕн илтнине ыран тепре каласа парăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...