Кĕмĕл кĕпер :: Çĕнтерӳ уявĕ
Вăйлă халăх эпир, çеçенхир — ман çăтмахăм,
Ăраскал та ман пур, çут пуласлăх та пур.
"Кăвак çурт" поэмăран.
Тăшмана йăлтах çĕмĕрсе тăкрăмăр, çитменнине тата ĕмĕр-ĕмĕр туслă пурăнма килĕшӳ турăмăр тесе, текех пысăк çар кирлĕ мар, никамран та сыхланмалла мар тесе, чылай эккелсене Пӳлере çитичченех килĕсене туха-туха кайма ирĕк пачĕ Ылттăнпик. Чăнах та, аслă та чаплă Пӳлер хулине вара пĕтĕм çарăн çуррине яхăн çеç пырса кĕчĕ.
Чанлă çĕнтерӳ, тата монголсемпе килĕшӳ туни çинчен пĕтĕм халăх пĕлме ĕлкĕрнĕ. Хула хапхинчен пуçласа Кĕмĕл кĕпер патне çитиччен вĕсем ушканăн-ушкăнăн тăрса тухнă, çĕнтерӳçĕсене саламлаççĕ. Уирăмах Кĕмĕл кĕпер патĕнче халăх нумай. Кунта Пӳлер пикисем хăйсен çĕнтерӳçе-савнийĕсене кĕтсе илме тухнă. Вĕсем чăнласах та ĕненеççĕ: Кĕмĕл кĕпер патне çити ăсатса, кĕмĕл çĕрĕ витĕр пăхса, çапаçу хирне кăларса янă маттур йĕкĕтсем епле пулсан та хăйсен савнийĕсем патне ырă-сыввăн таврăнмалла.
Ташлаççĕ, юрăсем юрлаççĕ, тепĕр çĕрте тата такмак та калаççĕ...
Чечек çыххи турăм эп,
Çĕр пĕр чечек суйласа.
Савна тусăм турăм эп,
Паттăр качча суйласа.
Уйри сарă чечекне,
Татса килчĕ ирпеле.
Ютран килнĕ монголне
Ăс вĕрентрĕ хĕçпеле.
Çӳллĕ-çӳллĕ сăрт çинче
Юман ларать хурланса.
Керулен шыв хĕрринче
Монгол ларать макăрса.
Сивĕ çилсем вĕриччен
Хурăн çулçă тăкас çук.
Тĕнче пĕтсе киличчен
Тăшман текех килес çук.
Тепĕр пысăк ушкăн халăх патша керменĕ умĕнчи лапа пуçтарăннă. Кунта эккелсем тыткăна лекнĕ монголсене илсе килнĕ. Самаях вĕсен шучĕ, темиçе пине те çитет.
Хăйсене çĕнтерӳ пилленĕшĕн ырăсемпе тӳркĕллисене ырласа, аслă турăсене мухтаса, пăлхарсем лапра икĕ пысак кăвайт чĕртрĕç. Аманнă эккелсене вара, часрах сывалччăр тесе, çак икĕ кăвайт хушшипе иле-иле тухма тытăнчĕç. Юлашкинчен çак икĕ кăвайт хушшине тыткăна лекнĕ монголсене те илсе тухма тытăнчĕç.
Пĕр ушкăн монгол пăлхарсем чĕртнĕ кăвайтсен хушшипе тухма килĕшмерĕ. Ку вăл хăйсене мăшкăлани тесе шутларĕç пулмалла вĕсем. Çакна курсан, Ылттăнпик тарăхса кайрĕ:
— Эппин, вут хушшипе тухасшăн мар пулсан, вут ăшĕнче ăшаланччăр! — терĕ.
Çĕнтерӳçĕсене итлемен монголсене питĕ хăвăрт эккелсем çаварса илчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсен пуçĕсене касса кăвайт ăшне пăрахрĕç те тушкисене пытарма хула тулашне турттарса кайрĕç. Ку та çĕнтерӳ уявĕн пĕр пайĕ.
Çĕнтерӳ уявĕ иртнĕ хыççăн Пӳлере килнĕ эккелсем те майĕпен-майĕпен хăйсен канарĕсем ирĕк панипе килĕсене саланма тытăнчĕç. Хулара патшан яланхи çарĕ кăна тăрса юлчĕ. Вĕсен шучĕ пысăк мар, пурĕ те çирĕм пин çеç.
Çĕнтерӳ уявĕ иртнĕ хыççăн Пӳлер хулинче пурнăç лăпланчĕ. Патша керменĕнче те пурнăç хăй еккине кĕчĕ. Тискер тăшмана çанса çĕмĕрни Ылттăнпик чунне те кăштах кантарчĕ, юратнă ывăлĕ пирки, хăйĕн йывăр çухату пирки çунакан чĕрине самантлăха пулин те лăплантарчĕ. Пĕртен-пĕр шухăш канăç памарĕ ăна: çав путсĕр Парăç-Пăрăнтая тытаймарĕç.
Çапах та Ылттăнпик ăна тытса килессе шанма пăрахмарĕ. Монголсем пăлхарсемпе ĕмĕр-ĕмĕр туслă пулма килĕшӳ турĕç. Ун пек чухпе Парăç-Пăрăнтай пек путсĕрсем кирлĕ пулас çук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...