Кĕмĕл кĕпер :: Кăссай ăсти Кул Али
Юрăçă вăл — Çӳлти Турă янă çын.
Ваттисем калани.
Пӳлер хулине таврăнсассăн, чапла çĕптерӳ çинчен Ылттанпик çĕре кĕнĕ тетĕшне, Челпире, каласа парас терĕ. Çак шухăшпа вăл пĕррехинче хĕвел тухсанах хăйĕн сĕт пек шурă учĕ çине сиксе утланчĕ те Чӳклету çинче ĕмĕрлĕх ыйхипе çывăракан Челпир патша масарĕ çине кайрĕ.
Чӳклету аслă Пӳлере çурçĕр енчен сыхлакан асар та писер пысăк паттăр пек çӳллĕ те капмар ту. Ун тăрринелле вара çĕлен пек явкаланса выртакан пĕртен-пĕр çулпа çеç кайма пулать.
Тăвалла пулсассăн та Шурут çăмăллăн чупать. Хăйпе пĕрле патша Итурая тата тепĕр леккере кăна илчĕ. Вĕсем патшаран кашт каярах юлса пыраççĕ.
Акă ĕнтĕ Чӳклету çинчи патша масарĕ. Тетĕш вилтăприне Ылттăнпик аякранах курчĕ. Унпа юнашар — ашшĕн вилтăпри. Челпир вилтăпринчен инçе мар тата Ылттăнпик амăшĕн вилтăпри.
Вĕсем патне çывăхах пычĕ те Ылттăнпик учĕ çинчен сиксе анчĕ. Шурутне ирĕке ярса, вара масар çине кĕчĕ.
— Юратнă аттеçĕм, юратнă аннеçĕм, асатте-асаннеçĕм, кукаçей-кукамайсем, юратнă тетĕçĕм, юратнă йăхташăм! — чĕркуçленсе ларса пурне те пуç тайрĕ Ылттăнпик. — Каçарсамăр мана! Сирĕн канлĕхĕре татрăм эпĕ. Ытахальтен мар, сире çак çут тĕнчере мĕн пулса иртнине каласа кăтартас тетĕп. Пĕлетĕр ĕнтĕ, тискер монголсем çаплипех лăпланма пĕлмеççĕ. Вĕсем вĕçĕмсĕр, сăпса пек, пирĕн çине тапăна-тапăна кĕреççĕ. Анчах та эпир вĕсенчен хăраса тăмастпăр. Вĕсене çапа-çапа çĕмĕретпĕр...
Вара Ылттăнпик çĕре кĕнисене Ик шывĕ çинчи çапăçу çинчен каласа пачĕ те вĕсенчен пиллĕх ыйтса ури çине тăчĕ.
Шурут, çакна çеç кĕтнĕ пек, кĕскен кăна кĕçенсе илче те хуçи патне чупса пычĕ.
Каялла таврăннă тĕле пĕтĕм хула халăхĕ ура çине тăма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хулана кĕрсессĕнех Ылттăнпик учĕ çинчен анчĕ те Кĕмĕл кĕпер еннелле çуран утрĕ. Шурут, пуçне уха-уха ун хыççăн пычĕ.
* * *
Пĕтĕм хула халăхĕ хăй ĕçĕпе аппалаyать. Сутăçсем лавккисене уçаççĕ. Хĕрсем, кăкшăм йăтса, сиплĕ çăлкуç еннелле шыв ăсма утаççĕ. Хăшпĕр арçынсем, ут утланса, сунара, теприсем пулă тытма каяççĕ. Ватă шаралсем урамрах, пĕр-пĕр кутамас йывăç айĕнче хăйсен вĕренекенĕсене кĕтсе лараççĕ. Патшана курсан, ура çине тăрса çĕре çитиех пуç таяççĕ.
Пĕтĕм хула яланхи пурнăçпа пурăнать. Çакна курса, Ылттăнпик чунĕ-чĕри савăнăçпа тулчĕ. Ара, çакăншăн вăрçă хирне тухса кайса монголсене çĕмĕрсе тăкрĕ те ĕнтĕ вăл.
Акă, Кĕмĕл кĕперĕн хăйне евĕрлĕ ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ юписем курăнса кайрĕç. Тăхта-ха, тăхта, мĕскер кунта?.. Кĕмĕл кĕпер патĕнчи лапра туптулли çын. Кĕсле сасси илтĕнет. Çывăхарах çитрĕ те патша такам кĕсле сассине май кассай каласа юрланине илтрĕ.
Тĕнче варри — Аслă Атăл шыве.
Чулман Атал та унтах.
Нухрат Атăл та çумрах.
Шуратăл та юнашарах,
Хура Атăл та инçех мар.
Тăп-тăрă кашни Атăлăн шывĕ...
Çак пилĕк Атăл хĕрринче,
Çеçенхирсем варринче,
Сем вăрмансем ăшĕнче,
Хĕрех чалăш çӳллĕ тусем çинче,
Паттăр халăх пурăнать,
Кӳршисемпе туслашса,
Пускилсемпе тăванлашса,
Хăй çĕрĕнче юп курать...
Кăссайçăна пурте тимлесе итлеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсем хушшине gатша пырса тăнине те асăрхамарĕç. Асăрханисем кăна, пуçĕсенчи калпакĕсене илсе, хулхушшине хĕстерчĕç те патшана пуç тайса саламларĕç.
Çав хушăра кăссайçă сăвăла-сăвăла, кĕслине кала-кала юрларĕ те юрларĕ:
Асла Атăлтан инçе мар,
Чулман Атăл хĕрринче,
Нухрат Аталпа юнашар,
Васансемпе варсем хушшинче
Аслă Пӳлер хули сарăлса ларать,
Пĕтĕм халăха савăнтарать —
Хăйĕн чаплă керменĕсемпе,
Хăйĕн икĕ тăрăллă турулĕсемпе.
Пӳлер хули пит аслă,
Кунти халăх ĕçĕ те хавасла:
Чӳлмекçĕсем чӳлмек тăваççĕ,
Керменçĕсем сăнăпа çӳреççĕ,
Туй-çу пынă чухне савăнма пĕлеççĕ,
Ача çуралсанах вара хĕвел пек çиçеççĕ —
Ытла савăннипеле,
Иăх-шыв малалла тăсăлнипе.
Хĕр çуралсан кĕмел теççĕ,
Арçын çуралсан ылттăн теççĕ.
Хула урамĕсем сарлака,
Сарнă чулесем яп-яка.
Кăссайçă питĕ чаплă, пĕтĕм халăх пĕлекенскер пулни тӳрех паллă. Сасси те янăравлă унăн, кăссайĕ те питĕ хитре, килĕшӳллĕ сăмахсенчен тăрать.
Ылттăнпик ун кăссайне тимлесех итлерĕ. Лешĕ хăйне итлеме патша та килнине пĕлмест, юрлать те юрлать:
Кунтах аслă патша пурăнать,
Унăн керменĕ тӳпене кармашать...
Аслă патша ячĕ Ылттăнпик,
Сăнĕ-пуçĕ унан хĕвел пек,
Паллах, пуриншĕн те мар, туссемшĕн,
Аçа-çиçĕм вăл тăшмансемшĕн.
Унăн астулĕ ылттăнран,
Таянмăшĕ — ахахран,
Вăрçă хирне кайнă чухне Ылттăнпик
Кĕмĕл сапар тăхăнать, Улăп пек.
Урхамахĕ çил пек вĕçме пултарать.
Алтаспан хĕçĕ тимĕре те касма пултарать.
Пӳлер çыннисем телейле,
Пăлхар халăхĕ телейлĕ...
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — кăшкăрса ячĕç итлекенсем.
— Ылттăнпик патша хай кунта!
— Ылттăнпике — мухтав!
— Патшана — мухтав! — кашкарашни илтĕнчĕ.
Пурте ун-кун пăхкаларĕç те чăyах та хăйсем хушшинче патша пуррине курчĕç, ăна саламлама тытăнчĕç. Ылттăнпик кăссайçă патнерех иртрĕ.
— Ытла мухтаса калатăн эсĕ мана, — терĕ вăл кăссайçа, тата маларах, ун патнех пырса.
— О-о, аслă патша! — ури çине тăрса, танлăн пуç тайрĕ кăссайçă. — Каçар, эсĕ те кунта иккенне пĕлмен эпĕ. Анчах та эпĕ пĕрре те ытлашшине каламарăм, эпĕ тĕрессине каларăм, аслă патша. Пĕтĕм халăх сан пирки ман кăссайри пек калать.
Хăй умĕнче аслă та чаплă поэт тăнине патша тӳрех чухларĕ.
— Палларăм эпĕ сана, — терĕ патша кăссайçăна. — Халиччен курман пулсассăн та. Кул Али эсĕ!.. Сулейхапа Юсуф çинчен кăссай хываканĕ. Сана пĕтĕм тĕнче пĕлет. Анчах темшĕн Пӳлерте эсĕ питĕ сайра пулатăн.
— Тĕрĕс калатăн çав, аслă патша, — пуç тайса каларĕ Кул Али. — Эпĕ — поэт. Поэт вăл çулçуревçĕ тенипе пĕрех. Тĕнче тăрăх çӳретĕп эпĕ. Кăссайсем юрлатăп. Ăс пухатăп.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, — терĕ патша. — Эсĕ çул çӳреме юратни çинчен мана сан шаралу Саркамăш каласа панăччĕ.
— О-о, Саркамăш! — савăнса кайрĕ Кул-Али. — Аслă та чаплă юрăçă. Ун пекки тĕнчере те урăх пулас çук. Чăнах та, аса илтĕм. Каласа панăччĕ вăл мана санпа калаçнине. Монголсене пĕрремĕш хут çĕмĕрсе тăкнă хыççăн. Челпир патша ертсе пынипе. Питĕ чаплă çĕнтерӳ пулнă вăл. Ик шывĕ хĕрринчи çĕнтерӳ пекех...
— Питĕ ватăччĕ ун чухне Саркамăш, — терĕ Ылттăнпик. — Халь вара...
— Çук ĕнтĕ вăл халь, — терĕ хурлăхлăн Кул Али. — Челпир патшапа пĕр çулхинех çĕре кĕчĕ вăл. Сакăрвуннăран иртсенех. Чулман Атăл хĕрринче, çӳлле ту çине пытартăмăр. Хăй хушса хăварнă пекех. Кашни çул, вăл çĕре кĕнĕ кунхине эпир, унăн вĕренекенĕсем, Чулман Атăл хĕррине, унăн масарĕ çине пуçтарăнатпăр, ăна аса илетпĕр.
— Тăпри çăмăл пултăр! — асăнса каларĕ Ылттăнпик. — Чăнах та, унăн ячĕ пирĕншĕн вилĕмсĕр пулĕ.
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ унпа Кул Али. — Унăн ытарайми кăссайĕсене эпир, унăн вĕренекенĕсем, нихăçан та манмастпăр, вĕсене килес ламсем валли упратпăр. Унăн ячĕ те, унăн хайлавĕсем те вилĕмсĕр.
— Ун чухне, Кĕрнек хули патĕнче, пирĕн пата ăна Арсланпик ывăлĕ çамрăк Упи-паттăр ертсе пынăччĕ. Пĕлетĕн-и, Кул Али, халĕ вара çав ача чăн-чăн паттăр пулса тăчĕ. Пыра-киле пире, пăлхарсене, чапа кăларакан çарпуçĕ пулать-ха вăл.
— Саркамăш шарал вĕрентнĕ ачасем пĕри те начар çын пулман, — кăштах мухтаннă пекрех каларĕ Кул Али. — Этем пуласси шаралран килет. Чăн-чăн шарал ури йĕрри çине пусни те ăс кӳрет, паттăр пулма пулăшать. Çавăн пек шаралччĕ вăл пирĕн Саркамăш.
— Ун чухне вăл пире "Аттил патша çине хунă кăссай" юрласа панăччĕ.
— Çапла, Саркамăш пек чаплă юрăçсем пулнипе эпир, пăлхарсем, хамăрăн чаплă ламтайсем ячĕсене те, вĕсен вилĕмсĕр ĕçĕсене те упратпăр, пĕтĕм тĕнчене саратпăр.
— Çавăнпа юрататпăр та ĕнтĕ эпир вĕсене, турăсемпе тан çынсем тесе хисеплетпĕр, — ĕненмелле каларĕ патша.
— Анчах юлашки вăхăтра тĕнче тăрăх çӳреме йывăр пулса кайрĕ. Пур çĕрте те монголсем çаратса-ишсе тухса кайнă. Юрать-ха, эсĕ пур, аслă та чаплă патша. Монголсене çĕмĕрсе тăкрăн. Тен, çакă вĕсене ӳлĕмрен иртĕхсе-çĕмĕрсе çӳреме чарĕ.
— Çапла пултăрахчĕ, Кул Али. Алтаспан-хĕçпе сулкалашни вăл суха туни мар. Суха тумасăр тутă пулаймастăн.
— Питĕ хитре каларăн, аслă патша. Юрăçă пекех.
Ылттăнпик юрăçă çине питĕ хисеплесе, юратса пăхрĕ:
— Кермене чĕнетĕп сана, Кул Али. Хăна пулăн.
— Ох, аслă патша! Керменсем тăрăх çӳреме юратмастăп çав эпĕ. Маншăн хула урамĕ тăван кил.
Ылттăнпик кăмăллăн кулса ячĕ.
— Мĕнпе тав тăвас сана, Кул Али?.. Юррусемшĕн, кăссайусемшĕн... Тата эсĕ çапла ирĕк шухăшлă пулнăшăн...
Патша кăмăлне курса, Кул Али те кулса ячĕ:
— Эсĕ хăв пурри, аслă патша, тав туни, — терĕ вăл ăшшăн. — Эсĕ монголсене çапса çĕмĕрни — тав туни.
Ылттăнпик поэт çине тимлесе пăхса илчĕ. Кул Али çинче — кивĕ халат, темиçе тĕлте кăштах çĕтĕлме тытăннă. Унтан патша хăй çине пăхса илчĕ. Ун çинче вĕр-çĕнĕ ăшă та типтерлĕ халат. Ăна темиçе тĕлте Китайран илсе килнĕ пурçăн çипсемпе тĕрлесе илемлетнĕ. Халатăн мал енне тата шурă парс та тĕрленĕ.
Ылттăнпик васкамасăр пилĕкçыххине салтрĕ те халатне хыврĕ:
— Акă, — терĕ, — пĕлтĕм мĕнле тав тумаллине. Атя, тусăм, тăхăн Ылттăнпик халатне.
Патша вара хăй аллипе тин çеç хăй çинче пулнă ăшă та типтерлĕ халата поэт хулпуççийĕ çине витсе ячĕ.
Çакна курса, пĕтĕм халăх савăнса кайрĕ:
— Маттур, Ылттăнпик!
— Мухтав пирĕн аслă патшана!
— Нумай-нумай çул пурăн, аслă патша! — кăшкăрчĕç çынсем савăнса.
Кул Али патшана çĕре çитиех пуç тайрĕ:
— Тавтапуç, аслă патшамăр! — терĕ савăнса. — Ку вăл, чăнласах та, патша парни.
— Ăсушăн, талантушăн тав сана! — поэта ыталаса илчĕ патша. — Нумай-нумай çул пурăн. Тăван халăха ытарайми юррусемпе те кăссайусемпе савăнтар!..
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...