Кĕмĕл кĕпер :: Сунарта
Сунара эп тухрăм. Урхамах çунатлă.
Çил ачи кая юлатъ пиртен.
Çеçенхирĕм аслă, пирĕн йăх хăватлă,
Вăл хуçа кунта мĕн ĕмĕртен.
«Кăвак çурт» поэмăран.
Вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхир. Ăна икĕ пая уйăрса, авкаланса выртакан çĕлен пек çап-çутă юханшыв юхса иртет. Унăн икĕ çыранĕнче те никам пырса çӳресе курман сĕм-сĕм вăрман.
— Ту-тут! Ту-тут! — кăшкăртни илтĕнчĕ аякра. Ку вăл сунарçăсен тутучĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, сăртсем хыçĕнчен пĕр кĕтӳ хир качаки вĕçтерсе тухрĕ те юханшыв хĕрринчи сĕм вăрман еннелле ыткăнчĕ. Вĕсен хыçĕнче — сунарçăсем.
— Улю-лю-лю! — кăшкăраççĕ вĕсем, хир качакисене хăратса. Лешсем вара тата та хытăрах чупаççĕ. Сĕм вăрмана кĕрсе хăйсене йĕрлекенсенчен пытанасшăн ĕнтĕ вĕсем. Акă, сĕм вăрман куç умĕнчех. Уçă çеçенхирте пĕр кĕтӳ пулса чупакан хир качакисем кунта, пĕрерĕн-
пĕрерĕн пытанма лайăххине пĕлнĕ пекех, тĕрлĕ çĕре йывăçсем хыçне кĕрсе кайса çухалчĕç. Анчах вĕсене хăвалакансем хăйсем куçланă хир качакисене куçран вĕçертмерĕç пулас, учĕсене васката-васката йывăçсем хушшинче çухалчĕç. Парăç-Пăрăнтай — ăста сунарçă. Вăл
вăрăм ураллă хир качакине çеçенхирте чухне çитсех-çитсех пычĕ. Çак сем вăрман пулман пулсан, ăна вăл тепĕр темиçе чĕрĕмрен персе ӳкеретчех. Анчах çак вăрман кансĕрлерĕ, йывăçсем пуррипе ниепле те пеме пултараймарĕ вăл. Çапах та хăй куçланă хир качакине куçран вĕçертмерĕ. Акă, акă, пеме те юрать. Уххине карăнтарса ярса, Парăç-Пăрăнтай çĕмренне хир качаки еннелле вĕçтерсе ячĕ. Куç хупса илмелĕх самантра çивче çĕмрен хир качакине мăйĕнчен пырса çапрĕ. Такам ывтăнтарса янă пек хир качаки çӳлелле сикрĕ...
Çав вăхăтра ухăпа пенĕ чухне сулахаялла тайăлнă Парăç-Пăрăнтай тӳрленсе ĕлкереймерĕ, учĕ сиккипе пынă май лаштра юманăн аялти хулăм туратне пуçĕпе çапăнчĕ те мăкăлт йăванса çĕре ӳкрĕ...
* * *
Сунарçăсем хăйсем куçланă хир качакисене йĕрлесе, сĕм вăрманăн тĕрлĕ кĕтессине кайса пĕтрĕç. Парăç-Пăрăнтай турат çумне çапăнса çĕре ӳкнипе, тăнне çухатнине никам та курмарĕ. Сахал выртрĕ-и вăл, нумай-и, çак вырăна питĕ асăрханса хăй çине сăхман тăхăннă, пуçне çăмлă калпак лартса янă вăрăм сухаллă çын тухрĕ. Чи малтан вăл лаштра юман çумĕнче вăрăм курăк çинче кавлесе тăракан ута асăрхарĕ. Йĕри-тавралла пăхрĕ те çĕрте выртакан çынна курса, ун патне чупса пычĕ.
— Парăç-Пăрăнтай! — палласа илчĕ вăл тăнсăр выртакан çынна. Хайхискере çĕклесе илчĕ те питне хăй енне çавăрса куçĕнчен пăхрĕ. — Турăçăм, сывах иккен-ха!.. Епле-ха вара, мăнтарăн, хăйне хăй упрайман, — калаçрĕ те калаçрĕ çакскер. Унтан хăйне хăй лăплантарчĕ. — Юрĕ, юрĕ, темех мар. Часах ура çине тăрать вăл акă...
Сухаллă çын хăй мăйĕнчен çакса янă темле хутаçа аллине илчĕ. Унтан ушкăн-ушкăн туса çыхнă икĕ тĕрлĕ курăка кăларчĕ те вĕсене тăнсăр выртакан çын сăмси патне тытрĕ.
— Элтепер тата патша эсĕ!.. Элтепер тата патша пулатăн! — пăшăлтатса каларĕ çак çын. — Парăç-Пăрăнтай — элтепер тата патша!.. Ылттăнпик мар, пирĕн, пăлхарсен, элтепер тата патша эсĕ пулатăн!..
Калаçнă май çак çын тăнсăр выртаканскерĕн сăмси тĕлĕнчен хăй курăкĕсемпе темиçе хутчен сăтăра-сăтăра илчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ эсĕ тăна кĕретĕн, — пăшăлтатса калаçрĕ çак çын. — Анчах халлĕхе мана курни кирлĕ мар. Чи кирли — эсĕ элтепер тата патша пулмалла иккенне аса илсе юлни!..
Тăнсăр выртакан çынна курăксем чăнласах та сип кӳчĕç пулмалла. Вăл йăшăлтатса илчĕ те питĕ йывăррăн куçне уçма тытăнчĕ. Çакна асăрхаса, сухаллă çын кутăн чакрĕ, вара ӳкнĕ курăкĕсене те илмерĕ, лаштра юман хыçне пытанчĕ те нимĕн сасă тумасăр вăрман чăтлăхĕнче çухалчĕ.
* * *
Парăç-Пăрăнтай тăна кĕчĕ те ахлатса тăрса ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ вара мана? — пăшăлтатса илчĕ вăл йывăррăн, пуçĕ ыратнипе аптраса. Хайхискер йĕри-тавралла пăхса илчĕ те мĕн пулнине аса иле пуçларĕ. — Вăрман — вăрманах çав, — мăкăртатрĕ кăмăлсăррăн. — Вăрман вăл асăрхануллă пулнине юратать.
Хайхискер йăраланса ури çине тăчĕ.
— Ара, çак юман турачĕ çине çапăнтăм пулать-и? — тĕлĕнчĕ. — Тăхта-ха, тăхта! — аса илме тытăнчĕ малалла мĕн пулнине. — Тĕлĕкре пулчĕ-и вара вăл?.. Кам мана "элтепер тата патша пулатăн" тесе пăшăлтатса каларĕ-ха? — Вăл хăй мĕн илтнине пĕтĕмпех аса илме тăрăшре: — "Элтепер тата патша эсĕ!.. Элтепер тата патша пулатăн!.. Каçи-Пăрăнтай — элтепер тата патша!.. Ылттăнпик мар, пирĕн, пăлхарсен, элтеперĕ тата патши эсĕ пулатăн!.."
Аптранă енне тин кăна тăна кĕнĕ çак çын пуçне енчен-енне сулласа илчĕ. Тупата туршăн, туйăнчĕ кăна-и вара вăл?.. Тен, ку ăна хăйĕн вăрттăн шухăшĕ пуррипе çеç туйăнчĕ пулĕ...
Çапла шухăшласа, Парăç-Пăрăнтай, чĕвик шăхăрса, утне чĕнчĕ. Маттур ут, хăйне чĕнессе кĕтнĕ çеç тейĕн, васкаса тенĕ пек хуçи патне чупса пычĕ. Парăç-Пăрăнтай чĕлпĕрне тытрĕ те йăраланса йĕнерĕ çине утланса ларма тăчĕ. Çав вăхăтра хайхискер хăй выртнă тĕлте икĕ тĕрлĕ типĕтнĕ курăк çыххи асăрхарĕ. Вĕсене иккĕшне те шурă кантрапа çыхнă. Парăç-Пăрăнтай курăк çыххисене илчĕ те йĕри-тавралла çавăркаласа пăхма тытăнчĕ. Ара, ку типĕтнĕ курăксене тӳрех палласа илме пулать. Пĕри, вăрăм туналли, элкей. Ку курăк тăн çухатнă çынна пулăшать, вăй кĕртет. Тепри, кăвак чечекли, тиншек. Ку вара чĕрене ĕçлесе кайма пулăшать.
— Кунта такам пулнах! — пăшăлтатса калаçрĕ Парăç-Пăрăнтай. — Мана вăл Лештĕнчене каясран çăлнă. Анчах мĕншĕн кайран пăрахса кайнă-ха?..
Çак тĕлĕнтермĕш çынна курас тенĕн, Парăç-Пăрăнтай йĕри-тавралла тинкерсе пăхрĕ.
— Пулнă, пулнă кунта такам! — калаçрĕ валу лапчăннă курăксене асăрхаса. — Акă, çак вырăнта тăнă. Ман çумрах. Кайран курăкĕсене пăрахса хăварнă та юман хыçне кайнă... Мĕншĕн пăрахса кайнă-ха вăл çапла?.. Тăхта-ха, тăхта, çавă каламарĕ пуль те ман элтепер тата патша пуласси çинчен. "Элтепер тата патша эсĕ!.. Элтепер тата патша пулатăн!.. Парăç-Пăрăнтай — элтепер тата патша... Ылттăнпик мар, пирĕн, пăлхарсен, элтеперĕ тата патши эсĕ пулатăн!.."
Парăç-Пăрăнтай аптранă енне тепĕр хут пуçне енчен-енне сулкаласа илчĕ.
— Темĕскер асамлăх мар-ши кунта? — каллех мăкартатса илчĕ вăл. — Е кам та пулсан мана Ылттăнпик патшапа ятарласа хирĕçтересшĕн-ши?
Çав çынна курас тенĕн вăл йĕри-тавралла пăхса илче те вара текех кунта тăрас мар терĕ, учĕ çине самаях çивчĕн сиксе утланчĕ те вăрман хĕрринелле васкарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...