Хура çăкăр :: XI. «Шерккейĕн те ăс çук мар»


Шавлăн иртрĕ Утламăшра уяв, Акатуйĕнче кăçал та Шăрттан Имечĕ паттăра тухрĕ. Туймет Тухтарĕ те, ут ярса, малти вырăна йышăнчĕ. Шерккей Селими ялта ятлă пике пулса тăчĕ. Ялйыш халь çавсем çинчен кăна сăмахлать — ирпе кĕтӳ кăларсан та, каçхи вăйăсенче те, урамра пĕр-пĕринпе тĕл пулсан та, çынсем иртнĕ уяв пирки асăнмасăр хăвармаççĕ.

Сăмахлас тесен, Шерккейĕн те чĕлхи çаврăннă пулĕччĕ. Калаçас тивĕçĕ ыттисеннинчен ытларахчĕ те-ха: уйăн хушка çӳренĕ чи мала тухрĕ, пĕрремĕш парне параканни те — Селиме — унăн хĕрĕ-çке... Шерккей вырăнĕнче урăххи пулсан, халăх хушшинче те саркаланса кăна çӳремелле...

Урăххи пулсан çав, Шерккей мар.

Шерккей савăнасса та пĕччен чухне кăна савăнчĕ; савăнăçĕ те унăн пĕр вăхăта кăна пычĕ: ут янă хыççăн, лашине çавăтса таврăннă вăхăтра. Халь Шерккей кулленхи пурнăç йĕрне ӳкрĕ. Иртсе кайни текех ăна тĕлĕнтермест. «Мĕнех вара, çапла пулмаллаччĕ те», — мăкăртатрĕ вăл хăйне çеç илтĕнмелле. Анчах шăлаварне кăлăхах Тухтара пачĕ çав. Тухтар пилĕкне тăп-тăп çыхса çӳреме юратать, пиçиххипе те çырлахатчĕ, ăс çитерейсен, уншăн та чĕркуçленсе тав тумаллаччĕ.

Апатланнă хыççăн пăлтăр пусми çине тухса ларнă Шерккей тарăн шухăша кайрĕ. Темле асра тытăнса юлмалла мар шухăш пăтранчăкĕсем унăн пуçне çавăраççĕ, вĕçне-хĕррине çитмесĕрех вĕсем вĕлтлете-вĕлтлете иртеççĕ, сӳтĕлеççĕ, çухалаççĕ. Чим-ха, мĕн турĕ вăл паян? Тырă сăвăрмалли йывăç кĕреçе якатса аппаланчĕ, Макка лупашкинчен икĕ лав мунча чулĕ тиесе килчĕ. Çавсене тусах кун иртрĕ-и, пасса? Ĕçлемелли тата та пурччĕ-çке унăн: кăрман урапине тевĕш турттармалла, çĕнĕ хăмăт пăявĕ явмалла, арпалăха сӳтсе тӳрлетмелле...

— Çук чун, — хăйне сасăпах хăтăрса илчĕ Шерккей. Ăна ытла сахал ĕçленĕн туйăнчĕ. Хăй кăна мар, вăл ачисене те ĕçе питех явăçтармасть пулас-ха.

Килйыш хуçин кăмăлĕ пăсăлчĕ. Тимрук урама тухатчĕ.

— Эс, Тимрук, мĕн-и, çул хĕрринчи ыраша, ыраша кайса та пăхмарăн пуль?

— Каламарăн-çке унта кайма?

— Хм, каласса кĕтмелле! Хăвăн пĕлме ăсу çитмерĕ-им? Ярăнса çӳрен урам тăрăх, касмак, çавна асна илместĕн... Урапа тавраш пăрăнса кĕресрен шăтăксем алта-алта тухмалла! — Шерккей ăна тата тем каласшăн çăварне уçнăччĕ — ĕлкĕреймерĕ.

Тимрук:

— Ыран кайса килĕп, атте, — терĕ те урамалла тухса шурĕ. Тайнă алăкран Селиме ĕçлени илтĕнет. Вăл сурпан вĕçĕ тĕртет. Аллинчи ăси юрласа кăна вылять.

— Йĕркине пĕлмеççĕ, — мăкăртатрĕ Шерккей. — Пир тĕртсе лармалли вăхăт-и халь? Йĕтем типсе каять, ав, çĕрĕшнĕ улăмпа витмеллеччĕ. Ху асăнтармасан, çавна та тумаççĕ-çке, пасса... Селиме!

Ашшĕ умне хĕрĕ васкавлăн тухса тăчĕ.

— Мĕн, атте?

— Ыран йĕтеме, йĕтеме витесчĕ.

— Паян витсе пĕтертĕмĕр аннепе. Йĕтеме кăшт пысăклатрăмăр та.

— Э, çавăн пек лайăх та... Мĕн-и, выльăхсем пурте кĕчĕç-ши? — пăшăрханса пăхкаларĕ Шерккей.

— Пурте. Анне ĕне сăвать унта. Тата мĕн?

— Урăх ним те çук...

Селиме каллех пӳрте кĕрсе кайрĕ. Каçа хирĕç пир тĕртме чарăнчĕ вăл. Ĕçне пуçтарчĕ, çипуçне улăштарса тăхăнчĕ, вăййа тухса кайрĕ, ашшĕ умĕнчен вăтана-вăтана иртрĕ. Юрать-ха, лешĕ ун енне çаврăнса пахмарĕ.

Çĕрте, кĕлет алăкĕ патĕнче, мунчаларан явнă пăяв выртать. Тимрук пăрахнă ĕнтĕ ăна, тата кам пултăр?

Шерккей çĕкленчĕ те кĕлет патне пычĕ, пăява аллипе тытрĕ, туртса пăхрĕ. Пăявĕ тăн-тăнах-ха, унпа пăру вĕренлеме пулать. «Упрама пĕлмест — мăкăртатрĕ Шерккей. Тен, ывăлĕ кăна та мар, вăл хăй те упрас йĕркене тытмасть пуль. «Хуçалăхра кукăр пăта та кирлĕ пулать», — тетчĕ Шерккей ашшĕ. Çак хаклă сăмаха маннă вĕсем, упрама та, перекетлеме те пĕлмеççĕ. Апла пулсан, ăçтан çитти çиттĕр? Ĕç йĕркине пăхăнми пулнă. Шерккейпе Элентее ашшĕ кăвак çутăллах вăрататчĕ. Çамрăк Шерккей ирпе ирех картишне, пахчана тухатчĕ, ыйхăсăр кайăксем юрланине савăнса итлетчĕ; ун чух Шерккейĕн ашшĕ çынран малтан акине тухнă, тыррине вырнă, çапса пĕтернĕ — халь маннă иккен çав йĕркелĕхе: хĕвел йывăç пӳ çӳллĕш хăпарсан кăна ĕçе тытăнать. Юрамасть кун пек, юрамасть, малашне Шерккей апла пулмĕ-ха, ачисене те тыткалама пĕлĕ. Кантюк... Кантюк картишĕнче çакăн пек пăяв çĕрте вырттăр-и? Нихçан та! Пăхма куç çитерет вăл...

Чĕререн ӳкĕннĕ Шерккей, аллинчи пăява нумайччен çавăркаласа, кĕлет алăкĕн янахĕнчен çакса ячĕ, унтан хăй вырăнне васкамасăр кайса ларчĕ. Сайте ĕне суса кĕретчĕ.

— Сĕтне, сĕтне мĕн чухлĕ пачĕ?

— Сахал çав, иртнĕ кунсенче ытла чакарчĕ, — Сайте чӳлмекĕнчи сĕтне тайса кăтартрĕ. Чӳлмек тĕпне карăнса пăхрĕ Шерккей.

— Турăх ан кĕвер. Çу, çу уçлăпăр.

Сайте упăшки çине чăрр пăхса илчĕ.

— Илтрĕне, çу уçлăпăр тетĕп. Яшкана уйранпа кăна шуратăпăр... Эс мана ыран иртерех вăрат-ха, кăвак çутăлла...

— Каймалли çук-çке ниçта та?

— Пурпĕрех, пурпĕрех.

Сайте пӳрте кĕчĕ. Шерккей çаплах пăлтăр пусми çинче ларса юлчĕ. Вăхăчĕпе вăл хăйĕн çурт-йĕрне пăха-пăха илчĕ. Хуралтисем тăрĕç-ха халлĕхе, пӳрчĕ ытла кăйттă-çке: урамалла чикĕнсе анасса кĕтсех тăмалла. Çĕнетме кăна тесен, кăçал та вăй çитерме кирлĕ те, çĕннине лартса пулмĕ-ши тесе шухăшлать Шерккей. Пӳртне лартсан, хапхине те тутармалла. Капла, ав, иртен-çӳрен картишĕнче мĕн пуррине ал лаппи çинчи пек курса тăрать.

Виçĕ ят çĕрĕ акать-ха Шерккей. Ялта унран сахал акакансем те нумай, ун пек çемьесене çурт сиктерсе шутлама пулать. Шуратмасăр туранă çĕрулмипе яшка пĕçереççĕ, пултăранпа çăратаççĕ. Ав, Пикмăрсасемех ытла чух пурăнаççĕ. Турра шĕкĕр, Шерккей сĕтелĕ хальччен çăкăртан татăлман-ха. Çăкăра та перекетлĕрех тытмалла... Картишĕнче унăн лаши чипер, анине сухалама сухапуç аслăк айĕнчех, кӳлсе тухас тесен, урапи-çуни пур. Сĕт-турăх сахал та, çапах кӳрше кайса илни мар; качакаран пысăкрах ĕни пур; ултă чун сурăх усрать — сывлăх тĕрĕс-тĕкел тăрсан, питравра така пусать. Çынпа танлаштарсан, ун пурнăçĕ ытла катăках та мар темелле. Анчах саркаланса пурăнмалăх хăват çук-ха. Пурнăç майне кӳрес тесен, пĕр сум çумне тепĕрне хушмалла, пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрче çити ĕрчетме пĕлмелле, тĕпренчĕк те сая ан кайтăр. Кантюксем патĕнче çавăн майлă калаçмарĕç-и?..

— Сайте!

Сайте пӳртрен тухрĕ.

— Ир тăмалла терĕн-çке, мĕншĕн çывăрма выртмастăн тата?

Упăшки пĕр тапхăр чĕнмесĕр тăчĕ.

— Мĕн эс мухмăрпа аптранă пек ларатăн? Пуçу ыратмасть пуль-çке?

— Ыратмасть... Эс çав чăланти, чăланти сар арчана пушатса пар-ха мана... Пĕр-пĕр çăра та тупса пар.

— Ак тата! Пуçна мĕн килсе кĕчĕ? Унта Селиме япалисем-çке?

— Япалисене кĕлетри çӳпçене пушат.

— Хума вырăн тупăпăр-ха ăна... Мĕне кирлĕ пулчĕ сана çав арча?

— Кирлĕ çав.

Сайте чăлана кĕчĕ. Мĕн тумаллине туса пĕтерсен, вăл çăраççи тупса килчĕ те упăшкине тыттарчĕ. Шерккей пӳрте васкарĕ. Пӳртре тĕттĕм. Кăмака айĕнче таçта шăрчăк чĕриклетет. Шерккей сентре патне пычĕ. Сентре çинче типсе кайнă çăкăр çаврăмĕ пур. Вăл чĕвен тăрса çав çăкăра илчĕ, унтан, сĕтел сунтăхĕнчен те пуçланă çăкăрпа каснă чĕлĕсене тытса, чăлана тухрĕ. Сайте пăхса тăнă хушăра Шерккей çăкăра арчине хучĕ, питĕрсе илчĕ, уççине пиçиххинчен çакса ячĕ.

— Улĕм, çăкăр кирлĕ чухне, хама калатăн, — терĕ вăл Сайтене.

— Пирĕн ытлашши хырăм çук-çке, мĕншĕн çапла хăтланатăн? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Сайте, халиччен ун пекки пулманнине кура.

— Перекетлĕрех тыткаламалла пулать. Упи пасарĕнче, авă, çăнăх хакланнă, теççĕ, — суйрĕ Шерккей.

Сайте сасăсăр кулкаласа илчĕ.

— Мĕн шăлна йĕретĕн? — мăкăртатса ыйтрĕ Шерккей.

— Култаратăн та...

— Эп кулмастăп. Ӳлĕм курăн акă.

Кăмăлсăрланнă Сайте урăхран ырă та, хаяр та чĕнмерĕ.

Çуллахи кĕске каç питех тĕттĕмленмест. Вăрман çийĕн пĕр çĕрте кăвакарнă, тепĕр çĕрте шурăмпуç çути карăна та пуçларĕ. Шерккей патне Элентей пырса кĕчĕ.

— Эс мĕн, çĕр хута, çĕр хута канăçа пĕлмесĕр çӳретĕн?

— Çывăрас килмест. Выртса пăхрăм — ыйхăм вĕçрĕ, Атя. Тухса ларар.

Вĕсем иккĕшĕ лаç патĕнчи сак çине пырса ларчĕç. Элентей чĕлĕм тивертсе ячĕ. Вĕçĕмсĕр нăйăлтатакан вăрăм тунасем, йӳçĕ тĕтĕме пула, питех çулăхми пулчĕç.

— Вăрмана кайса килесшĕн. Вăрăмккуна парса ярăн-и?

— Хам каятăп, шăллăм, мана та вутă кирлĕ...

— Апла тетĕн. Каясси çинчен шарламастăнччĕ-çке?

— Кайса килес теп çав... Хăвăн ăçта вăрăмкку?

— Тӳрлетме салатрăм.

— Апла эппин, апла эппин çын хыçĕпе тына илесшĕн?

— Çынăннипе мар. Эп сан патна килтĕм. Тете эс манăн.

— Хм, пурпĕр мар-и вăл?

— Аптратмастăп.

Каллех явăнать чĕлĕмĕн кăвак тĕтĕмĕ. Çамрăксем сăвă каласа Вăтакас еннелле иртеççĕ. Вĕсен сасси таçтан илтĕнет. Элентей тетĕшĕн çӳренне мухтарĕ, Тухтар пирки ăш сăмах каларĕ, унтан:

— Кантюксем патĕнче пултăн-и? Иртнĕ вырсарникун, — тесе ыйтрĕ.

— Пултăм, хăйсем ятне килсе чĕнчĕç. Кĕрчеме, кĕрчеме ĕçтерсе ураран ӳкерчĕç, ами.

— Апла тетĕн. Хăнана çӳретĕн иккен. Тем çывăх курчĕç ĕнтĕ сана?

— Çавăн пирки пуç çавăрмастăп-и? Темшĕн чĕнтерчĕç, Мăххитпе иксĕмĕр пĕлмесĕрех юлтăмăр.

— Мăххитпе иксĕмĕр тетĕн. Хăнисем йышлăччĕ пуль?

— Мĕн хăни унта! Çемлемир килнĕччĕ. Çав ятпа пичке пуçларăмăр терĕç. Мĕн ĕнтĕ, Усалук пынăччĕ, чĕнтерсех пуль. Элюккапа Нямаçĕ тата эпĕр, Мăххитпе, Мăххитпе, урăх никам та çукчĕ.

— Элюккапа Мăххит унта пулĕç-ха. Сана мĕншĕн кĕрекепе чыслаççĕ?

Шăллĕ тем иккĕленни Шерккее кĕрĕпех ăш хыптарчĕ.

— Апла-капла темĕн калаçмарĕç те, — куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ вăл. — Элле мĕнле те пулин сăлтав пур тесе шухăшлатна?.. Элюккапа Мăххите мĕншĕн чĕнтерне пуль тетĕн вара?

— Мĕн мĕншĕнни пултăр? — терĕ Элентей лăпкăнах. — Кантюк папай сăлтавсăр хăна кĕртмест. Çĕнĕ Ырра çавăрса илчĕ. Çав кăна. Çемлемир тетĕн. Вăл çемскипе ĕç пĕтерме пулаканĕ. Элюккапа Мăххит-и? Вĕсем Çĕнĕ Ырра сутакансем.

— Ах, ытла та эс, Элентей, туман тихан пилĕкне ан хуç-ха, — ĕнси çине ларнă ӳпрене çиллессĕн çапса илчĕ Шерккей. — Çенĕ Ырă вăл — таса вырăн, çылăх ăна сухалама, унта суха касси те витмест.

— Санăн витмест. Шăлу та витмест саиăн. Хытаймасăрах çĕрĕшнĕ. Кантюк папайсен тимĕр акапуçĕ вăрман кăклать. Ав, куратна, — хĕвелтухăçнелле кăтартрĕ Элентей аллипе тăсса, — хăвалăхра вут çутисем йăлкăшаççĕ. Кантюк папайсем вĕтлĕх касса çунтараççĕ. Сакăр лаша сухалать. Эс пур — суха витмест тетĕн! Хура карта çавăрать. Ĕмĕрлĕхе. Куршанкă таран. Çĕр ана ытла пулать.

Шерккей куç чарса итлерĕ Элентее. Апла иккен. Кĕрекере ларнă чух Куршанкă ялне асăннине илтсеччĕ те-ха. Сухалама, чăн та, тухрĕç пулсан, Элентей тĕрĕсне калать пуль. Ĕçлеччĕрех, тепĕр тесен. Кантюк Çĕнĕ Ырра ĕçе кĕртнĕшĕн Шерккейпе Элентей çăварне пыл та çу кĕрес çук. Çапах та:

— Ав мĕнле иккен, — терĕ Шерккей сăмахсене тăсарах. — Эппин, çемлемирĕ те çавăншăнах килчĕ пулать-и? Ăсу кăна кайтăр çав. Çийĕнчех епле тавçăрса илĕн вĕсене...

— Ха! Эс ăна икерчĕ çиме çӳрет тесеччĕ пуль-ха? Вăл юрĕ тейĕпĕр. Санпа мĕн пирки тупăшмалла вĕсен?

— Чăн калатăп, шăллăм, нимĕн пирки те тупăшмалла пулмарĕ. Ахаль, пит хапăл туса, хапăл туса йышăнчĕç ĕнтĕ. Эпĕр пĕр кĕрекере лармалли çынсем теççĕ. Карчăкĕ вара сана та чĕнтермеллеччĕ тесе асăнчĕ, мĕншĕн çаплаччĕ-ши, пĕлеймерĕм.

Элентей пĕр кана шухăша кайса ларчĕ. Сӳннĕ чĕлĕмне тепĕр хут тултарчĕ те ăвăпа тивертрĕ. Унтан сасартăк Шерккей еннелле çаврăнчĕ.

— Хăрах туртана мăшăр тевĕш карма кирлĕ те мар. Вĕсем пĕлмесĕр хăтланмаççĕ.

— Тем пирки каласшăнччĕ ĕнтĕ эс? — тĕшмĕртеймерĕ Шер-ккей.

— Эс унта пултăн. Мана вĕсем мĕншĕн чĕнччĕр? Вĕсем мана чĕнсен те курнăçтарасшăн кăна чĕнме пултараççĕ, Элентей вăл усал, Çĕнĕ Ырă пирки халăх çинче урлă сăмах хускатĕ, унăнне те чĕлхине çу сĕрес тенипе çеç чĕнме пултаратчĕç. Урăх ним пирки те асăнмарĕç пуль унта?

— Асăнмасăр! Калаçса лартăмăр ĕнтĕ. Атьсене те пурне те асăнчĕç, лайăх атьсем теççĕ. Селимене те асăнчĕç. Чипер хĕр пулса çитĕнет тет вĕсен карчăкĕ...

Элентей анаслам пек тунă çĕртен чарăнса тăчĕ, унтан тетĕшне куçран витерсе пăхрĕ. Самай вăхăт иртсен çеç сăмах хушрĕ.

— Апла-и?.. Ха-ха-ха! — пĕтĕм урама илтĕнмелле ахăлтатса ячĕ вăл; хăрах куçне хĕсе-хĕсе Шерккее тинкерчĕ. Мĕскĕн Шерккейĕн çӳçĕ тăраткаланса кайнă, мăйăхĕ те тути тăрăх пĕтĕрĕнсе тăмасть, мунчала пек усăнса аннă. Элентей ун çине чалăшшăн пăхкаласа кулни ăна виртлесе тăрăхланă пек туйăнчĕ. Элентей çаплах ахăлтатма чарăнмарĕ, çав хушăрах йĕплĕ сăмахĕсене те суйлама ĕлкĕрет: — Кĕрекене илем кĕртме чĕнтернĕ тесе тăраттăнччĕ пуль-ха? Мĕлке пуç! Ют сĕтелсем тăрăх куçна сутса çӳретĕн... Нямаçĕ те санпа чĕлхе çурĕ пуль-ха? Ха-ха-ха! — çаплах кулчĕ Элентей. Ун куçĕнчен куççуль те пăчăртанса тухрĕ. Каçхи лăпланнă çантăлăкра кулли таçта çити ян каять.

Шерккейĕн куласси килмерĕ. Кирек мĕн каласа-хăртса тăксан та, вăл та чĕресĕр çын мар. Мĕн кулмалли пур унран? Ĕнтĕ шăллĕ тенипех ăна кӳренме пĕлмĕ-и вал? Элентее йывăра илнĕ кăмăлпа пăхса, Шерккей ура çине тăчĕ. Шăллĕ пысăк çăпаталлă урисене шăнăрлантарса тăсса ячĕ, пуçне кăшт каялларах тытрĕ, çĕрте выртакан улăм пĕрчине пĕшкĕнсе илчĕ, ăна пĕр аяккинчен чĕрсе, сăйра шăл хушшине тасаткалама тытăнчĕ. Юнланнă сурчăкĕпе улăмне вăл çиллессĕн сурса пăрахрĕ.

— Тете, — çывăхарах ларчĕ Элентей. — Çилленетĕн мана. Нарастаран çилленетĕн. Хутна кĕрсе калаçнăшăн. Тăвансене ун пек килĕшес çук... Кантюк папай та, Нямаçĕ те иккĕш икĕ усал. Усалăн тирне утмăлăн сĕвеймĕн. Ан кĕр вĕсен танатине...

— Эс çавăншăн манран кулатна, шăллăм, шăллăм?

— Çавăншăн тетĕн? Хăвах чухлама кирлĕ! — Ытти сăмахсене Элентей ытла шăппăн каларĕ. Шăппăн каларĕ пулсан та, Шерккей ăна пĕтĕмпе илтрĕ. Хĕсĕк куçĕ чарăлса кайрĕ унăн, çурăмĕ тăрăх темĕн сăрăлтатса иртрĕ.

«Мĕн кирлĕ мара сӳпĕлтететĕн?» — тенĕ пек пăхса илчĕ те хăй çав вăхăтрах хăраса ӳкрĕ.

— Эс... эс мĕн-и... — тем каласшăн пулса такăнчĕ Шерккей. Элентей нимĕн пулман пек ура çине тăчĕ, çывăрас килнĕ чухнехи пек карăнса анасларĕ, пилĕкĕнчен аллипе тытса, урамалла пăхрĕ.

— Хальччен сана хаяр сунман, — терĕ вăл, сăмахĕсене яланхи пек татса. — Енчен эс Кантюк папайсем патнелле йĕр хыва пуçласан, — илтнĕ пул — атте çуртне тĕп тăватăн. Ун чух сана хам та тăванăм тесе тăмăп... Вăл хăй кунне курас çын. Хăй ĕмĕтленнине туптăр... Эп кайрăм... Апла ыран вăрмана пĕрле тухăпăр-и?

— Илсе кай вăрăмккана, илсе кай, эп ниçта та каймастăп! — тарăхса, сăмах хушрĕ Шерккей, хăй каллех тенкел çине ларчĕ:

— Ĕрехмет, шăллуна хисеп тунăшăн.

Вăрăмкка урапи пус тараси патĕнче; Элентей енчен енне суланкаласа çавăнталла пычĕ. Сарлака аллисемпе вăрăмккана туртисенчен тытса, ним мар шăлтăртаттарса кайрĕ. Тикĕт сĕрмен кустăрмасем чĕрене çурса ярассăн йынăшса çаврăнаççĕ.

Нимĕн пирки шухăшлама аптранă Шерккей хăйĕн шăллĕ уттине вăрахчен пăхса ларчĕ. Вăл лайăх астăвать-ха Элентей утма вĕреннине, Шерккей хăй ун чухне çиччĕреччĕ. Элентее амăшĕ: «Тен-тен-тен», — тесе уттаратчĕ. Тĕрексĕр пĕчĕк ача, иккĕ-виççĕ ярса пуссанах, çĕре ӳкетчĕ, каллех тăрасшăн пулса, кăшкăрса йĕретчĕ. Утма вĕрентесшĕн пулăшма пыракансене хăй яхăнне ярасшăн марччĕ, ура тапса кутăнлашатчĕ. Вăтăр çул иртрĕ иккен çавăнтан вара. Шерккей çапах та паянхи пек астăвать... Халь, ав, Элентей хăй мĕнлерех калаçать? Ăçтан ăс çитерет? Е, чăнласах та, тăванла хута кĕрсе, вăхăтра инкекрен хăтарас ĕмĕтпе каларĕ пулсан?.. Кирек мĕн пулсан та, шăллĕ сăмахĕ пирки вăл никампа та калаçмĕ-ха, хăй тĕллĕн кăна шухăшласа пăхĕ.

Шерккей кĕпи çаннипе çамкине шăлса илчĕ. Шăмшакĕ йывăрланнă пек пулчĕ унăн. Вăл пуçне пĕрре пĕксе, тепре каçăртарах тытса, тутине шăлĕпе çырта-çырта хĕсрĕ, ыратнине çапах та туймарĕ. Янавар! Çак яхăнта ăна: «Эс, Шерккей, тăр-ухмах иккен», — тенĕ пулсан, вăл хăйне самай çăмăлтарах туйнă пулĕччĕ. Шерккей ăссăр теместчĕ-ха хăйне, ăссăр тесе каланăшăн тăр-ухмах кăна çилленме пултарать. Унран хййĕнчен те-ха ялта нумайăшĕ канаш ыйтать. Шерккей ăнсăртран çĕрелле пăхрĕ. Ури умĕнче тислĕк нăррине курах кайрĕ. Йăлтăркка çурăмлă тăсмака нăрă, çăмламас урисене пĕр-пĕринчен аран ирттеркелесе, паçăр Элентей пăрахнă улăм пĕрчи патнелле хăвăрт-хăвăрт йăраланма тытăнчĕ. Улăм пĕрчи патне çитрĕ те урлă каçаймасăр тертленчĕ. Шерккей пĕшкĕнчĕ, улăм пĕрчине илсе пăрахрĕ. Нăрă хăй çулĕпе хăвăрт-хăвăрт йăраланчĕ. Шерккей ун çине пăхатчĕ пулин те, нăрра урăх асăрхамарĕ, тĕрлĕ шухăш ан тарăхтартăрах тесе, пӳртне кĕме васкарĕ. Çамрăксем вăйăран шавлăн таврăнатчĕç.