Кайăк тусĕ :: 35. Юлашки çапăçу
— Вăрмана çитиччен пире çул кăтартса пычĕ, ăçта кайса кĕчĕ-ха вăл? — хыпаланса ӳкрĕ çамрăксенчен пĕри.
— Сире вĕлерни çинчен илтсен вăрман хĕрне ларса юлчĕ вăл. Ĕнер каçалапа Барановпа çак хурах пăши тытма хатĕрленнине пĕлсенех Чĕкеç ун çинчен сунар станцине пырса каласшăн пулнă, анчах ăна ашшĕ çыхса пăрахнă та, вăл вăхăтра систереймен. Паян пуху уçăлас умĕн ман пата чупса пычĕ. Кантрапа хытă туртса çыхнă ал тунисем ашланса кайнă. Чун илли ашшĕ тăван хĕрне те шеллесе тăман. Вăл ăна çак эсреле качча парасшăн пулнă тет. Анчах Чĕкеç, çемçе чунлă хĕр кăна пулин те, хăйшĕн тăма пĕлнĕ, — терĕ Казакова.
Çамрăксем Хмельнова участковăй милиционер патне илсе кайрĕç. Лешĕ ăна арестлени çинчен пĕлтерчĕ, Тараевпа комсомолецсенчен çак ĕç çинчен мĕн пĕлни пирки ыйтса протокол çырчĕ. Каçа хирĕç тин Тараев сунар станцине таврăнчĕ. Малалла мĕн пулнине эпир çӳлерех каланăччĕ.
Шухăшсем
Текст 6 Этот сайт ориентирован на польз...
Текст 1 На сайте представлена подробная...
I've been looking for a dependable local...
1...
6...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем