Таркăн :: I
Çĕр аллă çул каялла Чăваш çĕрĕнче пулса иртнĕ Шурча вăрçин докуменчĕсем хушшинче темиçе салтак ячĕ тĕл пулать. Виç-тăваттăшĕ вĕсенчен халăхпа пĕрле вăрçа активлă хутшăннă пулнă. Хăшĕ-пĕри хăйĕн тусĕсене сутса ларнă. Сăмахран, хальхи Етĕрне районне кĕрекен Урпаш ял çынни... Çук, çук, вулакан ăна çав ял çыннипех Григорьев Васили салтакпа ан пăтраштартăр. Шăп кăна çавна сутнă та лешĕ.
Вăрçă тенĕрен, мĕнле унта салтаксем пулмалла мар тейĕç çамрăксем е хамăр историе пĕлсех кайманнисем.
Сăмах кунта чăн вăрçă çинчен мар-ха, хресчен вăрçи çинчен пырать. Унăн тĕп паттăрĕсем те çĕр ĕçлекенсем пулнă. Чăваш çĕрĕнчи 1842 çулхи вăйлă пăлхавăра, чи юнлă çапăçу Шурча ялĕ çывăхĕнче пулнăран, халăх хушшинче Шурча вăрçи тенĕ. Унта палăрнă Палатай (Сидоров Çтаппан), Ильпарăс (Ильин Çтаппан), Михапар (Федоров Федот), Ухтиван («чăвашла; вырăсла ячĕ паллă мар» тенĕ ун пирки пĕр хут çинче), çаксен ячĕсем паян кунчченех халăх асĕнче пурăнаççĕ. Çав вăрçăра çынсене хĕтĕртсе тăракансем е вĕсене ертсе пыракансем пулнă тенĕ салтаксем çаксем: Григорьев Васили (ял хушшинчи ячĕ — Салтак Ваççи); Семенов Сидор (суд докуменчĕсенче чылай çĕрте ун хушаматне Симонов тесе çырнă); Афанасьев Сергей. Евдокимов Михаил — маларах касамата çакланнипе çар судĕнчен хăтăлса юлнă.
Çапăçура пуç хунă е йывăр аманнипе пĕр кун — ик кун каярахпа вилнисем хушшинче те салтаксем пулма пултарнă. Ячĕсем çеç вĕсен истори хучĕсем çине лекме ĕлкĕреймен.
Григорьев Васили пирки эпер унччен те çырнăчче-ха, Чикме (Козьмодемьянск) уесĕнчи Урпаш ял çынни пулнă вăл. Ытти чăваш çамрăкĕсем пекех, ир авланнă. Икĕ ача ашшĕ пулса тăнă вăй питти йĕкĕте салтака 1812 çулхи сентябрĕн çирĕм çиччĕмĕшĕнче илсе кайнă. Григорьев ун чухне çирĕм тăваттăра пулнă. Чи вăй хурса ĕçлемелли вăхăт. Анчах çĕр-шыва салтаксем кирлĕ пулнă. Нумай салтак. Малтан Раççей 1806—1812 çулсенче Хура тинĕс таврашне хӳтĕлесе Турципе çапăçнă. Унта пирĕн ултă çул хушшинче миçе пин салтак пĕтмен пуль! Унтан пирĕн çĕр çине хĕвеланăç енчен юлашки çулсенче пур çĕрте те çĕнтерсе çӳрекен Франци çарĕ килсе тапăннă. Франци патшалăхĕпе ун çарĕн пуçĕнче ун чухне, вирт янă вут пек, хăй хыçне тĕтĕм-сĕрĕм те кĕл çех хăварса пыракан вилĕмсĕр Наполеон тăнă. Фраццузсем Раççей тăрăх малтан малалла талпăннă, кĕçех Мускава тытса илессипе хăрата пуçланă. Франци çарĕнче унпа туслă е ăна пăхăннă патшалăхсен салтакĕсем те нумай пулнă.
Пирĕн çарсем тăшманран чылаях сахал пулсан та унпа çапăçа-çапăçа пырса, салтаксене çухата-çухата чакса, чакса пынă та Мускав урамĕсенче вăрçă вăрçса чаплă хулана çĕмĕрсе-ватса пĕтерес мар тесе Мускава вăхăтлăха тăшман аллине панă. Ку вăл 1812 çулта пулнă.
Чăваш çамрăкĕсене пуçласа хăçан вырăс çарне илме тытăннине пĕлместĕп эпĕ, анчах Шурча вăрçипе çыхăннă материалсенче асăннă салтаксем — халăхпа пĕрле çапăçава кĕнисем, вĕсене полицие сутнисем, свидетельсем, инвалид командинчи (отставкăна тухнă) салтаксем — пурте тенĕ пек, салтака 1812 çулта кайнисем пулнă.
Григорьев Василисен ашшĕ-амăшĕ чухăн çынсемех пулман курăнать, Василирен тăваттăра юлнă ун аслă ывăлĕ Иван, Етĕрне хулинчи вырăс шкулĕнчен вĕренсе тухса, çитĕнсе, салтак служби шучĕпе Питĕрти пĕр çар штабне çыруçа вырнаçма пултарнă-çке.
Мĕн хăпартнă ăна, тĕттĕм чăваш ялĕнчен тухнă ачана-йĕкĕте-çынна, штабри офицерсемпе вырăсла пĕр тан калаçмалăх? Пĕлӳлĕх, хăюлăх. Вĕсене ăçтан тупнă? Вăл çулсенче 30—40 ялтан пĕр чăваш-ик чăваш пĕр-пĕр шкула кĕркеленĕ пуль ĕнтĕ, вĕсем те пулин вĕрентме ирĕксĕр тытса кайнисем çеç. Чăваш хушшинче чăвашла пĕлекен пупсемпе тияккăнсем те, çыруçăсем те, çĕр виçекенсем те кирлĕ пулнă.
Григорьев Васили ашшĕ, тен, хурт-хăмăр нумай усранă? (Михайлов Спиридон биографине аса илĕр.) Çавна пула вăл вырăнта (кантурта) ларакан вырăссемпе туслашнă. Лешсем унăн ачин ачине хулана илсе кайса шкула кĕме пулăшнă. Ăслă-тăнлă Иван хăй те вĕренессишĕн хытă çуннă пуль.
Пултарна-и çакан пек пулма?
Тата тепĕр вариант. Францин тĕп хулине Парижа çĕнсе илнĕ чух чапа тухнă Григорьев Васили чăвашăн ывăлне Ивана ашшĕне пула та çĕклеме пултарнă. Ун чухнехи кĕмĕл медаль çич-сакăр çул каялла çеç валеçме пăрахнă пирĕн орденсенчен кăна мар, социализмла ĕç паттăрĕн ылтăн çăлтарĕнчен ирттернĕ. Ăна илнисем пĕтĕм кĕпĕрнипе те çĕр çынна çитмен пуль.
Акă шухăшласа пăхмалли тепĕр факт. Иртнĕ ĕмĕрте салтака кайма ят тухнă çын хăй вырăнне пĕр-пĕр тăлăх турата е, ашшĕ-амăшĕ килĕшсен, нумай ачаллă кил-йышри пĕр ывăлне тара тытса салтака ăсатма пултарнă. Уншăн укçа тӳлеме е унăн тăванĕсене мĕн те пулин илсе е туса пама çеç ан ӳркен. Салтака каяканнине киле юлаканни лешĕ мĕн ыйтнă — памалла пулнă: инçе çула тухса кайичченех — тен, ик-виçĕ уйăх — çитернĕ ăна, ĕçтернĕ, тумлантарнă. (Урăлсан шухăшне каялла ан тутăр тесе, тен, ытларах та ĕçтернĕ пуль.)
Çавсене пĕле тăркач, Григорьев Васили ашшĕ, самаях пурлăхлă çын, ывăлне ма салтак хĕсметĕнчен хăтарса хăварман-ши? «Патриот» пулнăран-и? Е хыттипе-ши? Çур ĕмĕре тенĕ пек каймалла пулнă-çке ун чухне салтака. Çирĕм пилĕк çул пулнă салтак службин срокĕ. Çамрăкла килтен тухса кайнă та аманса е чир-чĕрпе вилмесен ватăлсан тин каялла таврăннă.
А тен, пĕтĕм Раççей халăхĕ оккупантсене хирĕç çĕкленнине кура чăваш çамрăкĕсем те киле юлма май пур çинчех çара каяссинчен пăрăнса юлас темен? Ахальтен мар ĕнтĕ Алманч ял çамрăкĕ Ямбиков Элекçей хăйне мобилизаци йĕркипе илмесен салтака хăй ирĕкĕпе тухса кайнă.
...1812 çулах француз эшкерĕсене хирĕç çапăçакансемпе хутшăнайман пуль-ха чăваш каччисем. Малтан вĕсене вырăсла перкелешме, вăрçă хатĕрĕсене тыткалама хăнăхтарнă пуль. Тепĕр çул вĕсемшĕн инçетри походсемпе çĕр-шыв тулашĕнчи çапăçусем пуçланса кайнă: 1813 çул Раççей салтакĕсем хăйсемпе килĕшӳ тунă Прусси, Швеци, Австри çарĕсемпе пĕрле французсене малалла хăвалама тытăннă. Дрезден, Кульм, Лейпциг çывăхĕнче калама çук вăйлă çапăçусем пулса иртнĕ. Хавшаса çитнĕ, арканса каяс патне пынă Франци çарĕсем йĕркесĕр чака пуçланă. 1814 çул пуçламăшĕнче союзлă çарсем Францие пырса кĕнĕ, унăн тĕп хулине Парижа çĕнсе илнĕ. Çавăнта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă Раççей салтакĕсем хушшинче Григорьев, Симонов, Ямбиков, Ассакасси çынни Семенов Захар тата ытти чăвашсем те пулнă. Уншăн вĕсене кашнине кĕмĕл медаль парса паллă тунă.
Салтакра çирĕм çул хушши пĕр кăлтăксăр ирттернĕ тесе Григорьев Василие, халь эпĕр ун пирки çеç çыратпăр, — 1832 çул çветтуй Анна ячĕпе кăларнă 328706 номерлĕ медаль-ши вăл е орден-ши панă. Тата ытти мухтав паллисем те пулнă унăн. Килне вăл унтер-офицер пулса таврăннă.
Шурча вăрçи пирки çыракансем никам та Григорьев Васили ятне асăнмасăр иртсе каймасть. Майĕ те çук ăна аса илмесĕр хăварма: вăл 1812—1814 çулсенчи аслă вăрçă паттăрĕ, Парижа штурмланă çĕре хутшăннă чăваш, унтер-офицер, пилĕк хут ăна наградăсемпе паллă тунă; ун ячĕ Шурча вăрçин историйĕпе те тачă çыхăннă.
Çавах темиçе сăмахпа кĕскен аса илеççĕ те ун ятне — иртсе каяççĕ. Уйрăм статья пĕрре те курман эпĕ.
Çыраканнисен пурин те пĕр çемĕ: мухтав юрри. Вăл шутра эпĕ те, çав хĕрӳ тапхăра тĕпчеме тăрăшакан, Григорьева чĕрĕ çын пек кăтартайман-ха. Манăн та шупка сăрсем нумай. Хăшĕ-пĕри Григорьев салтака Европăран вĕренсе килнĕ интеллигент-революционер евĕрлĕ çын туса хума та хатĕр. Пăлхава çĕкленнĕ халăхшăн вăл ялав вырăнне пулнă тенине те вуланă эпĕ. Кун пек сăмахра кăштах тĕрĕсси те пур, анчах ытла та поэтла каланă çав. Вăрçă вăл кирек хăçан та хура «ĕç», юнлă «ĕç», ун çинчен вăрçă курман çын çех хăпартланса калаçма пултарать.
Шурча вăрçинче Григорьев тарăхса çитнĕ чăвашсене çапăçăва çĕкленĕ тени те тĕрĕс мар. Ун пек çын пулман вăл. Пăлхавçă мар Григорьев, трибун та мар. Пурнăç тăршшĕпе çынна пăхăнса пурăннăскер (малтан, пĕчĕккĕлле — амăшне, ӳсерехпе — ашшĕне, салтакра — командирсене), Григорьев нимĕнле ертӳçĕ-пуçлăх та пулма пултарайман. Ăна хăйне халăх çĕклеме хăтланнă-мĕн те... Вăл пулăшасса та шаннă та...
Шухăшлама пĕлекен çын Григорьев чухлĕ курса çӳренĕ хыççăн тата ытларах шухăшламалла пек ĕнтĕ. Анчах салтакра алă пусма çех вĕренкеленĕ ял çынни ытлашшиех ватман курăнать пуçне. Ăс-тăн тĕлĕшĕпе вăл ытти салтаксенчен ним чухлĕ те уйрăлса тăман. Тата çитменнине чăваш-çке вăл. Эпĕр хăнăхнă та çын ури айĕнче таптанма, çавăнпа мăштах çӳренĕ.
...Пăлхавçăсене чăнах та ертсе пыма пултарас этем кирлĕ пулнă. Шел, тупайман вĕсем ун пек çынна. Чикме уезд исправникĕ Головкинский 1842 çулхи майăн 9-че Хусан çар губернаторĕ Шипов патне çапла çырса янă:
«...доходят слухи, что чуваши желают лишь иметь в виду лицо, которое бы ими руководило и под предводительством которого, как и во времена Пугачева, можно было бы буйствовать».
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...