Таркăн :: Пăлхавçă
Муркаш шывĕн сулахай çыранĕнче, Хуракасси кĕперĕнчен инçе мар, Укка Яка Илле усламçăпа унăн хĕрне тĕл пулчĕ. Вĕсем урапан икĕ енне ларнă та килне таврăнаççĕ пулас. Пасар саланать те-ши вара? Çанталăкĕ ку вăхăтра ниçталла мар çав — ни çулла, ни хĕлле. Ни урапа, ни çуна. Çăпата тĕпне шакмак çыпăçтарман пулсан ир-каç пăр каснипе икĕ кунра пĕр мăшăр çăпата пĕтет.
Хирĕç пулнă паллакан çынна сăмах чĕнмесĕр иртме ырă мар.
— Ман упăшкана курман-и эсĕр? — сывлăх суннă пек çемçен ыйтрĕ Укка.
— Пасартаччĕ вăл, — терĕ Паçа. — Хальтерех çеç пирĕн урапа çывăхĕнчен иртсе кайрĕ.
Лашине чарнă Яка Илле Укка çине çилĕллĕн пăхса илчĕ те хĕрĕнчен ыйтрĕ:
— Кам матки пулчĕ ку? — Палланă çинчех юри пĕлмĕше печĕ вăл. Яка Илле пĕлмен çын çук ку таврара.
— Михапар мучи кинĕ вăл, атте.
— Э, ристан ывăлĕн мăшăрĕ-и? Упăшки хăй те Михапар ятлă-и-ха ун? Тĕнчере урăх ятсем çук пек. — Пĕчĕк куçĕсене Илле каллех Укка çине тĕллерĕ. — Маттур хĕрарăм-çке апла эс. Пĕр кĕтӳ хĕр çуратса тултарнă. Упăшкуна выçă вĕлересшĕн пуль эс. Çавăнпа вăл пасарсем тăрăх сулланса çӳрет, халăха пăтратать. Тепĕр Ухтиван тупăннă. Каларĕ тесе калăн, вăхăт çитсен иккĕшне те тытса хупаççĕ ак. Кур-ха эс: тăватăм кун Шурчана пытăм — Михапар унтаччĕ, Ишеке карăм — унта та Михапара тĕл пултăм, Хуракассинче те ушкăн варринче çавă тăратчĕ. Эс ăна шыран ав.
— Иксĕмĕр те ĕçлĕ çапла, — йĕкĕлтемесĕр чăтаймарĕ Укка.
— Иксĕр те ухмах сутма тухнă, — терĕ Яка Илле.
— Ухмахĕ пирĕн ытлашшипех те, суткалатпăр хуллен. Укçа кирлĕ-çке, — тесе хучĕ Укка кулкаласа.
— Мĕн хака каять кăчухне ухмах?
— Куланай пуçтарнă кун ăна хăшĕ-пĕри икĕ хак парса илме те хатĕр, ухмахĕ çех лайăххи, тăп-тăрри пултăр теççĕ. Хăйсен килĕнчи тăрпалтайĕ çĕрсе выртать пуль.
— Сирĕнни пек-и? — ыйтрĕ Яка Илле вĕчĕрхенсе.
— Ия, шăп кăна сирĕнни пек, — терĕ те Укка малалла утрĕ.
Хыçалта усламçă кăшкăрашса, çĕр çĕмĕрсе юлчĕ.
— Тьху, Ухмантей! Сурăх! Тăм пăшал! Хаймук! Тлтетни эс? Катемпи! Ăçтиçук. Калăттăм та эп сана пĕр сăмах, çынсенчен намăс.
Пасарта халăх сахалччĕ те, упăшкине часах шыраса тупрĕ Укка. Михапар палламан çынсемпе çырма хĕрринче калаççа тăратчĕ. Кăмăлĕсем лайăх иккен вĕсен, пурте кулаççĕ темрен.
Арăмне асăрхасан Михапар ăна хирĕç утса пычĕ, çынсем курасран вăтанкаласа ăна ыталанă пекки турĕ.
— Эс ăçта кайма тухрăн, айванăм? Ларасчĕ килте çак йĕпе-сапара.
Вĕсем çынсенчен аяккарах кайса тăчĕç. Яка Иллене тарăхнипе, утса ывăннипе, хырăмĕ çатăр выçнипе Укка çĕрти-çӳлтине асăнса вăрçса тăкасшăнччĕ упăшкине, ан тив, утне çитмен — туртине çеç пултăр, ун вырăнне ăш лăпланĕ, Михапара шеллени чарчĕ. Сасартăк ĕсĕклесе макăрса ячĕ те вăл упăшки çумне тĕршĕнчĕ.
— Сана мĕн пулчĕ? — хăраса ӳкрĕ Михапар.
— Çынсем выçă лараççĕ, ачасене мур хирет, эсĕр кунта кулса тăратăр,— терĕ Укка куççуль витĕр хăй макăрнин сăлтавне тупма тăрăшса.
— Мĕн, каллех ачасем чирлерĕç-и? — арăмĕн куçĕнчен тинкерчĕ Михапар.
— Чирлесен-чирлемесен те, выçă вĕсем! — çĕмĕрлешрĕ Укка. —Ахаль те виçĕ виле кăлартăмăр хĕл каçипе, вăл сахал-и?
— Вара ăммă иксĕмĕр те килте мар эпĕр? Ачасене кам астăвать?
— Эпĕ сана шырама тухрăм. Виçĕ талăк киле таврăнмастăн, тĕнче каскăнĕ. Мĕншĕн манăн тăр-пĕччен лармалла килте?
— Мĕнле пĕччен? Ачасем ăçта?
— Вĕсен хăйсен сăмах. Мана ват çын теççĕ вĕсем. Пĕчĕк Михапар та пулин сансăр çывăрма выртасшăн мар, атте ăçта та атте ăçта тет.
Михапар пĕрисем патне чупса кĕрсе темиçе сыпăк туса çыхса пĕтернĕ миххине хул урлă çакса тухрĕ те Уккана çавăтрĕ.
— Карăмăр киле! — Вĕсем васкаса утса кĕпер урлă каçрĕç, сылтăмалла пăрăнчĕç. Укка лăплана пуçларĕ курăнать, пичĕ çуталчĕ. Вăл упăшки йăтнă миххе тытса пăхрĕ.
— Ку сан мĕлле тултармăш?
— Киле çитсен пĕлен, — терĕ Михапар.
— Ăçта-ха. Çăнăх мар-и?
— Çăнăх. Кĕрпе те пур.
— Кăна ăмма уйăрса çыхнă?
— Вăл — пăрçа çăнăхĕ.
— Ĕçлесе илтĕн-и? Апла, тен, ушкăнпа килсе ĕçлер? Кил-йышпа?
— Хĕрарăм ĕçĕ мар çав вăл. Йăвăр йăтмалла, çĕрле хуралламалла. Вăл та кашни пасартах пулмасть.
— Вăрлăх тырра кĕрпе туса çийиччен чĕрĕрех пулмаллаччĕ-мĕн те, халĕ анасене мĕнпе шуратăпăр? Кĕçех çур акине тухмалла пулать.
— Кивçене кайма тивĕ. Ялта салакайăк вилмен тет.
— Салакайăкĕ1 вилмĕ-ха вăл, ун сысна нăмай. Вăрлăхне маларах янтăласа хунине ним те çитмĕ. Кайран пĕрин пулмĕ, тепри памĕ.
— Ял кӳлли аслă тенĕ. Мана шанаканччĕ-ха çынсем. Вăрлăх тупăнĕ тетĕп эп.
— Тупăнсан та, пĕр патманшăн кĕркунне икĕ патман ăйтĕç.
— Пирĕн кĕркунне те ытлашши тырă пулмасть. Вăрлăхне ĕçлесе татмалла тупасчĕ, урăхла май çук пирĕн.
— Çынтан ăйтнă чух илекеннинне мар, параканнин еккине пăхăнма тивет, Михха.
Вĕсем Шурча ялĕ çумĕнчен те иртнĕ ĕнтĕ. Çул çинче тислĕкпе улăм тăкакĕсем. Каçхи шăна хĕвел çиелтен ирĕлтернĕ те, ура йăр та яр каять, ӳкес мар тесен пермай асăрханса пымалла. Укка çеç урине ик-виçĕ хут шыва чиксе кăларчĕ пулмалла та, халĕ ним уямасăр утать.
«Киле çитсен ури тĕпне хытă сăтăрма хушас», — шухăшлать Михапар.
Укка питне шывпа йĕпетсе илет.
— Атту йĕнĕ тейĕç.
— Ăмма йĕртĕн эс, ăнланмарăм эп?
— Ăна эп хам та ăнланмарăм. Сана вăрçас тесе тăраттăм, эс тупăннишĕн савăнни те пурччĕ унта — куççуль юхрĕ анчĕ, чарса та чарма çук. Темле ют çын йĕрет тейĕн ман ăшра.
Михапарпа Укка хушшинче халь никам та çук вĕсене уйăрса тăраканни. Ăçтан та пулин вăхăтра таврăнаймасанах Укка ăна шырама тухса чупать. Тепĕр чухне мăшăрĕ Михапара хăтăрса илме те ӳркенсе тăмасть, анчах пур пĕр сисĕнет — юратса тустарать вăл ăна, кирлĕшĕн ятлать.
Ашшĕпе икĕ хĕрачи, кĕçĕннисем, вилни хуçса кайнă пекех туйăннăччĕ Михапара. Çывăрайми пулса ларнăччĕ вăл. Лупас айĕнче е пăлтăрта хăй мĕншĕн тухнине манса тем чул вăхăт пĕр çĕре тинкерсе пăхса тăратчĕ. Çынсем калаçнине тăнламастчĕ.
Йăпатса, ĕç хушса, куçран ямасăр сăнаса инкексене мантарма тăрăшатчĕ Укка. Кашни вилекенпе вилме çук, пирĕн тата ултă ача, эпĕр астумасан вĕсене пурнăç çулĕ çине кам кăларĕ тетчĕ.
Тата тепĕр сăмах асран каймасть Михапарăн. Пĕр каçхине Укка ун кăмăлне тунă хыççăн ăна юратса çапла каланăччĕ: ачасем пирĕн вăхăтлăх хăнасем, вĕсем çитĕнĕç те саланса пĕтĕç, эсĕ манăн чи çывăх та ĕмĕрлĕхе панă тусăм тенĕччĕ.
* * *
Арăмĕ иккĕмĕш хут вăрлăх пирки йăнкăртатма тапратсан Михапар шухăша карĕ. Кам патне каймалла кивçене? Кам-кам патне ура ярса пусас çуккине çеç лайах пĕлет вăл. Вĕсем паллă: пĕри — Микулай, тепри — Яка Илле. Виççĕмĕшĕ Шурча пупĕ Салакайăк.
Микулая халь таврари пуянсенчен пĕри теççĕ. Клавье ашшĕ вилнĕренпе вăл вăрман пăхакана кĕнĕ. Пӳрт-çурт çавăрас, вутă-шанкă хатĕрлес ыйтупа пĕтĕм тавралăха вăл хăйĕн аллинче тытса тăрать. Никам та ун патне пуш алăпа пымасть. Ăнсăртран пырас-тăвас пулсан та, мĕнле пынă — çаплипех, пуш алăпа, тухса каять. Микулай «аслисемпе» — вăрман улпучĕпе, тиекпе (Ивукпа) «килĕштерсе пурăнма пĕлет»: вĕсене парнесем парать. Ун вырăнне эп сирĕншĕн тăрăшатăп тесе халăхран темиçе хут ытларах укçа-тенкĕ шăйăрать. Вăрман вăрлакансене судсем тăрăх сĕтĕрсе çаратать. Çынсем ăна çĕрлесенче тыта-тыта хĕнеççĕ, вут тĕртессипе хăратаççĕ, Микулай хăйĕннех пăрахмасть: пуçлăхсен кăмăлне çавăрма кирлĕ иккен ăна укçа.
Пурнăç хĕсĕккипе юлашки икĕ çул хушшинче Михапарăн ашшĕ лартнă çырмари ватă йăмрасене йăвантарма та, кисек кирпĕчисем туса типĕтме те тиврĕ, çапах Микулай патне ура ярса пусмарĕ вăл. Йăмра вутти юманпа хурăн е хырпа чăрăш вутти мар çав, хĕрӳлĕхĕ сахал ун, хĕллехи сивĕре пӳрт кĕтессисемпе мачча хăмисем пасараççĕ.
Микулайпа Михапар тахçан Уккана пула туслашнăччĕ пулсан, халĕ те вĕсем çавна пулах пĕр-пĕринчен писнĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ çапла пулса иртнĕ. Микулай амăшĕ вилнĕ кун каçалапа виле çинче ларма килнĕ карчăксем апат çиме саланса пĕтсен тĕп килне ӳсĕр Микулай пырса кĕнĕ. Хăй хыççăн хапха алăкне питĕрсе хăварма çеç астуман вăл. Темĕн шырама тесе Уккана пăлтăра чĕнсе тухнă та Микулай ăна ыталама, йĕпе тутипе чуп тума тытăннă. Укка ун питне-куçне чăрмаланине пăхмасăр хĕрарăма пусахласа каясшăн пулнă вăл, чăрсăррăн турткаласа кĕпине çурса пĕтернĕ.
Юрать çав вăхăтра пӳрте çынсем пуçтарăна пуçланă. Укка кăшкăрнине илтнĕ те вĕсем пăлтăра тухса Микулая çӳçрен ярса илнĕ. Хăшĕ çатма аврипе, хăше турчкапа, — самаях лекнĕ вилнĕ карчăкăн кĕççе пит ывăлне.
Арăмĕнчен те патак çинĕ Микулай. Вара килĕнче темиçе кун урама тухмасăр ларнă вăл кăвакарнă пит-куçпа.
Михапарăн иккĕмĕш тăшманĕ Яка Илле терĕмĕр. Ăна курмасăр е ун сассине илтмесĕр ирттернĕ куна Михапар телейле кун тет. Иккĕшĕ те вĕсем пĕрне-пĕри тӳсме пултараймаççе. Шурча пупĕ те ăна лайăх асăнтарнă. Пĕр эрне кантур айĕнчи шăтăкра тытрĕ вăл ăна. Кăшт çеç пăчăхтарса вĕлермерĕ. Çапах парăнтараймарĕ Михапара.
Вăрлăх ыйтса пăхас тенисен шутне Михапар ыр кăмăллă Каççанпа хăйсен ялĕсене Ярмуллана кĕртет. Пуртарах çынсем ял тенинче урăх та пур-ха. Ыйтсан вĕсенчен нихăшĕ те памасăр тăмĕ тесе шухăшлать Михапар. Анчах хăшĕнпе ни ĕçпе, ни ĕçкĕ-çикĕре хутшăнман. Теприсене е хăй килĕштермест, е ăна килĕштермеççĕ. Ял тăрăх, кĕлмĕç пек, пуш хутаçпа çӳреме те çăмăл мар. Хăвна çынсен умĕнче парăмлине туйса тăма та йывăр. Ирĕксĕрех йăпăлтатса калаçма тивет сана ун пек чух. Катăк эс çынсенчен. Пурне те куçран пăхан эс.
Çапах, кирек мĕнле пулсан та, каймах лекет кивçене; ирттерсе яма çук ăна урăхла.
Малтан Михапар Ярмулла патне кĕрсе тухас терĕ. Çывăххи те çывăх вăл. Çынни те хамăр çын темелле, — пĕр мăштăркка кăна. Пурлăх енчен те вăтампа çук çын хушшинчи çеç. Çав вăхăтрах тырри те, укçи те, ылтăнĕ те пур теççĕ мĕскĕнĕн. Паллах, нумай-нумай мар пуль ĕнтĕ, пăртакшарăн çеç пуль, пуяс çын пек курăнмастъ вăл пĕрре те, çапах пур пулас кăшт-кашт. Тăватă ят çĕрĕ вĕсен, хăйсем çиччĕн. Пĕр лаша Ярмуллан, пĕр ĕне те пĕр пуш-мак пăру. Тăват-пилек сурăх. Виç-тăватă чăх хĕл каçараççĕ вĕсем. Кĕркуннене чăх-чĕп шучĕ çирĕмрен иртет. Пурне те сутать Ярмулла: чăххисене, çăмарта, хăмла, çу, çăпата, аш... Хăйсем выльăх юнне, ун вар-хырăмне, урисемпе пуçне çиеççĕ, ытти йăлтах пасара ăсанать. Хăть çур хакă çеç кайтăр — укçа тăвать Ярмулла. Пăтă е икерчĕ пĕçермеççĕ вĕсем: çу нумай пĕтет. Çăвăн-хĕлĕн, çурăн-кĕрĕн вĕсен пĕр апат — яшкапа тип çăкăр. Тата çĕрулмипе уйран. Ачисем яланах нишлĕ. Хĕлле час шăнаççĕ. Çуркунне енне чăх куçпе аптраççĕ. Çулла çеç кăштах сăн кĕрет вĕсене.
Çынсемпе питех хутшăнмасть старик çемйи.
Михапар пынă вăхăтра Ярмулла, аллă патнелле çывхарнă çын, лупас айĕнче вутă çуратчĕ. Вутти-мĕнĕ, тункатасене ватма хăтланса тăрмашатчĕ.
— Вăй патăр! — терĕ Михапар хавассăн.
Кил хуçи чĕнмерĕ. Аллинчи хыр тункатине çĕклесе çапа-çапа пурттине кăларма тăчĕ — кăлараймарĕ.
— Те мунча хутма хатĕрленеççĕ? — ыйтрĕ Михапар.
— Кĕртеççĕ-ха мулча, — мăкăртатрĕ Ярмулла.
Кил хуçи хăйне сив кăмăлпа кĕтсе илнине пăхмасăрах кайма шӳтламаннине палăртса Михапар çывăхри урапа çине ларчĕ.
— Хăçан пымалла? — ун еннелле юратмасăр пăхса илчĕ Ярмулла.
— Ăçта пырасшăн эс? — ăнланмарĕ Михапар.
— Эсĕ тишур2 пуль? — терĕ Ярмулла. — Мана каллех кантура чĕнеççĕ-и?
— Нимле тишур та, вахтур3 та мар эпĕ, чĕнме те килмен. Мана хама кантурсем тăрăх сĕтĕрсе тинке кăларнă. Çунтарса ямалла вăл çурта! Эпĕ хам нушапа çӳретĕп-ха.
— Мĕн-ши вăл пĕлме юрать пулсан? Тен, пӳрте кĕрсе калаçар?
— Çук, пӳрте кĕрсех чăрмантарас мар. Сăмахĕ те вăл халăх умĕнче каламалли мар.
Кил хуçи шикленсе йĕри-тавра кăн-кан пăхса илчĕ.
— Мĕн-ши вăл, эппин? Тен, мана пĕлме те кирлĕ мар вăл? Эпĕр, чăх пек, сăмса умĕнчине çеç куратпăр...
— Çук-ха, урăхла сăмах ку, хăрамалли мар.. Мана кивçен, çĕн тырăччен, авăн çапса пĕтернĕ-пĕтермен кисе памалла, е ĕç хушсан ĕçлесе татмалла, — терĕ те Михапар хăйне ырă мар туйса кӳ! хĕрелчĕ: Ярмулла нихçан та çынна тара тытса ĕçлеттермен — хăйсем ултă çурла, тырă вырасси пирки калас тăк; çапла шухăшласа илчĕ те Михапар вăтанса малалла вĕтĕртеттерсе каласа карĕ. — Е пĕр-пĕр япалапа улăштармалла, — ман мăшăрăн авалхи илемлĕ тухья пур, сирĕн хĕрсем çитĕнсе пыраççĕ. — Çав хушăра Михапар хăйсен хĕрĕсене аса илчĕ те, унăн чĕрине такам хĕсрĕ тейĕн. Турăçăм, мĕнле кăткăс тĕнчере пурăнма! — Эппин, сире мĕлле килĕшет, çапла тăвăпăр. Пире, вăрлăх тума, пĕр пăт тулă та çур пăт сĕлĕ кирлĕ. Пур çыншăн нумай та мар — пĕр патман кăна. Хăть пӳлмере вырттăр вăл, хăть çын аллинче тăтăр — пур пĕр пек. Çын аллинчи, тĕрĕссипе, шанчăклăрах та темелле. Пӳлмерине шăши катма пултарать. Çын пĕр пăт илет те пĕр пăт е ытларах та тавăрса парать, сана чĕререн тав тăвать. Ачасене выçă вĕлерсе пĕтерес мар тесе вăрлăх тырра эпĕр кĕрпе турăмăр. Анчах икĕ хĕрачапа аттене çăлса хăвараймарăмăр. Пирĕн тĕлĕшпе инкек-синкек килех тăчĕ. Выçлăх çумне шатра чирĕ хутшăнче. Юр-вар та хĕсĕк пулчĕ — ĕне хĕсĕр.
Пире тырă вăрлăхĕ мĕн тери кирлине эсĕ хăвах ăнланан пуль тетĕп. Тырă акмасăр юлни пирĕншĕн вилме выртнипе пĕр...
Ярмулла тырă пур çинчех манăн вăрлăх çук, парăттăм та —параймастăп тесе каласран хăраса калаçрĕ-калаçрĕ, пăтранчĕ-пăтранчĕ Михапар. Юлашкинчен кăмăлне çавăртăм, ĕнентертĕм Ярмуллана терĕ пуль. Текех вăл, Михапар, вăрлах шыраса урăх никам патне те каймасть, намăс курса çӳремест. Ырă çын Ярмулла.
Лешĕ Михапара пĕр сăмахпа вĕлерсе пăрахрĕ.
— Çок, — терĕ кăна хуллен.
— Мĕн — çок? — хăй илтнине хăй ĕненмерĕ Михапар. Ярмулла ăна пĕтĕм ял илтмелле каланă пек туйăнчĕ, хăлхине хупласа лартрĕ. — Мĕн — çок? — тепĕр хут ыйтрĕ вăл.
— Нимĕн те çок пирĕн, — айăпа кĕнĕн мăкăртатрĕ Ярмулла. — Йăлтах çаратрĕç...
Кил хуçин юлашки сăмахĕсене тăнламарĕ Михапар. Тарăхрĕ вăл, кӳренчĕ, хăраса ӳкрĕ. Шанмаççĕ ăна, кур-ха эс. Тырă кивçен парасшăн мар. Вăт çывăх çын те ăна. Хамăр ял те... Тепĕр тĕрлĕ шухăш та йăшăлтатать ун чĕрин пĕр кĕтессинче: мĕскĕне перет Ярмулла, хыт кукар вăл, тимĕр пăрçа. Пире пĕтĕм килĕпе пĕтме сунать пуль, кантăш.
— Эппин, каланине ĕненместĕн пулсан тухья саклата исе кисе парам вăрлăхшăн, — терĕ Михапар. — Тӳррипе сăмах тунăшăн каçар та, сирĕн нимĕн те çок тенине ĕненместĕп эпĕ. Ял çыннисем юмахланă тăрăх, тырăран татак мар эсĕр. Укçа та тупăнах тăрать пулас — йӳнеçме пĕлен эс. Тата... мĕн те пур теççĕ сан... сар тимĕр укçа.
— Ылтăм-и? — кĕтмен çĕртен аса илтерчĕ Ярмулла.
— Ылтăм, — килĕшре унпа Михапар.
Вара тĕлĕнмелле ĕçсем пуçланса кайрĕç. «Эп халех» тесе Ярмулла сасартăк картишнелле тăрса чупрĕ те, — çав хушăра вăл пӳртне кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ-мĕн, — каялла таврăнса Михапара тăм катăкĕ пек япала тыттарчĕ.
— Ку мĕ-ĕн? — аптраса ӳкрĕ килнĕ çын.
— Çимелли япала, — ăнлантарма тытăнчĕ Ярмулла. — Пашалу татăкĕ. Тăватă пайĕнчен пĕр пайĕ çăнăх унта, икĕ пайĕ çĕрулми, тепĕр пайĕ мăян...
Кĕлетĕнчи тырă пӳлми те пуш-пушах-мĕн Ярмуллан. Çĕн тырăччен çимелли пур-çук çăнăхне вĕсем пăлтăрти çӳпçене тултарса лартнă. Кĕлетрен вăрласа каясран хăрушă теççĕ. Вăрлăхлăх тырри те пăлтăрта. Куç умĕнче.
Вĕсем, икĕ мужик, картишне тухрĕç. Михапар хапха еннелле пăрăннине кура Ярмулла та ун хыççăн утрĕ. Пăру тирĕнчен çĕлетнĕ хĕрлĕ çĕлĕкне хывса аллине тытнă вăл, хĕвел йăмăхтарнăран пуçне уснă. Çуçе Ярмуллан ни шывпа йĕпетсе, ни çĕлĕкпе çӳресе ниçталла та выртман вĕтĕ кăтра та, пуçĕ чĕрĕп евĕрлĕ чăмăр. Сухалĕ мăкла.
— Эс ăмма ылтăм пирки ăйтмарăн? — терĕ вăл хуллен.
Михапар аллине çеç сулчĕ.
— Мĕн тăвас ман умпа? Мана халь ылтам мар, вăрлăх кирлĕ. Санăн хăна валли çеç ав.
— Çапла çав. Пур пек укçана кантур çаратрĕ. Куланай виçĕ хут тӳлерĕм: çĕрпе усă курнăшăн терĕç, унтан тĕне кĕменшĕн терĕç, юлашкинчен вырăсла пĕлменшĕн терĕç. Ылтăм чăнах та кăштах пурччĕ ман — пилĕк укçа. Ăна кантур няххи исе карĕ.
— Кам, Ивук-и? Парсан вĕсем çын пуçне касса кайма та хатĕр.
— Мана вĕсем икĕ кун кантур айĕнчи шăтăкра выçă тытрĕç. Аттен тӳлесе татман парăмĕ пулнă терĕç. Хут çинче палли пур тет.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Михапар Çĕньялалла тухса утрĕ.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...