Таркăн :: Çухалнă çынна тупни
Арăмĕ нимене тухса кайнине пĕлсен тем туса хума хатĕрччĕ Михапар. Халь çакăнта Укка пулас пулсан-и? Тытса ветме те вăтанса тăмĕччĕ ăна. Çĕрти-çӳлтине асăнса вăрçма тă пĕлет вăл. Сăлтавĕ те пур ун пек варçма. Никама кирлĕ мар ватă хĕре качча илсе çын ĕретне кӳртрĕ те Михапар, халĕ вăл, çав к...а, хуçа пулса ларнă иккен. Упăшки кайма чарни те уншăн ним те мар, ачасем пĕчĕккине те пăхман вăл, каçхине ют çын умĕнче мана намăслантарма та вăтанса тăмарĕ. Пуçне пĕр шухăш пырса кĕнĕ — тумалла ăна, такам кăчăк туртнă — чупмалла ун хыççăн. Мĕнле кил-йыш пултăр вăл ун пек?
Тĕрĕссипе каласан, ку таранччен чиперехчĕ-ха ун арăмĕ, — хăйпе хăй тавлашсах чунĕн пĕр кĕтессинче çапла шухăшлать Михапар. — Укка итлеменнине те курман вăл. Япăлти те мар ун арăмĕ, çу-ук. Укка никама кирлĕ мар хĕр пулнă тени те суя. Ватă хĕр те пулман вăл.
Эппин, Уккана питленисем пурте — суя, элек, ултав? Апла калани те тĕрĕсех мар пуль çав, мĕншĕн тесен кашни суярах чăнлăх тӳпи пур теççĕ, кашни элекрех тĕрĕслĕх пайĕ пур имĕш.
Тен, эппин, лаша утланса чĕнсе килмелле арăмне? Халĕ çуллахи чи хĕрӳ тапхăр — ĕç çийĕ пуçланмалла, пурин те килĕнче çĕр тĕрлĕ ĕç. Хĕрарăмăн пушшех.
Çапла сĕмленсе çӳренĕ хушăра Михапар хăй сисмесĕрех кулленхи ĕçе кӳлĕнчĕ: ĕне суса кĕчĕ (ăна Михапар амăшĕ вилсен вĕреннĕ пулнă); виçĕ пуç сурăхĕпе ĕнине кĕтĕве хăваларĕ; сĕтне сĕрсе пĕр чашăк ярса хăварчĕ те ыттине нӳхрепе антарчĕ; икĕ ачапа икĕ мăн çын валли яшка пĕçерчĕ.
Çук пуль çав, юрамасть пуль арăмне каялла чĕнсе килме. Хăй те килмерĕ нимене, мăшăрне те çынна пулăшма чарчĕ тейĕç. Çитменнине ниме пуласси çинчен урам тăрăх ачасем кăшкăрса пĕлтернипе çеç те çырлахман-ха Микулай, хăй ятарласа килсе чĕнчĕ. Паян ăна кирлĕ пулнă пуль ĕнтĕ пулăшу, ыран, тен, Михапарăн нуша сиксе тухĕ. Эрне, этемми ку, Микулай тенĕскер, Михапара килĕшсех пĕтмест. Пуçĕпех килĕшмест тесен те йăнăш пулмасть пуль. Укка ӳкĕтлес мар пулсан-и? Михапар ун патне Микулайĕ ăна пĕрмай тус та тус тесе çӳресен те вунă çулта та пĕрре каяс çук. Сивĕ çын вăл. Тата пуçтах. Хайшĕн кăна хыпса çунать. Ăçта пĕр-пĕр «хуçасăр» япала курать — килне сĕтĕрет, çийĕнчех ăна ĕçе вырнаçтарать. Пыр та туп эс вăл япалана кайран.
«А тен, кил хуçи тени сапла пулмаллă та вăл? — хăраса шухăшлать Михапар. — Тен, эпĕ кĕвĕçнипе юратмастăп Микулая? Пурте ăнса пырать ав унăн. Пирĕн пекех чухăнччĕ вăл — пуйса карĕ. Хĕрарăмсем те пулин саваççĕ эсремете».
Кăнтăрла, ачисем çывăрма выртсан, Михапарпа ашшĕ, — вăл та Михапар ятлă терĕмĕр, — пахча çумларĕç. Вара ватă Михапар çурла шăллатса хучĕ. Ку паянхи чи кирлĕ ĕç пулчĕ вĕсемшĕн. Ун ывăлĕ вăл хушăра хире тухса хăйсен ыраш анине пăхса килчĕ. Çапла, ыран халăхпа пĕрле тырă вырма тытăнмалла. Ырашĕ тĕл-тĕл ĕнсе ларнă, хăш-пĕр çĕрте ăна утса çӳресех вырма пулать. Çавă-çке вăл юрлă çыннăн, яшки те унăн тăвалла тӳнсе каять тет.
Кунĕпех ура çинче ирттерчĕ Михапар. Каçалапа арăмĕ таврăнасса кĕтнĕччĕ вăл — таврăнмарĕ Укка. Мăшăрĕ хĕр чухне Микулай амăшне пулăшма çӳренине Михапар тахçанах пĕлет-ха. Кĕçĕр Укка çывăрма унта каçма та пултарать... Хăй кĕвĕçнине нимле те пытараймасть арçын. Вăл кĕвĕçӳ-кӳлешӳ сăлтавсăр марри те паллă-ха. Анчах çапах, çапах арăмĕ, ниçта та мар, пиччĕшĕсем патĕнче çĕр каçĕ тесе шухăшласси килет Михапарăн. Ун пек шутлама та сăлтав пур-çке. Вĕсем пĕрлешсенех мĕнле хĕпĕртенĕччĕ. Укка! Килсĕр-çуртсăр çын кил тупнă-çке-ха. Кун каçипе пĕрре ларса канмастчĕ пуль айван. Тата мĕнле вĕри юрататчĕ вăл. Нивушлĕ çавăн пек çунмаллипе çунакан çын упăшкинчен сивĕнсе ăна улталама пултарĕ? Пултарать иккен çын тем тума та.
* * *
Тепĕр кун ирхине Михапар тăрса питне çунăччĕ çеç, Укка хашкаса килсе кĕчĕ. Пĕрре пăхсах ăнланчĕ Михапар: ун мăшăрĕ кĕçĕр ют арçын аллинче ирттернĕ. Паллах, чăлăм куç та хупман вăл. Пичĕ хăврăлнă ун. Тăртаннă тути чĕрĕ какай пек хĕрлĕ. Куçĕ канăçсăр. Яла усал хыпартан маларах çитсе ӳкес тесе çул тăршшĕпе чупрĕ пуль ĕнтĕ.
Укка та сăнать упăшкине. Михапар кăшт айккинелле пăрăнсанах вăл ун енне хăвăрттăн пăха-пăха илет. Темĕн пĕлет пулмалла Михапар. Е унччен çилленниех иртсе кайман-ши?
Пĕтрĕ ман карчăк тет хай ăшĕнче Мйхапар. Йыт виллине сĕтĕркеленĕ пек сĕтĕрчĕ пуль ăна Микулай тунсăха. Малтан ĕçтерсе ӳсĕртнĕ ĕнтĕ. Сăра-эрехсĕр пĕр ниме те иртмест. Ют çын арăмне кам шеллесе тăтăр?
Тен, Укка çавна шыранă та? — шухăшлать Михапар. Ĕнер хăйне çапнăшăн тавăрам терĕ пуль, мĕскĕн. Татăклă утăм тума хăй унчченех хатĕр пулнă-ха. Сăлтав çеç кирлĕ пулнă ăна. Эпĕ, ухмах, ăна сăлтавне тупса параканни. Вĕсен хушшине пырса кĕрсе — е нимене Уккапа пĕрле кайса, е иксĕмĕр те нимене каймасăр — вĕсен савăшуне сӳнтерес вырăнне кутăна персе эпĕ хам вĕсене çыхланса кайма пулăшрăм пуль çав.
— Иртнĕ каç эс ăçта çывăртăн? — терĕ Михапар сасартăк. Калаçу унталла пăрăнасса вăл хăй те кĕтменччĕ пулмалла çав самантра.
Уккана илсен, ăна тĕлĕнтермерĕ вăл ыйту. Килте ун пек калаçу хăçан та пулин тапранмаллахчĕ. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă-çке. Сăмах кунта икĕ мелрен хăшĕ çиеле тухасси пирки çеç пырать-ха: е упăшкана тĕрĕссипе каласа памалла та Микулайпа текех çыхланмалла мар, мĕншĕн тесен сăмахĕ вăл пурĕ пĕр ял хушшине сарăлать-сарăлатех; е, кас-пус хăть, тунмалла та, май килсен Микулайпа малашне те вăрттăн асса-кусса пурăнмалла. Еркĕне те Уккана çапла тума хушать. Чĕри варринче Укка хăй те çапла шухăшлать. Юратать вăл Микулая. Халĕ вăрттăн çимĕçе тутанса пăхнă хыççăн пушшех тем тума та хатĕр вăл. Çакăнта, виçĕм кун каçхи пек, килсе чĕн ăна Микулай — тухса чупать Укка. Тинех хĕрарăм чунĕ вăранчĕ пек ун ăшĕнче. Çын пĕр хут çеç пурăнать-çке çĕр çинче.
Укка еркĕнне итлем терĕ. Ыйтăва хирĕç ыйту çеç пачĕ вăл:
— Хам çуралнă ялта эп таçта та çывăрма пултарап пуль? — терĕ.
— Пултарсан-пултармасан та, ăçта çывăртăн? — çине тăчĕ Михапар.
Укка сых ятне Михапартан пĕр-ик утăм аяккарах кайса тăчĕ. Калаçăва шӳт еннелле пăрма хăтланса пăхрĕ.
— Çыпăçрĕ пăван пек. Мĕн тума кирлĕ вăл сана? Ну, эппин, килте çывăрнă пултăр.
— Çывăрайни эс унта, çывăрайман-и, сăмах халь ун пирки мар-ха. Эс кам панче çĕр каçрăн? — ухмах пек, пĕле тăркачах хăйĕнне печĕ Михапар.
— Кун пирки тыр вырса пĕтерсен калаçăпăр, халь вăхăт çук, — терĕ те Укка витрепе картана ĕне сума утрĕ.
Каллех ун сăмахĕ çиелте пулчĕ терĕ Михапар. Унтан картишне ватă Михапар тухрĕ. Унпа калаçкаларĕç вĕсем. Арăмĕпе урлă-пирлĕ перкелешнине ашшĕ илтрĕ пуль тесе вăтанса çамрăк Михапар пахчана тухса уткаласа çӳрерĕ. Ăшри çулăм çапла сĕврĕлчĕ пулмалла кăштах. Кайран хирелле утнă чух та, хирте те вăл урăх пĕр сăмах та тапратмарĕ паçăрхи çинчен. Ниме пирки те ыйтса пĕлмерĕ. Пĕр пулса иртнĕ ĕçе тулăксăр хăтланнипе каялла тума çук-çке ăна. Пĕрне-пĕри тавăрнипе те вĕçне тухма çук. Анчах капла хăварма та юрамасть ĕçе. Мĕн тумалла эппин унăн? Пĕлмест Михапар.
Саланчĕ пирĕн кил-çурт тет те вăл тепĕр хут — хăй каланине хăй ĕненмест. Вилекен хыççăн вилме çук, чĕррисем çумнех тĕршĕнме тăрăшать этем. Пурнăç ӳпне-питне кайтăр хăть, вăл çаплах ĕç çинчен шухăшлать. Унăн ачисем печĕккĕ, вĕсене çитĕнтермелле, ватă ашшĕ пур, ăна пăхмалла.
Çынна та култармалла мар хăвăнтан.
Васкаса апат çирĕç те Михапарпа Укка ыраш вырма тухрĕç.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...