Таркăн :: Пулас ниме
Çанталак ăшăтнăçем Михапар канăçсăрлана пуçларĕ. Куçĕ-пуçĕ çуталса карĕ ун, сăнĕ çурхи çилпе хуралса ларчĕ, хăй ырханланса çитрĕ. Çывăхри ялсенче шăв-шав тапранать кăна — Михапар унта васкать. Тепĕр çĕрте кантуртисене хĕнесе яраççĕ, — тахăш вăхăтра унта та Михапар пырса хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Миккие ятлать вăл, шăллу мăшкăлне чăтса пурнан тет. Ивука вăрçать...
Пĕр кун тĕнче касса çӳрерĕ Михапар, иккĕ. Юлашкинчен виçĕ кун таранччен çухалса пурăнчĕ вăл. Кĕтрĕ-кĕтрĕ те ăна Михапарăн савнă мăшăрĕ Укка юлташа аллине туя тытса Ишекелле тухса утрĕ. Хăйсен ялĕсем Михапара Ишек пасарĕнче такама темĕн йăтса панине курнă-мĕн.
Пĕлекен çынсем Уккана Ишекрен каялла Хуракассине çавăрса ячĕç. Ним ӳпкелешмесĕрех шăн çулпа пĕр пасартан тепĕр пасара сулăнчĕ хĕрарăм. Михапар хыççăн вăл çывăхри ялсене çеç мар, таçта утма та хатĕр. Паян пушшех ытларах пĕччен пулас килет ун. Упăшки якатса хунă шĕвĕр вĕçлĕ хитре туяна вăта çĕртен тытнă та Укка куракан çук-ха тесе ăна утнă май çамрăк çынла сулкаласа пырать. Çулĕпе хăй аллă латнелле çывхарнă ĕнтĕ, ачи-пăчи вĕсен пӳрт тулли, хăйне пур пĕр çамрăк пекех туять-ха Укка. Кĕлетки-çурăмĕ чăмăр ун, пĕвĕ яштака, утти çăмăл. Шухăшĕ-кăмăл! те хĕр чухнехисемех. Арçын нихçан та ывăнтарман ăна.
...Пурнăç тенин кукăр-макăрĕсем нумай иккен. Ахальтен мар сăмахĕсем те пĕр евĕр илтĕнеççĕ ав: пурнăç та пăрнăç. Эсĕ кун-çула пĕр майлă майлаштарма хăтланан, шăпу-ăраскалу ăна урăхла çавăрса хурать. Çынсем те тĕнчере ытла йышлă пуль çав, ăçтан туса çитерĕн пурин еккине?
...Тавралăха сарăлнă пĕр хăрушă чир хыççăн вĕсем килте тăваттăн тăрса юлнă: аслă пиччĕшĕсем икĕ пиччĕшĕ те улттăри Уккапа виççĕри шăллĕ. Кунне ик-виçĕ хут яшка пĕçересси, пӳрт таврашне тирпейлесе тăрасси, кĕпе-йĕм çăвасси... Килти пĕтĕм ĕç пĕчĕк Укка çине тиеннĕ. Тата, хăй калăп пек çех пулсан та, хĕрача хĕрачах: çи-пуç пирки шухăшлама тытăннă вăл. Ăна валли ăçтан укçа тупмалла? Пĕртен-пĕр май вĕсем пек чухăнсемшĕн — чăпта çапма кĕрĕшесси. Çĕрлесенче Укка хăйсен урамĕнчи пĕр çын патне чăпта çапнă çĕрте пулăшма çӳре пуçланă. Йĕп те туртнă вăл, курăс та чĕлнĕ. Ĕçленĕ çĕртех çывăрса кайса урайне тăрăнса аннисене астăвать Укка, патак та леккеленĕ ăна, выçă та ларнă вăл. Çапах çитĕнсе пынă хуллен. Вăхăт çитсен, карта хыçне тухса тăрăнтарса лартнă улмуççи чечек çурнă евĕр, пурин куçне те курăнмалла хĕр пулса тăнă Укка.
Пиччешĕсем авланнă хыççăн çеç мар, чылай малтанах упăшкаллă пурнăç çинчен ĕмĕтленме тытăннă вăл. Качча каяс-тăвас пулсан таçта çичĕ юта, пĕр-пĕр усал çынна мар, çывăха, пĕлекен çынна çеç каясчĕ тенĕ. Паллах ĕнтĕ, пуртарах çын ачи илсен тем пекехчĕ те вĕт, пăхмĕç вĕсем. Пур патне пурах пырать пуль çав. Ма пурпа çук пĕрлешмелле мар-ши? Сахаллипе нумаййи, сăмахран, лутрипе çӳлли тенĕ те Укка хăйсен ялĕнчи Вăрăм инкепе ун пĕчĕк упăшкине аса илсе кулса янă.
...Уккана ĕçчен теççĕ ав, сăнĕпе те аптрамасть пулмалла вăл. Ырханни ырхан та ĕнтĕ, йĕркеллĕ çисен, хушĕччĕ ӳт. Чăпта укçипех кăçат туянчĕ хĕрача. Пĕр-икĕ çултан акă кăштах пиччĕшĕсем те пулăшсан сарă кĕрĕк çĕлетсе тахăнĕ. Нихăш енчен те тиркемелли çук пек ăна.
Хĕр шутне кĕнĕ Укка тепĕр чухне тарăхса та илкеленĕ. Ма пирĕн пата никам та хăтана килмест тенĕ. Вара юриех темиçе çынна качча пыма килĕшмесĕр каялла тавăрса ярĕччĕ Укка. Пĕтĕм таврана ырă ят саралĕччĕ вара ун пирки. Вăл хăйĕн хакне пĕлет, кăпăр-капăр çыннах качча тухасшăн мар, чаплă хĕр çапла вăл тейĕччĕç. Пуян каччăсемех мар пулсан та, чипер кил-çуртлă, ашшĕ-амăшĕ пур каччăсемех евчĕсем яма тытăнĕччĕç ун патне. Суйла вара çавсенчен пĕрне Укка. Ма, пулмĕ-и ун пек? Пулать. Е ĕçлеме пултарайман çын-и вăл ун пек пулмасса? Апат-çимĕç пĕçерме пĕлмест-и вăл? Çине тăхăнма тум-тир çук-и ун? Сăнĕ-пуçĕ, кĕлетки-çурăмĕ хитре мар-и? Çулла кĕпе вĕççĕн урампа иртсе пынă чух арçынсем ун çине ахальтенех тĕмсĕлсе пăхса юлмĕччĕç. Эппин, кирлĕ çын вăл арçынсемшĕн. Пуртарах çын ывăлне те юрама пĕлĕччĕ-ха Укка, малтан çавăрма çеç ăс çитер вĕсене.
Çапла та, анчах çаплах та мар-мĕн. Ку вăл çиелти юхăм çеç çав. Чăнни вара никам курман çĕрте, чĕре варринче.
Пурнăç тăршшĕпех çын кама та пулин юратать. Малтан ашшĕ-амăшне, çывăх тăванĕсене, хăйпе вылякан тусне. Çын аталаннăçем ăна вăй кĕме тытăнать те, арçын пулсан ун ăшĕнче (ӳтĕнче) ар туйăмĕ, хĕр пулсан ама туйăмĕ вăранать.
Вĕсене çав çулсенче, кӳршĕ ачипе иккĕшне те, пĕр йывăр ĕç пĕрлештерсе тăнă. Йăтмалли, тултмалли япаласемпе çыхăннă ĕç мар, çывăрмасăр ура çинче ирттермелли тусанлă ĕç. Вĕсен пуласлăхĕ те, вĕсем камсем иккенĕ те — ывăл ача-и, хĕрача-и — никама та шухăшлаттарман. Мăннисене пулăшаççĕ вĕсем — хушнине итлеççĕ: мĕн те пулин илсе пырса параççĕ, кайса хураççĕ; курăс чĕлеççĕ, йĕп туртаççĕ; укçа та вĕсене пусăн çеç тӳлемелле — ытти кирлех те пулман. Мăннисем хăйсем те çавăн пек ӳснĕ-çке-ха.
Тĕлĕкри пек пурăннă ачасем. Иккĕшин те пĕрмай ыйхă килнĕ, çиессисем килнĕ. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах чăпта çапакан пӳрт хуçи ывăлĕ Микулайпа вĕсем патне ĕçе çӳрекен Укка курăс купи çине йăванса кайнă. Ĕçре вĕсем, мăннисем хушшинчи ик ача, пĕрне-пĕри пулăшма хăтланнă. Пĕрне ăçта та пулин кайма хушсан ун вырăнне тепри тухса чупнă. Уяв умĕн вĕсем хăйсем ĕçлекен пӳрте те пĕрле тирпейленĕ. Уявра вара кăмака çине юнашар хăпарса выртнă та туртнă ыйăха. Хăшĕ ывăл ача, хăшĕ хĕрача иккенĕ çинчен шухăшлама вĕсен ун чухне вăхăт та пулман пулмалла-ха. Е ăс та çитмен пуль.
Вĕсен хушшинчи туслăх акă мĕнле пăсăлнă.
Пĕррехинче ыйхăран вăраннă Укка Микулай ашшĕпе амăшĕ калаçса ларнине илтнĕ.
— Ку шĕвĕрсем малашне те çапла юнашар выртса тăрĕç-ши? —тенĕ ашшĕ. — Халĕ пырĕ те-ха, ӳсерехпе иккĕн выртса виççĕн ан тăччăр вĕсем,
— Унччен-ха... — хуравланă амăшĕ. — Кайран хăйсенне хăйсем пĕлĕç.
Уккан сехри хăпса тухнă. Кашнинчех иккĕн выртса виççĕн тăра пуçласан пӳрт тулса ларĕ, çынсемпе урам тулĕ, ял тулĕ. Эппин, ӳлĕмрен вăл Микулай çывăхне пымасть!
Çăвăнтанпа хĕрача чăнах та Микулайран пăрăнса çӳреме тытăннă, калаçман унпа, ăна та хăй çывăхне яман.
Ик ача хушшинче мĕн пулса иртнине ăнланман ватăсем вĕсене мирлештерме хăтланса пăхнă — пĕр-пĕринпе ал тытăр, чуп тăвăр тесе пĕр-пĕрин еннелле тĕке-тĕке янă, — çук, ĕç тухман. Ĕç тухма мар, ачасен туслăхне тăнчă пĕтерме çеç пулăшнă вăл. Те тĕркĕшнĕ чух хĕрачан алли таçта пырса лекнĕ, те Микулай ăна тӳрккес тытнă, Укка сасартăк пӳртрен тухса тарнă та икĕ кун ĕçе пыман.
Ĕçне пур пĕрех пăрахман-ха хăй.
Вăхăт малаллах шунă. Пурнăç улшăнса пынă май Укка та пĕр вырăнта тăман. Ӳснĕ вăл, чăмăртанса çитнĕ, хитреленсе кайнă. Чĕрĕ куçлă, çырă çӳçлĕ хура хĕр пулса тăнă вăл. Çулĕпе ĕнтĕ вунсаккăра пуснă. Хулара ун пек хĕре такам та асăрханă пулĕччĕ, ун куçĕ тĕлне пулма, ун кăмăлне çавăрма тăрăшĕччĕ. Е хĕрĕ алăран алла кайĕччĕ. Ăна пур енчен те пĕлекен пĕчĕк ялта çаракут хĕр кама кирлĕ? Пĕлессе ăна çывăхри ялсенчи каччăсем те пĕлнĕ-ха. Илĕртме хăтланса унпа вылякаласа та пăхнă хăшĕ-пĕри. Юрату сăмахĕсемпе те перкелешнĕ. Анчах ĕç тухманнипе нимсĕрех пăраха-пăраха кайнă.
Çи-пуç хатĕрленĕ Укка. Амăшĕнчен юлна тум таврашĕсене пăсса çĕленисем çумне хăй туяннисене хушнă вăл. Пиччĕшĕсем те авланиччен пулăшкаланă пуль ĕнтĕ. Чăпта çапма пăрахнă пулсан та хĕр çаплах Микулайсем патне çӳренĕ-ха. Анчах йăлăхтармăш Микулайне курма мар! — тенĕ вăл хăй ăшĕнче. Тăсăк каччă пулса тăнă йĕкĕте Укка унчченхиллех «асăрхамасăр» пурăннă. Тепĕр чух алăкра пĕрне-пĕри перĕнесле иртсен те çине тăрсах айккинелле пăхнă вăл. Апла ма кайнă-ши Укка вĕсем патне? Чирлĕ амăшне пулăшма тенĕ хĕр.
Ара, эс çын патне ĕçлесе пама çеç кайнă чухне ма кашнинчех çăвăнса тасалан, кĕпӳсене улăштара-улăштара тăхăнан тесен мĕн каланă пулĕччĕ-ши Укка?
Ăна эпĕ мар, ман урасем хăйсемех унталла утаççĕ тейĕччĕ-ши?
Микулай амăшне чăнах та пулăшса тăнă Укка. Вĕсен урайне çуса парассине, йĕкĕр витрепе шыв кӳрсе килессине, шыв хĕрне анса кĕпе чӳхессине хĕр тахçанах хăй çине илнĕ. Микулай кĕписене вăл уйрăмах таса çума тăрăшнă. Пӳртĕнчи сывлăша варкăштарса, — тепĕр чух хăйенчен хăй йĕрĕнсе, — ĕçсĕр ларакан каччă умĕнче кумса çӳренĕ мĕскĕн хĕр.
Пурăна киле Укка вĕсен тарçи пекех пулса кайнă. Килĕнчи ĕçсенчен пушăнайман хĕрача ик-виçĕ кунах пырайман вăхăтсенче Микулай ашшĕпе амăшĕ ăна çын ярса чĕнтерме те вăтанса тăман.
* * *
Те чăннипех курайман Укка кĕççе пит Микулая, те... темскер, хăй те ăнланман. Малтанах, Микулай арçын ача иккенне сасартăк тавçăрса илсен, тӳсме çук тарăхнă пулнă вăл. Микулай ăна кĕтмен çĕртен улталаса хăварнă пек. Ӳсерехпе йĕкĕт тирпейсĕрри, тăрпалтай пулни палăра пуçланă та, Уккан уншăн пичĕ пиçнĕ. Хăйне вăл ун умĕнче амăшĕ пек туйнă-çке-ха. Мĕнле вăл ачасен хушшинче лăп-лап çӳремелле, пуçа турамалла мар, урана йĕркеллĕ сырмалла мар тенĕ.
Унтан-тепĕр тĕрлĕ шухăш пырса кĕнĕ ун пуçне. Хăйĕн асĕнче Укка Микулая çăвăнтарса, тумлантарса, тирпее кĕртсе пăхнă та — чипер йĕкĕтех-çке вăл, вăрттăн Микулай, тесе шухăшланă. Мĕнле савăнмăн уншăн. Ан тив, халĕ пистертĕрех вăл хĕрсене хăйĕнчен. Укка унăннипе хăйĕн пуласлăхне курнă.
Анчах çитĕнсе çитнĕ Микулай ял тăрăх сулланса çӳрессине те пăрахнă, Укка асĕнчи ĕмĕте те йышăнман. Вăл çав çулăнах «виççĕмĕш юппине» суйласа илнĕ.
Пĕр çул каялла яла вăрман пăхакан таврăннăччĕ. Ун, кил-йышĕ пӳртне хупса хăварса темиçе çул урăх çĕрте ĕçлесе пурăннă-мĕн. Кил хуçи унтах арăмне пытарса хăварнă пулнă. Хăй те вăл сывах мар иккен. Халĕ вĕсем хĕрĕпе иккĕшех пурăнатчĕç. (Сăмахĕ тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и, пĕлместĕп, хĕрне ашшĕ ютран темĕнле арçынтан уйăрас тесе пăрахса килнĕ пулать.) Клавье тетчĕç хĕрне. Уккаран вăл сахалтан та виç-тăватă çул аслăччĕ пулмалла, ача тунă çамрăк хĕрарăм пек сарăлса чиперленсе кайнăччĕ. Ытла хитрех темелле марччĕ хăйне. Кӳпчек питлĕччĕ вăл, пысăк сăмсаллăччĕ. Сасси те пулин арçынсенни майлăччĕ ун. Çапах хăйне кура мар вĕçкĕнччĕ Клавье. Урам тăрăх, çăрха кĕсре пек, кутне пăркаласа утса çӳретчĕ. Путех, арçынсене мĕнле юрамаллине пĕлетчĕ пулас çав, аçтаха.
Картне ларман Микулай, — курăр-ха эсĕр, — çак урăм-сурăм Клавьене юратса пăрахнă. Вăйăсенче пĕр-пĕрин çинчен куçĕсене илмеççĕ. Киле те пĕрлех таврăнаççĕ. Хапха умĕнче уйрăла пĕлми тăраççĕ. Мĕн çинчен калаçаççĕ-ши вĕсем, пĕлесчĕ.
Йăлăхтармăш Клавьене кĕвĕçнипе çеç тиркесе ларнине ăнланса Укка шухăша путать. Мĕн килĕшнĕ-ши Микулая хăйĕнчен аслă Клавье çумĕнче? Вăл сарă пулни-и? Хура пулсан та Укка хăйне унран мала хурать. Вăл, Укка ĕнте, ĕç этемми, пурнăç çынни. (Хăйне вăл çапла шутлать.) Укка Клавьерен çамрăкрах, хитререх. Вĕсен хушшинчи вăрттăн тавлашура Укка çĕнтермелле пек. Мĕншĕн тесен вăл — хĕр. Чăнлăх ун енче.
Мăннисен шутне те тин çеç кĕрсе çитнĕ Микулая çавăрмалли майсем, паллах, урăх та пулнă Клавьен. Вăл — пурнăç курнă çын, ачашланма пĕлет пуль. Урам хушшинче мĕнле утса çӳренинченех курăнать — арçынсене астарма ăста вăл. (Ку вăл хальхи Укка шухăшĕ тесе астутарать автор.)
Тата тепĕр сăлтав — Клавьене ашшĕ пулăшни. Ун хӳттипе усă курса Микулайпа ун ашшĕ вăрмантан темиçе çул пурăнмалăх вутă кӳрсе тултарнăччĕ.
Ан тив, кая юлса пултăр, хăйне айăплама та манмасть Укка. Микулайпа калаçмасăр пурăнса йăнăш турĕ вăл. Хăйĕн вăйне ытлашши шанчĕ. Ун пек асаплантармалла марччĕ ачана тет те Укка, хăранипе ун сехри хăпса тухать. Тен, Микулай Укка çинчен вуннă выртса та пĕрре тĕлленмен? Хĕр хăй çумне çыпăçса чăрмантарманшăн савăннă кăна? Турăçăм, пӳлĕхçĕм те çав, мĕнле пурăнмалла тĕнчере ун пек? Мĕнле тӳссе ирттермелле тĕрĕсмарлăха?
Кĕрешмелле пуль пурнăçшăн. Кирек мĕнле пулсан та, Микулая алăран вĕçертмелле мар. Клавье арçынсем урăх та тупĕ, Уккашăн Микулай пĕртен-пĕр шанчăк, пĕртент пĕр çутă.
* * *
Çапла пуль те, пурнăçра яланах ĕмĕтленнĕ пек пулмасть-çке. Хальхинче ĕмĕтленнĕ пек мар, йăлтах урăхла çеç те мар-ха тата, пĕтĕмпе ӳпне-питне çаврăнса карĕ пирĕн Уккашăн. Арман чулĕ хушшине лекнĕ тырă пĕрчи эс...
Клавьепе Микулай арăмĕпе упăшки пек пурăннине пĕлчĕ вăл. Хĕрĕн ашшĕ кунĕ-кунĕпе вăрманта ирттерет иккен, кăсем, икĕ услап, килте иртĕхеççĕ. Малтан иккĕленнĕччĕ Укка, Микулай амăшне пулăшма пырсан курчĕ те вĕсене — ĕненчĕ. Тем туса тăкĕччĕ çакăнта Укка — мĕн тăвайăн? Микулайĕ хăйма çисе тăраннă кушак пек çуланса ларать, Клавйи вăтаннă пек туса пуçне уснă. Хăйне никам вăтантараяс çук-ха.
Укка килне тухса чупрĕ. Анчах унта та çуллă пăтă кĕтмест ăна. Килĕнче те пурнăç çук уншăн. Вăл — ытлашши унта. Кил тенинче пĕр хĕрарăм хуçаланмалла. Кусем халь виççĕн тан. Çитмен пурнăç та вăрçтарать. Пиччĕшĕсем çине тăрсах Укка валли каччă шырани çинчен калаçаççĕ. Инкĕшĕсен çăварĕнче те çав сăмахах. Вĕсем упăшка хӳттинчи пурнăçа мухтаççĕ. Качча çамрăк чух каймалла, ватă енне сулăннă хĕр никама та кирлĕ мар теççĕ.
Тепĕр эрнерен Микулайпа Клавье туйĕ пулса иртрĕ. Чирлесе ӳкнĕ Укка туй курма та, килте темле хăнасене кĕтсе кăмака умĕнче тăрмашакан инкĕшĕсене пулăшма та тăраймарĕ.
Çĕрле ăна инкĕшĕсем тухса вăратрĕç. (Укка пăлтăрта выртса тăратчĕ.)
— Атя пӳрте, хĕрсем, хăнасем кĕтеççĕ.
— Мĕнле хăна пултăр çĕр хута?
— Куран кĕрсен. Сана илме килнĕ.
Уккан чĕри шар! çурăлса карĕ. Ăна качча параççĕ!
...Пĕçертсе пăрахнипе хĕремесленсе кайнă Укка каччипе юнашар сĕтел хушшинче ларать. Тепĕр енче «сан пулас аçупа аннӳ» терĕç ăна. Пĕлет вĕсене Укка. Кăтра старикĕн ячĕ те çавнашкалах — Кăтра Калюк. Вăл Хуракассипе Ишек пасарĕнче хĕлле выльăхпа сутă тунă, çулла халăха яшка пĕçерсе çитернĕ. Ярмарка кунĕсенче хĕрсемпе пĕрле Укка та ĕçлесе курнă вĕсем патĕнче: çĕрулми шуратнă, шыв йăтнă. Хуçа ывăлĕ, хĕрĕнкĕскер, пĕрмаях хĕрсене купарчаран çапма хăтланса çӳретчĕ тет. Хирĕç хăйне çутăлтарса янăшăн хуçа арăмĕ ятласа тăкрĕ тет пĕррехинче.
— Асту, катăлса ӳкрĕн пуль ĕнтĕ ача вылянăшăн. Эпĕр сире уншăн укçа тӳлетпĕр-çке.
— Эсĕр пире укçа çапнишĕн мар, ĕçленишĕн тӳлетĕр, — терĕ тет тарăхнă хĕр.
Ӳсĕр йĕкĕт халь чĕтрекен аллипе сĕтел çинчи тăварланă кăмпана çаклатса илме тăрса муталанчĕ-муталанчĕ — илеймерĕ. Умĕнчи эрех черккине тытасшăнччĕ — ăна та тĕкса ячĕ.
— Э, пырать-çке, темех мар, эрехĕ те, кăмпи те хамăрăн, — тесе хуçа ывăлĕ сĕтел хушшинчен тухрĕ.
Çамрăксене пăлтăра вырттарчĕç. Çав çĕре Укка виçĕ япаларан астуса юлчĕ: йĕкĕт çăварĕнчен тухакан сăра-эрех шăршинчен, ачаш çĕртине ыраттарса пĕтернинчен, ӳсĕр йĕкĕте хăй çинчен урайне тĕксе антарнинчен. Вăл кĕпине йăтрĕ те килтен тухса тарчĕ. Çав çĕре Укка Микулайсен аслăкĕ çинче ирттерчĕ. Пĕр уйăх ытла кӳршĕ ялти мăн аккăшĕн лаçĕнче пытанса пурăннă вăл. Леш йĕкĕт авлансан тин ял хушшине тухнă Укка. Усал ят унчченех пĕтĕм тавралăха сарăлма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Пиччĕшĕсем — арăмĕсем хĕтĕртнипе — Уккана каялла йышăнман. Эсĕ намăс кăтартрăн пире, малашне эппин ху пĕлнĕ пек пурăнса пăх, эсĕ каснă чĕлĕ тенĕ.
Пĕр çулталăка яхăн Укка ял хушшинче ирттерчĕ. Микулай амăшне пулăшма тесе пырать те вăл унта виç-тăватă кун пурăнать. Чирлĕ хĕрарăмпа упăшки ăна ытларах та усрĕччĕç, — кинĕ пырса урлă выртакана тăрăх çавăрса хумасть, — Микулайпа арăмĕ хапхара курăннă-курăнман Укка урамалла тухса ыткăнать. Унтан хĕр тусĕсем патĕнче ĕçлет вăл, ватă мăн аккăшне, ларма пынă хĕр пек, хĕлĕпе çип арласа, пир тĕртсе, пир шуратса парать. Анчах ниçта та йăлăхтариччен тытăнса тăмасть. Хăйне тухса кайма систериччен кĕтмест. Çи-пуçĕ те чипер ун. Çӳрессе те мĕскĕне персе çӳремест. Çапах хакĕ ĕлĕкхи мар Уккан. Упăшки пăрахнă арăм, кил-çуртсăр çын теççĕ ун пирки.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...