Таркăн :: Хĕр çухалнă
Нумай вăхăт иртрĕ-и çапла, сахал-и, çанталăк ăшăтас еннелле сулăннăччĕ ĕнтĕ, анчах шыв-шур тапранманччĕ-ха, Шурчапа ун таврашĕнчи ялсене Савтепи тепре тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вăл — пач çухалчĕ. Ним шухăшламан, калаçман çĕртен. Сасартăк. Нимле йĕр хăвармасăр. Хĕлле е çуркунне пулнă пулсан татахчĕ темелле — çил-тăманра аташса кайнă е çурхи шывра путса вилнĕ тейĕччĕç. Ку чип-чипер çанталăкра, тăнăç вăхăтра, тăп-тăр кăнтăр кунĕнче (каçсерен вăл çынсемпе пĕрле выртса çывăрнă), хĕр таçта янк анса кайрĕ тейĕн.
Малтан ăна кĕткелесе пурăнчĕç-ха. Тупăнасса шанчĕç. Марфа Ефимовна кунĕ-кунĕпе крыльца çинче тĕлĕрсе кĕтсе ларатчĕ. Шурчасем Савтепи тăван ялне пăрахса таврăнчĕ пуль тетчĕç. Каççан пичче хĕрне шыраса Шурчана килсен пуп çемйи чăннипех хăрама тытăннăччĕ. Çапах шанчăкне те пуçĕпех çухатманччĕ-ха. Тен, хĕре кам та пулин вăрласа кайнă пуль те пытарса усрать, пĕрер эрнерен-иккĕрен паллă пулĕ тетчĕç.
Анчах палăртнă вăхат та иртсе кайрĕ, хĕр çухалнăранпа виç эрне те çитрĕ, Савтепи çаплах çук та çук. Аптранă Салакайăк чиркĕве пуçтарăннă халăхран та хĕр çинчен илтмен-и тесе ыйтса пăхрĕ, лаша кӳлтерсе Ишек пупĕ патне те çитсе килчĕ — усси пулмарĕ.
Савтепи тупăнмарĕ.
Александр Петрович, кил хуçи, Салакайăк пуп, пĕррехинче Янтула хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Ак сана виçĕ тенкĕ укçа, Илия, — терĕ вăл тарçи айккипе мухмăрлă куçĕпе пăхса.
— Мĕн туянмалла? — эрех илсе кил тесе каласса кĕтсе укçине аллине çеç илчĕ Янтул, кĕсйине чикмерĕ.
— Туянмалла — сутăн илмелле мар, киле ертсе килмелле. Хамăр пата.
— Кама?
— Асту, пĕлместĕн пуль эс! Савдебене ара. Хĕре!
— Ăçта вăл?
— Эп ăçтан пĕлем? — хыпса илчĕ пуп. — Шыра, йĕрле, çынсемпе калаç. Сана пултаруллă çын теççĕ вĕт. Кирек ăçтан туп, анчах Савдебесĕр ан таврăн. Ăна валтан та эсĕ ертсе килнĕччĕ мар-и? — тӳме пек пĕчĕк куçĕсене сасартăк Янтул çине тĕллерĕ пуп.
— Ăна Микка тупса килчĕ, — терĕ Янтул.
— Пур пĕрех хăратăп эпĕ санран, Илия, — пуçне пырса кĕнĕ шухăшĕнчен тĕлĕнсе каласа хучĕ пуп. — Те эсĕ эсех вăл, те пĕр-пĕр урăх çын эсĕ. Хусантан килнĕ чиновник, сăмахран. Е — таркăн-и?
Янтул-Ильмук кӳ! хĕрелсе кайрĕ.
— Ма эп... чиновник пулам?
— Е çын вĕлерен, э? Пĕр-пĕр таркăн? — хăйĕннех печĕ Салакайăк.
Янтулăн тутине шăнăр туртса лартрĕ. Çăвар ăшĕ типрĕ. Тем каласшăнччĕ вăл — калаймарĕ, чĕлхи çаврăнмарĕ.
Шухăшне каласа пĕтермех васкарĕ пуп.
— Çакăнта эс сасартăк вырăсла шакăлтаттарса калаçма тытăнас пулсан та ытлашши тĕлĕнмĕттĕм эп. Тĕрĕссипе ним чухлĕ те тĕлĕнмĕттĕм, мĕншĕн тесен темĕн те кĕтме пулассăн туйăнать санран.
— Ăмма ун пек? — аран-аран виç сăмах хĕссе кăларчĕ Янтул.
— Хам та пĕлместĕп, — терĕ пуп. — Те эс ялан темрен хăраса çӳренипе, те тепĕр чух ху çынсене хăратма пăхнипе. Пĕр япалан икĕ енĕ эс. Варринче ху тăран. Мĕнле, çилленмерĕн-и эс мана?
— Эп çилленни-çилленменни саншăн вăл ниме те пĕлтермест пуль?
— Мĕнле ан пĕлтертĕр? Пурте юратни пурте юратманнинчен лайăхрах ĕнтĕ.
— Эс хăвах каларăн-çке — çынсем мана юратмаççĕ терĕн.
— Эсĕ мĕнле, ман тарçă?
— Эпĕ те çав çынсенчен пĕри,
— Тӳррипе каланăшăн тавтапуç. Спасибо. Эпĕ сан пирки калани шӳт пулчĕ вăл. Сан сокăшна пĕлмелли шӳт. Мĕнле калаççĕ-ха? Лапчăк шӳт. Пуçа пĕр-пĕр сокăш... шохăш пырса кĕрет те, вырăнсăр шохăш полсан та, çынна каламасăр чăтаймастăп вара. Халĕ те ак, ун пек ăслă сăмахсене тарçăпа калаçмалла маррине пĕле тăркачах, санпа поплесе тăрап.
Пуп мĕн те пулин сиснипе мар, çынна юратманнипе çеç павраса тăнине чухларĕ Янтул.
— Эсĕ хуçа, сана тем супăльтетме те юрать.
— Супăльтетме? — терĕ Салакайăк. — Мĕн тени пулать вăл?
— Ăслă сăмахсем калаçнине пĕлтерет.
— Тепĕр сăмах калама ирĕк пар эс мана, Илия. Хăратăп эп санран, акă мĕн. Хăш-пĕр чух макăл пăхан та эс, ман чун тухсах каять. Пĕрре-пĕрре эс мана пусса пăрахма та пултарăн. Çĕçĕ илĕн те, сысна пуснă пек, кăх! çеç тутарăн.
— Пуш параппан çапнине илтес килмест ман, пачăшкă. Вăхăт та çук ман ăна итлесе тăма.
— О, çилленнĕ эс, Илия.
— Çилленнипе мар эп. Чĕлхе вĕçне килнĕ кашни сăмаха тăкса-акса çӳрени килĕшмест вăл сана. Мана илес пулсан, пуриншĕн те сар çу пулма та çук тĕнчере. — Вĕсем кил картинче калаçса тăратчĕç. Çапла каласа хучĕ те Янтул урамалла утрĕ.
Хуçа ăна кĕçĕн алăк патĕнче хăваласа çитрĕ.
— Каçар, турă чури, паян эп иртенпех тулашса çӳреп. Укçине эс каялла пар-ха мана. Пӳртре сана эп урăххине парăп.
Янтул ывăç тупанне саркалаçа пăхрĕ.
— Çук вăл ман алăра. Ӳкертĕм-ши эп ăна? Кăсъяра та çук. — Каялла çаврăнса шырарĕ — унта та тупаймарĕ. Çĕре ӳкернĕ укçана пуп юри пылчăк айне туса хăварнăччĕ.
— Эсĕ манран виç тенкĕ илнине тунмастăн пулĕ вĕт, Илия?
— Илнĕччĕ ара. Чиперех алăра тытса тăраттăм...
— Тунмасан юрĕ. Ме ак тепĕр ик тенкĕ. Паçăрхипе пиллĕк пулать.
— Ĕçшĕн-и ку пире е кивçен-и?
— Каларăм-çке эп сана — Савдебие шырама кайма терĕм! Ĕçшĕн эпĕр сире укçасăр тăрантаратпăр. Тата... ытти те. Парăма юлма юратмастăп эпĕ, ху пĕлен.
— Пĕлеп-ха ăна. Икĕ тенкĕпе çеç çула тухма çук...
— Малтанхи виç тенкипе пиллĕк пулать!
— Ăна тупсан та сахал. Тен, пĕрер эрнесемех е ытларах та çӳремелле пулĕ те, апат-çимĕç хаклă халь. Пире, лашапа иксĕмĕре...
— Эс мĕн, çуран çӳресшĕн мар-им?
— Анчах çурхи шыв йăтăнса анчĕ те, путса вилес тесен çула çуран тухма та юрать.
— Урапапа та шанчăклă мар, ачам...
— Эп ут утланса каясшăн...
— Апла тесен çех. Пĕрер тенкĕ хушса парас пуль аппен.
— Пĕр тенкĕ те, иккĕ те сахал, пачăшкă. Вун тенкĕрен кая пулсан калаçма та кирлĕ мар.
— Ытла эс... Вун тенкĕне курманни вунă çул ĕнтĕ. Халăх чухăн, ху пĕлен.
— Савтепие курас тесен, вăл сывă пулсан, укçа тупма тивет сирĕн.
— Ан хăрат-ха эс, Илия. Чипер çын сывă пулмасăр тата.
— Чиперри те пурăнсан-пурăнсан вилет, сывви те хĕне каять.
— Пире чĕрĕ-сывă хĕр кирлĕ, илтетĕн-и эс? Сывви!
— Эттенччĕ те вĕт, темле пулĕ-çке. Манран килес пулсан эпĕ пĕр Савтепи вырăнне ик-виçĕ Савтепи тупса килеттĕм. Вара пурне те çитĕччĕ.
— Пире пĕри те çитет, чăнни. Часрах тупса кил кăна.
— Юре, тăрăшăп, пачăшкă. Укçине çеç ан шелле эс.
— Укçапа вылямалла мар та çав... Архангельский священник ĕçĕпе çӳреп тесен сана такам та пĕр пус укçасăр хăналаса ярать.
— Хăваласа ямасан пырĕ. Вĕсем хăйсем выçă, чăвашсем.
— Ну, пуртараххи аппен. Чиркӳ çыннисем... Эс çавсем патне кĕр.
— Хăналаннипе çеç сахал, хăналама та пĕлмелле. Çын панче чăх çисен килте хур хатĕрле тенĕ. Çын сана пур кăмăлтан сăйласан та хăвăн кĕсйӳ шăтăк пулсан хăвна эс ун умĕнче ялан ăйткалакан пек туйса ларан. Укçа пур тăк, хуçа умĕнче эсĕ те хуçа.
— Эс ун пек япаласене те ăнланатни?! Ну, тĕлĕнтертĕн, турă чури. Сисеп çав, мĕнтерех эсĕ...
— Ыран çула тухмалла-и-ха ман?
— Мĕнле ыран пултăр? Паян! Халех. Çак самантрах!
— Аппен тĕк, хатĕрленем эп кайса. Лаша валли сĕлĕ илем. Хам валли çăккăр касам...
— Кас, ил, анчах васка. Тата... тепĕр сăмах, Илия. Эс Савтепи çине ытлашши пăхнă ан пултăр. Сан валли хатĕрленĕ турам мар вăл. Сан арăму та хӳхĕм.
— Юрĕ, пăхмăп.
* * *
Янтул хура пӳрте ыткăнса пырса кĕчĕ. Енчĕпеке ыталаса илчĕ.
— Çĕтĕкне-çурăкна вутта пăрах, карчăк. Сирĕн яла каяп.
— Ан тĕлĕнтер?! Хăçан?
— Кĕçех. Халех! Часрах шур кĕпе-йĕм хатĕрле. Çынсем патĕнче выртса тăмалла пулать. Улăштарса тăхăнам.
— Ăмма сасартăк? Ним шутламасăр. Пĕр калаçмасăр-тумасăр? Тен, кăшт та пулин çăккăр типĕтсе хурăттăм. Тен, шӳт тăван эс?
— Шӳт сана. Хуçа Савтепие шырама ярать. Çула май эп хунькассине кĕрсе тухасшăн. Курма. Çапла кăна. Никама çур сăмах ан асăннă пул, илтрĕн-и? Кучченеçлех пур ман.
— Тăхта-ха, Ильмук, ку хутпа хур тĕкне мĕн тума илнĕ эс? Каллех хут çине тĕрлес теместĕн пуль те?!
— Шăп пул, Енчĕпек. Эс курман-илтмен тет. Тен, çул çинче кирлĕ пулĕç. Йăвăр япаласемех мар терĕм.
— Савтепие тупсан унпа çыхланса ан кай тата эс.
— Мĕнле пуян каччăсене тиркерĕ те, манпа мĕн тăвать вăл?
— Маншăн эс темле каччăран та лайăхрах.
* * *
Сĕлĕ тултарнă хутаççине Янтул ула лаша ӳречи çине уртса ячĕ, пĕр çăкăр, çур шăрттан, темиçе тĕп сухан илчĕ те ут утланса Шурчаран тухса кайрĕ. Кăмăлĕ савăк ун паян. Пĕр эрне те пулин хăйпе хăй хуçа пулать вал. Ăçта каяс тенĕ — каять, мĕн тăвас тенĕ — тăвать. Лаши, кĕç тапса сикес пек, чĕлпĕрне кăрт та кăрт туртса пуçне ухса пырать. Янтул кăшт хăмсарсанах ыткăнĕччĕ кайăкла, лешĕ хускалмасть-ха.
Пĕр улт-çиччĕри харсăр ут вăл, çак ĕçчен лаша. Кĕтӳ пуçĕ пулас чăрсăр ăйăра çамрăклах кастарса янă та, пĕтĕм савăнăçĕ те халь ун ĕç кăна. Мăшăр ут кӳлсе сухаламалли ака пуçне пĕччен кӳлсен те, халтан кайса ӳкиччен туртать вăл. Вара тăнчă вăйĕ пĕтсен палт йăванса каять те пĕр ăстрăм вилнĕ пек выртать. Çулла, çитермере-мĕнте, çил-тăвăллă çумăр чухне, ытти лашасем çиле май тăраççĕ, ула ут, тăр пĕччен, яланах çиле хирĕç.
Тата çав тери кил шутлă вăл, çак айван ут. Пĕррехинче ăна выртмаран вăрласа кайнă пулнă. Пĕр эрне çухалса пурăннă вăл. Саккăрмĕш кунне, начарланса кайнăскер, пуçĕнчи чĕлпĕрне татса пĕтерсе çăварлăхланă йевенпех килне вĕçерĕнсе таврăннă. Ула лаша таврара паллă тĕс тесе ăна аякка ăсатнăччĕ пуль ĕнтĕ вăррисем, пур пĕрех кил тĕлне тупнă, мĕскĕн.
Малтан Янтул таврари ялсенче курăнас терĕ. Ямаша кĕрсе тухрĕ вăл. Унти старастапа калаçрĕ. Хуракасси хупахĕнче эрех илсе ĕçрĕ. Шăмат пасарĕнче пулчĕ. Юриех паллакансемпе тĕл пулма тăрăшрĕ вăл кунта. Пур çĕрте те сăмах Савтепи ячĕ тавра çаврăнчĕ. Чылайăшĕ илтнĕ-мĕн вăл хитре пике çинчен. Хăшĕ-пĕри курнă та ăна. Пĕри вăл çухалнă тенине те пĕлет ав. Анчах çак самантра Савтепи ăçта пулма пултарассине никам та калаймарĕ. Варлийĕпе ăçта та пулин тухса тарнă пуль ара теççĕ кăна. Хĕр çăмăллăн тупăнасса Янтул-Ильмук хăй те шансах пĕтмест-ха. Хитрене пурте асăрхаççĕ-çке. Пурте хапсăнаççĕ ăна. Вăл чечек пулсан — ăна татса илеççĕ. Çанталăк пулсан — савăнаççĕ унпа. Музыкăпа — киленеççĕ. Хитре хĕре — çавăрма тăрăшаççĕ. Парăнмасан вăрлаççĕ. Апла та май килмесен мĕн тăваççĕ? Кам мĕнле пĕлет пуль ентĕ. Вăйсăрри чакать пуль. Ку çынна мана пӳрмен тет пуль. Вăйли, пуянни, ăна çине тăрсах çĕнсе илме хăтланать пуль. Лешĕ ним тусан та ни парăнмасан, ни сутăнмасан пĕр-пĕр куштан мĕн шухăш тытĕ? Сăмахран, Ивуксен тискер тарçи?
Ку тĕлте Янтул кулса ячĕ çеç. Сăхă Шахрун авланас çын мар-çке. Вăл — шута кĕмест. Ивукĕ тесен татахчĕ тейĕпĕр. Савтепи çине мĕнле тĕмсĕлсе пăхатчĕ вăл. Мĕнле ăна качча илесшĕн çунатчĕ. Пуппа ун майри Янтула çула кăларса яриччен калаçнă-ши тиекпе? Савтепи пирки ыйтса пĕлнĕ-ши унран?
А тен, Ухтиван патне тарнă сар пике? Е кайнă темелле-ши? Чăнах ара. Мĕнле хальччен аса илмен ун çинчен никам та? Пĕрне-пĕри юратаççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те хитре. Савтепийĕ, тен, ытлашширех те куçа курăнмалла пуль. Сăнĕ-пуçĕ — унтан хитререх пулма та май çук-тăр, пĕвĕ-сийĕ те çурта пекех, кăмăлĕ — ытарма çук. Çĕр ĕçĕпе пурăнакана кăшт вăтамрах пулсан та пырĕччĕ ĕнтĕ, çук, йăлтах панă ăна: ăс та, сăн та, телей те. Тепринне юлашкине туртса илнĕ пуль. Тĕрĕс-и вăл?
Сутуçăсен йĕркинче Янтул шавлă Яка Иллене асăрхарĕ те аяккалла пăрăнма васкарĕ. Усалпа çыхланиччен упапа çыхлан тенĕ-çке. Вăл каç таркăн пĕр пуян хуçа патĕнче çĕр каçрĕ. Хуçа мĕн ятлине çынсенчен ыйтса пĕлчĕ те, Архангельский пупран ăна салам каларĕ. Салакайăк— Александр Петрович — сана мухтать тесе суйрĕ. Çапла майпа хăйне валли илнĕ апатне те, лашин сĕллине те сыхласа хаварчĕ. Вĕсемсĕрех Янтул хăй те тутă пулчĕ, лаши те выçă мар пулас.
Ирхине вăл хунькассинелле çул тытрĕ. Лере мĕн кирлине унти пасарта туянăп терĕ. Пырать уй варрипе юлан утлă çын. Йĕри-тавра пăхкалать, çуртсем тăрринчен юрне антарнă çăмламас ялсене курать, пурнăç çинчен шухăшлать. Çулсем ку хĕл тĕмелсе юлнă-мĕн. Эппин, кăçал тырă ăнса пулма кирлĕ-ха. Тур патăрах, тур патăрах. Вара халăх çăмăллăнах сывласа ярĕччĕ. Çынсем вилмесен, тен, эпĕр те аптрамăттăмăр, шухăшлать Янтул.
Хăйен тусне Михапара аса илет вăл. Ун пек, çĕр ĕçĕпе пурăнма килĕшĕччĕ-ши Янтул? Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен татăк çăкăршăн кĕрмешме? Кунсерен кăвак çутăлла тăрса алă çăвар патне пыми пуличчен ĕçлеме? Кил терĕшри пур япалана — ĕçме-çимене, тум-тир таврашне, ĕç хатĕрĕсене, кашăк-çăпала таранчченех — йăлтах, йăлтах! — хăвăн аллупа тума. Çут тĕнчере эсĕ, Крузо Робинзон пек, тăр пĕччен пурăнан тейĕн. Эсĕ никамран нимĕн илместĕн (тĕрĕссипе никам нимĕн памасть сана), çав вăхăтрах санран хăвăнтан çĕр те пĕр тĕрлĕ куланай, хырçă-марçă, тӳлевсем тăпăлтараççĕ — çĕрпе усă курнăшăн теççĕ, выльăх усранăшăн, вăрман каснăшăн, ача ячĕ хунăшăн, чăваш пулнăшăн, вырăсла пĕлменшĕн, тĕне кĕме килĕшменшĕн... Темшĕн те, темшĕн те! Патшалăх илет санран (укçан, тырă халлĕн; аш-пăш), тӳре-шара çаратать (çу-çăмарта, пыл...), пуп ыйтать, вăрă вăрлать, кашкăр юлашки выльăхна пăвса каять. Мĕнле чăтмалла ун пек мăшкăла? Кил-йыша мĕнпе усрамалла?
Çук, çĕр ĕçлекен пулма та килĕшес çук Янтул. Мĕн пулмалла эппин? Ăçта кайса кĕмелле мĕскĕн чăвашăн?
Янтул хăлхине сасартăк шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Сулахай енчи çывăхри ялтан умлă-хыçлă икĕ çуна, çăмăл çунасем, тухнă-мĕн, Янтул çулне пӳлсе вĕçтерсе килеççĕ. Вĕсен хыçĕнче икĕ юланут сиктерсе пырать. Малти çуна çинче тĕпре пĕр çын, ларкăч çинче иккĕн, кайри çинче вара виççĕн тан юнашар лараççĕ.
Шăнкăравлă çунасемпе халь, выçлăх çул, кам намăса пĕлмесĕр çĕмĕрттерсе çӳреме пултарать? Халăх сехрине хăпартма тухнă пĕр-пĕр харампыр-сĕлĕх е ĕçкĕпе супнă купса, е пĕр-пĕр пуян-хуçа ывăлне авлантарать (хĕрне качча парать). Вĕсемпе нихçан та лăпкăн калаçайман Янтул. Вĕсен пурин «ырлăхне» те ытлашшипех курнă вăл. Анчах çак самантра Янтул никампа та çыхланас темерĕ. Унăн хунькассине çитмелле, старикпе пуплемелле. Вĕсем килĕшсен, тен, Кĕмĕше ача пăхма илсе кайĕ?
Э, çук пуль çав, юрамасть пуль. Старикпе ун хĕресем Янтула тем тума та пултаракан çын тесе шутлаççĕ. Аçа çапасшĕ пуп патĕнче вăл чĕмсĕр тарçăра ĕçленине курĕç. Унăн хакĕ сасартăк чакса ларĕ. Ан тив, лайăх çын тесех хисеплеччĕр ĕнтĕ таркăна. Пулăшса çеç хăварас кăмăллă кил-йыша.
Ку çунасем çул çине тухсан ăçталла пăрăнĕç-ши? Тен, вĕçтерсе çеç иртсе каяс вĕсен умĕнчен? — терĕ те Янтул каллех чарчĕ хăйне. Лавсем умĕнче чипер утпа çиçтерсе пырса пуçлăхсене тарăхтарни мĕн парĕ ăна? Нимĕн те çук. Тăрать те юлать вăл луччĕ çул хĕррине. Эсĕ кай иртсе çăва патне.
Анчах капла та май килмерĕ. Çул айккинелле пăрăннă-пăрăнман Янтул уче йăшăк юр ăшне лаштăр кĕрсе ӳкрĕ. Лаши çинчен анса тăнă Янтул хăй те пĕç кăкĕ таран путрĕ. (Тӳррипе каласан, çынсем çывхарнине кура вăл маттуррăн курăнма хăтланса сикрĕ те кĕлетки йывăрăшĕпе сĕлкĕш ăшне анса кайрĕ.) Урине кĕçех сивĕ çапрĕ, атти ăшне юр кĕрсе тулчĕ.
Лавсем Янтул тĕлне çитрĕç те тăп чарăнчĕç. Малти хыçлă çуна çинчи улпут (сăн-сăпатранах, тум-тирĕнченех паллă: чăн-чăн улпут вăл), хыçалалла çаврăнса вырăсла кăшкăрчĕ:
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...