Таркăн :: Кĕркунне
«Пире кăларса яма сăлтав шырать-ши ку усал?» — шухăшларĕ Янтул.
— Эпĕ те сана ăнланмастăп, пачăшкă. Мĕн шыратăн эсĕ ман çумра? Мĕн кирлĕ сана манран?
— Халех калатап, — терĕ Салакайăк.
Янтул хăраса ӳкрĕ.
— Тен, сире пирĕн ĕç çырлахтармасть? — хăрушă сăмах илтеп пуль тесе ăна сăмах айне туса яма е каяраха та пулин хăварма тăрăшрĕ Янтул. — Эпир япăх ĕçлетпĕр пуль? Кахал-наян пуль?
— Халь кăна мухтарăм-çке сире? Тавтапуç терĕм.
— Вара — мĕн кирлĕ сире?
— Сан чуну кирлĕ. Çавă çитмест мана.
Янтул стена çумне таянчĕ.
— Ытла нумая хапсăнмастăн-ши эс, пачăшкă? Чуна сутса ĕçессисем патнех çитмен-ха эпĕ.
— Тӳп-тӳррипех калам эппин. Ним пытармасăр. Сана тус тăвас тетĕп эпĕ, Илия. Матушкăна та килĕшетĕн эс.
— Тус? Шӳт пуль ку?
— Мĕнле шӳт пултăр. Чăннипех калатăп, Паян Писриев господинпа калаçнă хыççăн пуçа пырса кĕчĕ.
— Мĕн терĕ вара вăл, Чикмерен килнĕ улпут?
— Пĕлет пулмалла вăл сана. Е урамра курсан юратса пăрахнă-и? Сан ятна ыйтса пĕлчĕ. Каларăм эп — Илья терем. Мухтарăм.
«Е палламан вĕсем, е айăпăм Чикмере пысăках пулман», — тесе шухăшласа ларчĕ Янтул.
Çамрăк Спиридона кантурти ĕç хучĕсене çырма вĕрентекен А. В. Писриев становой пристав палласа илнĕ пулнă Янтула. Тен, хăй çеç вăл ун пирки пуçне ытлашши ватман та пулĕччĕ, çын пек çын таçта та пур, лавккаран тухсан ăна полици хуралçи систернĕ-мĕн.
— Калама юрать-и сире, хоспотин?
— Мĕн каласшăн эс?
— Леш таркăнĕ çакă вăл.
— Хăшĕ — çакă?
— Лавккара табак илсе каяканни.
— Ăнланмалла калама пултаратни эс? Ăçтан тарнă вăл?
— Пĕлтĕр Чикмерен хупнă çĕртен тухса тарни...
— Мĕншĕн хупнăччĕ-ха эпĕр ăна?
— Çĕрле хупах чӳречине çапса ватнăшăн. Карчăкĕпе те килĕштерсе пурăнайман вăл.
«Апла эсĕр мана та лартас тейĕр?» — шухăшланă Писриев кулкаласа.
— Юрать, лашасене асту кайса. Тепрер сехетрен-иккĕрен çула тухăпăр. Таркăнĕ пирки эс нумай ан ваклаш, сан ĕç мар вăл.
Тӳррипе каласан, становой пристав хăй те Чикме хулинче ссылкăра пурăннă-ха, пĕлессе çеç ун пирки Хусан кăна пĕлнĕ. Кĕпĕрне пуçлăхĕсем. Пуян осетин йăхĕнчен тухнă çынсем, ун ашшĕпе амăшĕ, Кавказран юнлă тавăру йăлине пула тарнă пулнă. Питĕрте вĕсем чаплă çурт-йĕр туяннă, пысăк çынсемпе паллашса пĕтнĕ. Çăмăл кĕлеткеллĕ çамрăк Александр, вĕсен ывăлĕ, утпа вĕçтерсе çӳреме, хĕç-пăшалпа выляма юратнинчен, 1812 çулхи отечественнăй вăрçă пуçланнă-пуçланман Писриев 1-мĕш Александр патшан походри канцелярийĕнче ĕçлеме тытăннинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Парижра та пулнă вăл. Дунайра шыва кĕнĕ. Раççейре мĕнле вырăна ларас тенĕ — çавăнта ларма пултарнă. Анчах арăмĕпе иккĕшĕ хушшинче темле пăтăрмах сиксе тухнипе пулас министр е дипломат пĕчĕк хулари полици тытăмне те аран çеç вырнаçкаланă.
Кăçал кĕркунне каялла Питĕре таврăнать А. В. Писриев. Те тăванĕсенчен кам та пулин вилнĕ ĕнтĕ, те ссылка срокĕ тухнă. Шеллет ăна, хăйĕн пуçлăхĕ пулнă çынна, Михайлов Спиридон. Лăпкă çынччĕ вăл, ĕçе тĕплĕ пĕлетчĕ, йĕркелĕхе юрататчĕ, вĕренме тăрăшакансене пулăшатчĕ тет.
— Сыпар-и тата пăртак? — пырса кĕчĕ Янтул хăлхине пуп сасси.
— Эсĕ ĕç, манăн пуç çаврăнса карĕ-ха, — терĕ вăл.
— Эппин, тăхтар кăштах... Кил-çурт çавăрма пулăшап эп сире. Сасартăк мар ĕнтĕ, хуллен-хуллен. Хăçан та пулин. Выльăх чунĕ туянтарăп. Апат-çимĕç, çи-пуç пирĕн пулĕ...
— Эпир мĕнпе саплăпăр вара вăл ырлăхсемшĕн?
— Эсĕ те мана пулăш, урăх нимĕн те ыйтмастăп эп санран. Тата ĕçлесе пар. Эп шухăшланă тăрăх, пирĕн, икĕ арçыннăн, ма хирĕçсе пурăнмалла? Хăвна килĕшет пулсан халăх хушшинче эс мана ӳлĕмрен те вăрçма пултаран, тархасшăн. Манпа çеç эсĕ чунна уçса калаç. Шухăш-кăмална ан пытар. Мĕн илтен ялта, мĕн куран, кампа туслашан, вăл мĕнле çын таранччен... Çынсене мĕн хăратать, мĕн савăнтарать, мĕн кĕтеççĕ вĕсем — йăлтах пĕлсе тăрам эп. Пĕтĕмпех пĕлем. («Унпа туслашасшăн пуль-çке эс манпа», — тавçăрса илчĕ Янтул.) Приходра сакăр ял. Кашнинчех мĕн чухлĕ çын пурăнать. Пуринпе те калаçма мар, хăшне-пĕрне курмастăн та. Самани лăпкă мар халь, çыннисем хивре, таçта тем сиксе тухасси пур. Тур хăтартăр та, вăрçă-харçă тапранса кайсан никам чĕрĕ юлмĕ... Эс мана каçсерен кала-кала парăттăн.
— Пулмасть манран ун пек ĕçпе аппаланасси, — терĕ Янтул кулкаласа. Халь ун, хăрушлăх иртсе кайнă хыççăн, вĕçĕмсĕр кулас килет.
— Ма ан пултăр? — тĕлĕнче пуп.
— Вăхăт çук. Ĕç нумай. Тата... юрăхлă мар эп вăл ĕç валли.
— Ма юрăхлă мар тет?
— Ара, хăвах каларăн-çке: мана юратмастăн терĕн. Пĕрне-пĕри килĕштермен çынсем ăçтан туссем пулччăр? Кампа та пулин чуна уçса калаçма вăл çынна шанас, хисеплес пулать-çке.
— Мĕнле ăнланмастăн эс, Илия! Çавă лайăх та ĕнте. Пире хирĕçсе пурнаççĕ-ха кусем тесе çынсем санпа ним пытармасăр калаçĕç. Эпир ав — вăрттăн туссем! («Сысна сан тусу», — терĕ Янтул хăй ăшĕнче.) Халăх сăмахне эс мана шăлса тăрăн.
«Эсĕ вара — кантуртисене-и?» — шухăшларĕ Янтул.
— Пире эсĕр тарçа илнĕ-çке, пачăшкă. Вăй хурса ĕçлеме. Суха тума, тырă вырма, выльăх пăхма... Урăхла ĕç хушасси пирки валтан çăвар та уçман. Çурт лартса парассине те çавăн чухнех асăнтăр. Халь эсĕр ăна урăхла ĕçпе çыхăнтарасшăн. Тĕрĕс мар вĕт вăл ун пек?
— Э-э, итле-ха, турă чури, вăл енне кайсан эсĕ те мана хытă улталарăн. Сире эп тĕне кĕнĕ пуль тенĕччĕ эсир — киреметçĕсем пулса тăтăр. Эсĕ пĕрмай чиркӳ тăшманĕсене тупса туслашма тăрăшан. Михапар унта, ыттисем. Ку — тĕрĕс япала-и? Манăн, Христос тĕнне чăваш хушшине саракан çыннăн, хам килте тĕшмĕше ĕненекенсене пытарса усрамалла-ши? Ун пек кам итлĕ мана? Çук, текех улталаймастăн эс. Виççĕрен пĕри: е эсир тĕне кĕретĕр те ерçӳллĕ чух чиркĕве çӳреме тытăнатăр, эсĕ эп хушнине итлетĕн, е — урăх вырăн шырама тивет сирĕн.
— Эрехне ярса пар-ха, аппен, пачăшкă. Виççĕмĕшĕ мĕн?
— Ăна паçăр систертĕм-ха эпĕ. Хам сăмах пак туса каларăм. Вулăс тиекĕ пит шанмасть сана. Вăл ахаль тарçă мар, тен, вуçех те тарçă мар вăл, ун чул çын тĕнче касса çӳренине курман эп, темĕн вăрттăнлăхĕ пур ун пурнăçĕнче тет сан пирки. Ун хыççăн халь эпĕ те иккĕлене пуçларăм. Чăнах, ма эсир хальччен тĕне кĕмен, паян кун та çаплах туртăнса тăран-ха, ăçтан эс вĕреннĕ çынла калаçма хăнăхнă, ма пĕрмай çăвăнма тăрăшан, йĕри-тавра шикленсе пăхкалан?.. Кĕскен каласан, ма эс ытти тарçăсам пак мар?
«Кунтан та кайма тивет», — шухăшларĕ Янтул. Анчах ăçта кайĕ вăл ыран-тепĕр кунсемех çăмăлланас арăмĕпе хĕле хирĕç?
— Ара, кам панче пурăннине асра тытатăн-çке-ха. Пĕр-пĕр мужик килĕнче эпĕ те мужик пекех çӳренĕ — çăвăнмасăр та ирттернĕ, чĕлхе-çăварăн та чаракĕ пулман. Мĕн пуçа пырса кĕнĕ — лапăртатнă. Вĕреннĕ çынсем панче кирек кам та хăйне тирпейлĕрех тытма тăрăшать ĕнтĕ... Юрать, эс каланипе килĕшем эпĕ. Анчах пуринпе те мар. Ял халăхĕ манпа шанса калаçтăр тесен шыва кĕртме ан васка эс пире.
— Каллех «ан васка». Килти тарçăсене тĕне кĕртеймесен кам итлĕ мана ялта? Эс мана çывăх çын пулса пĕр япала ăнлантарса пар-ха тархасшăн. Ма эсĕ, сан тусу Михапар тата ыттисем хăшĕ-пĕри, Христос тĕнне йышăнма çав териех хăратăр? Ман пĕтĕм ĕçе пăсса тăратăр эсир.
— Эпĕ те ыйтам-и, пачăшкă, санран пĕр сăмах?
— Эс каллех таçта кĕрсе каян пуль ĕнтĕ. Ну, ыйтса пăх эппин. Çиллентерсен — ху айăплă.
— Ма çилленмелле? Эпир туссем терĕн-çке.
— Э, апла тесен. Атя, ăйт эппин.
— Сана вырăс тĕнне пăрахтарса пĕр-пĕр урăх тĕне... сăмахран, мусульман тĕнне йышăнтарас тесе хупăрласан эсĕ мĕн каланă пулăттăн?
— Ытлашши сӳпĕлтетсе кайрăн эс, турă чури! Эпир — аслă халăх, хамăр, магнит пак, шăкăр-макăр халăхсене: чăвашсене унта, çармăссене, тутарсене — хамăр еннелле туртатпăр. Сирĕн пуласлăх — вырăссемпе хутшăнса кайса çухаласси. Малтан эпир сире Христос тĕнне йышăнтаратпăр, унтан вырăсла вĕрентме тытăнатпăр. Унтан...
— Тăхта-ха, пачăшкă. Ма чăвашрах юлма юрамасть? Эпир капла та яланах вырăссемпе пĕрле-çке?
— Юрамасть чăвашра юлма! Халь эсир хăвăр туррăрсене пуç çапатăр. Унтан хăвăр патшăра лартас тейĕр... Ун пак ашкăнма никам та ирĕк памасть сире. Кашни халăх хăйĕн ĕненĕвĕсемпе, хăйĕн чĕлхипе çăрăлса пурăнни сиен кăна кӳрет çĕр-шыва. Пурин те Христос турра ĕненмелле, вырăсла калаçмалла. Эпир, вырăссем, ытти халăхсене е парăнтарнă, е аяккалла, Раççейĕн инçетри хĕррине, хăваласа янă. Е эс чунна пире пар, е куç курман çĕрелле тар. Эпир кайса лекмен кĕтессенче, таçта шуйттан шăтăкĕсенче вăхăтлăха тытăнса тăма пултаратăр эсир. Вăхăтлăха çеç, çавна асту. Вăй илсен эпир сире унтан та хӳтерсе кăларса яратпăр.
Мĕнле тăрса юлнă эсир халиччен Раççей варринче? Чĕмсĕр пурăнма вĕреннипе. Выльăх шайне çити анса ларнипе. Анчах халĕ — чăрмантаратăр эсир пире. Сирĕн вырăнта, эсир йышăнса тăракан çĕр çинче, урăххисем, лайăххисем пурăнма пултараççĕ.
Çакăнта хăйĕн хуçи мар, урăх çын пулнă пулсан Янтул мĕн туса хурассине хăй те пĕлмест. Е тытса хĕнĕччĕ пупа, ăна пӳртрен кăларса перĕччĕ, сĕтелне çапса ватĕччĕ... Ун вырăнне халь сак çине хутланса ларнă та вăл пуп çине кураймасăр пăхса ларать.
Лешĕ те тарăхнă.
— Сирĕн пек вак-тĕвек йăхсем мĕн вăл? — тет Сала-кайăк Янтул еннелле пăхмасăр. — Кĕçех ак пĕтĕм Раççей, унтан пĕтĕм Ази православи тĕнне йышăнĕ. Ăслă чăвашсем тахçанах, çăмăллăнах хĕрессем çакса çӳреме килĕшнĕ, хăйсен ухмахла ячĕсене пăрахса вырăс ячĕсене илнĕ. Киремете чӳклес вырăнне халь вĕсем савăнсах çӳлти турра пуç çапаççĕ.
Хăйне мĕнле чарса тăчĕ пулсан та пупа йĕплесе илмесĕр чăтаймарĕ Янтул.
— Вăл ăсчахсем, çăмăллăнах Христос тĕнне йышăннисем, ӳкĕтлекен е тĕрлĕ ырлăхсем сĕнекен тупăнсан çавăн пекех çăмăллăн тутар-мишере те куçма пултараççĕ. Нумайăшĕ куçнă та. Вырăн шыраса çӳренĕ чух пĕр ялта куртăм та эпĕ...
— Хăш ялта? — Янтула куçĕнчен чăр пăхрĕ пуп. — Мĕн тутара тухнă-и? Халех аслисене пĕлтерес, айăплисене тĕрмене хупса питĕрччĕр.
— Ялĕпех-и?
— Кирлĕ пулсан аулăсĕпе те тустарса тухаççĕ. Мĕн ятлă вăл ял?
— Айтман эпĕ. Таçта тутар чиккинчеччĕ вăл.
— Тен, может, Тутаркас?
— Çук, унтан инçерех. Урăх вулăсрах.
Пуп кăштах эрех ярса ĕçрĕ те кĕленчине шăпăр шăтăкне кайса пытарчĕ. Вара алăкăн-тĕпелĕн утса хăй тĕллĕн калаçма тытăнчĕ.
— Темĕнле киремет теççĕ, хĕрт-сурт, вутăш, арçурри... Никам пĕлсе пĕтереймĕ. Мĕнсем вĕсем, çав иçмассасем, турă пеккисем-и, шуйттансем-и? Кама мĕнле çăмăллăх вĕсенчен? Сиенĕ паллă ĕнтĕ. Мĕн чул выльăх пĕтеретĕр.
— Чиркӳсем те йӳне лармаççĕ...
— Каларăн! Чиркӳ — кирлĕ япала. Вăл — турă çурчĕ.
...Ку чăнлăх Янтул чĕрине çиçĕм пек çутатса ячĕ. Кур-ха эс, мĕнле ăнланман вăл çак ансат япалана халиччен? Пĕр-ик шкальккă эрех илсе ĕçрĕ те вăл кулкаласа ял варрипе утса кайрĕ. Пупа курчĕ — куçне çеç хĕссе илчĕ. Лешĕ чарăнса çаврăнса тăчĕ те тарçине тахçанччен тĕлĕнсе пăхса ăсатрĕ.
Каярахпа Янтул пуçламан çăкăра карта тăрăх йăвалантарса çӳрекен сыснана кутĕнчен тапса сиктерчĕ. Нăйк! турĕ те шĕвĕр сăмса хуп алăка шăтарса тухса вĕçрĕ. Сасси ку енне юлчĕ, хăй урама персе тухрĕ.
Хуçинеччĕ çакăн пек, шухăшларĕ таркăн. Ма мĕскĕне персе лармалла унăн пуп умĕнче? Тата кантуртисенчен ма хăрамалла? Мĕнех тăвĕç вĕсем таркăна? Ну, хупса лартĕç тейĕпĕр. Тен, эппин, чи хăрушши — персе е çакса вĕлерме те пултарĕç, мĕншĕн тесен хĕç-пăшал вĕсен аллинче. Уншăн вара кашни кун сехĕрленсе вилсе çӳрес-и? Пĕрре вилесси вырăнне пин хут вилес-и? Ак кăна куртăн-и? Ха-ха!
Тӳре-шарасем миçен? Ялти, вулăсри, уесри халăхпа танлаштарсан хăшĕ темиçе хут ытларах? Халăх. Кам вăйлăрах? Халăх. Янтул мар — халăх пайĕ, — харам пырсем, сĕлĕхсем, сăрă хуртсем чĕтресе пуранччăр, акă мĕн!
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...