Таркăн :: Кутăн шалçа
Янтул-Ильмук пахчасен хыçĕпе анаталла утрĕ. Урама тухсан хăнăхнă йăлапа чăл-чал ун-кун пăхса илчĕ. Тен, каллех кам та пулин хыçалтан шăршласа пырать? Çук пек туйăнчĕ. Йĕрлесе пыма мар, тĕл пулнă çынсем аяккалла пăрăннине асăрхарĕ вăл. Пĕр старикпе хĕрача утма чарăнса ăна шăппăн ирттерсе ячĕç. Унтан пĕр хĕрарăм тарчĕ унран. Ун еннелле пăха-пăха тармаллипе тарчĕ. Хăйсен урамĕнчи Савир мучи, вăйсăр куçлăскер, Янтула уртарса ямалли юлашки тумлам пулчĕ пулас. Ăна палласа илсе сасартăк пăрăнма тăчĕ те вăл хăйĕн урисемпе çыхланса ӳкрĕ.
Эх хыпса илчĕ Янтул!
— Эс мĕн ĕрĕхсе çӳретĕн, ват супнă? — тесе ăна тăма пулăшрĕ вăл.
— Сана çул парас тенĕччĕ те ĕлкĕреймерĕм ав.
— Мана çул парса тăма эп пуп мар пуль?
— Попех полмасан та он тарçи çавах.
— Пупĕ-качки çăва патне, супрĕç унпа чисти, — текелесе Янтул малалла утрĕ. Хветле пӳрчĕн çенĕкĕ умĕнче ăна Ультӳç карчăк тытса чарчĕ.
— Кĕме юрамасть, ачам, ан ӳпкелеш.
— Ухтивана курмалла ман.
— Пурĕ пĕр юрамасть. Ăна курма пушшех те юрамасть,
— Ак тата санпала. Мĕн пулнă-ши ун пекех?
— Чирлĕ вăл.
— Паçăр анчах кулкаласа ларатчĕ-çке?
— Халь кăна çывăрса карĕ вăл.
— Эп алăкран çех пăхса илем эппин.
— Апла та юрамасть, вĕрĕлме пултарать. Сан куçу йăвăр теççĕ.
— Ăçтан паллă вăл — ман куç йăвăрри?
— Сана чӳк тума чĕнтĕмĕр те — çăмăр çумарĕ теççĕ.
— Эп чарнă-им ăна çума? Ак тупăннă ухмахсем.
— Пĕлместĕп ĕнтĕ, кам чарнă пуль. Ял-ялĕнче çапла ситрелеççĕ. Кантуртисене те чӳк туни çинчен эс систернĕ пулать.
«Ак мĕншĕн тараççĕ мăнран ял çыннисем», — сехĕрленсе шухăшларĕ Янтул.
Урамра вăл хăйпе пĕр çулалли этеме курчĕ. Анчах Янтул мăтăк, ку — çӳллĕ (Янтулпа танлаштарсан), хитре. Çырă çуçлĕ, кунĕ сăнлă. Карта çумĕнче Янтул еннелле ăш пиллĕн пăхса тăнăран Янтул та ăна хирĕç чарăнчĕ. Ку çын та пăрахса тармасан юрĕччĕ.
— Эс ку ялсем мар пулмалла, ыр çыннăм, паллаймарăм сана, — иккĕленсе аллине тăснă пекки турĕ вăл. Ют çын ăна савăнсах тытса чăмăртарĕ.
— Эп шуркассисем, — терĕ вăл лăпкăн. — Мана Каççан теççĕ. Хĕр патне апатпа килсеттĕм те, курмарăн пуль эс ăна?
— Кам панче ĕçлет вăл сан?
— Ĕçлесси-мĕнĕ, Савтепи çак пӳрте пурăнма куçнă терĕç.
— Сан хĕрӳ-и-ха вăл? Пĕлеп эп ăна. Анчах халь курмарăм Савтепие. Кĕртмерĕç мана пӳрте.
— Мана та çапла вăт. Килсе çӳреме хушмасть хĕр. Апатне çех илсе юлчĕç.
«Килĕнче» Янтула Хветле картишне чĕнсе кăларчĕ.
— Сана каç пулттипе çăва çине пыма хушрĕç, Ильмук.
— Çăва çине?! Каçхине? Хушрĕç?! Камсем?
— Хуллентерех эс. Хамăр ялсем ара. Тата... кам...
— Кам-ха? Ма хуллен калаçмалла? Мĕн тума çĕрле каймалла çăва çине?
— Пĕлен унта...
— Шăтăк чавмалла пуль ĕнтĕ, урăх мĕнле ĕç пултăр унта? Кам вилнĕ-ши?
— Никам та вилмен. Урăхла ĕç унта. Шалча çапмалла...
— Мĕн шалчи?
— Кутăн шалча.
— Кутăн шалча?! Мĕнле япала вăл — кутăн шалча? Ăçта çапмалла тет ăна?
Хветле кулса ячĕ.
— Сăнна ытла мыскаралла тăван эс, Ильмук. Ача пак. Сухаллă ача. Шалчине çăва çине çапаççĕ. Çын пытарнă шăтăка.
— Нимĕн те ăнланмастăп. Йĕркеллĕ калама пултарат-ни эс?
— Чăваш пуль эс, мĕнле ăнланмастăн?
— Ăнланмастăп вот.
— Тĕрĕссипе, ăна эп хам та пĕлсех пĕтерейместĕп. Çăмăр çуман çул çапаççĕ тенине çех илтнĕ. Валтан вăрмана кайса йăвăçне касса килеççĕ тет. Вара...
— Тăхта-ха, кăна эс ма мана калан, Хветле?
— Ара, ху пусăхласа ăйтан та. Ахаль пулсан эп çăвар та уçас çукчĕ.
— Ну, эппин, ма эс пĕр-пĕр урăх çынна мар, мана каларăн?
— Сана калама хушнăран ара.
— Кам хушрĕ-ха ăна?
— Ял çыннисем терĕм-çке.
— Кам-кам-ха, ял çыннисем? Пĕр тăрук пĕтĕм ял халăхĕ-и? Пуху туса каларĕç-и?
— Кулатăн мар-и эс манран? — терĕ те Хветле çаврăнчĕ те утрĕ лаçалла.
Вăл каç Янтул Хветле каланă çĕре мар, хăй ун кив пӳртне вырнаçтарнă çынсем патне васкарĕ. Çăва çинче хăть пуçхĕрлĕ терĕ. Урăх тăрăхра халăх мĕнле пурăннине пĕлесси килчĕ ун. Курнă çынсем каласа панине илтесси килчĕ. Атту пĕрмай «теççĕ» те «теççĕ». Тен, темеççĕ, ĕç тăваççĕ?
Пăр çунă чух хир варрине тăрса юлнă çын пек Янтул. Пурте лексе ыраттарать ăна. Пурте чĕри варрине йĕр хăварать. Пĕри вăрçрĕ ăна паян (хăйĕн хуçи Архангельский пуп: эсĕ ман патра юратса ĕçлеместĕн, килти çын пек мар терĕ. Тĕрĕссине тĕрĕсех каларĕ-ха), тепри çилленчĕ ав (Хветле), виççĕмĕшĕ тав турĕ (пуп майри Марфа Ефимовна; пĕрмаях чирлĕ вăл. Вăрмантан хурăн çăпанĕ касса килсе панăшăн Янтула вăрттăн аллă пус кĕмел укçа тыттарчĕ; табак илме вăл юрарĕ); Енчĕпек халь кăна куççуль юхтарса юлчĕ (эсĕ пĕртте манпа ларми пултăн, ăш вĕçнĕ çын пек, пĕрмай таçта чупан, такама юратса пăрахман-и эс терĕ. Кăвак хуппи çиçсе илнĕ евĕр, вĕсем патĕнче хитре Савтепи курăнса кайнăранпа Енчĕпек йăлтах канăçне çухатнă. Хĕр çинчен вăл пурри-çукки таранччен пĕлет).
Чĕлĕм мăкăрлантарса пыракан Янтул урамра анатран хăпаракан Михапарпа унăн икĕ хĕрне тĕл пулчĕ. Хутаçпа темĕн йăтнă Михапар. Те пурпă, те çăнăхпа, кĕписем виççĕшин те шуралса пĕтнĕ.
— Аван-и! Ăçтан таврăнатăр?
— Арман хуçи панче ĕçлерĕмĕр. Кăштах çăнăх пулчĕ. Эс ху ăçта кайма тухрăн?
— Ухтиванпа ун тусĕсене курасшăн-ха. Хветле пӳртĕнче пурнаççĕ.
— Ухтиван чирлĕччĕ мар-и?
— Сывалнă вăл. Çамрăк шăмшак-çке.
— Итле-ха, манăн та курасчĕ ăна. Эп ун ашшĕне те лайăх пĕлеттĕм. Халь эс унта каятăн-и?
— Унта каяп.
— Эп те пырам мар-и?
— Атя ара.
— Сарихвепе Унепи, эсĕр киле утăр. Эп Ухтиванпа курса калаçам.
Хĕрсем тăвалла утрĕç, Янтулпа Михапар — анаталла. Нумай та кайманччĕ, Михапар чарăнчĕ.
— Хутаçпа çын патне пыма ырă-ши? Тен, ăна сирĕн пата лартса хăварар?
— Çăнăх-и вăл? Пупĕнчен те хăрамалла. Пирĕн вăл... мĕнтерех вĕт.
— Ăна пĕлеппĕр-ха. Çук, ку çăнăха тивес çук Салакайăк. Ăна эпĕр арман стенисем çинче шăлса пуçтартăмăр.
Ачисене Михапар çурма тусанлă çăнăхпа усрасшăн! Пуп сыснисене Янтул çăкăр çитерет. Ыранах вăл ку çăнăха лайăххипе улăштарса, тепĕр çавăн чул çĕнĕрен хушса, никам тăриччен Михапарсене леçсе парать. Çăкăр та ӳлĕмрен шăвĕр сăмсасене сахал лекĕ.
Мĕнле те пулин май тупса пĕрре-пĕрре Енчĕпек килнĕ те çитсе килесчĕ. Пĕрер пăт çăнăх тем пекехчĕ вĕсене. Тата кăштах укçа парасчĕ. Анчах ăçтан татса илмелле ăна ку тăруçăн?
— Атя, лартса хăварар, — терĕ Янтул лăпкăн. Вĕсем каялла çаврăнса утрĕç.
Тепĕр ик-виçĕ минутран каллех урамра курăнчĕç.
Ял хушшинче çимĕç тăвакан йывăçсем нумай. Улмуççисем, чей çырли тĕмĕсем, кӳкен, çĕмĕртпе пилеш, палан — пурте çеçкере. Çуркунне ăшă килнипе, çумăр çуманнипе лĕтĕм ӳсентăран васкать кăçал. Пуп пахчинчи сирень чечекне тăкнă. Сывлăшра тутлă шăршă тăрать. Çав вăхăтрах ун витĕр тусан шăрши те палăрать. Ял вĕçĕнчи вăрманта кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетет, йытăсем, пĕр-пĕринчен курмаллах тенĕ пек, сас тăваççĕ.
«А мĕн, пĕр-пĕр вулăс кантурне çыру ĕçне кĕрсен ялта та пурăнма пулать пуль?» — тесе шухăшласа пырать Янтул-Ильмук.
Вĕрлĕк хапха шал енче вĕсене пĕчĕк карчăкпа çамрăк хĕрарăм, Ухтиванпа пĕрле килнĕ йĕкĕт мăшăрĕ, кĕтсе илчĕç. (Капла каланипе хăшĕ-пĕри, тен, хĕрарăмсем картишне ятарласа икĕ туса кĕтсе илме тухнă тесе ăнланĕç. Çук, ик хĕрарăм хăйсен ĕçĕпе çӳренĕ пулнă. Çав вахăтра унта Янтулпа Михапар пырса кĕнĕ. Çапла кăна.) Карчăк аллинче темле чĕресчĕ. Карта умĕнче качака çынсем еннелле пăхса кавлесе тăратчĕ.
— Ухтиван сывлăхĕ халь мĕнле? — ыйтрĕ Янтул.
— Чиперехчĕ-ха, уçăлса çитет пуль ĕнтĕ, — терĕ карчăк кăмăллăн.— Пӳрте кĕрĕр, вĕсем унта. Ухтаван сана хăй те курасшăнччĕ-ха. Эпĕр качака сума тухрăмăр.
— Ку тата ăçтан тупăнчĕ?
— Ара ĕнтĕ, кашни çыннăнах хурăнташĕ-тăванĕ пур-çке. Пурнăç тăвас тесен тем те кирлĕ çынна. Выльăхĕ пур та вĕсен ăна курăк çине кăкарма вĕренĕ çук-ха.
— Вĕренне тупатпăр! — шантарчĕ Янтул. — Вĕренех пулмасан та качакана кăкарма вăрăм пăяв та юрать.
Çамраксене пулăшакансем вĕсемсĕр пуçне те тупăнни Янтул чĕрин пĕр кĕтессинче кĕвĕçӳ туйăмĕ пекки вăратрĕ пулас та (çамрăксене чи малтан вăл асăрханă-çке-ха, яла та Ухтиванпа ун тусĕсĕне Янтул илсе килнĕ, вĕсен валли пӳрт те çавă тупма пулăшнă, халĕ ырă ятлă пулса ларма çăмăл), Янтул вăл намăс туйăма курăнмиех пытарчĕ. Ял куштанĕсем мĕншĕн курайман Ухтивана? Мĕншĕн салатнă вĕсен кил-йышне? Ухтиван хăйсене хирĕç тăнăран. Çавăнпа халăх юратать йĕкĕте. Пит те лайăх! Пурте пулăшчăр пăлхавçăсене. Йыш та вĕсен хушăнсах пытăр. Янтул та вĕсемпе пĕрле сенĕк йăтать.
Пӳрте кĕме тăнă Янтулпа Михапара хирĕç çенĕкрен Ухтиванпа çармăс ачи Миклай тухрĕç.
— Аван-и! — вырăс йăлипе килнĕ çынсен аллисене тытса чăмăртарĕ Ухтиван. — Вăхăт пур-и сирĕн? Тен, çав пахча карти çумĕнчи пĕрене çине ларар? Пӳртре пăчă.
Пĕрене çине ларчĕç. Янтул çулупа çапса чĕлĕм чĕртрĕ.
— Эс туртмастăн-и?
— Çук, — терĕ Ухтиван. — Пире вăрмантан килме пулăшнăшăн... тата ыттишĕн те спаçипă сана. Эп хам тĕллĕн утса çитейместĕмччĕ пулĕ.
— Утса çитме терĕн. Кĕлеткӳне те тытаймастăн. Сана эп вырăнна выртмаллах чирлесе ӳкрĕ пуль тесе хăранăччĕ.
— Выртса тăма ман вырăнĕ çук та, вăраха тăсăлмалла чирлес мар терĕм, — йал! кулчĕ Ухтиван. — Ĕнер мана ăншăрт ӳкнĕччĕ пулмалла, тӳсме çук пĕçертсе пăрахрĕ. Чир мана пĕр те пĕр çыпăçсан çынна паллайми тăвать вĕт. Ну, лăскать вара, ну, силлет. Яланах иккĕрен пĕри эп: е йăлтах сывă, е пуçа та çĕклейместĕп. Ультюç кинеми килмен пулсан эп халĕ те пайтахчен тăраймастăм пулĕ, — хăйсем патнелле пĕчĕк карчăк чĕреспе йывăç курка йăтса пынине курса кăмăллăн калаçрĕ Ухтиван.
— Сана эпĕ мар, тăван ен сыватрĕ. Тăван енчи ӳсентăран, — тесе тӳрлетрĕ карчăк хăйне. — Сывлăш та мĕнле уçă пирĕн...
— Çĕр çех хĕсĕр. Шыв та типсе ларасшăн ав. Сывлăш та шăл хушшинче кăчăртатать.
— Шăл хушшинче кăчăртатсан та хамăр çĕр вăл. Эп ăна ют çĕрти мамăк пек çĕрпе улăштармастăп. Пирĕн аттесем-аннесем те, асаттесем-аçаннесем те çакăнта пурăнса ирттернĕ, таçта ютра янтă çăккăр шыраса çӳремен.
— Кинеми мана текех ниçта та ярасшăн мăр, — терĕ Ухтиван Янтула. — Тĕнче касса çӳресе çитет ĕнтĕ сана тет. Тепре кайăн та таврăнаймăн тет. Хăйĕн килĕнчи качакине çавăтса килсе пачĕ пире.
— Э, аса илтертĕн, ачам, тавтапуç. — Куркине сĕт тултарчĕ те карчăк Янтула сĕнчĕ. — Ĕçсе пăх-ха чухăн çын ĕни сĕтне. Пирĕн хăна вĕт эс. Паçăрхи сан кучченеçӳ чухах пулчĕ пире.
Ĕçмесен — ырă мар ĕнтĕ, тиркенĕ пек пулĕ, ĕçсен — хăйсене юлмĕ. Пĕрех хут суям терĕ Янтул.
— Тăхлачă темеллеччĕ-ши, инке-и?..
— Кирек мĕн каласан та юрать. Хĕрарăмсене тутар пурне те инке тет.
— Ан ятла та мана, качака сĕтне хăнăхман эпĕ. Кăшт сыпсанах ăш хăпарма тытăнать. Хисеп туса сĕннĕшĕн тавтапуç сана.
— Ну, ан ӳпкелеш эппин. Тыт, Ухтиван.
— Хăвăра валли юлать-и унта?
— Эпĕр Сулькапа иксĕмĕр тутă. Савтепи кĕçĕр килĕнче çывăрать. Ку — сирĕн тӳпе.
— Эппин, ĕçер, Миклай. Сĕт мĕнлеччĕ-ха сирĕнле?
— Шешшер.
— Хитре сăмах!
— Эс мĕн, татах каясшăн-и таçта!
— Каясси-мĕнĕ, кунти тымарсем ман татăлса пĕтрĕç пуль ĕнтĕ? —хăйĕнчен хăй ыйтнă пек каларĕ Ухтиван. — Тăван ялта кил-çурт пекки юлнăччĕ, ăна та çунтарса янă тет иккен. Ыран Миклайпа кайса куратпăр-ха Шуркассине. Туссем те пур ман унта.
— Тăшмансем те-и?
— Вĕсем те пур. Тен, вĕсем шавлăрах та пуль, — терĕ Ухтиван кăшт шухăшланă хыççăн.
— Ялĕ инçе-и вăл сирĕн?
— Виç-тăватă çухрăм кăна.
— Çуралнă яла çитсе курмаллах, — çирĕплетрĕ Янтул. — Хальхинче эс аяккалла каяс пулсан ăçталла çул тытасшăн?
— Атăл таврашĕнче çӳреп пуль ĕнтĕ. Тен, Шупашкара та кĕрсе тухмалла.
— Ытла час тăман-ши эс ура çине? — Ухтивана сăнаса пăхрĕ Янтул. Йĕкет сăнĕ çурма тĕттĕмре шуранка курăнать. Кĕлетки-çурăмĕпе самаях чипер-мĕн хăй, Янтул пек мар — яштака, çӳллĕ. — Вĕрĕлес-тăвасран чăнах та шиклĕ ютра.
— Аптракан марччĕ-ха эп, — терĕ Ухтиван.
— Эй, ан мухтан, ачам, — хуллен кăна сас пачĕ чересне пăлтăра лартса тухнă карчăк. — Ĕнерхи пек чирлесе ӳксен е хĕне кайсан ют çĕрте кама кирлĕ эсĕ? Кашнин хăйĕн ĕçĕ, хăйĕн терчĕ. Кам апат пĕçерсе çитерĕ сана, кам шыв ăсса парĕ? Чирлемесен те, ма хăвăр пирки çех шухăшламалла? Эсĕ ялтан тухса карăн, Хĕлип тухса карĕ. Эсĕр тутă, сирĕн çийĕр питĕ тейĕпĕр. Ыттисем мĕнле пурнаççĕ ялта? Нумай ачаллă Михапар ăçта кайса кĕтĕр? Мултиер мĕнле пурăнĕ?
Ухтиван яшт сиксе тăчĕ те вăтанса каялла ларчĕ.
— Мĕнле пурнать вăл, ман Мултиер пичче?
— Пурнать... Тытса вĕтеççĕ ăна, хупса лартаççĕ, кăлараççĕ...
— Яла юлас тесен те халĕ ăçта пурăнăп эпĕ, ырă кинемиçĕм?
— Сан чул çын валли, ачам, таçта та алăк уçă. Тимĕрçĕ пӳрчĕ те ялта пуш-пушах. Хăйне, апăршана, тытса кайнă тет. Пӳртне тустаркаларĕç пулмалла та, эсĕр, икĕ арçын, майлаштаратăр ăна. Ял халăхĕ те пулăшать сире, пĕлетĕп эп. Куштансене тарăхтарас тесех пулăшать.
— Тавтапуç, кинеми. Шухăшласа пăхăпăр. Тăван ен пирки те эсĕ тĕрĕс каларăн. Çапах та ура çине тăма пулăшаканĕ вăл, чи малтан, сывлăш-мĕн мар, эсĕ пултăн, пирĕн ылтăн кинеми. Пĕлтĕр те мана вилес çĕртен эсĕ çăлтăн.
Янтул шухăшĕпе, вырăс çынни ĕнтĕ ку тĕлте карчăка çупăрласа илĕччĕ, чуп тунă пекки тăвĕччĕ. Чăваш ав чĕринче темле вĕри туйăм çунсан та вăтаннипе вырăнтан та хускалмарĕ.
— Ырă сăмахушăн тавах, ачам. Шăм-шакку çăмăл сан сипленине пăхăнать, — терĕ карчăк.
«Ман куç йывăр иккен-ха», — кĕвĕçсе аса илчĕ Янтул карчăкăн ирхинехи сăмахне.
Миклайпа çамрăк хĕрарăм çывăрма кĕчĕç. Карчăк лупас айĕнчи кустăрмасăр урапа çине кайса выртса шăпланчĕ.
— Ма çак пӳртрех пурăнас мар сирĕн? — паçăрхи калаçăва çĕнĕрен хускатрĕ Янтул. — Ун хуçисем пирĕнпе пĕрле пуп панче ĕçлесе пурнаççĕ. Пĕр сăмахсăрах килĕшеççĕ! вĕсем, пуплерĕмĕр эпĕр.
— Тен, аппен, кунта Сулькала Миклая хăварар? — ыйтăва татса парасси вĕсенчен килнĕ пек, Янтулпа Михапар еннелле çаврăнчĕ Ухтиван. — Вĕсем арлă-арăмлă та, ялан çын куçĕ умĕнче йăлăхтарать пуль. Тăван ялĕсене таврăнма иртерех-ха вĕсен. Пĕри хăйĕн пулас упăшкине, тепри пулас арăмне пăрахса туйран тухса тарнă. Миклай кунта ял халăхĕшĕн кирлĕ çынах пулма пултарать. Вăл тытман ĕç çук пуль — кăмакаçă та вăл, кăçат пусма та ăста, ут таврашне çĕлеме-юсама та пĕлет. Çынсене пулăшма та ӳркенсе тăмасть. Пĕр çитменлĕх çеç кансĕрлет ăна — ваклама юратмасть вăл. Ытти енчен унран шанчăклă çын та çук-тăр.
...Янтул хăлхине йытăсем харкашни илтĕнсе карĕ. Тури урама ют çын пырса кĕчĕ-мĕн, йытăсем туртса çурас пек вĕреççĕ. Кам мурĕ çӳрет-ши çĕр хута? Ыра çын кăнтăр çутипе килет-ха. Юрать килĕнче мар Янтул. Енчĕпеке Марфа Ефимовна тивтермĕ-ха. Микки те унтах.
— Мĕнле пурнатăр, Михапар пичче? Нимĕн те шарламастăн темшĕн.
— Итлесе ларап-ха эп. Тата сан çине савăнса пăхап. Çитĕнсе кайнă эс, Ухтиван. Чăн-чăн арçын пулса тăнă.
— Тепле ĕнтĕ. Хама курмасп та эп.
— Мĕнле савăнĕччĕ халь аçу.
Тен, каламалла марччĕ Михапарăн ку сăмаха тесе шухăшларĕ Янтул. Ухтиван ашшĕне Шуркасси куштанĕсем çапса пăрахни çинчен илтнĕ вăл.
Ухтиван хаш сывларĕ кăна. Талпăнса вĕрекен йытăсен сасси шыв хĕрринелле анчĕ. Тури касăрисем çĕрлехи хураха хăваласа ятăмăр терĕç пуль, лăпкăраххăн вĕре пуçларĕç. Вĕсемпе пĕрле Янтул та савăнчĕ. Хăрушлăх пирĕн тĕлтен иртсе карĕ-ха, тавтапуç терĕ.
Айвантарах кăмăллă Михапар çаплах хăй хускатнă калаçуран пăрăнаймасть-ха.
— Килсе çӳреме хăрамасни эс? — терĕ вăл Ухтивана. — Сан пек пулсан эп кунта ура ярса пусмăттăм.
— Çуралнă кĕтес-çке. Ним çук пулсан та хăй патнелле туртать вăл. Аттепе анне те ман кунта выртаççĕ... Ырă пурнăç шырасси пирки тесен, ытти çĕрте те сахал вăл, Михапар пичче. Пирĕншĕн сахал. Унта та хуçара укçа ларать.
— Çапах çăткăн Салакайăка, кантур йăттисене, Яка Илле хурахне курмăттăм.
— Урăх çĕрте те салакайăксем, ивуксем пур, ячĕсем çех урăх вĕсен. Теприсем, тен, пирĕн патрисенчен те куштанрах пуль.
— Сан шухăшупа вара мĕн — çут тĕнчере те пурăнмалла мар-и? Килте те, килĕри пек, тĕвеççĕ пире, ялта та япăх. Ăçта кайса кĕмелле ĕç этеммин?
— Ейĕкре1 ав ялĕ-ялĕпе çĕкленнĕ тет, мĕн тумаллине никамран та ăйтса тăман. Тӳресене тыта-тыта тӳпеленĕ, пупсене путарнă.
— Ейĕкĕ ăçтарах-ши вăл?
— Таçта Атăл леш енче теççĕ. Унта çех мар, Çĕрпӳ таврашĕнче те çынсем ура çине тăнă.
Янтул Ухтиванпа Михапар калаçнине тĕлĕнсе итлесе ларать. Тен, ун Çĕрпӳ хулине каймалла? Пăлхавçăсемпе пĕрле кантурсене çунтарса, пупĕ-çăвисене хăваласа ярас. Тĕп пулччăр харам пырсем, ултавçăсем, хуçасем!
Куçĕнче тем мăкăлтатнă пек туйăннипе урам еннелле пăхать те вăл вĕрлĕк хапхи умĕнче тулта çын кĕлетки тăнине асăрхать. Хăлхине хупласа йытăсен сасси сасартăк илтĕнсе каять. Анчах кашни йытти хăйĕн килĕ умĕнче вĕрет-мĕн. Аялтан çӳлелле пăхнипе тĕттĕм кĕлетке кăвак тӳпе çине ӳкнĕ евĕр курăнать. Пĕр хул пуççийĕ усăнчăк-мĕн унăн.
Варринче ларакан Ухтивана Янтул айккинчен тĕкет, хăлхинчен пăшăлтатса калать:
— Урамалла пăх-ха. Хуллентерех эс.
Виççĕш те вĕсем пĕр харăс сиксе тăраççĕ. Яланхи пекех, ун пек чухне ал айне нимĕн лекмест. Янтул пахча карти вĕрлĕкне туртса кăларать. Урама чупса тухаççĕ, шыраса çаврăнаççĕ, — никам та çук.
— Эс куртăн-и ăна, Ухтиван?
— Курмасăр. Шахрунччĕ вăл.
— Шалçаччĕ вăл йексĕке!
— Кĕтсе илет вăл ăна пĕрре.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...