Таркăн :: Аптранă кăвакал


— Ку мĕнле çыру? — хăраса ӳкет Янтул. Этем тӳрех ун патне утса пырать.

— Эсĕ кам? Ăçти çын? Сан хушамату мĕнле? — Янтул çине чăркăшса пăхса вырăсла тĕпчеме тытăнать вăл. Сăнран хăй чăвашах пулас-ха.

Крыльца çине старшина тухса тăнă. «Çаклантăм», — тет Янтул хăй ăшĕнче. Вăл тарласа хĕремесленсе каять.

— Ма тăруках... сасартăк «эс мĕн ятлă?» Мана тиек пĕлет. Тиек господин. Калаçнă эп унпа... Ялта чух. Хамăр ялта. Малтан, тен, пӳрте кĕмеллеччĕ пуль? Паллашма. Сăмах пулсан паллах ĕнтĕ. Манăн вăхăчĕ те çукрах та... — пăтранатъ Янтул. Калаçнă май вăл хăйĕнчен хăй йĕрĕнсе тăрать: мĕнле вĕтĕртеттерет, тăкать самахне тет, хăйшĕн çын умĕнче вăтанать.

Неушлĕ тытса каясси патнех çитсе тухĕ ĕç-пуç тесе йĕри-тавра пăхкаласа илет таркăн. Мĕн тейĕн эс, тытĕç те сĕтĕрсе кайĕç касамата. Темĕн те кĕтме пулать. Старшини мĕнле тĕреклĕ ав, пырса уртăнсан вăкăра йăвантарса ярĕ. Ку хăйпашки çеç пулсан... хăйпе калаçаканни...

Уп пекки виççĕн сиксе ларсан та ним те марччĕ-ха. Ывăтнă та янă вĕсене виççĕшне виç еннелле. Пуçтар кайран янахху шăммисене.

— Сана эпир хăçан килме каланă? — янăрашать кантур этемми. Куçне Янтул тепĕр еннелле пăрсан вăл та çавăн та кайса тăрать, Янтул еннелле хаяррăн пăхать. Ăна вĕсем старшини-мĕнĕ пĕрле каварлашса чĕнтернĕ пуль-ха — Ма эсĕ ĕçлĕ çынсене кĕттеретĕн? — ĕрлешет-янăрашать этем кĕлетки. Унтан аллинчи хучĕ çине пĕчĕк куçĕпе тинкерет. — Кам эсĕ, сана пуçлăхсем кĕтсе тăма? Эльхерей-и е кĕпĕрне çыруçийĕ-и? Çапкаланчăк эсĕ, акă кам. Иртен-çӳрен.

Янтул хуллен тăна кĕрсе пырать. Шăкăр-шакăрах тытса хупмарĕç-ха эппин, эпĕ камне пĕлмеççĕ тет вăл. Пĕр-пĕр кантуртан вырăнтан кăларса янă тиек теççĕ пуль ĕнтĕ. Хăйсене чăрмантаракан. Вĕсем халăхран сăптăрас укçана илекен. Вĕсен çăкрине çиекен. Çынсен куçне уçакан. Çавăнпа вĕсем Янтула кунтан хăваласа ярасшăн пулĕç. Ăна хăратма пăхĕç.

Çапла ăнланать кантур йыттисене таркăн. Ун шухăшĕ тӳрре килсен ниçта та каймасть вăл кунтан. Урăхла пулсан та каймасть. Ĕçĕ пĕтмен ун ку тăрăхра. Килĕшет ăна ку енче. Кантуртисен пырне ларнă шăмă пек пурăнĕ Янтул Элентей старик патĕнче. Хăйне хисеплемесĕр калаçнине çеç мар, вĕсем вăрçнине те чăтса ирттерĕ Енчĕпекшĕн.

Старшина ӳсĕр-мĕн, крыльца çинче тайкаланса, сулланкаласа тăчĕ-тăчĕ те çĕре анчĕ, урам варрипе анаталла сĕнккерĕ. Пĕр-ик кил тĕлĕнчен иртнĕччĕ-и вăл, çук-и, каялла çаврăнчĕ те Янтулпа этем патне пырса ăк! турĕ. Анчах нимĕн те калаймарĕ, кантуралла сулланчĕ.

«Килне кайма карчăкĕнчен хăрарĕ. Халь ĕнтĕ кантурта ăйха туртать», — шухăшларĕ Янтул.

Хĕсĕк куç ăна аяккарах чĕнсе кайрĕ.

— Манăн сăмах пурччĕ те, халĕ ерçместĕп эпĕ, — терĕ вăл шăппăн. — Кĕçех чĕнтерĕп эп сана, кĕтсе тăр эсĕ. — Çапла каларĕ те кантур йĕке хӳри çывăхри хушлăха кĕрсе çухалчĕ.

Тӳре-шаран сăмах пĕтменнине Янтул та туять-ха. Ятлаçма çеç чĕнмен пуль вĕсем. Темĕнле шухăш пулĕ вĕсен. Мĕнле шухăш-ши?

Янтул пахча карти çумĕнчи пĕрене çине ларчĕ. Кам патне те пулин кĕрсе вĕри яшка сыпсан пăсмастчĕ те вĕт, леш шĕвĕр шырама тухĕ. Атя, çакăнтах кĕтсе илес ĕнтĕ ăна, савăнтăр.

Хăна турĕç Янтула кантуртисем, кĕтсех тăр. Вырăна та кĕчĕ вăл. Авланса пӳрт лартасси çех юлчĕ.

Шухăшпа тем тумă та пулать иккен. Чăннипе çеç вăл кантур таврашĕпе пĕр чĕлхе тупаймасть. Лешсем камне ытла лайăх пĕлет. Витĕр курса тăрать вĕсене. Пĕтĕм кахал та вăрă-хурах унта. Харам пырсем, куштан-пуян. Тата вĕсен хӳрешки. Кут çулама юратакансем.

Вĕсем те Янтула пĕлеççĕ. Лешĕ темле йăвашшăн курăнас тесен те часах ун йĕпписем çине пыра-пыра тăрăнаççĕ. Янтула ĕçрен кăларса яраççĕ.

Хальхинче чеерех пулма шутларĕ Янтул. Кирек мĕн каласан та хирĕç чĕнес мар терĕ. Кĕске вăхăта чăтса ирттерме пулĕ.

 

Малалли пĕр сыпăка эпир çурринчен куратпар.

...Хушлăх хĕрринчи улт кĕтеслĕ çурт. Урама урлă вăл. Кантур еннелле тухакан пĕчĕк чӳрече умĕнче тĕпел кукринче паçăрхи хытанка этемпе, вулăсри тиек помощникĕпе, ун ачи, вунвиççĕ-вунтăваттăсене çитнĕ тăсланкă, кĕрмешсе тăраççĕ. Вĕсем иккешĕ те чӳречерен пăхасшăн. Тата урăххинчен-мĕнтен мар, шăп кăна çав тĕнĕ шăтăкĕ пеккинчен. Ашшĕн сăлтав пур-ха: урамра кĕтсе тăракан Янтул вĕсен пӳртĕнчен çакăнтан çех курăнать. Яра куна тулта ĕнтĕркесе тăнă çын мĕн хăтланса пĕтĕ-ши тет вăл. Тĕл пулса калаçмалла-çке-ха вĕсен паян. Этемрен куласшăн вăл, мăшкăлласа авасшăн ăна. Тăтăр анăраса кайиччен урамра тет. Власть кам аллинчине систĕр, тарăхтăр, анчах парăнтăр тет. Вара тин тухать «пуçлăх». Çăкăра хĕрарăмсем кăмакаран вăхăтра кăларма пĕлнĕ пекех, кĕтсе тăракан çын патне те ни кая юлмасăр, ни кирлĕ вăхăт çитмесĕр тухмалла мар. Çав саманта кĕтет кантур йĕке хӳри. Янтулран вăл укçа сăптăрса юлма ĕмĕтленет. Май пур таран ытларах илесчĕ тет. Çемьерен вăрттăн тыткалама та, ытти çĕрте те укçа кирлĕ ăна. Вăйĕ çавăнта ун, тиек помощникĕн. Укçа пур — этем вăл. Укçа çук — хакĕ те çук ун. Турпас татки кăна вăл. Асси. Ячĕ те пулин çук ун ял хушшинче — Христин упăшки теççĕ çеç. Хисеп те çук. Нимĕн те çук.

Ачи чӳрече патне ашшĕне кура пынă-мĕн. Ашшĕ пăхма тытăнсанах ăна сирсе урамалла тинкерет вăл. Пăхать — раснах нимех те çук пек. Темĕнле этем шăнса ларать кантур умĕнче. Кӳршĕ çынни ĕнине çавăтса иртет...

— Эс мĕн пăхан, ашшĕ?

Лешĕ чӳрече анине пуçне чикнĕ те шăп-шăпăрт тăрать. Пăхать, пăхать, пăхать хăй. Ача ун урине хыçалтан пăявпа çаклатать те карт! туртать. Ашшĕ кĕптĕр-кептĕр! урайне персе ăнать. Паçăртанпа вăл ӳке-ӳке чĕркуççине шуратса пĕтернĕ ĕнтĕ, чавсине шăйăрнă...

— Ме эс урăх кандăкран пăхмастăн, кунда тăрăнадăн? — тет вăл ачи умĕнче йăпăлтатса. Хăйне чăвашла мана пуçланă пек кăтартас тесе шавлă хупа саспаллисене çивĕччĕн калать: лажа, кажăк, пурдă тет.

— Урăх кантăкран эс кур, мана кунта та лайăх, — тавăрать ачи.

— Сан бек пулзан эп ăрамран кĕмĕттĕм. Эзĕ мăннизене чăрмандаран.

— Мăнни тупăннă. — Ашшĕне ача кашăкпа пуçĕнчен шак! тутарать, кутĕнчен лаплаттарса тапать.

Макăрас патне çитнĕ «кил хуçи» сак çинче чăлха çыхса ларакан арăмне пулăшма чĕнет.

— Христин, ма чармастăн ачуна? Курмастăн-им, мĕнле аташать?

— Турчăка илсен иксĕре те лекет ак, — тет ĕшенчĕк хĕрарăм.

...Тата тепĕр сехет иртнĕ. Ĕнтĕ кăнтăрла çитесси те инçе мар. Ача шалти пӳлĕмре. Уçнă алăкран унтан кушак çухăрни илтĕнет. Хăйпак этем хальхинче тĕпелте пĕчченех. Хăлхине аллипе хупланă та вăл урамалла пăхса тăрать. Ăна Янтул пăхăнни килĕшнĕ. Вĕренленĕ лаша пек, тăратса хăварнă вырăнтан ниçта та кайман вăл. Ирхине Христин упăшкине курсан хăраса ӳкни те япăх мар. Çын тени вăл аслисенчен чĕтресе тăтăр. Тиек помощникĕ те хăйне пуçлăх тет. Пуринчен ытла, хальхи пек, тиек килте çук чух, старшина ĕçке ярăнсан, турă пулăштăр вĕсене.

Вăл ирхинехине аса илет. Ма пит сехĕрленсе пăхрĕ ку çын ун аллинчи хут çине? Хут листине Христин упăшки çу чĕркеме илнĕччĕ. Ял çынни хутран хăрани паллă-ха вăл. Сутпа хут уншăн çĕлен-калтаран хăрушă. Çын ячĕ пĕрре хут çине ӳксен ăна ĕмĕр сĕтĕреççĕ вара, ним хăвармиччен çаратаççĕ. Ку вĕреннĕскер-çке. Хут унăн çăкăрĕ пулмалла пек. Эппин, ма хăрать вăл? Тата — мĕншĕн килĕнче пурăнмасть, тĕнче касса çӳрет?

«Тен, таркăн вăл? — çиçсе илет Христин упăшки пуçĕнче. Тĕлĕнмелле шухăш. Чи малтан вăл хăй шартах сикет. — Кама та пулин вĕлернĕ пуль те. Ав мĕнле тĕреклĕ вăл».

Тулта тем улшăннине асăрхать тиек. Мĕн улшăннă унта? Э, çын пуçне чикнĕ-мĕн. Апат çиет. Айккинелле пăрăнса ларнă та тем кăшлать ав. Пурăнасшăн этем. Тен, асаплантарса çитет ăна? Кантура чĕнсе кĕртсе калаçас та — кайтăр çăва патне.

...«Кил хуçи» алăкăн-тĕпелĕн пĕр-иккĕ утса çавранчĕ те чӳрече патне пынăччĕ, пăхать — çук этем! Тарнă Янтул! Ак сана пысăк сум укçа. Нумая хапсăнса пĕр пуссăр тăрса юлăн çав.

Вăл хăппăл-хаппăл тумланчĕ те урама сиксе тухрĕ. Пӳрт алăкĕнче кушак çине пырса кĕчĕ. Кĕçĕн алăкра арăмне перĕнчĕ. Часрах, часрах! Ак хушлăх кĕтесси. Урам... Янтул инçех те кайман-мĕн, ури çывăрса ларнипе тĕкĕлтетсе утса пырать. Христин упăшки хăваласа çитрĕ те ăна хулĕнчен уртăнчĕ.

— Адя кантура, калазьăбăр...

Пĕррех! силлерĕ Янтул ун аллине. Христин упăшки шăн çĕр çумне кайса çапăнчĕ. Нăч! турĕ. Алли темле татăлса ӳкмерĕ-çке, пуçĕ темле шăтмарĕ. Тăна кĕнĕ пек пулса çĕкленчĕ те вăл Янтул çине пăхрĕ. Пĕтĕм çан-çурăмĕ сăрăлтатса илчĕ ун, çӳç-пуçĕ чăшăл хускалчĕ. Янтул куçĕ вут та хĕм сирпĕтсе тăрать, сăнĕ тискер, чышкисене чăмăртаса тытнă. Пĕрре çапса виç çынна вĕлерĕ.

«Маларах тухмаллаччĕ, çынна ытлашши уртарса ятăм, Леврен ăçта-ши?» — шухăшларĕ хăйпак.

Пĕри вăйлă та хаяр, тепри катемпи пек сăнсăр, вĕсем пĕр самант пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç. Вара Янтул аллисене çĕрелле лашт усрĕ, шăм-шакне çемçетрĕ те палт çаврăнса кантура кĕрех кайрĕ. Ун хыççăн Христин упăшки лăкăштатрĕ.

 

Вĕсем канцелярире. Пĕри сĕтел хушшинче, тепри алăк патĕнче. Тиек помощникĕ çырмалли хатĕрсем майлаштарать. Пĕр хут листине юри çавăркаласа, унта çырнине Янтулпа танлаштарнă пек туса ун еннелле сăнаса пăхать. Халĕ вăл йăлтах лăпланса çитнĕ. Кунта вăл хăй хуçа-çке. Кантура ăшăтса тăракан Леврен старик те юнашарах, коридора вут йăтать. Старшина çеç ан вăрантăрччĕ...

Алăк патĕнче ларакан Янтул мăйне тăсса сĕтел çине кĕтевлĕн пăхать. Кантур йĕке хӳри хут листипе вылянине курсан çех ун сăнĕ кăшт улшăнать, куç айĕнчи шăнăр сиксе илет.

«Неушлĕ паçăрхи хутах?» — шухăшлать Янтул сĕтел хушшинче чакаланса ларакан этем, кĕлетки çине кураймасăр пăхса. Хăйĕн ирĕкĕ пулсан ăна вăл тапса çех ывăтса ярĕччĕ. Çак асси, çак çĕр кăвапи, çак усал çур кун кĕттерчĕ ăна. Халĕ тата темле хут таткипе хăратма пăхать. Темĕн хăртаса тултарнă-çке унта?

Янтул кунта хăйне ырă мар туйнине Хрнстин упăшки те курать. Хăйне, выранта ларакан çынна, юратманнине те сисет. Килнĕ çын хаярри те таçтанах паллă. Пичĕ мĕнле туртăшать ав.

«Çук, нимĕн те тăваймастăн эс мана, — тавлашать Христин упăшки хăй ăшĕнче Янтулпа. — Сан пеккисене мар эпĕ... эпир хутлата-хутлата хунă. Хаксăр тенĕ çынах кантура вырнаçрăм. Ан тив, укçам та халь çак шампа хырăмсене, тиекпе старшинана, кӳптермех кайса пĕттĕр. Ун вырăнне... хăçан та пулин тиеке ларсан йăлтах каялла тавăратăп. Ытлашшипех тавăрап».

— Ну-с, мĕнрен пуçлăпăр калаçăва? — пуçне хут çинчен çĕклерĕ Христин упăшки.

Янтул тӳрленсе ларчĕ. Халех мĕншĕн чĕнтернине пĕлетĕп терĕ вăл.

— Итлетĕп сире...

— Малтан манăн итлес килет-ха.

— Мĕн пĕлесшĕн эсĕ?

— Темĕн те пĕлмелле ман. Малтанлăха ятна кала эппин.

Янтул-Ильмук кулнă пекки турĕ.

— Мĕн тума? Шалу илместĕп эп сиртен. Куланай тӳлемелли те çук ман. Ирĕк çын эп. Кантурăн ман çумра нимле ĕç те çук.

— Çын çĕре кĕрсен çех ирĕке тухать. Унччен пĕрмаях пăхăнса тăмалла ун. Килте — кил-йыша, ялта — ял пуçĕсене, вулăсра — кантура... Эсĕ ăçта халь? Пирĕн вулăс çĕрĕ çинче. Мĕн тума килнĕ эс кунта — паллă мар. Тен, эсе туимкке тӳлессинчен пăрăнса çӳрен... Е... хурах эс... с... с...

Янтул кантур сĕтелне кĕтессинчен кашт çĕклерĕ те... (ăна вăл Христин упăшки çине тĕксе ярасшăнччĕ) Чикме хулинчи хупаха, унти тĕркĕшĕве аса илчĕ... Сĕтелне каялла лартрĕ. Ун çинчен сирпĕнсе кайнă чернил кĕленчи, сăрлă урая вараласа, стена çумне кусса çитсе выртрĕ.

— Каçар, ӳкертĕм, — тесе чернил савăтне вырăнне илсе лартрĕ Янтул.

Халь ĕнтĕ Христин упăшки кулса ячĕ.

— Эсĕ ухмах маррине ирхинех сисрĕм эп. Камăн хăйĕн пурнăçне пăсас килтĕр? Çапăçиччен калаçса татăлмалла. Çитменне ăнланмăрăн эс мана. «Сăмахран каласан» тесшĕнччĕ эп...

— Ыйт эппин часрах, мĕн ыйтмалли пур.

— Эсĕ мĕн ятлă?

Янтул пичĕ пĕçерсе илчĕ.

— Пĕлетĕн эс ăна.

— Ма пит йывăр сана ятна калама?

— Ну, эппин, Ильмук тейĕпĕр...

— Чăннипе мĕнле?

— Мĕншен эс?.. Чăннипе те çаплах ара.

«Ма ятне ыйтнипе ниçталла мар пулчĕ вăл? — тем тавçăрса илме хăтланса шухăшларĕ Христин упăшки. — Паçăр ман алăри хута курсан шартах сикрĕ. Халĕ ятне ыйтнипе хĕрелчĕ. Темĕн пур кунта. Анчах мĕн?..»

— Тĕне кĕнĕ яту мĕнле?

— Тĕне кĕмен эпĕ.

— Ан тĕлĕнтер? Хут пĕлекен çын, патша тарçи, чури тесен те йăнăш пулмĕ, тӳре-шара хушнине итлемен. Аслă ĕмпӳ пире, мĕскĕнсене, вырăс тĕнне йышăнтарса часрах хамăр ята мантарасшăн, эсĕ пур — çаплах киреметрен уйрăлаймастăн-и?..

— Сана пур пĕр мар-и вăл?

— Ăçтан пур пĕр пултăр! Эпĕ ĕмпӳ тарçи, пур çĕрте те йĕрке тăвас тесе тăрăшатăп. Тӳресене итлемен çынран темĕн те кĕтме пулать. Паян вăл становойсене-старшинасене пăхăнасшăн пулмĕ, ыран ырă хуçасене тĕп тăвас тейĕ...

Ура çине сиксе тăнăччĕ Янтул, алăк уçăлчĕ те, пĕр ватă салтак кăмака умне çĕре юман çуркамĕсем кӳртсе пăрахрĕ. Вăл тухса кайрĕ, алăка тачă хупса хăварчĕ.

Янтул ларчĕ. |

— Аçу ячĕпе мĕнле чĕнмелле сана? — терĕ Христин упăшки çырма хатĕрленсе. Янтул аллине сулчĕ.

— Кирек мĕнле чĕн...

— Ма ун пек?

— Пĕлместĕп эп атте ятне.

— Хушамату мĕнле?

— Ятманов.

— Хăçан çуралнă-ха эс? Ăçта çуралнă?

Хăйпак этем сĕтел хушшинчен тухрĕ те чернил йерĕ урлă асăрханса каçрĕ. Янтул умне пырса тăчĕ, ик енчен такам хĕснĕ пек, лапчăк пуçлă-мĕн вăл, кантур йытти. Куç харшийĕсем çук. Тарăхнипе ун хăлхисем хĕремесленсе кайнă, аллисем чĕтреççĕ.

— Ну, тавтапуç, ырă çыннăм. — Вăл тарлă сăмсине çара аллипе шăлса илчĕ. — Мана эс ухмах вырăннех хуратăн иккен. Эс мĕн, хăв камне манса кайнă Иван-и? Пысăк айăпа кĕнĕ таркăнсем çапла хăтланаççĕ тет. Ячĕсене каласан вĕсен касамат тĕпĕнче çĕрмелле пулать. Капла Çĕпĕре пуçиле çеç ăсанаççĕ. Аякра, çапах ирĕкре пурăнаççĕ вĕсем... Иккĕшĕнчен пĕри: е эсĕ паянах мана çĕр тенкĕ укçа паратăн та паянах вулăсран тухса тасалатăн... Шăршу та ан пултăр сан кунта урăх...

— Ĕç пĕтмен ман, кайма пултараймастăп. Укçа та çук, — терĕ Янтул хуллен.

— ...е касамата çакланатăн. Таса сывлăшпа сывласа кураймастăн. Пĕтетĕн çавăнта.

— Мĕншĕн?.. (мана хупса лартмалла? — тесшĕнччĕ Янтул, калаймарĕ — хумханнипе сасси çĕтрĕ.)

— Хăв пĕледĕн! — кăшкăрчĕ Христин упăшки. Вăл сĕтел кĕтессинчен чупса çаврăнчĕ те хут листине çĕклерĕ. — Агă, кунда каланă йăлдах.

Малалли çын ăс-тăнĕ хутшăнмасăр пулса иртрĕ темелле.

— Ăçта-ха, мĕн çырнă унта? — тесе те ыйтрĕ Янтул, те шухăшларĕ çех, сĕтел урлă кармашрĕ те, Христин упăшки хăраса çухăрса ячĕ. Хутне вăл хĕвне тĕркелесе чикрĕ...

Унтан хăйне сĕтел леш енче тăнине астăвать Янтул. Кантур йĕке хӳри тухса тарасран ун çулне пӳлнĕ пулас вăл. Эсремете çухăрашма чарас тенĕ-ши ĕнте, таçтан ун çăварне кĕрсе карĕ Янтул алли...

Юлашки икĕ курăну çакăн пек. Такам пуçне тытнă та вăл тĕкет, тĕкет, тĕкет ăна сĕтел çумне. Пĕр енчен пуçĕ çеп-çемçех ĕнтĕ...

Тепри — хирте, вăрман çывăхĕнче. Ялтан Янтул хăй килсе кĕнĕ вĕçне мар, вуçех тепĕр енне тухнă та Христин упăшки çыртса татнă сылтăм аллин кача пӳрнине кĕпи çĕтĕкĕпе яваласа тăрать. Пӳрнисем ун юнланса пĕр-пĕрин çумне çыпăçса ларнă. Çыхмалли мĕн те пулин шыранă май кĕсйинчен хут чăмăркки туртса кăларать Янтул. Вара аса илех каять — ку хута вăл кантур эсрелĕнчен туртса илнĕ-çке. Пĕтĕм тĕркĕшӳ-çапăçу çав хут таткишĕн пуçланнă. Мĕн çырнă-ха унта хăрамалли? Чĕтрекен пӳрнисемпе сӳтет те вăл хута — нимĕн те çук иккен унта. Шап-шурă хут листи кăна...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5