Таркăн :: Янтул несĕлĕ
Кам арки çине кăвар ӳкет — çавă çунать тет.
Янтул чирлесе ӳкрĕ. Пĕр кун яра куна тем кĕтсе ирттерчĕ вăл. Апат та çирĕ хăй, шыв та виçеллĕ çеç ĕçрĕ. Элентей старикпе мухмăр чĕртме кайсан, яланхи пек, хупах хуçинчен тăрăхласа ларчĕ. Анчах яшкин тутине пĕлмерĕ. Эрехĕ пуçĕ патне пымарĕ. Ăшĕ çеç карăнтарнă хĕлĕх пек чĕтресе тăрать ун.
Çĕрле вăл тĕлĕкпе аптраса пĕтрĕ. Килĕнче пек вăл. Чикме хулинче. Икĕ тăшман, ăнсăртран пĕрлешнĕ арçынпа хĕрарăм, йытăсем пек, пĕр пӳртре тулашса пурăнаççĕ. Арăмĕ ăна каламан сăмах хăвармасть, куçне-пуçне чавса кăларма хатĕр.
Янтул çăвар та уçмасть. Хăй те ятлаçма та, тӳпелешме те пĕлекенскер, халĕ мĕншĕн хирĕç чĕнмест вал? Тен, хăракана ернĕ? Çук, унпа мар вăл. Ăна кăкарса лартнă-мĕн. Урине тăлланă. Пуçне вĕренпе пăркăчланă. Çăварне чӳпĕкпе хупланă.
«Пĕр уйăх ирĕкре çӳренĕшĕн ĕнтĕ ку», — тесе шухăшласа ларать Янтул. Уншăн ку ытла хаклă пек те туйăнмасть. Вăл арăмнех шеллет. Мĕн курнă вăл тĕпел кукрисĕр пуçне? Атя, вăрçса та пулин чунне кантартăр ĕнтĕ тет. Пĕр çĕртен Янтул пуçне пăркăч тĕвви шăтарнă пулмалла, çӳçĕ çийĕпе юн палкаса юхнине туять пек Янтул. Апла кĕçех вилет-çке вăл? Сасартăк ун тула тухас килсе каять. Тăма хăтланать те вăл йывăрланнă пуçĕ туртса антарнипе çĕре персе анать...
Пурте ытлашши ун йĕри-тавра: ăшши те, çĕклемĕ те. Мăк йăтăрлантарса пырать вăл. Мĕншĕн мăк, пĕр-пĕр урăх япала мар? Кам хушнипе йăтать, ăçта йăтать — пĕлмест Янтул. Мăкне çеç лайăх астăвать. Тем пысăкăш çыхă. Ăна та хăй манас мар тенипе кăна манмасть. Çавă çеç ăна, юлашки «çип», ытти тĕнчепе çыхăнтарса тăрать пек. Вăл татăлса кайсанах сӳнет пĕтĕмпе.
Çĕр çумнелле хĕсет Янтула мăк çыххи. Курăнман хĕвел çунтарать ăна. Пуçĕ çыхă ăшĕнче те, кашни сывламассерен ӳпкине тусан тулать. Шыв ĕçсе уçăлтарĕчче пырне — шыв çук. Çитес çĕре çитсе часрах çăкне пăрахĕччĕ — пăрахаймасть Янтул, мĕншĕн тесен вăл хăй мăк çыххипе пĕр пĕтĕм. Мăк çыххи мар вăл, ун пуçĕ. Кантра мар, юн тымаррисем туртăнаççĕ. Пуç тирĕ çурăласла карăннă. Тем сарлакăш те тем тăршшĕ ун пĕвĕ-çийĕ, кĕлетки-çурăмĕ, çавăнпа ни аллине, ни урине хускатаймасть Янтул. Е çук та-ши вĕсем...
Унтан пĕчĕккĕ чухнехине курать пек вăл. Ытти чух астуманнине. Çынсене каласа пама чĕлхе çаврăнманнине. Хĕллехи каç пек тулта. Ял вĕçĕнчи лутра пӳрт. Урай варринчи хăй чикки. Ун патĕнчи Янтул хăй хăпарса тăнă пукан çӳллĕш те пулман-ха. Урлă хырăмлă вăл, кукăр ураллă. Сăмси айĕ çутă. Ун пиччĕшĕсем-аппăшĕсем çав самантра ăçтине маннă халь Янтул. Виççĕн пек вĕсем пӳртре: алăк патĕнче кантра явса тăракан ашшĕ, малти сак çинче кĕнчеле арласа ларакан амăшĕ тата вăл хăй, пĕчĕк ача. Ăна паçăрах çывăрма хушнă-мĕн. Анчах кăмака çинче тĕттĕм те, пĕччен выртма хăрать Янтул. Кăчăрми унта мар, тĕп сакайĕнче пурăнать, ăна пĕлет-ха ача. Кăмака çинче хĕртсурт пулать, вăл тивмест çынна, пурĕ пĕр Янтулăн чунĕ сӳлетет. Таракансем чăштăртаттарни те ырă мар пек туйăнать. Ăçтан пĕлес, тен, вĕсем таракансен çарĕпе вăрçăпа килме хатĕрленеççĕ.
Малтан вырăнĕ çине хуллен тăрса ларать ача. Унтан кăмака хĕррине шуса çитет. Алăк енчен мар, унта ашшĕ, тĕпелтен. Кăмака çăварĕ енчен. Ăшă кунта. Кĕпе айне ав мĕнле палкаса кĕрет. Упне май çаврăнса урисене çĕрелле уснă ача тĕпеле анса тăрать. Амăшĕ асăрханă та ăна — шарламасть-ха. Шеллет вăл кĕçĕн ывăлне. Атя, ашшĕ çилленмесен йăпанса çӳретĕрех тет.
Тĕттĕм çĕрте Янтул чăлхине улшу тăхăннă-мĕн. Хăрах уринче ун хăйĕннех. Тепринче амăш чăлхи. Ăна та пулин кутăн май тăхăнса лартнă. Кăмака çумне сĕвенсе тăрса чăлхине тӳрлетсе тăхăнать вăл. Хывăнса ӳкесрен кунчи вĕçне кăштах тавăрать.
Пӳртре йывăр шăплăх тăрать пек. Пурте, тем кĕтсе, итлесе тăнă чухнехи шăплăх. Хăйă çеç вăхăт-вăхăт шăт-шат тукаласа илет. Тата кăмрăкланнă хăйă вĕçĕ шыва ӳксе чашлатать.
Ача çĕре аннине ашшĕ те асăрханă, вăл шăмарса сывланинченех паллă. Янтул лăпкă çӳреме тăрăшнăçем Утлас ытларах та ытларах кĕвĕлсе пырать. Ачи ăна, тулашса çитнĕ çынна, тулти сас-чӳсене тăнлама чарать пек. Хыпса илме пĕр йӳтĕм кăна кирлĕ...
Хăйне ятлакан çуккипе хавхаланнă Янтул çаплах пӳрт тăрăх кускалать-ха. Тĕпел кукринчен вăл хăй чикки патне каска пуканĕ кустарса тухать. Ун çине хăпарса тăрать те ĕнтĕркенĕ аллине вут еннелле тăсать. Урисене те ăшăтĕччĕ — вучĕ ытла çӳлте. Янтул тĕпелтен тăвар киллине илсе килет, ăна пукан çине ӳпĕнтерсе хурать, хăй, упăтелле, ун тăррине хăпарса ларать. Чăлхине хывса хăрах урине çеç ăшă патнелле тăсма ĕлкĕрет вăл, ашшĕ хăлхаран çатăрласа тытнипе çĕре татăлса анать. Хăй чикки тӳнсе каять, хăйă лап сӳнет...
Малтан та, амăшĕ вучахра вут чĕртсе хайă çутиччен те пӳртре никам çук пекех. Янтул тĕттĕмлех кăмака çине хăпарса выртса лăпланнă. Ашшĕ те ĕçне пăрахман тейĕн, çаплах кантра явать...
Пӳрт умне сурăхсем кĕпĕрленсе чупса кĕни илтĕнет. Вĕсенчен хăранă кушак маччана тăрмаланса хăпарса каять.
— Карта алăкне çил уçмарĕ-ши? — тет Янтул амăшĕ иккĕленсе. Ăна Янтул ашшĕ çапса хăлхасăр тунă. Вăл чĕнмест халь, итлесе тăрать. Хĕрарăм тум-тир шырама тытăнсан çеç ирексĕр кăртишне тухать.
— Сурăхсем хупнипех, виççĕшĕ те картара выртаççĕ, — тет вăл пӳрте кĕрсен сывлăшне аран çавăрса. — Пĕлместĕн пуль эс çавна. Çăмламасси ашкăнать...
«Çăмламасси» темле ют сурăх пуль ĕнтĕ, çынсен пӳрт умĕсем тăрăх çавă тустарса çӳрет тесе шухăшласа выртать Янтул. Ыйтма ашшĕнчен хăрать вăл. Ашшĕ пĕрмаях çиллес вĕсен. Пурнăç çитмест — ачисене вăрçать, лаша ӳксе вилет — ун куçне те ан курăн...
Утне çитмен — туртине ĕнтĕ.
Пĕрмай хăраса çӳрет Янтул. Кăнтăрла йыт-качкаран, кӳршĕ карчăкĕнчен, ют çынсенчен, ашшĕнчен хăрать. Çĕрле тĕттĕмрен, кăчăрмирен, ашшĕпе амăшĕ тем хăраса кĕтсе ларнинчен хăрать. Чип-чипер çĕртенех вĕсен пӳрчĕ айĕнче темĕн шартлатса çурăлать е тĕп сакайĕнче кăвакал нартлатса çаврăнма тытăнать. Ялта хăйсен пĕр çын кăвакал усракан çук теççĕ.
Амăшĕ чĕрине аллипе хуплать. Ашшĕ тилĕрсе кайса пуртă илет, такама юнанă пек, тĕттĕмелле хăмсарать.
— Пуçна касса тататăп, типири! — тесе кăшкăрать.
Атте çав ют сурăха хăваласа ярасшăн, шухăшлать кăмака çинчи пĕчĕк ача.
Чӳрече умĕнче сасартăк çамрăксен вăййи илтĕнсе каять. Юрпа вылянисем, кĕрмешни, кулни...
Вĕсене вăрçса, анчах ăшĕнче савăнса старик, унпа пĕрлех пĕчĕк Янтулпа амăшĕ, çывăрма выртаççĕ.
Ирхине шыв ăсма тухсан пăхать те Утлас — çĕрле янкăр уяр тӳперен ял çине пĕр юр пĕрчи ӳкмен, тахçан çуниех сухаламан пусă пек выртать. Эппин, çĕрле урамра нимĕнле вăйă та пулман?
Паллах ара. Çак сивĕре кам ухмахĕ урамра айкашса çӳретĕр? Хырăм тутă пулсан татахчĕ тейĕпĕр...
Ылханлă вырăнта-мĕн вĕсен, килĕ. Усал çулĕ çинче. Тĕрессипе çапла. Киреметпе йĕрĕхе çиллентерес мар тесе çеç амăшĕ ăна урăхлатса калать: çил çулĕ çинче ларатпăр тет.
Ку вăл ваттисен йăли. Чăваш яланах ырра хирĕç, усала тӳртĕн пулма ĕмĕтленет. Чи хаяр киреметĕн пăсташне пуç çинчен сирес тесе ырă тет ăна. Киремет мар иккен вăл, ырă. Е тата тепĕр ятпа та чĕнет — кирелӳ тет. Кашкăр та кашкăр мар ав, тукмак. Чунсăр япала. Никама тивмен муклашка. Çапла йăпатса хăйне киреметрен, выльăхне-чĕрлĕхне кашкăр çăварĕнчен хăтарса хăварасшăн чăваш.
Вĕсен килне кам ылханнине те, мĕншĕн ылханнине те пĕлеççĕ çынсем. Пускилти Энчухха карчăк ĕçĕ вăл. Янтул ашшĕ çамрăк чух хăйне тиркенĕшĕн çапла тавăрнă вăл. «Сан кил вырăнне вĕтрен пустармасан тĕнчере те пурăнам мар» терĕ тет пĕррехинче Энчухха юнаса. Вара, ватă хĕр, улталаса (пĕр чăлха пуç ылтăн пур тесе) Янтулсемпе юнашар пурăнакан мăн çăмарталлă Калюка качча пынă, кил пуçĕ пулса тăнă.
Вăрам питлĕ вăл, куштан сăнлă. Тĕнчере темĕн те пĕлнĕ пек, калаçура тӳрех çынсене пӳлсе хурать. Янтулсене вăл чи хаяр ылханпа — халь пытарнă çын тăприпе сулнă тет. Вăл çитмен, тухатса пӳртум айне чăх çăмарти пырса пăрахнă. Анне курнă та çавна, тухатмăш пуçне пултăр тесе çăмартине вучах çумне тăмпа сĕр ларт хайхискер. Эх, вĕтеленсе ӳкрĕ тет Энчухха. Эпир кăмака хутнă чух ниçта кайса кĕрейми ăшаланатчĕ тет. Кăмака уççи нумая тăсăлсан сывлаймиех пулса ларатчĕ тет вара.
Чăтнă-чăтнă та çакă киле ачасем çех юлсан пирĕн пата каçса чăх çăмартине тупса кăларса кайнă...
Кашни çул лаша ӳксе вилетчĕ тет пирĕн. Кашни çул! Лаша хресченшĕн пĕтĕм пурнăç-çке. Лаша пур — хуçалăх пекки те пур сан. Лаша çук тăк — тымарне каснă йывăç эс.
Эп астăвасса пирĕн юлашки лашан чĕлхине темĕнпе касса янăччĕ. Лаша чунĕ урăх пырса кĕмен пирĕн киле. Ик уйăха яхăн çăнăх шывĕпе усрани те, сиплĕ курăксемпе эмеллени те — нимĕн те çăлаймарĕ ман телее. Ман ятпа туяннă лашана.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...