Таркăн :: Таркăн
Хĕрĕсем епресе ларнипе кăмăлсăр старик. Çилленсе мăкăр-мăкăр тукалать вăл. Ун шухăшĕпе, çын каласа панинчен кулни ырă мар вăл, çыннинчен хăйĕнчен кулнă пек пулать. Урамри мыскараçăсенчен юрать кулма, вĕсем ятарласа çынсене култарасшăн. Ытти чух... мĕн мар... килĕшмест.
Хăйĕн питĕнче ун нимĕн те хускалмасть пек. Апатне те çййи-çими çеç чĕпĕлтетсе ларать вăл. Мухмăр ун. Тен, пĕр кун-ик кун ĕçнипе çеç те мар пуль. Кайран пĕлчĕ Янтул: эрне ытла урăлайман старик. Чĕтрекен аллипе вăл хăни умне çĕрулмипе чĕкĕнтĕр хура-хура парать, «çиях, çи» текелет.
Аптрамалла ун сăнĕпе. Сӳннĕ вучах пек вăл. Сӳннĕ те сивĕ кĕлпе витĕннĕ. Çав вăхăтрах аялта тем пурри те сисĕнет. Юлнă унта темскер. Çунать хуллен. Вăрттăн пăхса илет те старик «пытанать». Пытанать çеç те мар, тапхăр-тапхăр ситрĕлсех каять: куçĕ ухмаха ернĕ çынсенни пек пулса каять, алли мĕн те пулин илме кармашнă çертех хытса тăрать. Ашĕнчи вăрттăнлăхне йăтса çӳресе ывăннă хыççăн сывлăш çавăрма чарăннă тейĕн ăна ун пек чухне. Вăраха пымасть вăл. Старик «вăранать» те Янтул çине йăлăнса пăхать. Те каласшăн темскер, те ыйтасшăн.
Тепĕр тĕрлĕ те шухăшлама пулать. Пурнăç урапи тап-таса кайнă та ăна вĕлерсех пăрахман, пĕр-ик чĕрĕ тымар хăварнă. Пурăнать халь старик çавсен сĕткенĕпе ни чĕрĕ, ни вилĕ...
Ытти çынсем панчи пекех, Янтул темиçе пая пайланнă. Кил хуçи сăмах перкелешнине итлет вăл. Ăна хирĕç тем калать. Хĕрсене тăнлать. Хăйне сăнаса ларать. Мĕн чухлĕ япалана маннă вăл хулара пурăнса! Е пĕлмен те-ши?
Çатăрка çунса пĕтсен хĕрсем кăмакана темиçе шĕшкĕ туни пăрахрĕç.
— Эп пулсан ĕнтĕ шултăра шĕшкине валтан хутăттăм, — терĕ Янтул. Каларĕ те хăйĕнчен хăй вăтанчĕ. Ма хутшăнать вăл кирлĕ-кирлĕ мар çĕре?
Старик ун хутне кĕнĕ пек турĕ.
— Паллах ара... Тĕрĕс.
Тепĕр эрнерен ăнланчĕ вăл ăслая Янтул. Ăна пӳрте ырă шăршă тухтăр тесе çапла хăтланаççĕ иккен. Хурлăхан е хăмла çырли шăрши кĕрсе тăтăр тесе кăмака хутса кăларнă хыççăн хурлăханпа хăмла çырли туни пăрахса çунтараççĕ. Шĕшкĕрен мăйăр шăрши кĕрет теççĕ. Хыртан сиплĕ сухăр шăрши тухать пулас.
Ĕмĕр пурăнса ĕмĕр вĕренсен те ухмахпах вилетен тенĕ-и-ха вырăссем?
Çав кунах Янтул пĕр кив сăнава аса илчĕ. Апат хыççăн старик яшка юлашкине чӳлмек катăкĕ çине ячĕ те кăмака çине йăтса хăпарса кайрĕ. Мĕн тăвать-ши ку тесе тĕпеле шыв ĕçме пынă Янтул кăмака хушăкĕпе пăхрĕ. Чӳлмек катăкне старик хыçалти хăма çине стена çумне тĕксе лартрĕ. Стена тарăх таракансем чупса анни курăнчĕ. Хура таракана чăвашсем тивмеççĕ, телей кӳрет теççĕ, анчах хĕрлине пурте тенĕ пекех шăнтаканччĕ-çке, кунта апат параççĕ ав. Мĕн тума? Каярахпа Янтул ялти эрех сутакан таракансене мелкепе сĕт сапса панине те курчĕ.
— Атте çапла тăватчĕ. Ваттисем пиртен ăслăрах пулнă. Эпĕр мĕн пĕлетпĕр, — тесе çех ирттерсе ячĕ старик. Хĕрĕсем те пĕлмĕшех пулчĕç. Тен, чăннипех те пĕлместчĕç пуль.
Пĕр кӳршĕ çынни «таракансем килтен сивĕнсен те ыррине ан кĕт» тенине илтсен тин унăн тупсăмне ăнланчĕ Янтул.
Ун чухне вăл пĕр улттă-çиччĕсенче пулнă пуль, кӳршĕ ачипе хушлăхра курăк çинче выляса ларать. Пĕчĕк Сарук сасартăк сиксе тăнă та хăраса курăк çине пăхать, чĕрне вĕççĕн пускаласа аяккалла тарать.
— Мĕн пулчĕ, Сарук?
— Пăх-ха эс унта... курăк айĕнче...
— Ăçта-ха?
Пырса пăхрĕ те Янтул çĕре кукленсе ларчĕ. Чемчем курăк айĕпе темиçе çул юппи тунă та таракансем Янтул хуçисем енчен кӳршелле куçаççĕ. Ахаль утса çӳренĕ чухнехи пек мар, темрен тарнă пек пĕринчен пĕри юлмасăр чупаççĕ. Пӳрте кĕрсе пăхрĕ Янтул — пĕр таракан юлман.
Янтул хуçисем пĕр-ик кунран çунса кайрĕç ун чухне, кӳршĕсем юлчĕç. Шыва путас карап çинчен те йĕкехӳресем тухса тараççĕ тет.
Перед извержением вулкана
Твари покидают города, — тет поэт.
Мĕнле сисеççĕ чĕрчунсем инкек пуласса? Янтул кĕрĕкне тăхăнчĕ.
— Çĕр выртрăм, апат çирĕм... Тавтапуç.
— Апачĕ пирĕн... — терĕ те кил хуçи хăй те тумланма тытăнчĕ.
Вĕсем картишне тухрĕç, çил хапхи патне çитрĕç. Старик çаплах шăп-шăпăрт. Янтул аллине тăсрĕ.
— Ну, сывă пул... Ятна пĕлмерĕм те...
— Элентей-ха эпĕ... Çапла кăна.
— Ма «кăна»? Законлă ят вăл. Лайăх ят.
— Кăчухне тиркеççĕ ун пек ятсене.
— Ма? Эп хам та Ильмук ятлă та, пурăнатăп ав хуллен.
— Илтнĕ-ха эп çавна. Хăюллă çын теççĕ сана.
Вĕсем ăнланчеç пĕрне-пĕри. Иккĕшĕ те «чăвашсем»-мĕн1.
— Самай пурăнасшăн-и эс ялта? Пирĕн ялта?
— Тепле, — терĕ Янтул. — Тен, пĕр эрне. Тен, иккĕ. Ĕç пур та, чарăнса тăтăм ав.
— Куç пирĕн пата пурăнма. Сана пурĕ пĕр...
Паянхи чи пысăк сăмахĕ çакă-мĕн старикĕн. Анчах «тĕп» сăмахĕ мар — сисĕнет.
Тем каларĕ ăна Янтул — астумасть, тарăхнипе пăрăнчĕ те утрĕ вăл. Кур-ха эсĕ, каллех хăйсен еккине пăхăнтарасшăн ăна çынсем. Янтула пурĕ пĕр иккен, вĕсене çеç лайăх пултăр. Çитменне ачисемпе те йĕркеллĕ калаçма çук унта — пурте хĕр. Хĕрарăмпа асапланса пурăнса курнă Янтул — пĕлет. Вĕсемпе çыхланиччен упапа çыхлан. Старикĕн выртмалăх вырăнĕ çук, апачĕ çынна çитерме мар, хăйсене çитмест.
Çук, пăрăнмалла, тармалла.
Унтан иккĕлене пуçларĕ Янтул. Хĕрхенчĕ старике. Мĕнле хавшанă вăл. Чирлесех кайнă. Кĕске вăхăта та пулин хӳтлĕх тупас тет пуль те ĕнтĕ, ма шеллес мар çынна? Янтула никам та кăкарса лартмасть-çке, йăлăхсан пăрахса кай, пурăнас тесен пурăнса пăх. Ирĕк кайăк эс. Старикĕн ниçта тухма çук.
Элентей пичи патне куçмасан ырах та мар тата. Чухăнлăхран хăрарĕ тейĕç. Янтулшăн пулсан апла та, капла та пырать. Пĕчĕк ачах мар.
...Вăл урăх çĕре куçасси пирки тапратсан халиччен пурăннă пӳрт хуçисем хăратмах тытăнчĕç Янтула. Пуринчен ытла кил хуçи арăмĕ тăрăшать. Элентей старик çиелтен çеç йăваш-мĕн, шăрчăкланас тесен пырса ан çулăх. Çынсем шыва кĕрсе2 пĕтнĕ ав, Элентей ялти парăнман вунă килĕрен пĕри. Вăл çаплах киреметĕнчен ытарса уйрăлаймасть. Тем туса, тем чăтма хатĕр старик, чăвашра çеç хăварччăр ăна3. Çавна пулах вăл тăванĕсемпе пăсăлнă. Лешсем тĕне кĕнĕ те, хутшăнмаççĕ халь вĕсем.
Ман шăллăм виç тенкĕлле сутăнчĕ тесе çӳрет тет ӳсĕр чух старик.
Çаксене пĕлсен пушшех каяс килчĕ Янтулăн «çĕнĕ» хваттере. Вăл хыпалансах ăпăр-тапăрĕсене пуçтарса чикрĕ.
— Халь эс унта çуррине те пĕлместĕн-ха, — хăратмах тытăнчĕ кил хуçи арăмĕ юлашкинчен. — Унта мĕн вĕт... Илтнĕ пуль... Пирĕн ухмах çех паттăр...
— Мĕнтен хăрамалла-ха унта? — ыйтрĕ Янтул кулкаласа.
— Шăлна ан йĕр эс. Кайран ма... — теме тăнăччĕ вăл — упăшкине курчĕ те шăп пулчĕ.
— Мĕнле, мĕнле?..
— Нимле те мар. Каламан нимĕн те!
— Мĕн тесшĕнччĕ вăл? — ыйтрĕ Янтул ун упăшкинчен ни кули, ни кулми.
— Шуйттан пĕлсе пĕтерĕ хĕрарăма, — терĕ леш ним кулмасăр. —Темле «ма» терĕ пулас. Тепĕр чухне вĕсем «ме» тесе те чĕнеççĕ. Тĕрлĕренех пулать вĕсен.
...Çав хĕрарăм калаçăвне кайран чăнах та аса илчĕ Янтул, унăн каласа пĕтермен сăмахĕсене те ăнланчĕ. Анчах пĕрре утса тухнă çав кунхи çулпа çĕнĕрен утма тивес пулсан вăл урăх ниçта та мар, шăп кăна çав çулпах, çав çулпах, çав çулпах кайĕччĕ.
Çапла çĕнĕ хваттере куçрĕ Янтул.
Килен-каян çынпа хĕрсене чăрмантаратăп тесе хăрани ахалех пулчĕ. Вĕсене ирхине те каçхине çеç курать Янтул. Ытти чухне Енчĕпек тĕпелте çип арласа ларать. Ун хыççăнхи виçĕ хĕрĕ кӳршĕре чăпта çапаççĕ. Теприне Янтул куçса килнĕ кун ларма ăсатрĕç. Кĕмĕш — ача çеç те, вăл хăй çынсене кансĕрлеме пăхать: кунĕпех тулăн-шалăн чупать — шыв кӳрсе килет, çатăрка тухса касать, урай сĕрет... Пӳртне сивĕтсех ярать. Аппăшĕ пур пĕрех мухтать ăна, пулăшатăн тет.
Старик алăк патĕнче пушăтпа аппаланать.
Пурте ĕçлĕ вĕсем. Пĕр Янтул çеç вăл кун нимĕн те тытаймарĕ.
...Нумай та юлман пек шырасси. Çип вĕçне кăна тупмалла. Ял ятне пĕлмелле. Пĕтĕмпе те пĕр сăмах çеçчĕ пек астăвать ăна Янтул. Паллă сăмахах. Чĕлхе вĕçĕнчех вăл — аса килмест.
Миçе çул хушши ĕнтĕ Янтул хăй çуралнă яла шыраса тупма ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Ним те мар пулассăн туйăнатчĕ ăна тупма. Пурне те курса тăрать-çке вăл. Урамĕсем куç умĕнче. Çыннисене паллать. Хăйсен пӳртне Янтул халь тесен халь юр çине ӳкерсе кăтартма пултарать. Виçĕ чӳречеллĕ вăл. Чӳречисем виççĕшĕ те тĕрлĕрен. Тĕпелти — пĕр пĕрене хулăнăш. Сарлакăшĕ те çавăн чухлех. Чи пĕчĕк чӳрече вăл. Янтул ашшĕ ăнă пур пĕрех урлашка çапса икке уйăрнăччĕ.
Ĕçĕ вăл акă мĕнле пулса иртрĕ. Вăл чӳречерен çулла пахча карти, кӳршĕ лупасĕн пĕр сыпăкĕ, инçетри вăрман хĕрри, тӳпе лăстăкĕ курăнатчĕ. Пурте пăртак-пăртакшар. Çумăр килессе те вĕсен амăшĕ çав чӳречерен пăхса пĕлетчĕ.
Пӳртрен шалтан çавăн чулшар курăнать те, кантăк çумнерех пырса пăхсан пур япалана та пайăн-пайăн мар, пĕтĕмшерĕн курма пулать пуль тесе Янтул пĕррехинче пуçне чӳрече ăшне чалăштарса чикнĕччĕ те кăшт çеç хĕсĕнсе ларманччĕ. Юрать, ача шари! çухăрса янине илтсе урамран çынсем чупса кĕчĕç...
Çавăн хыççăн тĕпелти пĕчĕк чӳречерен тата та пĕчĕккĕрех икĕ чӳрече пулса тăнăччĕ. Ятне те унне ачасем Урлашка тетчĕç. «Атя, Урлашкаран пăхар». «Атя, Урлашкалла выляр»...
Вăл чӳречерен пĕчĕк Янтулпа ун йăмăкĕ çуркунне те çулла çеç пăхса савăнатчĕç. Кĕркунне ăна вĕлтренпе мăян хупласа каятчĕ, хĕлле юр питĕретчĕ.
Картишнелле тухакан чӳрече лешĕнчен икĕ хут пысăкрахчĕ — икĕ пĕрене çӳллĕш. Пĕренисем кĕрĕк çанни пек. Вăл кантăк умне пирĕн лаша пырса тăма юратнăран эпир ăна Лаша куçĕ теттĕмĕр.
Урам енчи чӳрече малтанхи иккĕшĕнчен те пĕчĕккĕччĕ, мĕншĕн тесен ăна хашаки хĕсетчĕ. Ячĕ те ун çавăн пекчĕ — Хашакаллă чӳрече.
Хĕлле пирĕн тум-тир çитместчĕ урама тухма. Пӳртрен лупас айнелле юр çинчен çара уран ача йĕрĕсем тăсăлаççĕ пулсан, кантăкра иртен пуçласа каçчен ача пичĕ палăрса тăрсан, вăл пирĕн килччĕ. Ун вырăнне çулла киле хуса кĕртме çукчĕ пире. Çӳллĕ курăк айĕнче упаленсе çӳресе çĕрле татăлса аннă çăлтăрсене шыраттăмăр, аçа çапнă тĕле аçа чул катăкĕсене пуçтарма чупаттăмăр. Хир суханĕ, кĕпçе, çырла, кăмпа, мăйăр татнисем. Çум çумлани. Шыва кĕни. Выльăх çитерме кайни.
Выльăхĕ пирĕн икĕ чунччĕ: пăрупа лаша. Пĕри ытла çамрăкчĕ (ӳсме чарăннă пек, темшĕн пĕрмаях пăруччĕ вăл). Тепри ытла ватăччĕ. Шăлсăр лаша. Хытă улăма ватса çиме хăтланса чисти тарласа каятчĕ вара. Эп ăна сĕтеклĕ хурхух тунисем тата-тата пырса параттăм, çемçе курăк çулçисем алă вĕççĕн çитереттĕм.
Пĕчĕккĕ чухне çын ырлăхра (çатмахрă) пурăнать иккен. Унтан айăпсем туса тултарса вĕсенчен тасалма тăрăшать. Юлашкинчен тамăка кĕрсе ӳкет.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...