Таркăн :: Хупахри тытăçу
— Çук, чăвашран нимĕн те пулмасть, — пат татса хучĕ эрех ĕçсе хĕремесленсе кайнă этем, хăйпе килĕшменнисемпе çапăçма хатĕрленнĕ пек, пысăк чышкине вăрăм сĕтел çине хурса. — Çук, нимĕн те пулмасть! — терĕ те вăл тепĕр хут хăйне хирĕç ларакан çамрăк йĕкĕт çине чăркăшса пăхса илчĕ.
Лешĕ умĕнчи тулли эрех черккине сĕтел варринерех куçарса лартрĕ.
— Мĕншĕн нимĕн те пулмĕ? — терĕ вăл юлташĕ çине лăпкăн та тăп-тăр уррăн пăхса.
— Çук пирĕн нимĕн те, çук, çук, çук! Илтетĕн-и? Пуш-пушă та яп-яка. Кирек ăçталла пăхсан та, пушă хир. Таврара çеç мар, чунсенче те пирĕн сӳннĕ кĕл кăна. Мана ĕненмесен ак хуçаран ыйт эппин, — тесе ӳсĕрри сĕтел çинчи аллине эрех черкки еннелле тăснăччĕ — сасартăк каялла туртса илчĕ. — Эй, шуйттан мурĕ, ку манăн мар-çке. Эсĕ ма ĕçместĕн тата? Çынсенчен ăслăрах пулас тетни?
— Илсе парас-и сана? — терĕ те хитре йĕкĕт юлташĕ каласса кĕтмесĕрех хупах хуçине кăчăк туртса чĕнсе илчĕ. — Тепĕр пулăштух ярса кил-ха наччас.
— Манăн яниех пур, хатĕрех, — тесе хавасланса хуçа пушă черккене шăкăр-шăкăр-шăкăр эрех тултарчĕ. Ĕçес текенни, ӳсĕртереххи, пĕрре ун çине, тепре эрех çине пăхса илчĕ те темшĕн ĕçмерĕ, кĕсйинчен чĕлĕм кăларса чĕртсе ячĕ.
Юлташне вăрçтарас мар тесе-ши çамрăкки хăй черккинчен кăшт тăррине татрĕ. Пĕр хушă пӳлĕмре лампа çатăртатса çунни те картишĕнче ача-пăча сасси çеç илтĕнсе тăчĕ.
Вĕсем, çак икĕ çын, каç пулнăранпах ĕнтĕ Атăл хĕрринчи пĕчĕк хупахра лараççĕ. Хупахĕ улах çĕре, Чикме хулин пристанĕ патне, çыран хĕррине аяла вырнаçнă. Çулла унта иртен-çӳренсемпе бурлаксем ĕçсе çиеççĕ. Хĕлле кĕрĕшсе ĕçлекен платниксем татăла пĕлмеççĕ. Атăл шăннă-шăнман пуçтарăнаççĕ те вĕсем çуркунне пăр кайма тытăничченех каскалаççĕ — баржа-кимĕ юсаççĕ, çĕнĕрен тăваççĕ. Йывăç турттаракансем унта, сулă çыхакансем... Вырăсĕ, чăвашĕ, çармăсĕ... Паян иккĕмĕш кун уяв та, халăх тăва — хулана — хăпарнă.
Ку икĕ çынна ав улах выран кирлĕ пулнă-мĕн.
Хупах лутра маччаллă, чĕрĕ. Икĕ чӳречине те шал енчен тимĕр решетке тыттарнă. Алăк урлашки те тимĕртен. Хупахăн шалти пуçне хăмасемпе пӳлсе лартнă та кăкăр çӳллĕшĕнчен çӳлĕк пекки тунă. Стена çумĕнче те çӳлĕксем. Унта эрех кĕленчисем йăлтăртатаççĕ. Варри тĕлĕнче — пурăнмалли пӳлĕме кĕмелли алăк. Малти стойка-çӳлек çине кӳпшек питлĕ çамрăк çын чавсаланса тăнă. Вăл — хупах хуçи. Сĕтел хушшинчи икĕ çын калаçма тытăнсанах унăн куçĕсем те эрех кĕленчи пек тĕксĕммĕн йăлтăртатса илеççĕ. Вăл хăлхине тăратсах итлет, анчах калаçăва хутшăнмасть. Эрех ĕçмест вăл, чĕлĕм туртмасть, кампа та пулин ятлаçнă тенине те никам илтмен ăна. Хупахра ятлаçу-харкашу тапрансан хуçа урай варрине тухса тăрса питне макăрнă пек кăна тăвать — çапăçу чарăнса та ларать. Ютран килнĕ çын пулсан çеç, кунти йăла-йĕркесене пĕлмесĕр çаплах чăркăшма пăрахмасан, çамрăк хуçа ăна кула-кулах пĕрре ыталаса чăмăртать те, сывлайми пулса ларнăскере, алăк патне кайса хурать. Лешĕ тăна кĕркелесен хуçана эрехпе хăналама тытăнать, йăпăлтатса калаçать, хуçа — йышăнать. Эрехне вăл çынсен куçĕ умĕнчех хăйĕн савăтне каялла ярать те çавăнтах ăна тепĕр хут сутать. Пирус парсан пирус та илет. Анчах пăртакран ăна та çавăн пекех сутать.
Çамрăк тенĕрен, вăл ытла çамрăках та мар пулас. Сахалтан та пĕр вăтăр пиллĕк-вăтăр саккăрсенче. Е хĕрĕхеллех çывхарнă-и. Пичĕ кӳпшеккипе кăна вăл темле ача сăнарлă пек курăнать.
Çынсем калаçма чарăннă хушăра хуçа часрах мĕн тумаллисене тума васкать, ăна-кăна илсе кĕрет, апат лартса парать. Калаçу хускалсанах вăл хăй вырăнне кайса тăнă та, хуралçă пек, пĕр хускалмасăр итлесе тăрать.
Халĕ вăл тепĕр пӳлĕме тухрĕ. Алăкне уçă хăварнă та, хупаха тип çупа ăшаланă пулă шăрши кĕрсе тулчĕ.
Икĕ юлташран асли кăшăлласа каснă хура çӳçлĕ, пĕчĕк хура сухаллă. Пичĕ ырхан. Шалта куçĕсем çивĕччĕн пăхаççĕ. Ку çын та пĕр хĕрĕхсенчен ытлах мар пулас, анчах çав тери тарăхнă, кӳтсе çитнĕ сăнлă та хăй çулĕнчен аслăрах пек курăнать. Тарăхăвĕ вара унăн пĕтĕм сăнне çапса лартнă. Калаçнă чухне кăна мар — калаçасса вăл яланах тенĕ пек çĕтĕлсе те чĕрре кĕрсе, çынтан мăшкăлласа калаçать,— апат çинĕ вăхăтра та, шухăша кайса урамалла пăхнă самантсенче те пичĕ çинчен хаяр сăн каймасть, çаплах чунĕ тулашни, вĕчĕрхенни сисĕнсе тăрать. Çынна темĕнле курăнман çатма çинче хĕртеççĕ тейĕн çав.
Тепри — çамрăк йĕкĕт. Вăл имшер кĕлеткеллĕ, çинçе мăйлă, шуранка. Те унăн çаплах ачалăх сăнĕ кайса пĕтмен-ха, кĕлетки-çурăмĕ çирĕпленсе çитеймен, те чирлĕрех вăл. Хăмăр куçĕсем çеç йĕкĕтĕн мăн çынла тĕпчесе пăхаççĕ. Сулахай куçĕнчен кăшт аяларах авăнчăк çĕвĕк палăрать. Ку вăл Чикме хулинчи земски полицинче çыруçăра ĕçлекен чăваш ачи Михайлов Спиридон. Вăл паян хăй вунсаккăр тултарнине паллă тума килнĕ. Унăн юлташĕ те чăваш. Анчах вĕсем вырăс хушшине тухнă чăвашсен йăлипе пĕли-пĕлми те пулин вырăсла калаçма тăрăшаççĕ. Михайловăн чиперех тухать. Ватти вара хăй мĕнле калаçнине сăнама хăнăхнă пулас, хăш-пĕр çĕрте пӳлĕнсе чарăна-чарăна тăрать, кирлĕ сăмах тупайманнипе тарăхса хĕрелсе каять. Вырăсла калаçма вăл халăх хушшинче пурăнса мар, ытларах кĕнеке вуласа вĕренни сисĕнет. Вăл хăи чăваш иккенне пытарма хăтланса кĕнекесенчи пек «тĕрĕс» калаçма тăрăшнăçем тата ытларах чăвашне палăртать. Шăртланса çитнĕ самантсенче çеç вăл сăмахсене ним пăхмасăр перет, перет.
Вĕсем камсем, çак икĕ чăваш? Асли, Янтул, тепрер çултан-иккĕрен Шурча вăрçине хутшăнса пуçне хурас пăлхавçă. Вăл мĕн хăй астăвассах çынсем патĕнче пурăннă — усравра, тарçăра... Хуçа ачисем вĕреннине илтсех вĕсенчен иртсе кайнă. Ал айне мĕн лекет — вуланă. Мĕн илтнĕ — астуса юлнă.
Хăйĕнчен чылай аслă хĕрпе, хуçа хĕрĕпе, пĕрре «çылăха» кĕнĕ те Янтул, ăна авлантарса янă. Çапла купсан хăрах куçлă ватă хĕрĕ упăшкаллă çын пулса тăнă, «çын ретне» кĕнĕ. Ун ашшĕ те парăма юлман — çĕнĕ мăшăра Чикме хулинче çурт илсе панă. Пĕр условие çех пăхăнмалла пулнă Янтулăн — хăй чăвашне палăртмалла мар. Çур çула яхăн чĕлхесĕре персе çӳренĕ вăл, анчах урăх тӳсеймен: эрех пехлесе тултарнă та килне чăваш юрри юрласа çĕмĕрттерсе пырса кĕнĕ...
Кантурсенче те ĕçленĕ вăл. Анчах кунта та нумай-нумай тытăнса тăрайман. Ăна кантуртисем килĕшмен, вăл кантуртисене килĕшмен. Халĕ вăл арăмĕ илсе килекен ĕç хучĕсене çĕрĕ-çĕрĕпе килте куçарса çырса ларать. Кăнтăрла çывăрать е арăмĕпе ачисене курас мар тесе Атăл хĕррине анать. Килтисем те юратмаççĕ ăна, вăл чăваш пулнишĕн çынсенчен вăтанаççĕ.
Михайлов Спиридонăн йăлтах малта-ха. Пурăнмалли ун тепĕр çирĕм пĕр çул. Çав хушăра вăл авланать, тĕпчевлĕ ĕçсемпе калавсем çырма тытăнать, чăваш пурнăçĕ çинчен кĕнекесем кăларать, пысăк çынсемпе паллашать...
Хупах хуçи сĕтел çине çатмапа ăшаланă пулă пырса лартрĕ. Михайлов каллех эрех ĕçне пек турĕ те пуллине астивсе пăхрĕ. Ун юлташĕ эрехне çеç ĕçрĕ. Чĕлĕм кĕлĕ шăлаварĕ çине тăкăнчĕ — çын ăна-кăна асăрхамарĕ те. Чавси йĕпе çĕре лекрĕ — ăна та сисмерĕ. Тен, сиссе те ним вырăнне хумарĕ-ши?
— Эсĕ ĕненмен Фома пек, — терĕ ăна Михайлов ăшшăн кулкаласа.
Çын чĕркуççийĕ çинчи кĕлне вăшт-вашт шăлкаларĕ те тасатас вырăнне тата ытларах сĕркелесе пĕтерчĕ. Ку ăна пушшех тарăхтарçа ячĕ пулас.
— Мĕне кирлĕ кунта Фома! — тесе вăл куçне-пуçне хаяррăн йăлкăштарса илчĕ. — Алăпа тытса пăхмалли, куçпа курмалли мĕн те пулин пулсан эп ăна хамах куратăп, суккăр мар. Чăваш, чăваш тесе ларать, мĕн пур унăн, сан чăвашун, мухтанмалăх? Вулама-çырма пĕлмест вăл, хулисем, çук унăн, историйĕ те çук. Нимĕн те çук! Кĕллинче те ав мĕн каланă: «Пирĕн кĕллĕмĕре илт, турă, эпир кĕнекеллĕ çынсем мар. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, çырлах!» тенĕ. Çăпата тума ăста чăваш. Çавăнпа кăштах мухтанма юрать. Ман хуçасен ашшĕ пурччĕ те, ун патне пĕтĕм таврари хĕр çăпата тутарма çӳретчĕ вара. Качча тухнă чухне ун çăпатине сырса каяйманнисем ĕмĕр тăршшĕпе ӳкĕнетчĕç тет. Ну, тӳррипе каласан, хăй те ĕçлетчĕ ĕнте! Пĕр-пĕр, пырсан, кăтартăп-ха эп сана, пĕр мăшăрне çаплах пытарса усратăп. Çăпата мар, искусство произведенийĕ темелле. Юмах. Урана сырса сая яриччен хул урлă çакса йăтса çӳрес килет... Ытти енчен эпир хăй камран çуралса ӳснине пĕлмен Ивансем кăна, тусăм. Хăть çиллен эс мана, хăть ан çиллен. Шăпăр илмелле те пире Раççей тăрăх сапаласа ямалла. Вырăс хушшине лекни вырăса тухтăр, çармăса килни çармăçпа хутăшса кайтăр. Çавă кăна! Хăйĕн ун нимĕн те çук.
Михайлов кулнă пек туса тутине пăрчĕ.
— Ку сăмаха пуçласа санран илтнĕ пулсан эпĕ шутсăр тарăхса каяттăмччĕ пулĕ, ача. Халĕ унччен вуланисене аса илтĕм те атя лĕпĕртеттĕр терĕм. Татах пур-и сан каламаллисем?
Асли йĕкĕт çине кăлин пăхрĕ те хĕрелсе кайнă куçĕсене çара аллипе сăтăрса илчĕ.
— Эс асăрханса перкелеш, йĕкĕт. Атту эпĕ эс тӳре-шара таврашне те пăхса тăмăп. Мĕн тени вăл «лĕпĕртеттĕр» тени? Тата эпĕ саншăн ача та мар.
— Вăл юмахĕ çапла пырать, Янтул пичче. Шăпăрĕ пирки калас тăк, вăл сан шухăшу мар, ăна эсченех каланă. Çырса та хунă.
— Ман шухăша çырса хунă-и? Мĕн сӳпĕлтетсе ларатăн эсĕ! Хăшĕ ӳсĕртерех пиртен?
— Никам та ӳсĕр мар, Янтул пичче. Паçăр эс каланă сăмахсем çĕнĕ мар тетĕп-çке. Чăвашсене курайман улпутсем ăна санран малтан каланă. Пĕркун мана пĕр учитель темле «Ученые записки» ятлă кĕнеке пачĕ те, çавăнта чăвашсем валли кĕнекесем кăлармалла мар, чăвашсене хăйсене те пĕтермелле тенĕ. Тепри чăвашсене выльăхпа танлаштарать.
— Эсĕ мана улпутпа танлаштаратăн. Ну, тавтапуç сана, Михайлов. Кĕтменччĕ кун пек чыса.
— Эпĕ те санран ху çине ху сурасса кĕтменччĕ. Хăюллă çын, ĕç хурчĕ — çавăн пек калаçса ларать. Мĕскĕн чунсене эпĕ кунта, Чикме хулинче те, куркаланă. Вĕсем хăйсен мĕлкинчен хăйсем хăраса çӳреççĕ. Хăйсем чăваш иккенне палăртас мар тесе е чăвашсене юратманнине кăтартса ырă ят илтес тесе тăван ашшĕсене сутма хатĕр. Иудăсем ĕлĕк те пулнă, ыран-тепĕр кун та пĕтмĕç-ха.
— Ахалех мухтатăн эс мана, йĕкĕт. Пур пĕрех хăвăн тĕнне куçараймастăн. Эп сана хам шухăша каласа патăм. Килĕшет-и вăл сана, килĕшмест-и — сан ирĕк.
— Вăл кам шухăшĕ иккенне каларăм-çке эпĕ.
Асли, Янтул текенни, кӳ! хĕрелсе кайса сĕтеле карт туртрĕ те эрех кĕленчине йăвантарса ячĕ. Эрехĕ нумаях тăкăнса ĕлкĕреймерĕ, сĕтел варрине кусса çитнĕ кĕленчине Михайлов тытса тăратса лартрĕ. Черкки урайне ӳксе ванса кайрĕ. Михайлов пичĕ нимĕн те улшăнмарĕ. Вăл арки çинчи тĕпренчĕксене тасатрĕ те сĕтел хушшине тӳрленсе ларчĕ.
Хупах хуçи вырăнтан та тапранмарĕ.
— Ну, юрĕ, сан шухăшу пултăр, — терĕ Михайлов лăпкăн. — Халь ĕнтĕ ман шухăша итле. Мĕншĕн эсĕ чăваша нимĕн те пĕлмест тетĕн? Элек-и ку сан е çав тарăхăвах тăсăлать-и? Чăвашăн тĕлĕнмелле тĕррине ăçта хурас тетĕн эсĕ? Чăваш тĕррине, чĕнтĕрĕсене выставкăсем валли Питĕре илсе каяççĕ, ют патшалăхсенчен киле-киле илеççĕ. Тата юмах-халапĕсем, ташши-юрри мĕн тĕрлĕ. Çук, чăваш халăхĕ нихăш енчен те катăк мар. Вăл ĕçчен, сăпай. Кăштах вĕрентес пулсан ун ывăл-хĕрĕсем ăмăрт кайăк пек çĕкленмелле.
— Каларĕ! Вĕрентсен упа та ташлама вĕренет тет, — тăрăхласа хушса хучĕ Янтул текенни.
— Упа ташлама вĕренсен те вĕçме пултараймасть, ун çуначĕ çук. Этемĕн шухăш-ĕмĕчĕ çунатлă, эс ахалех тăрăхласа ларатăн, Янтул пичче. Пирĕн халăх халь шурă хут пек. Унта темĕн те çырма пулать.
Янтул Михайлов çине интересленсерех пăхса илчĕ.
— Пăх-ха эсĕ... Тăп-тăр ухмахах мар-çке эс, шăллăм. Ну, юрĕ, ырра-и, усала-и, мана чăвашла калаçма вĕрентрĕн ĕнтĕ. Вăл шурă хучĕ çине мĕн çырас тетĕн вара эсĕ? Мĕнле чĕлхепе çырăттăнччĕ унта?
— Вырăссем вырăсла вĕренеççĕ, тутарла та, çармăсла та мар. Нимĕçсем е французсем те хăйсен чĕлхипе вĕренеççĕ теççĕ. Чăвашсене те эпĕ çырма-вулама чăвашла вĕрентĕттĕмччĕ. Унсăр хăйсен сăвви-юррисене, юмахĕ-халапĕсене мĕнле çырĕç вĕсем? Вырăс патшалăхĕ варринче пурăнаççĕ тесе çине тăрсах вырăсла та хăнăхтарасчĕ. Вырăс ăслăхне тахçантанпа пуçтарса пыраççĕ, вăл пирĕн çынсене те юрĕччĕ.
— Чăвашла вĕренни ниме те кирлĕ мар, — терĕ Янтул çĕтĕлсе. — Сăр урлă каçсан чăвашла ыйтнипе сана никам та пĕр татăк çăкăр памасть. Пур пĕрех пĕтмелле вăл хăçан та пулин. Эпир Атăл хĕрринчи пĕр ывăç хăйăр кăна. Пĕр хум пырса çапмалăх та çук.
— Пур пĕрех вилмелле тесе çын хăй çуралсанах шыва сиксе вилмест-çке, — терĕ Михайлов тарăхма тытăнса. — Ман шухăшпа, этем тени хăйне хисеплеме пĕлтĕр. Кашниех хăйне çын тесе шутлатăр, вара тин унран мĕн те пулин кĕтме пулать. Капла, эс каланă пек, кашни утăмрах кама сутăнас-ши, ăçта куçса каяс-ши, мĕнле халăх тĕнне йышăнас-ши тесе хĕрарăмла кускаласа çӳресен, хăвна ху та хисеплеме пĕлмесен, паллах, сана та ыттисем хисеплемеççĕ. Çын хăйĕн вăйне шансан çеç мĕн те пулин тума пултарать. Ыйткаласси пирки калас тăк, ăна эп нимле чĕлхепе те ыйтмăттăм. Çын хăй ĕçлесе çитĕр.
Михайлов питне тĕмпĕл-тĕмпĕл хĕрлĕ çапрĕ. Вăл чарăнчĕ, те хваттерне кайма хатĕрленсе, те хăйне ырă мар туйнипе ĕçлĕ пулнă пек кăтартса йӳле янă кĕрĕкĕн аркисене хуплаштарчĕ, хăй çумне хунă çĕлĕкне аллине тытрĕ.
Калаçу таçта сапаланса кайрĕ, çывăх туйăм та çуралмарĕ. Кăштах курпунне каларса ларнă Янтул Михаилов çине çаплах юратмасăр пăхать-ха. Куçĕсем те унăн паçăрхи пекех хĕм сирпĕтеççĕ. Вăл çине-çинех чĕлĕм мăкăрлантарать, пысăк аллипе çӳçне сăтăркаласа илет. Михайлов хускалнине вăл курмарĕ те темелле. Хăй парăнасси-сутăнассисем çинчен каламан пулсан та Михайлов сăмахне хирĕç Янтул нимĕн те шарламарĕ. Ăна халь çенĕ шухăш çавăрса илнĕ пулмалла. Тĕрĕссипе паçăртанпах, паçăртанпах та мар-ха, тахçантанпах тĕлкĕшсе тăракан шухăш канăç памастчĕ пулмалла ăна. Тен, вăл кунта та çав ĕмĕтпе килнĕччĕ мар-и. Михайловпа тавлашассин сăлтавĕсенчен пĕри те, тен, кăвар пек вĕри шухăшах пулман-и.
Вăл, чăн та, тем калама хатĕрленсе малтан хăйне хавхалантарма сĕтел çине юлнă черккипе пĕр черкке эрех шалт ӳпĕнтерме ĕлкĕрнĕччĕ кăна, кĕтмен чăрмав сиксе тухса ĕçе йăлтах урăх еннелле пăрса ячĕ. Вĕсем калаçнине сывламасăр итлесе тăнă хуçа çĕмрĕкки вырăнне тепĕр черкке йăтса сасартăк сĕтел патне пырса тăчĕ. Черккине вăл Михайлов умне лартрĕ те сарлака питне тата ытларах сарса ячĕ.
— Хе-хе-хе... Мыскараçăсем эсир, господа... Чăнах ара.
Тĕлĕнсе кайнă Янтул çăварне карса пăрахрĕ.
— Кур, шăллăм, Валаам ашакĕ сас пачĕ!
Михайлов та хуçа еннелле пуçне каçăртрĕ.
— Эсир ним çукран нимĕр юрса ларатăр, — терĕ хуçа кулас килмен çĕртен кулкаласа, çĕлен сăхнă пек, хĕсĕк куçĕпе пĕрре пĕрин çине, тепре теприн çине сиввĕн пăхса. — Мĕне кирлĕ вăл — чăваш чĕлхи? Кама мĕн парать вăл? Чăвашĕсем те, вĕсен чĕлхи те никама та кирлĕ мар. Чăрмав кăна кӳреççĕ вĕсем. Эпĕ пĕр чăваш ялĕнче пилĕк çул пурăнса пилĕк сăмах вĕренмерĕм. Ма тесен кирлĕ мар вăл мана, — терĕ те хуçа сĕтел çывăхĕнче çакăнса тăракан лампине пăрса пĕчĕклетсе хăварчĕ. Çути лăп-лăп-лăп тукаларĕ те сӳнсе ларчĕ.
Пăч тĕттĕме тăрса юлнă Янтулпа Михайлов анăраса ним тума пĕлмесĕр ларнă хушăра тĕпелтен каллех хуçа сасси илтĕнчĕ.
— Кайăр тухса, господа, манăн ыйхă килет. Усламĕнчен ытла сиенĕ сиртен. Çăва патне...
Малалли ĕçсем куç хупса илнĕ хушăра пулса иртрĕç. Тарăхнипе чĕтреве ернĕ Михайлов çĕлĕкне тăхăннăччĕ кăна, тенкелне йăтса илсе Янтул хуçа тăнă çĕрелле вăркăнтарчĕ. Унтан хăй айĕнчи вăрăм сакка юлташĕ йăтса илнине сисрĕ Михайлов. Вăл сакă та таçта кайса çапăнчĕ пулас, темĕн ӳкни, темскер ванса кайни илтĕнчĕ. Унтан Михайлова такам ĕнсерен çавăрса илсе çӳлелле çĕклерĕ... Вăл юр ăшĕнче тăна кĕчĕ. Янтула та тула кăларса пăрахнă-мĕн. Михайлов тăрса силленчĕ те юлташне тăма пулăшрĕ. Янтул çара пуçăн. Ĕнсе хыçне, çанăсем ăшне юр кĕрсе тулнă. Çӳлтен те юр вĕçтерет, çил вĕрет. Янтул пуçĕ кĕçех шурă мелке пек пулса кайрĕ.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...