Таркăн :: Трактирти хĕр


Ивукпа унăн юлташĕ хваттерелле таврăнаççĕ. Ивук кĕсйинче эрех кĕленчи шăмпăртатать. Иккĕшĕ те суптăркаса çитнĕ, çывăрасси çинчен ĕмĕтленсе пĕр сăмах чĕнмесĕр сĕнксе пыраççĕ. Каç пулни нумай та мар-ха, çапах хулара пач тĕттĕмех. Кайсан-кайсан çех пĕр-пĕр чӳречĕре сарă çутă палăрать, анчах вăл та виç утăмранах куçран çухалать. Ăшри шухăш-кăмăл пекех, çанталăк та тӳлек мар. Атăл енчен сивĕ çил вĕрет, çумăр пĕрчисем пăт та пат ӳккелеççĕ.

Пасар урамĕнче йĕкĕтсем умне сасартăк пĕр хура мĕлке тухса тăчĕ. Вăл ӳсĕрес килмен çĕртенех кĕххĕм туса ӳсĕрчĕ те, Ивук хăраса тапах чарăнчĕ. Петĕрĕн те ыйхи янках уçăлса кайрĕ. Хупах чӳречинчен ӳкекен тĕксĕм çутăра вĕсем çине паçăр трактирте укçа пырса илнĕ çинçе пилĕкле хĕр куçне-пуçне чармакласа пăхса тăрать иккен. Хăйне паллаттарас мар тесе вăл антăрлăхлă калпакне куçĕ çинех антарса лартнă. Аркине хăнтăр тыттарнă кĕске майра кĕрĕкĕ те унăн сăнне улăштарать. Ивука вăл пĕрре таçта курнă пек те туйăнчĕ. Анчах ăçта курнă — ăна Петĕр те, Ивук та аса илеймерĕç.

Ивук тĕлĕнсе тăнă хушăра ун хыçĕнчен Петĕр тайкаланса тухрĕ.

— Аван-и, Маша! — терĕ вăл хыттăн.

Ют çын ăнсăртран хăйĕн ятне персе янипе хăраса хĕр кăштах каялла чакрĕ, хăйне хӳтĕлеме ыйтнă пек, Ивук еннелле йăпăрт пăхса илчĕ.

— Эпĕ Тоня ятлă, — терĕ вăл хуллен, чĕлхе вĕççĕн.

— Тоня-и? Çав тери хитре ят! — çĕрле хăйĕн сăнне никам курманнипе хăюланса пĕли-пĕлми чĕлхипе лăплантарма тытăнчĕ ӳсĕр Петĕр. — Ăçта кайма тухнă эсĕ çĕр хута?

— Киле таврăнатăп.

— Килĕ-качки ниçта та тармĕ-ха, атя пирĕнпе пĕрле.

— Э, çук, мĕн калаçатăр эсĕр, юрамасть апла, — хăраса ӳкрĕ хĕр.— Килех çитесчĕ-ха.

— Эсĕ çавăн пекех паттăр-и вара?

— Пĕччен çӳренĕрен калатăр-и? Хăраххăн та-ха эпĕ... ирĕксĕрех пĕччен çӳрес пулать.

— Эппин, леçме пырам мар-и эпĕ? — хăра-хăрах ыйтрĕ Петĕр.

Хĕр Ивук çине именсе пăхса илчĕ.

— Тен, сирĕн господинăр ерçӳллĕрех пуль? Маншăн пурĕ пĕрех те-ха...

Петĕр ахăлтатса кулса ячĕ.

— Господинăр?! Вăл ман пек «господинах», — тесшĕнччĕ вăл, анчах каласа пĕтереймерĕ, Ивук «тăхăнтарса» янипе стена çумне кайса çапăнчĕ. Пĕр саманта вăл тăнне те çухатнă пулас, пăхрĕ те — хĕр халь хăй умĕнче мар, виç-тăватă утăм аяккарах тĕттĕмре тăнине асăрхарĕ. Ивук ун патĕнче ыраттарнă аллине сăтăркаласа тăрать.

— Ӳсĕр вăл, — пырса кĕчĕ Петĕр хăлхине Ивук сасси. — Кайрăмăр, пике.

Анчах хĕр темшĕн утма васкамарĕ.

Паçăр çеç хĕр умĕнче çăвар уçма хăраса тăнă Ивук сасартăк хăюланса кайрĕ. Пĕлĕт пекех инçе туйăнакан хула хĕрĕсенчен пĕри халь — ун умĕнче! Вăл ăна «господин» тет, калаçма вăтанса тăрать, тен, юратать пуль...

— Пирĕнпе пĕрле кăштах эрех сыпса пăхмастăр-и? — сĕнчĕ Ивук. Ытти чухнехи тӳрккес сăмахсемех ăна хальхинче вырăнлă пек туйăнчĕç. Хĕр пуçне чикрĕ те кулса ячĕ, те хирĕçле темскер каларĕ — ăнланаймарĕ Ивук. Кирек мĕнле пулсан та хĕр пăрахса каймассине çех çирĕппĕн ĕненчĕ вăл.

Вĕсем хупах чӳречи умĕнчй вут каскисем çине ларчĕç. Ивук эрех кĕленчине силлесе кăтартрĕ.

— Эх, черкке çаклатса тухмарăм, — терĕ вăл.

— Халех илсе килетĕп, — терĕ те хĕр Ивук тытса ĕлкĕриччен тĕттĕмре çухалчĕ. Часах вăл каялла таврăнчĕ.

Пĕр-ик çăвар эрех сыпнипех Маша-Тоня тӳне пуçларĕ. Кайран хăй Ивука каласа панă тăрăх, ăна вăл вăтаннипе çапла хăтланнă-мĕн...

Ивук хĕре килне леçме кайрĕ. Çӳрерĕç-çӳрерĕç вĕсем тĕттĕм хулара çаврăнкаласа, утрĕç-утрĕç. Хăй ăçта çитнине те, хăш урамра çӳренине те пĕлмест Ивук. Хапхасем тĕлĕнче «Тоня» канма чарăнма ыйтрĕ. Анчах юпа çумне тăнă-тăманах вăл, сырлан пек, Ивук çумне тĕршĕнет, ăна ыталаса илет... Вĕсем татах малалла утаççĕ.

Юлашкинчен Ивук хĕрĕн ют çынна илсе кĕмелĕх хваттерĕ çуккине ăнлана пуçларĕ. Е унăн вуçех хваттер çук, е унта çынна илсе кĕме юрамасть пулĕ. Тоня хăй каччă çине шаннă пулас.

Вĕсем таçти кукăрти урам пеккине тухрĕç. Малта вăйсăр çутă чĕлтĕртетсе курăнчĕ.

— Сирĕн кĕрсе лармалли çук-и вара? — ыйтрĕ Ивук тарăхма тытăнса.

Хĕр кулса ячĕ те Ивукăн аллине вĕри аллисемпе тытса чăмăртарĕ.

— Эх, эс те çав, арçын... Юрĕ, эп халех. Тăр эсĕ кăштах...

Вăл кайрĕ. Тĕттĕмре çӳхе хăма алăк шăлтăрт туса уçăлчĕ. «Кăштах» мар, тем вăхăт кĕтме тиврĕ Ивукăн. Çывăрса каяс патне çитсен тин ăна паçăрхи вĕри алă çавăтрĕ те темĕнле пăчă пӳлĕме илсе кĕчĕ. Вĕсем татах эрех ĕçрĕç.

Терĕссипе Ивук çеç ĕçрĕ.

— Акă инке вырăнĕ, эпĕр çавăн çине ларăпар, — терĕ хĕр Ивука ыталанă май унăн кĕсйисене хыпашласа. — Эсĕ çывăр, пепкемçĕм, çывăр, çывăр...

 

* * *

Ивук шăннипе вăранчĕ. Витĕнмелли шыраса пĕр еннелле хыпашласа пăхрĕ — нимĕн те лекмерĕ, тепĕр еннелле аллине тăсрĕ — унта та пуш-пушах пулчĕ. Çаврăнса выртма тăчĕ те сасартăк таçтан вĕçерĕнсе кайса йĕпе çĕр çине нăчлатса ӳкрĕ. Тӳпере çăлтăрсем курăнса кайрĕç, питне сивĕ çил перĕнчĕ, шăлаварĕ витĕрех йĕпе çапрĕ. Хуллен ахлаткаласа Ивук хăй çумĕнчи тенкел çине тăрса ларчĕ.

Пӳрте кĕнине лайăхах астăвать вăл, анчах кунта мĕнле майпа тухса выртнă — вилсен те астумасть.

Вăл кĕсйисене хăраса тĕрĕслесе пăхрĕ. Чĕри лăштах кайрĕ — пур-мĕн укçи. Япалисене те тĕкĕнмен.

Кам пулчĕ-ши ку хĕрача? Малтан чиперех сĕртĕнкелетчĕ, тенкел çине кăларнă та пăрахнă. Пыр та калаç вĕсемпе.

Ивукăн пуçĕ çурăлса тухас пек ыратать, ăшĕ пăтранать. Тарăхни те иртсе каймасть. Чике тăршшех улталарĕç иккен ăна. Калаçса курчĕ Ивук хула хĕрĕпе. Юрать-ха, укçипе япалисене çаратман, уншăн та тавтапуç.

Ивук сасартăк кантур хучĕ çинчен аса илчĕ. Кĕсйисене тытса пăхрĕ, хĕвне чиксе ячĕ... Хут çук! Вăл сиксе тăрса таçталла чупса каясшăнччĕ, йывăç çумне пырса çапăнчĕ. Тепĕр еннелле утма хăтланчĕ те темĕнле çырмана ӳпне-питне çаврăнса анса кайрĕ...

 

* * *

Кăнтăрла тĕлне хулари полици участокне пĕр çамрăк çын уксахласа пырса кĕчĕ. Тăмпа вараланнă пиншакĕпе шăлаварне вăл кунта кĕриччен типĕтсе сăтăркаласа та пăхнă пулмалла та, тăмĕ пур пĕрех палăрать çав. Пичĕ-куçĕ кăвакарса пĕтнĕ.

— Манăн аслине курасчĕ? — терĕ вăл çĕвек шăршă çапса лартнă вăрăм коридора кĕрсен.

Тĕтĕм ункисем ярса тăракан дежурнăйсем — икĕ услап — куç хӳрипе ун еннелле пăхса илчĕç те куçĕсене маччаналла каçăртрĕç. Пĕри чыхăнса кайса çăварĕнчен çĕлĕк пысăкăш шур тĕтĕм кăларса ячĕ. Тепри тутине мăкăртрĕ те кĕлентĕр пек ункăсем пăл та пăл вĕçтерме тытăнчĕ.

— Санран виçе пус çурă! — пĕлтерчĕ вал савăнăçлăн сывлăшри тĕтĕм шушкисем ванасран çĕрелле пĕшкĕнсе. Юлташĕ стена çине кăмрăкпа виçĕ вăрăм патак лартрĕ! Унтан шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те тепĕр кĕскерех патак чĕрсе хучĕ.

— Шалалла кĕме юрать-ши? — ыйтрĕ килнĕ çын шикленсе, çав вăхăтрах ăшĕнче вĕчĕрхенсе.

Полицейскисем çаплах нимĕн те шарламарĕç. Выляса илни урисене саркаласа пусрĕ те каллех тĕтĕм ĕмсе илме хатĕрленсе тăчĕ.

Унăн юлташĕ, вăрăм питлĕ тĕксĕм çын, стена çумне таянчĕ.

Вĕсем хĕрсе кайса хаяр тĕтĕм йăсăрлантара пуçласан килнĕ çын хуллен шалалла иртсе каясшăнччĕ, ура хунипе çĕре тăсăлса ӳкрĕ. Тахăшĕ унăн алли çине латăртаттарса пусрĕ.

— Ай-ай-ай!— çухăрса ячĕ çамрăк çын сехре хăпмалла. — Апа-пап!

— Эсĕ чăваш пуль вĕт? — терĕ выляса яни урине илсе.

— Чăваш, — терĕ килнĕ çын аптраса.

— Апла тăк, хуллентерех айкаш. Атту çăвар урлă лекет. Юлашки вăхăтра эсĕр ытла кăшкăрашма тытăнтăр. Сана мĕн кирлĕ?

— Эпĕ аслипе калаçса пăхасшăнччĕ.

— Кунта чи асли ак çакă, — терĕ те вăрăм питли Ивука тепре çапса чикелентерчĕ.

Ивукăн çăвар ăшĕ типсе ларчĕ. Вăл тӳрленсе тăчĕ те чĕркуççийĕсене сăтăркаларĕ.

— Эпĕ кĕпĕрнаттăра каласа паратăп. Юрамасть ун пек... Ĕçпе çӳрекенсене...

— Сана мĕн кирлĕ тетĕп?! — çухăрса ячĕ вăрăм пит. Ивук мăштах пулчĕ.

— Мана çаратрĕç, — терĕ вăл хуллен.

— Хăш тĕлте?

— Пĕлместĕп, — терĕ Ивук ĕсĕкле-ĕсĕкле. — Çĕрлеччĕ те, астуса юлаймарăм.

— Камсем çаратрĕç?

— Вăрăсем пуль ара.

— «Пуль». Тен, эсĕ ху çухатнă. Е картла выляса янă та халĕ каялла туртса илме хăтланса çӳретĕн? Э? Мĕн-мĕн çухатрăм тетĕн-ха?

— Хута кăларса илнĕ.

Полицейскисем хыттăн кулса ячĕç.

— Хăш тĕлте кăларса илнине пĕлместĕн, кам кăларса илнине те пĕлместĕн, — терĕ тĕтĕм çăвăраканни çавăнăçлăн. — Акă мĕскер. Килне кай та текех хуласем тăрăх сĕтĕрĕнсе ан çӳре. Ну, сывă пул.

Вăрăм питли алăк уçса хучĕ. Унăн юлташĕ майлашăнса тăчĕ те алăк урати урлă каçма тытăннă Ивука кутĕнчен тапса сиктерчĕ.

 

* * *

Çав кунах каçпала трактирти хура куçлă хĕр пасар урамĕнчи пĕр пĕчĕк çурта васкамасăр пырса кĕчĕ. Вăл картишне кĕнĕ-кĕменех кĕçĕн хапха алăкне шал енчен шăкăрт çаклатса лартрĕç.

— Эпĕ йăпăртлăха çеç вĕт, питĕрсе тăмалла марччĕ пуль? — терĕ хĕр иккĕленӳллĕн. Паян вăл чăвашла шыв пек калаçать-мĕн.

— Килнĕ пек чухне кăштах ларса кансам-и ĕнтĕ, — терĕ ăна кĕтсе илнĕ çӳллĕ йĕкĕт те чăвашла. Вăл, каякан çынна тытса чарма хăтланнă пек, çепĕç аллипе хĕрĕн çурăмне сĕртĕннĕ пек турĕ. — Эсĕ çурт хуçисене те курман вĕт-ха. Вĕсене Авăстей мучи паллать. Килсен-тусан вăл яланах çакăнта кĕрсе выртатап тет. Тен, хăçан та пулин сана та кирлĕ пулĕ... Тата кăштах канни те юрĕ тетĕп-çке, эс яланах ура çинче.

Çамрăк çын ӳкетленĕçем хĕр: «Э, халь ман вăхăт çук-çке, эпĕ ĕçри çын, ыйтса çеç тухрăм. Хуçа вăрçма пултарать», — текелесе пат татсах хирĕçлеме тытăнчĕ, анчах хăй çăмăллăнах каччăпа юнашар шалалла утса кайрĕ. Çенĕк умĕнче йĕкĕт, те тĕттĕмре тата пăртак калаçса тăрас тесе, те ӳкĕте кĕнипе, чарăнма та шутланăччĕ, халь ĕнтĕ хĕрĕ чарăнмарĕ. Вĕсем умлă-хыçлă утса, тĕттĕмре пĕрне-пĕри перĕнкелесе пĕр пуçĕпе çеç урама тухакан пӳртĕн кайри пӳлĕмне васкаса кĕрсе тăчĕç. Вăтаннипе çутăра иккĕшĕ те харăсах шăп пулчĕç те пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç. Хĕр сăнĕнче вара тĕлĕнни çеç те мар, хăрани те тата çав хушăрах савăнни те палăрчĕ. Урăх çыншăн, тен, вĕсен сăн-сăпатĕнче, çийĕ-пуçĕнче пăхмалли нимех те çук пулĕ. «Пулĕ» те мар, татсах калама пулать: çук. Йĕкĕт хурама хуппипе пĕветнĕ йĕмпе, вăрăм шур пир кĕпепе. Кĕпине çăва-çăва, тукмакпа çапа-çапа çемçетсе янă та, халĕ вăл ӳт çумне пусма пекех çыпăçса тăрать. Уринче — çăпата. Хăй çӳллĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă, лапсăркка çырă çӳçлĕ. Пичĕ тăрхаларах, ырхан, çавăнпа пит шăммийĕсем те ытларах тухса тăнă пек туйăнаççĕ. Тĕттĕм кăвак куçĕсемпе йĕкĕт уççăн пăхать. Мăйăх та, сухал пекки те тин çеç палăра пуçланă-ха унăн, сухал пĕрчийĕсем те тăм тивнĕ пек сарăхса, темĕнле пĕтĕрĕне-пĕтерĕне ларнă. Тутийĕ йĕкĕтĕн пĕчĕк ачасенни пек хитрен мăкăрăлса тăрать. Вăл çап-çамрăках-ха, нумай пулсан, çирĕмсенче пулĕ, анчах пурнăç курма ĕлкĕрнĕ: икĕ пит çăмартийĕ çине те тăрăхла май çинçешке йĕрсем çырăннă. Çине тăрсах пăхсан çеç ку чăваш ачинче ют пек курăнаканнине асăрхама пулать: аллисем унăн ĕçпе пурăнакан çыннăнни пек мар черчен, пӳрнисем вăрăм, «чĕрĕ». Вĕсен хусканăвĕ хуçинчен килмен пек туйăнаççĕ, вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ тейĕн.

Хĕрĕ вара хулари хитре тумланнă хĕрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл çăт тытса тăракан пилĕклĕ майрасен кĕске кĕрĕкĕпе. Пĕчĕк çухи айĕнчен хăмăр хăю туртса çыхнă та унăн вĕçĕ, мăкăнь çеçки пек, кăкăр умĕнче усăнса тăрать. Икĕ çивĕтне çурăм хыçне кăларса янă. Çивĕт кăкне те, вĕçĕсене те хура пурçăн хăюпа çыхнă. Лаптак тăрăллă çăп-çăмăл калпакĕ айĕнчен тăнлав çине хура çӳç пайăрки кăтраланса тухнă. Тĕксĕм юбки хыçалтан хăпартланса тăрать. Хĕр пĕчĕк питлĕ, пĕчĕк çăварлă. Вĕри сывлăшпа куштăрканă тутине вăл час-часах сурчăкĕпе йĕпетсе илет. Куç умĕнчи ыррине çеç мар, куç хыçĕнчи усаллине те курнă пек, хĕрĕн пысăк хура куçĕсем хуйхăллăн пăхаççĕ. Йĕкĕтрен вăл нумай лутра, çинçе, анчах чăмăр кĕлеткеллĕ.

Çапла, урăх çыншăн вĕсен çумĕнче нимĕн тĕлĕнмелли те çук, çапах вĕсем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç. Ахăртнех, ку хĕрпе каччă пĕрне-пĕри халиччен те курнă пулас.

Вĕсен ури сассипе шалти пӳртрен пĕр хĕрĕх патнелле çывхарнă сарă вырăс утса тухса хĕр еннелле аллине тăсрĕ те: «Йăван пиччӳ пулатăп. Пирĕн ыттисем мунчана кайнă-ха. Эпĕ çывăрма хатĕрленнĕччĕ те, кунта хăвăрах хуçа пулăр», — текелесе каялла кĕрех кайрĕ. Хĕр унăн ачашшăн чăмăртанă сарлака ал лаппине туйрĕ те çыннăн сарлака çурăмне çех курса юлчĕ. Вăл каялла çаврăнса пăхмасăрах, куçне йĕкĕт çинчен илмесĕр алăк патĕнчи хыçсăр пукан çине ларчĕ. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ вара яланхи пекех кая юлса чĕрине пырса касрĕ. (Пире иксĕмĕре улах туса парас тенĕ пекле каламасть-и вăл?! Мĕн тесе шутлаççĕ вĕсем мана, пӳлĕхçĕм! Халех тухса каяс!) Хĕр тăрук кӳ! хĕрелсе кайрĕ, анчах вырăнтан та тапранмарĕ. Ун çине шеллесе пăхса илнĕ йĕкĕт тăрса сĕтел кĕтессинчи трубасăр лампа çутине хăпартрĕ. Ку ĕнтĕ — пӳртре çурма тĕттĕмччĕ, эпĕ нимех те курса ĕлкĕреймерĕм тенине пĕлтерчĕ-тĕр.

Пӳрт ăш-чикки, чăнах та, чипертерех курăна пуçларĕ. Тултан пĕчĕккĕ пек туйăнсан та пӳрчĕ шалтан самаях ирĕк-мĕн. Алăк патĕнче тата шалти пӳрте кĕмелли алăк хыçенче — вырăнсем. Иккĕшне те хĕрарăм алли тирпейлесе пуçтарни сисĕнет. Чӳречисем çине чĕнтĕр çакнă...

«Тен, ку вырăс усал шухăшпа та каламарĕ пуль? — çаврăнать хĕр пуçĕнче паçăрхи кӳренӳ. — Сăнĕ кăмăллă пек туйăнчĕ-çке. Кунĕпе ĕçлесе ывăннă та ĕнтĕ эпĕ кĕричченех саланма тытăннă пулнă, эп килсен юри тарса кĕмен. Тата эпĕ мĕн çăмăлпа çӳренине те пĕлет пулĕ. Çавăнпа пăрăнчĕ-тĕр».

Вăл хĕвĕнчен тутăрпа чĕркенĕ темĕнле тăваткал япала туртса кăларчĕ.

— Акă вăл, эс ыйтакан хут, Ухтиван.

Сĕтел пуçĕнче ларакан çамрăк яштах сиксе тăчĕ те хăй еннелле тăснă тĕркĕме ик аллипе ярса тытрĕ.

— Çав хутах пулчĕ пуль, ку, Малюк?

— Çавă, — терĕ трактирте ĕçлекен хĕр йĕрĕннĕ сасăпа. — Хваттер хуçи ачине вулаттартăм. Шурча вулăсне Хусантан хĕç-пăшаллă салтаксем ярса пама ыйтаççĕ.

— Эппин, Хусанах кайма тухнă-ха вăл. Паллаймарĕ пуль те сана Ивукĕ?

— Ӳсĕрскер-и? Эп Савтеписем патне хăнана пырсан мана вăл астуса та юлман, — терĕ хĕр çӳçенсе илсе.

— Ну, сана куншăн тав туса та пĕтереес çук ĕнтĕ, Малюк, — тесе йĕкĕт хутне часрах ура тăли хушшине салтса хĕстерчĕ. Унтан шухăшларах тăчĕ те ăна каялла кăларса илсе кăмака çумĕнче çакăнса тăракан хура сăхман кĕсйине чикрĕ, сăхманне кăмака çине пĕрене çумне чăмăртаса хучĕ. — Ивук ăçта кайма тухнине пĕлес тесе эпир тем тума хатĕрччĕ. Юрать, эсĕ пулăшрăн. Ивук ахаль çӳрес çуккине пĕлетпĕр, анчах ăçта каясшăн вăл — никам та татса калаймасть. Мултиер калать: ялтан хăраса тухса тарать пуль вăл тет. Унтан леш тискер кайăкне çул çине кăларнине пĕлтĕмĕр те: э, кусем пысăк ĕçпе çӳреççĕ терĕмĕр. — Ĕçĕ тухнипе савăннă йĕкĕт кăшт ытларах та калаçать пулас.

Хĕр тĕттĕмерех куçса ларчĕ, анчах сасси пĕртте улшăнмарĕ.

— Шахрун та кунта-и?— терĕ вăл лăпкăн.

— Хуçи ăçта — йытти те çавăнта.

«...Сентре вырăнĕнчи лаптак кашта çинче çитĕннĕ хĕр кĕпи çакăнса тăрать-мĕн. Вăл хуçа арăмĕн мар пуль çав. Хĕрĕхелле çитнĕ ачаллă-пăчаллă хĕрарăма мĕне кирлĕ ун пек хитре кĕпе? Тата вырăн айĕнчен те манни пек шĕвер пуçлă пушмак курăнать. Эппин, ку пӳртре... Мĕн çех мар пулĕ... кил хуçи арăме çех те мар пулĕ. Тăтăш килсе çӳрет-ши вĕсем патне Ухтиван?»

■ Страницăсем: 1 2