Таркăн :: Туссем
Шахрунпа лашисене Ивук ашшĕ кĕрекен хваттере, пасар çывăхĕнчи пĕр çурта, хăварчĕ те хăйпе пĕрле вĕреннĕ юлташне шырама тухса чупрĕ. Малтанхи çуртра ун çине путек пек кăтра йытă сиксе ларчĕ. Юрать, хуçа майри вăхăтра тухма ĕлкĕрчĕ. Иккĕмĕш килĕнче ăна картишне те кĕртмерĕç. Шăпăр тытса тăракан сухаллă старик тӳрех ун çулне пӳлсе хучĕ.
— Ыйткалакансене кĕртме хушман, — терĕ вăл кĕскен.
Ивук тарăхса кайрĕ.
— Но, но! Ытлашши ан сӳпĕлтет эсĕ! Уç алăкна.
Старик текех калаçасшăн та пулмарĕ. Ивук ăна сирсе ярсах картишнелле кĕресшĕнччĕ, хăй мĕн тăхăнса килнине, хăй ялта мар, хулара иккенне аса илчĕ те шăпах пӳлчĕ.
— Ку хутаçра манăн леш мĕн... тăхăнмалли. Сирĕнле — мундир пулать. Тум-тир, — вырăсла сăмахсене аран-аран тупкаласа ăнлантарма хăтланчĕ вăл.
— Тум-тир те сутăн илместпĕр.
— Хама валли... тăхăнма. Эпĕ юлташа... Петĕре шыратăп. Пĕрле вĕреннĕччĕ. Çакăнта пурăнать терĕç.
— Чăваш-и? ,
— Ĕлĕк чăвашчĕ. Халĕ пĕлместĕп. Пĕр çула яхăн курман та... Хушамачĕ унăн Иванов. Иванов Петр.
— Куçнă вăл кунтан.
— Ăçта пурăнать-ши халь?
Сив турă пек хаяррăн пăхкаласа тăракан шăпăрлă старик аллине кăна сулчĕ.
— Иртсе кай часрах! Калаçса тăма вăхăт çук манăн!
Ивук хĕвĕнчен укçа енчĕкĕ кăларчĕ те старик çумĕнчи тенкел çине вунă пус хучĕ. Старик салтак пек яшт тӳрленсе тăчĕ. Шăпăрĕ çĕре ӳкрĕ.
— Ав çав çуртра пурăнать, — терĕ вăл урам урлă кăтартса. — Ку урам хĕрринче мар, шалта тепĕр çурт пур. Пахчара ларать. Атя, хам ертсе каям... Чăваш пулсан та ăслă ачаччĕ Иванов, ăна-кăна чухлатчĕ. Вăл темшĕн хуçа майрипе килĕштереймерĕ. Хам пулсан эп ăна... хăть те виçĕ çул пурăн. Ак çакăнта, çав садра лараканнинче. Вăл тарçăсен пӳрчĕ шутланать. Господасем пысăккинче пурăнаççĕ. Çапла... Тархасшăн, тархасшăн. Юрĕ. Тавтапуç. Иванов господина эп хисеплени çинчен каласа парăр...
Ивук ун сăмахĕсене итлесе пĕтереймерĕ, чупнă пекех картишне кĕрсе кайрĕ. Пӳртре ăна кĕпе çуса тăракан ватă хĕрарăм кăмака хыçне тĕллесе кăтартрĕ. Куçĕ çурма тĕттĕме хăнăхса çитсен Ивук унталла ярса пусрĕ те путмар çинче выртакан юлташне ыталаса илчĕ.
— Аранах шыраса тупрăм сана. Мĕн эс тăп-тăр кăнтăр кунĕнче çывăрма кĕрсе выртнă?
— Ку эсĕ пултăн-и, Иван? Кĕрсе выртма мар, эпĕ тăман та-ха паян.
— Тăман?! Ан тĕлĕнтер! Кĕçех каç пулать те... Тен, чирленĕ пуль эсĕ?
— Çук, чирлемен. Паян вырăс эрни кунĕ вĕт. Службăна каймалла мар.
— Вара кунĕпех çывăрмалла-и?
— Çывăрсан хырăм выçмасть.
— Э-э, акă мĕскер, — тесе Ивук вырăн çине тӳрленсе ларчĕ. — Укçа çук пуль-çке?
— Эсĕ вăл сăмаха питех ан асăн-ха, — терĕ ăна юлташĕ шăппăн. — Çынсен хăлхисем шăтăк, ăнланма пултараççĕ. Ахаль те эпĕ хваттершĕн икĕ уйăх тӳлемен ĕнтĕ. Ытти çĕртен те çавăншăнах хӳтерсе кăларса ячĕç. Нухрат тейĕпĕр.
— Нухрат-и унта, мĕн-и... Ну-кă, тух-ха çутта, пăхам, мĕнле пулса кайнă эсĕ хулара пурăнса, — тесе Ивук юлташне аллинчен тытса сетерĕ пуçларĕ. Пӳлĕм варрине çӳлелле ӳссе кайнă пуçлă шĕвĕр каччă тухса тăчĕ. Вăл Ивукпа пĕр çулаллах, анчах унран çӳллĕ, ырхан. Пичĕ тăрăхла, çӳçĕ хура та хытă. Вăл йăваш кăмăллă пулас, пăрунни пек пысăк куçĕсемпе çынсем çине уççăн та ĕненсе пăхать, йăл та йăл кулкалать. Авăнса кĕнĕ пĕчĕк сăмси унăн темле хăюсăррăн курăнса ларать.
Ку ача хĕллесенче хытă шăнать пулмалла.
Ивук ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити пăхса тухрĕ те савăнса çурăмĕнчен лăп-лăп-лăп çупăрларĕ.
— Çук, нимех те улшăнман. Сăну çех кăшт шуранкарах пек. Тен, вăл тĕттĕм çĕрте çывăрнăран пуль? Ну, тăхăн часрах, эрех ĕçме каятпăр.
— Тен, апат çиме тесшĕнччĕ пуль эсĕ?
— Çук, эрех пехлетпĕр. Паян çул тăршшĕпех çавăн çинчен шухăшласа килтĕм. Ĕçер-ха пĕрре ӳсĕрĕличчен.
— Сирĕн енче çакăн пек çĕтĕк-çатăксен те укçа пур-и вара?
— Э-э, тĕрĕс калатăн, Петĕр. Халех улăштарса тăхăнатăп. Эп ăна çĕнни çул çинче лӳчĕркенесрен çапла тăхăнса килтĕм. Хуçа майрине хуш-ха эсĕ ман кĕпе-йĕме якатма. Эй, инке... тăхлачă темелле-и, çаксене якатса пар-ха мана. Укçа тӳлетĕп...
— Ăçта кайăпăр вара эпĕр?
— Пĕр-пĕр трахтире, ара.
— Унта хăрушăрах мар-и, Иван? Тен, лавккана чупса кайса мĕн те пулин киле илсе килем?
— Укçа пур çинчех, вăрă пек, кăмака хыçĕнче ĕçсе ларас-и?!
— Вăл çаплине çапла та-ха, мăшкăлласа пĕтересрен хăратăп эпĕ. Вырăс эрни кунĕ ӳсĕрсем нумай пулаççĕ.
— Эпĕр хамăр та ӳсĕрĕлĕпĕр. Мĕн тесе мăшкăллĕç вара пиртен?
— Ара, чăвашран мĕн тесе мăшкăлласси паллă ĕнтĕ. Чăваш, Василь Ванăч, тем те пĕр. Чĕрре кĕрсен хĕнеме те ӳркенсе тăмĕç.
— Эпĕр хамăра паллаттармăпăр, Петĕр. Çын хушшинче такам темле халăх унта. Укçа пур пирĕн.
— Манăн вырăсла питех тухмасть çав. Хулара виçĕ çула яхăн пурăнатăп ĕнтĕ, чĕлхе пур пĕрех такăнать.
— Эпĕ аптрасах каякан марччĕ-ха... Чăвашла сахалтарах калаçмалла ăна, вара часрах вĕренетĕн.
Ивук тумланнине кура унăн юлташĕ те кăмака хыçне чăмрĕ, васкасах тăхăнма тытăнчĕ. Унтан вăл сасартăк чӳрече патне чупса тухрĕ, пĕчĕк тĕкĕр татки çине пăхса илчĕ.
— Çук, нимĕн те тухмасть, Иван, — терĕ вăл хуйхăллăн.
— Мĕн тата?
— Эпĕ чăвашĕ паллă. Пăх-халĕ тĕкĕр çине.
— Ара, эп ăна тĕкĕрсĕр те куратăп-ха. Палли чăн та паллă ĕнтĕ. Мĕн тăвăпăр эппин?
— Тем тумалла-çке ĕнтĕ. Тен, килтех ĕçĕпĕр?
— Манăн трахтирех каяс килетчĕ. Пĕрре чунăман çунаттине сарса курам тенĕччĕ... Чăвашĕ паллă пулсан та, эс пур пĕрех лайăх юлташ, Петĕр.
— Тăхта-ха, тен, эпĕр пĕр-пĕр турккă пулăпăр?
— Мĕн вăл — турккă?
— Курман-и, пасарсенче темле çырласем сутаççĕ? Пуçĕсене ура тăли чĕркенĕ. Вĕсем таçтан Атăл тăрăх хăпараççĕ тет.
— Ан асăн-ха Атăлне, Петĕр. Ыран каймалли çинчен аса илсенех, çӳç-пуç вирелле тăрать... Пĕр каçлăха та пулин манар ун çинчен. Мĕн тумалла турккă пулас тесен?
— Ура тăли тупмалла.
— Ура тăлиех мар пуль ĕнтĕ, пĕр-пĕр сурпан пуль. Е ал шăлли-и?
— Ну, ал шăлли те юрĕ эппин.
— Пĕр сăмах та пулин пĕлетĕн-и эсĕ турккăлла?
— Вĕсем хăйсем те пĕлмеççĕ пулмалла, Иван. Пĕр сăмахне те ăнланса юлма çук. Шутсăр хăвăрт калаçаççĕ.
Кантуртан парса янă хутне Ивук шалти кĕсйине тирпейлесе чикрĕ. Укçине те çавăнта куçарчĕ. Вĕсем картишне тухрĕç. Иккĕшĕ те пуçĕсене шап-шурă ал шăлли чĕркенĕ. Çутта тухнă-тухманах çанни çинчен Ивук пĕр хăнкăла тытса илчĕ.
— Ку мĕ-ĕн?
— Ара, курмастăн-им — хăнкăла?
— Турккăсен хăнкăла та пур тет-и?
— Ку уншăн мар ĕнтĕ, эс чипер калаç-ха. Ман путмар таврашĕнче хăнкăла нумай.
— Мĕнле чăтатăн эс вĕсене? Эп пулсан çывăраяс çук хăть.
— Хăнăхнă та — пырать. Малтанах кăткă тĕми çинче выртнă пекех туйăнатчĕ, Манăн ачаш ӳт те, юратаççĕ вĕсем мана. Ăшăтсанах сада тухатăп çывăрма... — текелесе картиш алăк хăлăпĕнчен тытнăччĕ кăна Петĕр — тăпах чарăнса тăчĕ. — Чим-ха, ача, эпĕр калаçса татăлаймарăмăр. Хăшĕ пиртен асли, хăшĕ кĕçенни?
— Ара, паллă ĕнтĕ: эпĕ хуçи, эсĕ тарçи.
— Эпĕ те çапла шутланăччĕ çав. Тата — эпĕр хăш пӳлĕмне кĕрĕпĕр? Кашни трахтиртех улпут-хуçасем валли уйрăм пӳлĕм пулать теççĕ. Тулти пӳртĕнче, пырса кĕрсессĕнех, ахаль çынсем ĕçсе çиеççĕ тет, шалта ăçта та пулин — господасем.
— Закон тăрăх, эсĕ тулти пӳртĕнче, эпĕ шалта пулмалла ĕнтĕ. Анчах манăн шутсăр калаçса ларас килет-çке?
— Манăн та пуплес килет çав. Тата — çиес килет.
— Юрĕ, эпĕр пĕрлех ларăпăр. Эсĕ манăн приказчик, эпĕ — купца тет. Халĕ ытларах калаçса юл та лере калаçмасăр та чăтăпăр. Çынсем çук чухне шавлă вăхăтра çеç перкелешсе илĕпĕр.
Çамрăксем картишĕнчен тухрĕç.
Пуçĕсене ал шăлли çыхнă икĕ çын урампа пĕр-пĕрин хыçĕнчен чынлăн утса аннине паçăрхи старик тĕлĕнсе пăхса юлчĕ.
Хурсем пек çаплах пĕр-пĕрин хыççăн утса — Ивук малта, ун хыçĕнче Петĕр — вĕсем пасарти трактире пырса кĕчĕç. Пасар саланса пĕтсен, каç пуличчен пĕр сехет çурă е икĕ сехет хушши, трактирсемпе хупахсенче те çын сахалланать. Кăнтăрла ĕçсе супни вăл вăхăтра тăна кĕрсе выртать-ха, каçпала укçа ăçтан тупасси çинчен пуçне ватать, çамрăксем урама тухма ĕлкĕреймен. Çавăнпа ку трактирте те çын çукпа пĕрехчĕ. Пысăк пӳлĕмĕн тĕттĕм кĕтессинче çех пĕр-ик мĕлке тĕлĕрсе ларатчĕç. Стойка хушшинчи ыйхăллă этем, пĕр вăтăрсене çитнĕскер, те хуçи, те унта ĕçлекенскер, çамрăксене çывăхри пушă сĕтелсем еннелле пуçне сулса кăтартрĕ. Анчах Ивук унталла çаврăнса та пăхмарĕ. Вĕсем тĕпелелле иртрĕç те алăк вырăнне çакса янă пасар витĕнкĕçне карт сирчĕç — апат-çимĕç хатĕрлекен кĕтес пулчĕ. Теприне уçрĕç, — ку шăп кăна хайхи Петĕр калакан улпут пӳлĕмĕ-мĕн. Вăл лешинчен чылай пĕчĕккĕ, анчах çутă, таси те тасарах, урайне сăрланă. Сĕтелсем çинче çитĕсем, чĕлĕм тĕпĕсем-мĕнсем пăрахма тиркĕсем лартса панă. Стена çинче ӳкерчĕк пур — хулăм купарчаллă арçынпа хытанка майра ташлаççĕ.
Ивукпа унăн юлташĕ чӳрече патне çурăмпа кайса ларчĕç. Капла сăн-питсем питех курăнмаççĕ, çĕнĕрен килсе кĕрекенсене те çийĕнчех асăрхама пулать.
Пӳлĕме паçăрхи ыйхăллă этем килсе кĕчĕ. Пĕр сăнне улăштарса тепĕр сăн тăхăннă пекех, халĕ вăл çав тери тутлăн пăхкалать. Ал шăллине алли урлă çакса янă, çийĕнче — шурă пиншак.
— Сире валли мĕн илсе килес? — тесе ыйтрĕ вăл, чĕлхи çакланса ларнă пек, юлашки «с» сас палли çине пусăмласа.
Ивук аллипе эрех ĕçнĕ пек туса кăтартрĕ те икĕ пӳрнине çĕклерĕ.
— Мĕнлине-с? — терĕ этем.
Çамрăксем аптра юлчĕç. Петĕр халиччен нимĕнлине те ĕçсе курман иккен. Ивукĕ ĕçкеленĕ, анчах ячĕсене пĕлмест.
— Тен, коньяк?
Ивук унпа килĕшсе пуçне сулчĕ.
Трактирте ĕçлекен кусене чĕлхесĕрсем терĕ курăнать, тепре кăлин пăхрĕ те икĕ черкке коньяк илсе килсе пачĕ! Çамрăксем эрехне шалт ĕçсе ячĕç те кăшт çех авăнса анмарĕç. Петĕр куçĕнчен вут-хĕм сирпĕнсе тухрĕ. Ивук та хăйне пĕр ывăç кăвар çăтса янă пекех туйрĕ. Çыртма килсе хунă лимон таткине вĕсем тĕкĕнмерĕç те.
Этем «турккăсем» çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ те: «Тата мĕн парас?» — терĕ. Ивук эрех черкки çине тĕллесе кăтартрĕ.
— Мĕнлине?
Текех самах чĕнмесĕр ларма майĕ çуккипе Ивук аллине сулчĕ.
— Мĕнли пур, çавна-с! Пурне те! Çĕр хут ыйтса тăмаççĕ ăна.
— Пирĕн темĕнли те пур-с, — терĕ тутлă сăнлă çын тĕлĕнсе.
— Сăмахран?..
— Шампански, романея, кизлярка, икĕ хут юхтарнă бордо, калемпĕр эрехĕ... Хăшне илсе килме хушатăр?
— Пурне те тесе каларăм пуль эп сана?!
Çамрăксем энĕç курăк эрехне ĕçрĕç. Кунтан чăн та: улăх курăкĕ шăршиех кĕрет-мĕн. Унтан шампанскине тутанса пăхрĕç. Ку вара кăвасран та усалтарахскер пулчĕ...
Пуçĕнчен шалçапа çапса анăратнă пек пулса кайнă Петĕр тутă сăнлă этеме иккĕллĕ, унтан виççĕллĕ кура пуçларĕ. Вĕсем шавланипе кухньăран хĕрарăмсем чупса тухрĕç. Пысăк пӳлĕмĕн тĕттĕм кĕтессинче ларакансем хускалчĕç. Вăхăт нумайта иртмерĕ, «турккăсем» çине çĕр те пĕр куç тĕлĕнсе пăхма тытăнчĕ...
Мĕн те пулин пуласран хăраса ӳкнĕ трактир хуçи Ивука хут татки кĕрсе тыттарчĕ.
— Ку мĕн?— терĕ Ивук.
— Счет. Укçа тӳлемелли-с.
— Эсĕ манăн укçа çук пулĕ тетĕн-и? Эп ăçта кайма тухнине пĕлетĕн-и эсĕ? — тесе Ивук шалти кĕсйинчен пакетне кăларса силлерĕ. — Эпĕ патшалăх ĕçĕпе çӳретĕп. Хусана çар кĕпĕрнаттăрĕ патне чĕнеççĕ, во. Эпĕ вăхăтра çитмесен ялсенче пăлхавăр тапранма пултарать.
— Пулĕ, ара, пулĕ. Пирĕн йĕрки çавнашкал та...
— Манăн кăмăл тулмарĕ те, ăна мĕн тăвăпăр эппин?
— Кăмăлне тултарма тăрăшăпăр-ха, пирĕн ĕçĕ çава. Тен, çимелли парас сире?
Хĕремесленсе кайнă Ивук пуçĕнчи ал шăллине сӳсе пăрахрĕ те юлташне ыталаса илчĕ.
— Э, чăнах та-çке! Эпĕ те çав, маннă пашалу. Мĕн çиес тенĕччĕ-ха эпĕр, Петĕр?
Вăл хăй сисмесĕрех чавашла калаçса кайрĕ. Алчăраса пăхса ларакан Петĕр ӳкесрен сĕтеле çавăрса тытнă.
— Темĕн пур-çке вĕсен? Ил мĕн те пулин. Халь манăн хырăм выçни те иртсе карĕ ĕнтĕ.
— Эй, шампа, мĕн пур сирĕн çимелли?
— Ахалех кӳрентеретĕр-с.
— Мĕн?!
— Эп нимех те шарламарăм пулас?
— Эпĕ пуриншĕн те укçа тӳлетĕп, çавна ан ман.
— Тавтапуç-с.
— Çимелли илсе кил!
— Мĕн парас-ши ыр кăмăллă господасене?
— Мĕн пур-ха сирĕн?
— Сысна çури, пулă, колбаса, чăх, пĕвер, пăру какайĕ, пулă шӳрпи, кулебяка...
— Кулебяка илсе кил!
— Мĕн амакĕ вăл — кулебяка тенн? — ыйтрĕ юлташĕ Ивукран.
— Мурĕ пĕлет-и? Илсе килсен курăпăр-ха. Паян йăлтах пĕлменнисене ас тивсе курар... Лайăх сирĕн кунта, Петĕр, лăпкă. Ни юнаса хăратакансем, ни пăлхав тума хатĕрленекенсем çук. Эпĕр йĕри-тавра çех пăхкаласа çӳретпĕр.
— Кунта салтаксем нумай-çке. Кăшт ашкăнсанах касамата сĕтĕрсе каяççĕ.
Вĕсен умне хытса кайнă кукăль таткисем пырса хучĕç. Ивук çыртса пăхрĕ — шăл витмест. Вăл икĕ татăкне те юлташне тĕксе пачĕ.
— Çи, Петĕр!
Çакна вăл юлташне мăшкăллас тесе мар, хăйне пысăка хурса та мар, юна юлнă ашшĕ йăлипе хăтланчĕ. Петĕр те кӳренмерĕ. Вăл пĕр татăкне тытрĕ те тахçанччен кăшласа ларчĕ. Ана курмалăх Ивук та çиме тытăнчĕ.
Кукăль пĕтнĕ çĕре вĕсем кăштах уçăлнă пек пулчĕç.
— Тата мĕн çийĕпĕр? — терĕ Петĕр.
— Тен, шăрттан ыйтса пăхар? — сĕнчĕ Ивук. — Ку апат ман чĕре патне пымарĕ. Эй, хуçи, шăрттан илсе килсе пар!
— Çук çав пирĕн ун пек япала.
— Эппин, яшка çитер.
— Пулă шӳрпи çиме кăмăл тумастăр-и? Господасем яланах пулă шӳрпи пĕçерттереççĕ.
— Нумай калаçатăн, этем. Илсе кил часрах! Асту, вĕри пултăр та тутлă пултăр! Атту укçа тӳлеместĕп.
Ивук хăпартланнăçемĕн трактирте ĕçлекен йăвашланса, чĕмсĕрленсе пычĕ, тутлăран тутлă пăха пуçларĕ. Шӳрпине пысăк хура куçлă çинçешке хĕрача кӳрсе пачĕ. Вăл купарчине пăркаласа çӳресе сĕтел çиттисене тӳрлеткелерĕ те чакак пек йăлт та ялт каччăсем çине пăхкаласа илчĕ.
— Эпĕр арçыннине туять, — терĕ Ивук вăл тухса кайсан.
— Çук, вăл эсĕ укçаллине туять, — тӳрлетрĕ ăна юлташĕ.
Пулă шӳрпине вĕсем юратсах çисе ячĕç, тата ытларах уçăлчĕç. Ивук татах ĕçмелли илесшĕнччĕ, Петĕр чарчĕ. Укçине илме хура куçлă хитре хĕр килчĕ.
— Тăватă тенкĕ те тăхăр вунă пус, — пĕлтерчĕ вăл кулкаласа.
Хуçи пулнă пулсан Ивук сахалтан та пĕрер тенкĕ чакарттаратчĕ. Халĕ вăл хĕре куçĕнчен чăр пăхса илчĕ те темшĕн шурса кайрĕ, пĕр сăмах каламасăрах ăна пилĕк тенкĕ хут укçа кăларса тыттарчĕ.
Тулта каç енне сулăннă-мĕн. Çурхи вăйсăр хĕвел тӳпен пĕр хĕррине кайса усăннă та çуртсен тăррипе çеç чалăшшăн çутатать. Çулçă кăларма ĕлкĕреймен йăмрасем тăрринче кураксем шавлаççĕ. Темиçе хĕрарăм пасар вырăнне шăлма тухнă. Вĕсен аллинчи шăпăр хресчен ĕçне тунсăхланă Петĕре йĕтем шăлакансен аллинчи çулăксене аса илтерет.
Çуркуннепе çулла Шупашкар çыннисем хăйсен вăхăтне пуринчен ытла Атăл хĕрринче ирттерме юратаççĕ. Анчах унта хитришĕн мар, ниçта кайма çуккипе аптраса çынсене курма та хăйсене кăтартма тухаççĕ пулмалла, мĕншĕн тесен Атăл хĕррине çитнĕ-çитменех шыв еннелле çурăмпа çаврăнса тăраççĕ те хула çине пăхса хĕвел çаврăнăш катма пикенеççĕ. Те йĕри-тавра вăрман нумайран, хулара сад çук, анчах йывăçсем çителĕклĕ. Чăваш ялĕсенчи пекех, Шупашкар çырми ик енне йăмра чĕртсе тултарнă. Пристаньрен тăварах вăрман сăмсахĕ курăнать. Хула çӳл вĕçĕнчи çăва та вăрман пекех пулса кайнă.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...