Таната :: Мариç вилĕмĕ
Тул çутăлса килет...
Чĕмсĕр вăрмана çĕрле çĕр пекех тĕксĕм хура пĕлĕт витсе тăратчĕ, халĕ вăл пĕр хĕрринчен майĕпен шĕвелме пуçланă, шупкаланса кайнă, Вăйсăр шурăмпуçĕ — хăй те кăвак тĕс çапнă пир евĕрлĕскер — пур япалана та виле шывĕ сĕрсе тухать; сывлăш, çĕр, таврари йывăçсем — пурте тĕссĕр кăвак, сивĕ сăнлă. Такама хăтăрнă пек, вăрман тăрри вăрăммăн кĕрлет-ӳхĕрет — хĕл çывхарать! — анчах пĕр йывăç та хускалмасть. Утар çемленкки патне утса тухнă Ухтиван та кăн-кăваках. Унăн пичĕсем ырханланса путса кĕнĕ, пысăк куçĕсем — суранланнă лашанни пек. Кивĕ сăхманĕн арки темиçе çĕртен çурăлса кайнă. Вăл —çара пуçăн.
Ухтиван çемленккене кĕрет, итлекелесе тăрать.
«Пур-и кам та пулин?»__
Ури айне çемçе япала лекет. Ухтиван пĕшкĕнет те старик çĕлĕкне илет, тăхăнса лартать.
Шалти алăк та яриех уçă. Питне лĕп ăшă сывлăш çăпать...
Никам та çук.
Ухтиван алăксене хупать, тул енчен чул ывассемпе тĕрелесе хăварать.
Кам пулчĕ вăл, Ухтивана паллаканскер, ăна ятпа чĕнекенскер? Савтепи? Мар, мĕншĕн тесен... вăл мар!
Сасартăк асаилех каять: старик хĕрĕ! Çавă, урăх никам та мар! Хăтăлайнă-ши вăл хăй, çынна хăтарнăскер?
Ухтиван уçланкăри вут патне пырса пăхать. Йăлтах çунса пĕтнĕ, кĕл пулнă... вĕçет.
Акă ĕнтĕ, унăн куçĕ умĕнчех, тепĕр тĕнче сӳнчĕ.
Чун кĕнĕ пек, йывăç турачĕсем сулланма тытăнаççĕ, çил вĕрет. Тӳпе тĕссĕр, пăтранчăк. Ӳкмелле-ши, ӳкмеллĕ мар-ши тенĕ евĕр, сывлăшра малтанхи юр пĕрчисем вĕçкĕлеççĕ, уçланкă варринче кив сăхман тăхăннă çӳллĕ çын пуçне чиксе тăрать. Ăçта каймалла? Яла-и? Е йăлтах пăрахса вырăс хушшине тарас, тарçа кĕрĕшес?
«Сылтăмалла кайсан — пуçу пĕтĕ, сулахаялла кайсан — утна çухатăн, тӳрĕ кайсан — яту та, уту та пĕтĕ».
Ухтиван — старик ялнелле утать.
Малаллине кĕскен каласа парăпăр.
Вăрманти çемленккерен тухса кайнă хыççăн Мариç килне утать. Ял патнелле çывхарнăçем унăн утăмĕсем хулленленме-хулленленме тытăнаççĕ. Анкарти хыçĕнче вăл чарăнать. Пĕрре каялла çаврăнса утма та тăрать хĕр, — каймасть, каяймасть, вăйĕ çитмест унăн çав вăрмана кайма. Яла кĕме те çул çук. Çутăлса пыракан сывлăшра хуп-хурах курăнать ĕнтĕ мăнтарăн çулĕ. Хушлăх хĕрринчех вĕсен пӳрчĕ. Анчах ĕнерхи куна çул çук. Вăл питĕрĕнсе ларнă, кăварпа витĕннĕ пек, урана çунтарать.
...Мариçе каç пулас умĕн анкартинчен тупса кĕреççĕ. Кĕпе вĕççĕн шăн çĕр çинче выртнипе вăл пĕлмиех пулса кайнă. Пăртакран хĕр тăна кĕрет, ăнланаймасăр чылайччен маччаналла пăхса выртать. Ăна пĕрре шăнтса пăрахать, тепре пăçертме тытăнать. Пĕçертнĕ вăхăтра Мариç çине-çинех шыв ĕçет, хăй çине витсе янă амăш кĕрĕкне сирсе ывăтать.
Амăшĕ хĕрĕнчен нимĕн те ыйтмасть. Мĕн пĕлнине ăна кăнтăрлăх Ухтиван каласа панă, каламалла маррине карчăк хăй ăнланса илнĕ, хĕрĕн тумтирне курнă.
Илсе килнĕренпех «шыв», «çук», тенисемсĕр пуçне никампа пĕр сăмах хушман Мариç каçхине сасартăк калаçма тытăнать:
«Ăçта каяс тетĕн ĕнтĕ?»
Анчах хăй ниçталла та хускалмасть, мĕнле маччаналла пăхса выртнă — çавăн пекех выртать. Хĕр аташать пулĕ тесе, ни Мариç амăшĕ, ни алăк патĕнче пукан çинче ларакан Ухтиван хирĕç чĕнмеççĕ. Мариç пуçĕ тĕлĕнче урай варринче хăй чикки çунать; пӳртре çурма тĕттĕм.
Хĕр пуçне стена еннелле пăрать те тата тепĕр хут ыйтать:
«Эс ăçта... каяс тетĕн ĕнтĕ?..»
«Пĕлместĕп, — тет Ухтиван хĕр хăйпе калаçнине ăнланса. — Аçу Григорьева тупма каланăччĕ те, халь ăна шырама та кирлĕ мар пуль ĕнтĕ... Унта йăлтах тустарса пĕтернĕ...»
Унта тесе Ухтиван утартине, хăйсен ялĕнчине калать. Унта ĕнерчченхи, паянчченхи пурнăç ал-урасене çеç мар, пĕтем чун-чĕрене тăлласа тăракан çыхланчăк.
«Ăçта кайăн хĕле хирĕç?.. Пурăн пирĕн патра... Анне те тăр-пĕчченех...»
Мариç амăше хăй чикки çине хăйă чĕртсе хĕстерет те куçне çанни вĕçĕпе шăлать.
«Самайланăн-ха, хĕрĕм... Иртсе кайĕ».
«Усра эс ăна хамăр патра, анне, — тет Мариç, амăшĕн самахĕсене илтмен пекех. — Унăн никам та çук. Вăл сан пекех... пĕччен».
«Ара, усрамасăр, пурăнтăр... — текелесе карчăк хĕрĕн çамкине пырса тытса пăхать. — Мĕнле, кăштах та пулин çăмăлтарах пек-и, хĕрĕм?»
Стена çумнелле пăхса выртакан Мариç йывăррăн ахлатса илет те нимĕн те чĕнмест.
«Эх, мĕнле те пулин иртсе кайтăрччех ку инкек...» — тесе карчăк хĕрĕ çине хăй кĕрĕкне витсе ярать.
Пӳртре хăйă çатăртатса, шалтлатса çунать, чирлĕ хĕр хăварт-хăвăрт сывлать. Тулта таçта çил хапхи уçса хупаççĕ, çынсем мăкăр-мăкăр калаçни илтĕнет.
Çапла хăрах çăпата хуçас вăхăт иртет.
Мариç сасартăк тăрса ларать те хăй çинчи кĕреке сирсе ывăтать, шыва путакан çын пек, амăшĕн аллинчен çатăрласа тытать.
«Мĕн кирлĕ, Мариç?»
«Шыв ĕçесси килмест-ши унăн?» — тет Ухтиван.
«Шыв парас мар-и?»
Мариç куçĕнчен пăтăр-пăтăр-пăтăр куççуль тумлать. Ыйтнине хирĕç вăл пуçне çеç пăркалать.
Амăшĕ хĕрĕн чĕлхи çĕтнине сисет. Хăйĕн куççулĕпе хĕрне хурлантарас мар тесе вăл аяккалла пăрăнса тăрать те ĕсĕклесе йĕрет.
Мариç хăйĕн чĕлхи çĕтнине çаплах ăнланмаççĕ тет пулас, амăшĕ путмар еннелле çаврăнсанах ăна хăй патнелле кăчăк туртса чĕнсе илет, калаçма пултарайманни çинчен аллисемпе ăнлантарма тăрăшать.
«Ах, хĕрĕм, ачам, шыв ыйтнă-ши эсĕ, çиме ыйтнă-ши? Эпĕ ватăлтăм ĕнтĕ, ним те ăнланми пултăм»,
Амăшĕ тĕпелле кайма тытăнсан Мариç ăна аллинчен тытать те, эпĕ сана урăх нихçан та кураймăп тенĕ пек, шывланса кайнă куçĕсемпе пăхать, пăхать. Хĕрен кăкăрĕ тăвăррăн хăпара-хăпара анать, хăйăлтатать, алли кăвар пек пĕçерет. Мариç хирĕнсе йĕри-тавра такама шырама тытăнать... Ухтиван сиксе тăрать те урипе хăй чиккине лексе йăвантарса ярать. Хăйă сӳнсе ларать.
Хыпашлакаласа хăйă тупиччен, тĕпелти çатăрка купи урлă каçса вучахри кăвара вĕрсе чĕртиччен пăйтăх вăхăт иртсе каять. Пӳрт ăш-чикки çуталсанах Ухтиван урай варрине хытса тăрать. Хĕр вилнĕ. Унăн куç лупашкине тулнă куççулĕ сăмса урлă каçса, вырăн хĕрринчен усăнса тăракан çивĕт туни тăрăх шăрçа пек шăпăртатса анса урайне тумлать...
Çапла иртрĕ пурнăç...
Мариç амăшĕ Ухтивана чĕре çăмарта тыттарать. Йăла тăрăх ăна çийĕнчех тухса хĕвел тухаçнелле ывăтмалла. Çăмартана çĕмрĕлесрен хăраса мĕнле çепĕç тыткалаççĕ, вилнĕ çын чуйĕ те çавăн пек çепеç пурăнмалла çĕре çав çăмарта пек чысланса пурăнмалла пултăр! Ухтиван хапхаран тухать те курайман тăшманне чулпа пенĕ пек, чăх çăмартине пĕтĕм вăйран хĕвел тухăçнелле вăркăнтарать. Мĕн çумне те пулин лекни те, ӳксе çĕмрĕлни те илтĕнмест.
Виççĕмĕш кун ирхипе Мариçе пытараççĕ. Хăйне никам та палламастъ пулсан та Ухтиван тупăк тунă çĕрте тĕккелешсе çӳрет, Мариç амăшне вутă татса парать, карта-хура юсакалать.
Иккĕмĕш куннех яла Ивукпа Шахрун пырса çитеççĕ. Хăйсем мăшкăл тунă çын вилнине кура вĕсем ниçта та хутшăнмаççĕ, стараста патне кĕрсе сăра туптараççĕ те ĕçме тытăнаçсĕ. Хăйне вăрманта Шахрун хĕненипе кăвакарса пĕтнĕ Ивук питне нӳрлĕ ал шăллипе туртса çыхнă...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...