Таната :: Вăрман халапĕ
«Пĕлместĕп çав, тем тумалла-тăр ĕнтĕ. Çĕрпӳ енче çĕклене пуçларĕç ав ялсем. Калаçмарăн-и Григорьевпа?»
«Вăл çармăçа кайнă тет. Пыр-ха, санпа калаçмалли пур».
Вĕсем вăрманалла кĕрсе каяççĕ. Ура сассисем илтĕнми пулсан Ухтиван вут çине хăрăк тунката илсе пăрахать те месерле çаврăнса выртать. Сывалакан çыннăнни пек, ун ӳт-пĕвĕ тăрăх темĕскер ыррăн-ыррăн сăрăлтатса чупать, кĕлеткинче кашни çӳç пĕрчи тенĕ пек уйрăммăн та туллин туйăнса тăрать. Çутăлас умĕнхи вăрманта канăçлă та лăпкă. Çил чарăннă. Тӳпе тĕттĕм. Ухтиван çумĕнчи вутă шатăртатса çунать, питне ăшă хумĕ ачашлать.
Пĕр те пĕр шухăшласан, кăмпа шăршиллĕ уçланкă Ухтивана юмахри вăрттăн кĕтес пек, старикпе унăн юлташĕ — теме те çĕнтерекен улăпсем пек туйăнса каяççĕ. Ухтиван Ивашкăпа Пугачев çыннисем çинчен каланине аса илет. Апла çапах та пурăнма пулать иккен-ха тĕнчере. Савтепи аса килсен çеç Ухтиван чĕрине çĕçĕ касса каять...
Ĕнте тул çуталасси те инçе мар. Вăрман çинче шевле вылять. Ала витĕр çăнăх юхтарнă пек, йывăçсем çине, сарăхнă юман çулçисемпе типнĕ курăк çине кăвак çутă тăкăнать.
Ухтиван хăйĕн хуйхи-суйхисене сăвăри сăмахсемпе калать:
Кăвак пĕлет çинче çутă çăлтăр,
Çĕр каçиччен ăçта çитет-ши?
Ах-хай, савнă тусам, хура куçăм,
Кĕçĕрхи каç ăçта çӳрет-ши?
Хура вăрман витĕр тухнă чухне
Хура лаша тула пуçларĕ.
Ай-хай, савнă тусăм, хура куçăм,
Куç умĕнчех кула пуçларĕ.
Атăлăн леш епче çăлтăр çунать,
Çути килсе ӳкет ку енне.
Эпир савнă туспа пурăннисем
Халĕ килсе ӳкет куç умне.
Каярах та пулин Ухтиван чĕринче ӳкĕнĕçле шухăш вăранать. Халĕ чавса çывăх та — çыртма çук. Хĕр хăй çумĕнче ларнă чух Ухтиван савăнăçлă кунсемпе çĕрсем ĕмĕре пырасса шаннă, хĕр мĕнпе пурăннине асăрханă та, асăрхаман та темелле. Асăрханă, мĕншĕн тесен талăкне пĕрре-иккĕ хĕр унăн куçĕ умне тĕл пулнă. Асăрхаман, мĕншĕн тесен каччă ытларах хăй шухăш-кăмăлĕпе аппаланнă, хăйне хуçа вырăнне хунă.
Кăвакарнă тӳпере хуллен-хулленех йывăç тăррисем палăра пуçлаççĕ. Уçланка шăламиех çăра тĕтре тулсă ларнă. Çутăлса пынăçем тĕтре, тĕтĕм пек, чĕррĕн йăсăрланма тытăнать, пайăркан-пайăркан уйрăлса вĕçкелет, шурă çăм пек, туратсенчен çакланса усăнса тăрать. Уçланкăра темиçе çĕрте чăлт шурă çаврашкасем курăнаççĕ. Вĕсем — вĕлле тăррине витмелли çӳхе чул ывăссем. Утă купи евĕр курăнаканни — вĕлле умне лартнă хурлăхан тĕмĕ, унăн леш енче — çĕр пӳрт.
Кунта — утар вырăнĕ.
Уçланка кĕмелли утма çул çинче ура сассисем илтĕнеççĕ. Шăнса кӳтнĕ Ухтиван вут патне тăрса ларать.
«Каларăм сана çемленккене кĕрсе вырт тесе. Е шăнса пăсалас килет-и? Каçхи нӳрĕ сывлăш... часах...»
Вут патне старикпе пĕрле чĕрес йăтнă çамрăк хĕр пырса тăрать. Вăл пĕр вунçиччĕ-вунсаккăрсенче, çаврака хура çĕлĕкпе, хура сăхманпа, пысăк хура ураллă; кĕлетки хĕрĕн пĕчĕккĕ те тăпăл-тăпăл. Çĕлĕкĕ айĕнчен сылтăм тăнлав çине, ункă пек пулса, хура çӳç пайăрки тухса тăрать. Хулăн çивĕтне хĕр сăхманĕ çине кăларса янă та, унăн вĕçĕ пилĕкĕнчен иртет. Пĕчĕккĕ те çаврака пит (кĕлеткипе танлаштарсан вăл типшĕмрех пек те курăнать), тӳрĕ те пĕчĕк сăмса, сăнаса пăхакан пысăк хура куçсем... Вĕсене çеç те мар, пичĕ çине тухса ларнă сайра хуратут пĕрчисем таранчченех асăрхарĕ Ухтиван, анчах аяккалла пăрăнчĕ те турех Савтепие аса илчĕ. Старик сăмахне хирĕç вăл кĕскен кăна тавăрчĕ:
«Чан та сивĕ...»
«Кĕркунне-çке...»
Старик хĕр аллинчен чĕресне илчĕ.
«Каллех чăкат тултарса килтĕн-и?»
«Тем парса янă анне. Эпĕ пăхмарăм та...»
«Эпĕ пĕркун илсе килнисене те çисе яманччĕ-ха. Юрăть Ухтиван пулăшрĕ. — Ват çын куçĕпе каччă еннелле кăтартрĕ. — Ку вăл — Шуркасси ачи, леш, куштансем вĕлернĕ Яриле ывăлĕ... Виççĕмĕш кун пурăнать ĕнтĕ кунта».
Хĕрпе Ухтиван пер-пĕрин çине пăхса илчĕç. Хĕрача вăтанса пуçне усрĕ те каччă урăх еннелле пăрăнсанах ун çине тепре сăнаса пăхрĕ.
Старик йĕри-тавра итлекелесе тăчĕ, хĕрĕнчен ыйтрĕ:
«Инçечче-и çыннисем?»
«Çывăхрах пыраççĕ, — терĕ хĕр.
«Нумаййăн-и?»
«Иккĕн. Тăватăм кун пĕр çын çех тĕл пулнăччĕ. Кусем паян Шуркасси енчи лупашкаран хăпарчĕç те мана вăрмана çитиех ăсатса ячĕç. Эпĕ чупсан — вĕсем те чуапççĕ, эйĕ чарăнсан — вĕсем те чарăнса кĕтсе тăраççĕ».
«Çĕрле кунта пĕр çын килсе ларчĕ те, ун хыççăн та такам сăнаса пычĕ тет. Килне эсĕ Хупăхан варĕпе кай, хĕрĕм. Пĕрер эрне килсе çӳремесен те пырĕ».
Хĕрача Ухтиван çине вăрттăн пăхса илчĕ.
«Çук, эпĕ ыран та килетĕп. Анне сан валли кĕпе парса ярап терĕ».
«Асăрханарах çӳре эппин. Çутăлсан тин тух».
Хĕр кайрĕ. Старикпе Ухтиван ăна хыçалтан пăхса тăрса ăсатса ячĕç те, калаçса татăлнă пек, чылайччен темĕн итлесе тăчĕç. Вăрманта пĕр сас-чӳ те пулмарĕ. Çав самантра вĕсем хĕре юлашки хут курни çинчен пĕри те ăшне илмерĕ. Чăн, Ухтиван курчĕ ăна тепре, анчах — мĕншĕн курчĕ-ши пĕрех хут!
Те хăйĕн яла юлнă савнине аса илнипе, те чĕри усал ĕç пуласса сиснипе Ухтиван йывăррăн сывларĕ те старикрен ыйтрĕ:
«Кам пулатăн эс, мучи? Хăш ялсем?»
Старик сăнĕ сасартăк улшăнса кайрĕ. Вăл каллех йĕри-тавра пăхса илчĕ.
«Атя-ха, çемленккене кайса апат çырткалар. Калаçăва пула ахаль те ыйхăсăр юлтăмăр».
Çемленкке алăкне уçсанах вĕсене хирĕç кантăр вăрри тĕслĕ ват кушак сирпĕнсе тухса кайрĕ. Вĕсем йывăç картлашкасемпе сыхланса пусса аялалла анчĕç те тенкелсем хыпашласа тупрĕç. Урай варринчи сĕтел пекки çине старик чăкăтпа шăрттан таткисем, лапчăк çăкăр тата пĕр кăкшăм уйран кăларса лартрĕ. Çӳлĕк çинчен пĕрер пуç сухан илчĕ.
«Емленер-ха пĕрре улпутсем пек. Выç хырăмпа манăн калаçас килмест».
Маччари тĕнĕ шăтăкĕнчен сĕтел çине çутă ӳкет. Ытти кĕтессенче çурма тĕттĕм. Куçсем хăнăхсан унти япаласем те курăнкалама тытăнаççĕ. Çĕр стенан пĕр хĕрринче маччаран хуртсем пăхмалли питлĕхпе çăвар хупмалли кунтăсем çакăнса тăраççĕ. Тепĕр енче, алăк патнерех — пушă вĕлле, виçĕ юплĕ йывăç сенĕк, шăпăр. Вĕллине çĕресрен каска пуканĕ çине лартнă. Вĕсен çумĕнче тăватă юпа çапса тунă сарлака вырăн курăнать. Вырăн çине пĕр çĕклем утă сарнă та çиелтен кивĕ шăналăкпа витсе хунă. Шалта тепĕр пĕчĕк алăк пур. Вăл алăкран вĕллесене хĕл каçарма лартмалли пӳлĕме кĕреççĕ пулас.
Çемленккене пĕтĕмĕшпех тенĕ пек çĕр айне чавса тунă. Шĕвĕр тăрри пулман пулсан ăна кăпăр-капăр çын çываха пымасар та асăрхас çук. Çулла ун пек çемленкке тăрринче курăк ашкăрса ӳсет, шала, маччине, çара çерçисем кĕрсе пуçхĕрлĕ усăнаççĕ...
Çисе тăрансан старик шалти пĕчĕк алăка пырса уçрĕ те Ухтивана кăчăк туртрĕ.
«Атя-ха, кĕрсе пăхар».
Ухтиван старик хыççăн пĕшкĕнсе алăкран кĕчĕ. Вĕсем малти пӳлĕмри пек çутă ӳкнĕ вырăна тухрĕç. Старик таçта тĕттĕм кĕтеселле кĕрсе ăпăр-тапарсене каптăртаттарчĕ те шĕвĕр вĕçле вăрăм тимĕр илсе тухрĕ.
«Курнă-и эс çакăн пек япала?»
«Сăнă пуль вăл?» — ыйтрĕ нимĕн те ăнланман çамрăк.
«Çапла, сăнă, — çирĕплетрĕ старик. Унтан тата хушса хучĕ. — Вăрçă хатĕрĕ... Сирĕн ялти ватă тимерçĕ кунта кашни эренерех тимĕр сенĕксемпе сăнăсем йăтса килет. Кунта пĕр лав ытла пулать ĕнтĕ. Илтетĕн пуль — пĕтĕм çĕрте халăх пăлханать. Григорьев çуркуннепе хамăр патра та çапăçу пуласса кĕтет. Эпĕ ку утарта Григорьев хушнипе пурăнтăм. Мана тытса каяс пулсан систер эс ăна. Хĕç-пăшалсене сыхлама урăх çынна хушчăр. Хăрамасан — ху та пурăнма пултаратăн».
Старике вуçех ăнланми пулчĕ Ухтиван.
«Тăхта-ха, мучи... Камсем сана тытса каясшăн? Мĕншĕн тытса каясшăн? Сыхласа çӳрекеннисем — камсем?»
«Эпĕ тĕрмерен тухса тартăм, — терĕ старик хуллен урайĕнчи пĕрене пуçĕ çине ларса. —Кил, лар эсĕ, каласа парам йĕркипе».
«Итлетĕп, мучи».
Старик, патăк çине тĕреннĕ пек, сăнни çине тĕренчĕ те калама тытăнчĕ:
«Сана кунта янă ватă тимĕрçĕ манăн тăван пичче пулать Унăн ячĕ...»
Çак самантра сасартăк алăк уçăлса кайрĕ. Ухтиванпа старик ура çине сиксе тăчĕç. Алăкран кĕрекен çутта хăйĕн кĕлеткипе хупласа хунă этем каялла сикрĕ, тепĕр пӳлĕмри сĕтеле йăвантарса ярса тулалла тухса сирпĕнчĕ. Сăннине çĕкленĕ старик çине пăхса илчĕ те Ухтиван хăй те кайса алăкран пуçне кăларса пăхрĕ. Тулта ура сасси те илтенмерĕ, çын таврашĕ те курăнмарĕ.
«Ку мĕнле этем пулчĕ, мучи?»
«Çав такама сыхласа çӳрекен хурах пулмалла. Вăл кунта пĕр çын çех тенĕ, куран. Çук, санăн часрах каяс пулать, ачам. Кăштах выртса кан та — ута пар».
«Эсĕ мĕнле? Кунтах юлатан-и?»
«Ăçта кайăп ĕнтĕ эп, ват çын?»
* * *
Вăрманта старике сыхласа çӳрекенни Шахрун пулнă терĕмĕр. Тĕрĕссипе вăл старике мар, урăххине йĕрленĕ.
Ялта пурне те пĕлсе, илтсе, сиссе, курса тăраканскер, Шахрун тахçанах ăнланнă: Ивук Ухтивана пĕтересшĕн. Кантур йĕке хӳри, ялти пек каласан — кантур йытти, Ивук кашни килмессеренех Ухтиван ятне асăнса çĕтĕлсĕ калаçнă.
Шахрун ăнланмише пенĕ. «Ĕç çинчен вăл Ивук ашшĕнни пек татăклă сăмахсем кĕтнĕ.
«Ярилене тирпейлес пулать. Вĕсен çĕрĕ сана юлать».
Куна — такам та ăнланмалла. Атту тупнă темĕнле тăсăлакан пирчев сăмахсем те — ни ĕçĕ, ни вĕçĕ. Кăларса хур ăна малтан сĕтел çине укçуна, вара мĕн тумаллине каласа пар.
Ухтивана алăран вĕçертме юрамасть, куна та Шахрун тахçанах пĕлет. Ухтивал чĕрĕ юлсан унăн çĕрĕ те хăйĕнчех юлать. Вăл ялтан тухсă кайсан ике ят çĕрне Шахрун мар, ял акать. Ухтивана вĕлерсен çех вĕсен çĕрне сăлтав тупса туртса илме майĕ пулать.
Ухтиванăн кашни утăмнех сăнать Шахрун. Ухтиван уй хапхинче старикпе курса калаçнă, — ăна та пĕлет вăл. Старикки кайран Яка Илле патне кĕрсе ларнă, — вĕсем иккĕшĕ мĕн çинчен калаçнине те пĕр сăмах сиктермесĕр алăк хыçĕнче итлесе тăнă Шахрун. Çапах та тепĕр кун ирхинĕ вăл Ухтивана сасартăк çухатнă. Вĕсен урамне пырса çаврăннă — çук Ухтиван, çынсем хушшинче тĕккелешсе çӳренĕ, — çук та çук ача.
Иккĕмĕш кунне тин тул çутăласпа, Шахрун Ухтиван йĕрĕ çине ӳкнĕ.
Çĕрле çынсем вăрманалла утнине ик-виçĕ хут та асарханă вăл. Ухтиван çухалсан тепĕр кун, çутăлас енне кайсан, ним тума пĕлмесĕр хир тăрăх сенксе çӳрекен Шахрун пĕр çавăн пек çын хыççăн ермешсе кайнă. Темскер йăтнă этем вăрмана çитсе кĕнĕ, уçланка тухнă та тăрук куçран çухалнă. Шахрун аптра юлнă. Вăл халĕ çех этем тăнă çĕрелле пырса çаврăннă, кукленсе ларса йĕри-тавра хыпалашса пăхнă. Аллине алак тытки лекнĕ. Таçта çĕр айĕнче çынсем мăкăртатса калаçни илтеннĕ. Шахрун кушак пек çаврăнкаласа çӳренĕ-çӳренĕ те çемленнке маччинчи тĕнĕ шăтăкне тупса хăрах хăлхипе ун çумне выртнă.
Вăрмана каçхи ĕнтрĕк хупăрласа илнĕ. Кăнтăрла уйрăммăн-уйрăммăн курăнакан çара йываçсем аякра пĕр пĕтĕм хура лаптăк пулса тăнă. Çывăхри япаласем, тĕтре ăшĕнчи пек, çемçен, тĕксĕммĕн палăраççĕ, çапах та лайăх уйăрса илме пулать-ха.
Шахрун шăлан çырли тĕми хыçĕнче итлесе тăрать. Вăл кĕске сăхманпа, çăпатапа. Пуçĕнче хăлхисенчен çӳле лартса янă çĕлĕк лăстăкĕ.
Вăхăтран вăхăта Шахрун туратсене сиркелесе малалла ӳпĕнет, пуçне чалăштарать.
Уçланкă хĕрринче Ухтиванпа старик калаçса тăраççĕ.
«Ну, чипер кай эппин, ачам, — тет старик. — Пĕр-ик кунтан пирĕн яла кĕрсе тух. Ваçли салтака курсан — салам кала... Мĕнле, кăкру текех ыратмасть-и-ха? Çӳренĕ çĕрте аптраса ӳкмĕн-и?»
«Çук, аптрамастăп, — Ухтиван аллине парать. — Сан патра эпĕ йăлтах сывалса çитрĕм ĕнтĕ».
«Тен, каçа хирĕç каймалла та марччĕ пуль? Питĕ канлĕ çывăраттăнччĕ те, вăратма иментĕм».
Ухтиван вăрманалла кĕрсе каять. Старик итлекелесе тăрать те, курăнман Шахрун еннелле çаврăнса кушакне йыхăрма тытăнать.
«Пĕç, пĕç, пĕç. Кăс, кăс, кăс».
«Мяу!» илтĕнет Шахрун хыçĕнче кушак сасси.
«Пĕç! Пĕç! Пĕç! Кил часрах, апат çитереп».
«Мяу!» тет те кушак ют çынран хăраса вырăнтан та тапранмасть.
«Тата мĕскер килместĕн? Те кайăкланса кайрĕ ĕнтĕ...»
Старик çĕр пӳрте кĕрет. Вăл курăнми пулсанах Шахрун Ухтиван хыççăн чупать. Ак çĕрсе йаваннă йывăç, тип çырма, çăра ăвăслăх. Мĕнле васкать пулсан та Шахрун хăйне кирлисене астусах пырать. Тип çырма — Хупăхан варĕн пуçламăшĕ. Вăл çулпа ыран ирхине утарти старикĕн хĕрĕ килмелле... Çул урлă мулкач сирпĕнсе каçса каять. Ура сассисем сылтăм енче илтĕнеççĕ. Шахрун унталла пăрăнать. Мулкач кăшласа шуратнă çамрăк йывăçсем тăрса юлаççĕ. Авăслăхран тухсанах малта хура мĕлке курăнса каять. Ухтиван хăйне хăваланине сисмест пулас-ха, пĕр тикĕс те хыпаланмасар утать. Икĕ çын хушшинчи çул кĕскелнĕçем кĕскелсе пырать. Шахрун сиксе ӳкме хатĕрленсен вĕсен хыçĕнче сасартăк йывăç кĕрслетет. Ухтиванпа Шахрун пĕр харăс каялла çаврăнса пăхаççĕ. Малта пыраканни вăрманалла ыткăнать, тепри шак! хытса кайса чарăнса тăрать. Çын таврашĕ ниçта курăнмасть. Тен, йывăç шăнса çурăлчĕ пуль? Сивви йывăç çурăлмалăх çук, тата сасси те ун пек мар. Вăрмана ĕçпе килнĕ çын пек, Шахрун çĕре пĕшкĕнет, салтăнман çăпата кантрине вĕçертсе каялла хĕстерет. («Лĕпĕртетсе тăр кунта, аçа çаптăр пуçне»). Хăй хăрах хăлхипе пĕр еннелле, тепринпе тепĕр еннелле тăнлать. Ухтиван вăрман варринче инçетре чупать. («Палларĕ-ши вăл мана?») Хыçалта шăп. Шахрун айккинелле пăрăнса утма тытăнсан тин ирĕк çĕре лутра этем мĕкелтетсе тухать, ӳсĕркелесе пурттипе йывăçа шаккать.
«Эс ман ачасене курман-и?»
Ухмах Ильмушка! Шахрун çамки çинчен тарне шăлса илет те савăнса каялла утать. Пĕри тарса хăтăлчĕ пулсан вăл кĕçĕр тепĕр мулкачне тытмалла.
Çур çĕр тĕлнелле лаша кӳлсе ларнă Ивукпа пристав вăрмана çитсе кĕреççĕ. Шахрун çул кăтартса пырать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...