Таната :: Вĕчĕ
Анса та ларан хĕвелне
Чартак лартса чарас çук.
Иртсе те каян ĕмерне
Шур пир карса чарас çук.
Халăх юрринчен
...Утара сĕтĕрĕнсе çитнĕ Ухтивана Яриле мучи ирхине килне турттарса таврăнчĕ.
Усал хыпар часах пĕтĕм яла сарăлчĕ. Кӳршĕсем пычĕç, ялти эмелçĕ Ультуç карчăк кăштăртатса çитнĕ.
Яриле вилнĕ çын пек хускалмасăр выртакан ывăлĕн пуçĕ вĕçне пырса ларчĕ те хăй те вилнĕ çын тĕслех пулса кайрĕ. Яра кунах ăшне пĕр хĕлхем ямарĕ вăл, никампа пĕр сăмах хушса калаçмарĕ.
Çĕрле ăна сасартăк çухатрĕç. Вăл хăш вăхăтра тата ăçта тухса кайнине никам те сисмен.
Паçăрах каç пулнă ĕнтĕ. Çынсем ăшă ыйхăра. Лăпсăр-лăпсăр çумăр çăвать. Çумăр тумламĕсем Яриле старикĕн енси çине ӳкеççĕ, мăйĕ тăрăх юхса анса хĕвне кĕреççĕ. Старик çара пуçăн, çара уран, ярханах. Сивĕ çумăр айĕнче шапарса ларнă автан пек шĕвĕрĕлсе, начарланса кайнăскер, вăл урапа пуçне хутланса выртнă та йăшăл та тумасть.
Лаша çырма хĕрне çитсе çаврăнать, хăвасем хушшине кĕрсе тĕнккесе çӳрет, вара çын пек ассăн сывласа илет те каллех шыв хĕррине анать. Лаши те Яриле старикĕн хăй пекех ырхан, вăйсăр, ватă...
Сисет Яриле старик: иртсе кайрĕ ĕмĕр. Тĕлĕкри пекех сисĕнмесĕр те сарăмсăр иртсе кайрĕ. Çав вăхăтрах пурнăçри ĕçсем тахçан авал, темиçе ĕмĕр каялла пулнă пек туйăнаççĕ. Тахçан ĕлĕк пулнă унăн арăмĕ, тахçан ĕлĕк вăл хăмлапа, чăптапа тĕрмешнĕ. Пĕрре çирĕппĕн ура çине тăрса кăнтăр кунĕнчех çынсем хушшинче хăюллăн утса çӳресшĕн пулнă, пысăк-пысăк çăкăр чĕлли касса илсе ăна кăмăл туличчен çисе ларма ĕмĕтленнĕ.
Чăнах пулнă-ши унăн арăмĕ? Тĕлĕкре çеç курман-ши ăна Яриле старик?
Юрари пек пулнă Яриле старикĕн пурнăçĕ.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
Хăяхпа хăмăш хушшинче.
Иртсе каять пирĕн ĕмĕр
Хуйхăпа шухăш хушшинче.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.
Шывпа юхма турпас мар,
Выртса юлма шур чул мар,
Килте ларма ват çын мар,
Тухса çӳрес — ыр çын мар.
Мĕн тумалла ун пек çыннăн? Выртса вилмелле-и? «Шурă чулне» алла илсе çынсемпе çапăçмалла-и?
Выртса вилме — вилес килмен Яриле старикĕн, çынсемпе çапăçма хевте çитмен. Вăл «вăтам çул» суйласа илнĕ, каюра пек куçне хупса пурăнса çынсене те, пурнăçа та улталасшăн пулнă...
Яриле тăмасăрах тилхепине туртать. Лаши мăйне тăсать те патак пек хыткан урисене майĕпен иле-иле пусса таçта тĕттĕмелле мĕкĕлтетет. Урапа çуммипе армути тĕмĕсем тăрса юлаççĕ.
Яриле старик пур енчен те пĕччен: ăшра пĕр çутă хĕлхем те, пĕр шанчăк та, пĕр ĕмĕт те çук. Тĕксĕм, сивĕ, пушă. Чĕрене, пĕтĕм ăс-тăна, кĕлеткене темĕнле çав тери йывăр япала пусать, хĕстерет...
«Арăм, — шухăшлать Яриле минтер çинче çывăрнă чухyехи пек аллине пуç айне хĕстерсе. — Мĕн курнă вăл хăйĕн пурнăçĕнче? Çирĕме çитиччен ыйткаласа çӳренĕ. Кайран — çемье, вĕçсĕр ĕç... Унтан куçсăр пулса ларнă, вилсе выртнă. Çапла çеç-ши вăл пурнăç тени?»
Çумăрпа, çилпе пиçyĕ ыраш шăрши вĕçсе килет. Хsçалта хăвасем пăшăрхануллан чăштăртатаççĕ, улăх леш пуçĕнче лаша кĕçенет. Каç тĕттĕм, тĕттĕм...
Çапла çеç-ши вăл пурнăç тени? Пурте çапла çĕр айĕнче пурăннă пек пурăнса ирттереççĕ-ши ăна? Яланах кӳренӳ, тарăху, вăл çук та ку çук... Пулмалла-çке пурнăçра хĕвел те, шыв-шур та, симĕс курăк та. Курнă-и вĕсене Яриле старик? Сăнаса тăнă-и вăл пĕрре те пулин хĕвел мĕнле сарăлса тухнине? Пĕлет-и вăл савăнăç мĕн иккенне?
Чĕре ыратать, пуç çаврăнать.
«Эх, пурнăç, пурнăç», — тет те Яриле пуçне çĕклет. Çумăр чарăннă. Тӳпе тăрăх васкаса пĕлĕтсем юхаççĕ. Инçетре-инçетре пĕр хĕрринче уйăх хăпарать. Çĕр çине мĕлкесем ӳкнĕ. Лаши ури сасси Ярилене пĕрре шутсăр çывăхра пек, таçта хăлха анинче илтĕннĕ пек туйăнать, унтан илтĕнми пулса инçете кайса çухалать. Те тул çуталса килет, те тин çурçĕр çитнĕ, те вăл хăйсен хирĕнче уйра, те юр уйра — Яриле нимĕн те пĕлмест. Пĕтĕм ăс-тăнне йывăр ĕшенчĕк, чикесĕр хуйхă, кӳренӳ хупласа илнĕ.
Таçта вут куçĕ йăлтлатса илет. Лаша унталла пăрăнать.
«Вилчĕ пулĕ ку», — аса илет старик тахăшĕ ывăлĕ пиркм каланă сăмахсене — Ухтиван вилчĕ-и? Мĕншĕн?..»
Вăл урапа пуçне хутланса выртать те хуп татки пек хыткан аллипе куçне шăлать.
«Мĕншĕн ман ывăла вĕлертĕн, пӳлĕхçĕм! Мăн турĕ вăл сана? Луччĕ мана мĕнччĕ... тирпейлемеллеччĕ. Эпĕ... ватă...»
Ярилен ăшĕ кӳтсе çитет. Çук-ши ăçта та пулин çын?
Вут куçĕ каллех темшĕн хыçал енне куçса кайнă. Яриле тăрса ларать те лашине унталла çавăрать.
Улăх леш пуçне çынсем выртма килнĕ. Çырма хĕрринчех кăвайт çунать. Шăналăк хĕррипе çăпаталлă çынсем курăнаççĕ. Çирĕк çулçисем çинчен çĕр çине шыв шăпăртатать, аякра кайăк кăвакалсем нартлатаççĕ. Çырма пĕр тикĕссĕн те хурлăхлăн шăмпăртатса юхать. Тĕттĕмре лашасем çиеççĕ.
Кăвант патенче Яка Иллен çĕнĕ тарçи — хăрах куçлă Шахрун ларать. Вăл — хуралта. Шахруна ыйхă пуснă. Илемсĕррĕн усăнса тăракан çуçлĕ пуçĕ унăн пĕрре кăкри çине усăнса анать, тепре çĕкленсе çывăракаесем çине ăмсанса пăхать.
Вут çинчи тунката аял енчен çунса хавăлланса кĕнĕ, кĕç-вĕçех татăлса çырмана персе анассăн туйăнса тăрать. Халех тепĕр тункатине илсе хумалла. Анчах Шахрун хускалмасть.
Аякра паçăртанпах ĕнтĕ урапа сасси илтĕнет. Сасăсем çывхарнăçем çывхарса килеççĕ. Ак урапа шапланчĕ. Çиме чарăннă лашасем курăк аатма тапратрĕç. Апла пулсан ют çын мар иккен-ха. Çапах та кам-ши вăл, çĕр хута çывăрмасăр çӳрекенскер?
Тинкерсе итлесе ларакан Шахрун тăрук тайăлчĕ те тĕлĕнсе çăварне карса пăрахрĕ. Вут патне вăл кĕтнĕ енчен мар, пачах урăх енчен пĕчĕк ача пек лутра çын тухса тăчĕ. Шахрун тункатана тĕксе ывăтрĕ.
«Кам эсе?»
Çын çара уран, çара пуçăн. Йĕпе кĕпи-йĕмĕ витĕр ырхан шăм-шакки палăрать, çӳçĕ çамки çине усăнса аннă. Типшĕм пит-куç, курпунтарах лутра кĕлетке, хыткан урасем.
«Кам эс? — терĕ те Шахрун тарăхса ура çине сиксе тăчĕ. — Ма чĕнместĕн?»
«Эпĕ-ха... — текелесе çын вут çывăхнерех пырса тăчĕ. — Эпĕ...»
«Яриле мар-и?»
«Çапла-ха... Эпĕ...»
«Мĕскер шыраса çӳретĕн вара эсĕ çĕр хута?»
Шанса ĕнтĕкенĕ Яриле вут патне пĕшкĕнсе ларчĕ те аллисене тăсрĕ.
«Иртсе каяттăм та... Ăшăнас терĕм кăштах... Сивĕ».
«Ăçта каяттăнччĕ апла?»
«Каясси-менĕ... — Яриле питне пĕркелентентерсе темшĕн кулна пек турĕ те Шахрун çине пăхрĕ — Илтнĕ пулĕ... эсĕ те? Ну мыскара та. Пирĕн çинчен... Мĕн тесе... вăрă тесе сас кăларнă тет. Пĕркун тиек каларĕ тет-ха!.. Кам ĕнентĕр ăна! Тата ĕнер мĕне... Ухтивана...»
Ялти лару-тăрусене лайăх пĕлекен Шахурн пĕшкĕнче те Ярилене аяккинчен тĕкрĕ.
«Ш-ш-ш!.. Курмастăн-и-мĕн, çынсем çывăраççĕ? Каях килне... Тăр, тăр часрах, çĕрле сӳпелтетсе çӳремеççĕ ăна. Çывăр кайса!»
Ярилле илтмерĕ те темелле. Пуçне чикрĕ те вăл кашта çине ларнă чăх пекех, йăшăл та тумасть. Çапла вăхăт иртет. Тĕлĕрме тытăннă Шахрун сасартăк çын ури сассипе вăранать. Яриле хыпалансах хăй йĕри тавра темскер шырать иккен. Унтан лаши патне чупса каять, каялла пырать.
«Мĕскер пулчĕ, Яриле? Мĕн кускалатăн?»
«Пушша тупаймастăп. Те... çул çинче çухатса хăвартăм.. ĕнтĕ. Кунтах илсе килнĕ пек астăватăп-çке...»
«Хуллентерех эсĕ. Килне пушăсăр та çитĕн-ха».
«Киле мар çав эпĕ. Кантура каятăп».
Шахрун ыйхи янках уçăлчĕ.
«Кантура?! Çĕр хута-и? Мĕн шырама каян вара эс унта?»
«Ывăла вĕлерчĕç. Каласа паратăп. Çĕр вăрлани çинчен те калатăп. Йăлтах шăлса парап... Юрамасть теççĕ халь ун пек хăтланма. Ан тив, тĕрĕслеччĕр кисе».
«Эс ан аташ-ха, Яриле. Чипер калаç, — тесе Шахрун Яриле куçĕнчен пăхма тăрăшать. Анчах тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть. —Пĕтĕм яла сутас тетĕн-и вара?»
Яриле чăннипех хирĕçме шутлать пулас.
«Мĕншĕн ял ман ывăла сутрĕ?» — терĕ те вăл кайма тытăнчĕ.
Шахрун тăрса ун çулне пӳлсе лартрĕ.
«Тăхта-ха, ан аташ эсĕ. Вара кантуртисем килсе тулаççĕ. Тĕрĕслеме тытăнаççĕ... Хăвах пĕлетĕн, халĕ ваттисен йалине тытнăшăн касамата хупма пултараççĕ».
Яриле пăрăнчĕ те уттара пачĕ. Ун ури сассисем тĕттĕмре илтĕнми пулсан, Шахрун çывăракансем патне васкаса чупса пычĕ, шăналăкне туртрĕ.
«Тăрăр часрах! Вăрăсем!..»
Каççан пичче пĕр самантра ура çине сиксе тăчĕ. Стараста ывăлĕ Павăлпа ытти çамрăксем те хăйсене нумай кĕттермерĕç. Хăрушă хыпар часах пурне те ура çине тăратрĕ.
«Ăçта вăрăсем?»
«Кам?»
«Хуллентерех! — терĕ те Шахрун Яриле кайнă еннелле тĕллесе кăтартрĕ. — Халĕ çеç çавăнталла тарчĕ. Мана асăрхарĕ пулас. Илле пиччен лашине нăхта тăхăнтарнăччĕ те, утланма ĕлкĕреймерĕ».
Çул çинче урапа сасси илтĕнет. Çынсем, алă айне мĕн лекнĕ çавна илсе, сасă еннелле чупрĕç. Кĕçех малта урапа çинче ларса пыракан Яриле курăнчĕ.
«Тытăр!» — тесе кăшкăрса Шахрун урапа çине сикрĕ те Ярилене пусса антарчĕ.
Лаша хартлатса аяккалла туртăнчĕ. Ярилепе Шахрун çыхланса çĕре персе анчĕç. Тискер айкашу пуçланса кайрĕ. Пурте пĕр харăс сиксе ӳкрĕç, Ярилене тăллама тытăнчĕç. Стараста ывăлĕ старикĕн пуçне çапса шăтарчĕ.
Тахăшĕ аллине хирсе хуçрĕ. Нумай та иртмерĕ, вилнĕ пек пулнă Ярилене çул çине кăларса пăрахрĕç.
«Теприне тытас, теприне, вĕсем иккĕнччĕ!» — илтĕнчĕ Шахрун сасси.
Пĕр хускалмасăр выртакан Ярилене çыхса пăрахрĕç те кĕпĕрленсе лаша хыççăн чупрĕç. Анчах лашине те хăваласа çитеймерĕç, «çынни» те тупăнмарĕ. Тарăхнă халăх каллех Яриле патне пуçтарăнчĕ. Пĕри пуçĕнчен тапать, тепри хырăмĕнчен, Павăл старикĕн хуçăк аллине хирсе лартрĕ.
«Кала, камччĕ сан юлташу?»
«Ах...» — тесе чун хавалĕпе кăшкăрса Яриле ӳпне май пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ.
«Вулăса илсе каяс мар-и ăна?» — терĕ Каççан пичче.
Ăçта унта! Пурте харах кăшкăрса пăрахрĕç:
«Халех-и?!»
«Лаша вăррисене те хĕрхенсен вара...»
«Вĕсене пула çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр ларатпăр!»
Ĕçе Шахрун сăмахĕ татрĕ:
«Малтан яла илсе каятпăр, — терĕ вăл. — Вăрри Илле пичче лашине вăрласа кайма хăтланнă, юлашки сăмахĕ те çавăн пулмалла...»
Ирччен «лаша вăррине» çакăнтах хăварас терĕç.
Çынсенчен инçех те мар юнланса пĕтнĕ Яриле выртать. Тăрсан-тăрсан вăл енчен йывăррăн ахлатни тата çаврăнса выртма хăтланса кăштăртатни илтĕнет. Çынсем çаплах лăпланса çитеймен-ха. Е пĕри, е тепри сике-сике тăрса Ярилене пырса çапаççĕ. Выртмари халăхран пуринчен ытла Шахрунпа Павăл хивреленсе çитрĕç. Вĕсем кашни çапмассерен темĕнле савăнăçлăн ĕхлетсе илеççĕ те аллисем çине вĕркелесе çӳреççĕ.
Çутăласпа халăх ялалла хускалчĕ. Паллаймиех юнланса пĕтнĕ пит-куçлă Ярилене, хутаç-пек, лаша урлă уртса янă.
Яла çитсе кĕрес чух Яриле çĕре шуса анчĕ те çынсен умне чĕркуçленсе ларчĕ.
«Ай, тăвансем! Тар... тархасшăн яла илсе ан... ан кайăр. Вĕлереççĕ мана унта... Тархасшăн!.. Эпĕ... мĕн вĕт... эпĕ хăвăр ялсем. Яриле эпĕ...»
Çынсем тăрук ниçталла мар пулса тăчĕç. Кăвакарма пуçланă сывлăшра вĕсем чăнах та Яриле старикĕн ырхан кĕлеткине палласа илчĕç.
«А-а, эс хамăр ялсене çаратма-и! — терĕ те Шахрун лашипе Яриле çине пырса кĕрсе кайрĕ. — Тытăр, ачасем! Кайрăмăр!..»
Анчах никам та вырăнтан тапранмарĕ. Павăлпа Шахрун иккĕшех Ярилене лаша çине çĕклесе хучĕç те ялалла уттарчĕç. Вĕсем хыççăн халăх та хускалчĕ.
Шуркасси çинче çутăлас умĕнхи ачаш çил вăштăртатса вĕрет. Унта та кунта автансем авăтаççĕ, пусă тараси чĕриклетет. Нумайăшĕ лаç кăмакисене те хутса янă ĕнтĕ, уçă алăксемпе тĕнĕ шăтăкĕсенчен тĕтĕм палкаса тухать.
Выртмари халăх Яка Иллен çĕнĕ хапхи умне çитсе чарăнчĕ. Павăл ашшĕне чĕнме кайнă. Нумай та иртмерĕ, десятски карăнтăк айĕсене шаккаса çӳрени курăнчĕ.
«Эй, часрах Илле Çимонччă патне! Вăрă тытнă...»
Ял халăхĕ пĕр самантра Яка Илле пӳрчĕ умне пуçтарăнчĕ. Пăхаççĕ — ниçта та вăрă таврашĕ курăнмасть. Пĕр Яриле старик кăна ушкăн варрине çăмха пек хутланса выртнă та вĕттĕн чĕтресе выртать.
«Ăçта вăрри?»
«Мĕн вăрланă вара?»
«Кама çаратнă?»
«Вăрă-и? — терĕ те Шахрун ушкăн варрине тухса Ярилене урипе тĕкрĕ — Акă вăрă! Выртмаран лаша вăрласа кайма тăчĕ. Иккĕнччĕ те, çамрăкки тарса ĕлкĕрчĕ».
Пӳртĕнчен Яка Илле тухрĕ. Сăнĕ шурса кайнă хăйĕн, çаннисене тавăрнă. Яриле патне утса пычĕ те вăл пĕр сăмах каламасăр старике сасартăк çӳçĕнчен çавăрса тытрĕ, сĕтĕркелесе ури çине тăратрĕ.
«Кала, кампа кайнă эсĕ вăрлама?»
«Вăрлама кайман эпĕ, — терĕ те Яриле Яка Иллен вараланчăк аллине чуп тума хăтланчĕ. — Ай, тархасшăн а... а... ан вĕлер, Илле. Ай, ай, ай!.. Тархасшăн!.. Ĕмĕр саншăн пӳлĕхçе кĕл тăвăп. Ай!..»
Курма пуçтарăннă çынсенчен чылайăшĕ пуçĕсене чиксе саланма тытăнчĕç. Тискер ĕç Каççан пиччене те йĕрĕнтерсе, тарăхтарса ячĕ. Çамки çине пăтăр-пăтăр тар пĕрчисем тапса тухрĕç унăн. Çапах та нимĕн те чĕнеймерĕ хăй, куçне хупрĕ те аяккалла пăрăнчĕ.
«Кала, кампа кайрăн лаша вăрлама?» — илтĕнет хыçалтан Яка Илле сасси.
«Ют ял çыннипеччĕ пулмалла вăл, — кăшкăрчĕ Шахрун çивĕччĕн.— Тепĕр вăрри тутар пек туйăнчĕ...»
«Э-э-э, эсир çапла-и! Килĕр, халăхсем!..»
Пуçланса кайрĕ вара çил-тăвăл. Яриле çине пĕр тăруках Яка Иллепе Шахрун, старастăпа унăн ывăлĕ Павăл сиксе ларчĕç.
Пĕри аттипе тапать, патаксемпе çапаççĕ, çӳçĕнчен сĕтĕреççĕ. Старик кайса ӳкет те, ăна каллех ура çине туртса тăратаççĕ, хырăмĕ çине хăпарса сикеççĕ.
Таçтан Ивук та кĕнеке йăтса чупса тухрĕ.
«Кампа кайрăн вăрлама?»
Яриле хӳме çумне кайса ӳкнĕ те пĕр сăмах та чĕнмест. Пуçĕ унăн юнланса, тусанпа вараланса пĕтнĕ. Сулахай куçĕ шăтса юхнă. Хăлхинчен чĕп-чĕрĕ юн тумласа тăрать. Таптанипе кăвакарса çĕр тĕслĕ пулса ларнă хыткан урисене вăл аяккалла сарса пăрахнă. Майĕпен хăпарса анакан кăкăрĕ кăна вăл вилейменнине кăтартать.
Каллех Яка Илле сиксе ӳкрĕ, хĕскĕч пек аллисемпе Ярилен мăйне пăвса лартрĕ.
«Э-э, эсĕ тунма-и? Тунма-и, путсĕр! Чĕнместĕн! Пур пĕр калаттаратпăр сана!»
«Чарăнăр!» — илтĕнчĕ халăх хушшинчен такамăн хаяр сасси. Ыттисем те хутшăнчĕç:
«Çитет ĕнтĕ!»
«Ытла та урса кайрĕç».
«Те айăплă-ха этемми...»
Яриле старик тусан çине ӳпне май çаврăнса ӳкрĕ те шăпах пулчĕ.
«Вилчĕ!» — терĕç пурте.
Вăрă хутне кĕнĕшĕн мĕн пулассине пĕлет пулин те, Каççан пичче Яриле патне пырса хутланса ларчĕ, ал тымарĕсене тытса пăхрĕ.
«Яриле, ĕçместĕн-и шыв, илсе килсе парам?»
«Пыл ту...танса к-курасчĕ...» — терĕ те Яриле вилсе кайрĕ.
Калпак тахăнса пынă арçынсем калпакĕсене хыврĕç. Такам шăппăн макăрни илтĕнчĕ. Пурте тенĕ пекех хăраса ӳкрĕç, васкаса килĕсене саланма тытăнчĕç. Суда-мĕне чĕнме пуçласан, кантурсем тăрăх сĕтĕрме тытăнсан — мĕн курас пулать вара?..
Çынсен вăрттăн шухăшне пĕлнĕ пекех, Яка Илле аллине кăна сулчĕ.
«Нимĕн хăрамалли те çук. Пирĕн свитетлĕ те хамăрпа пĕрлех. Акă Ивук... Кайса чавтар, стараста, çăва тулашне шăтăк...»
Каçалапа стараста хушнă çынсем Яриле старике шăтăка кайса чикрĕç те тăпрапа хупларĕç. Тăпра çине хĕрес вырăнне, Яка Илле хушнă пек, ăвăс шалçа çапса лартрĕç.
Суд пекки те пулчĕ. Анчах никама та айăпламарĕç.
Çак ĕç хыççăн Шахрун самаях хитре тумланса çӳре пуçларĕ, лаша та туянса ячĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, хăрах куçлă Шахрун кĕркунне Паçана качча...
Ытла мала кайса тухнăшăн вулакантан каçару ыйтатпăр. Ĕç-пуçсене вăй çитнĕ таран йĕркипех каласа парăпăр.
Яриле старикĕн юлашки сăмахĕсем Каççан пиччен чĕрине çĕçĕ пек касса кайрĕç.
«Пыл тутанса курасчĕ», — аса илчĕ вăл старик сăмахĕсене килне çитсен. — Эй, мĕскĕн чун, мăнтарăн. Миçе çул хурт-хăмăрпа тăрмашрĕ, хăй пылне те астивсе курайман...»
Таçта чĕре тĕпĕнче иккĕленӳллĕ шухăш çуралчĕ. Тĕрĕс тăвать-ши Каççан? Хăй те вăл Яриле хăраххиех мар-ши пурнăçра?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...