Таната :: Çĕрлехи ĕç
Ирхине Ухтиван куçне уçма ĕлкĕрнĕччĕ кăна, картиш-не урамран ашшĕ васкаса чупса кĕчĕ. Вăл çĕрĕпех çывăр-ман пулмалла, урисем чĕркуççи таранах сывлăмпа йĕпен-нĕ, çен^кри вырăнĕ те пуçтарса хунипех тăрать. Старик Ухтиван вырăнĕ патне пырса ларчĕ те, макăрма хăтлан-нă пек, питне пĕркелентерчĕ.
«Тăр-ха, ывăлăм».
«Мĕн пулнă?» — тесе Ухтиван хăй çине витнĕ сахманне сирсе пăрахрĕ, тăрса кашта çинчен ура тăлисене илсе пычĕ.
«Утара мĕн тунă... çаратнă», — терĕ те ашшĕ, ача пек, пĕр-икĕ хӳт нашăклатса илчĕ.
Ухтиван пĕр самантрах урине сырса пĕтерчĕ. Чи малтанах ун ашшĕне ятласа тăкас килчĕ. Мĕн усси кашни утăмрах куççуль тăкса çӳренипе, нăйкăшнипе?
Утаралла утнăçемĕн тата урăх шухăш^ пырса кĕчĕ ун пуçне. Тепĕр тесен пĕлсе хăтланнă пуль вăрри. Пулмалла-çке хăçан та пулин вăл хăмла аврисен, чăпта çыххисен, хурт-хăмăр мыскарисен вĕçĕ! Мĕскер сӳпĕлтетмелли пур ĕнтĕ Ухтиван ашшĕн пуясси çинчен. Вăрласа кайнă тăк йăлтах — хуйхи те çук. Тен, тăна кĕрĕ старик, лăпланĕ...
Утара ситсе пуртăпа çапа-çапа салатлă вĕллесене курсан тин Ухтиван сасартăк тĕлĕнсе чарăнса тăчĕ, тарăхса кайрĕ. Ват çăвăр вĕллесене иккĕшне те йăвантарса янă, кăшăлĕсене татса, пуçĕсене çапса кăларнă. Кайран илсе килнĕ вĕлле те, кĕç-вĕçех çĕре ӳкес пек, хурлăхан тĕмĕ çинелле ӳпĕнсе тăрать. Уçланкăри таптаса пĕтернĕ курăк çинче темиçе çĕрте карас таткисем сапаланса выртаççĕ. Таçтанах паллă, — çын пыл вăрласа каяс тесе мар, мăшкăл тăвас тесе хăтланнă.
Ухтиван йăлишĕн кăна утар йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те лупас айне кĕчĕ. Вăрăсем кунта та ашкăннă: сĕтеле ватса пĕтернĕ, вырăнне ишнĕ. Каска пуканĕ лупас хыçĕнчи шурлăхра выртать.
Ирхи апат тĕлнелле Яриле старик утара пунеттейсем илсе пычĕ. Каççан пичче хăйне пĕр хурт сăхсанах сăлтав тупса каялла пăрахса тарчĕ. Хушаççĕ Петерĕпе Яка Илле тарçи Шахрун, пуçĕсене кивĕ кĕпесемпе пĕркесе, утар йĕри-тавра утса çаврăнчĕç. Стараста хăйĕн çĕрлехи ĕçне (кăнтăр куçĕпе пăхса савăннă пек, пур çĕрте те тĕлĕне-тĕлĕне чарăнса тăрать, вĕллесене тытса пăхать. Хай валли пĕр чашăк пыл тултарса йăтсан вăл тата ытларах савăнчĕ.
«Ку ĕçе вăрăсем тунă», — терĕ вăл юлашкинчен, никам пĕлмен япала çинчен пĕлтернĕ пек.
Ухтиван кулса ячĕ.
«Мар, мар... Вăрăсем тунă», — терĕ те Хушаççĕ Петĕрĕ пыл чашакне хĕстерсе килне тухса утрĕ.
Ун хыççăнах хăрах куçлă Шахрун та сĕнккерĕ. «Мĕн тума парса ятăн эс вĕсене пыл?» — ыйтрĕ Ухтиван ашшĕнчен пунеттейсен ури сассисем илтĕнми пулсан.
«Ара, мĕн вĕт... пуçлăх. Вĕсем ыйтаççим пиртен?.. — терĕ те Яриле — кайма хатĕрленчĕ. — Эсĕ пымастăн-и киле?»
«Апла вăл ыйтмасăрах илсе кайрĕ-и пыла?»
«Пултăр ĕнтĕ... Ун вĕçне юлсан...»
Ухтиван сиксе тăчĕ те сукмакпа пунеттейсем хыççăн чупрĕ. Нумаях та иртмерĕ, хĕрелсе кайнă йĕкĕт пыл чашкине каялла йăтса таврăнчĕ.
«Çăхан! — терĕ вăл хаяррăн ашшĕ çине пăхмасăр. — Парас терĕм те пĕрре пыл чашкипе пуç урлă... Сысна пуçĕ. Эпĕ ăна эс хушнипе илсе каятъ тесе-ха...»
«Пуринпе те ятлаçма юрамасть пуль, ачам. Пуянпа мĕн вĕт... сутлашма хушман».
«Пуринчен те хăрасан...»
«Тен, вăл вăррине мĕнччĕ пуль... тытма пулăшатчĕ пуль?»
«Вăррине те хамăрах тытатпăр».
«Эсĕ пымастăн-и-ха киле?»
«Çук! — терĕ те Ухтиван уçланка тухса курăк çине тăсалса выртрĕ. — Эпĕ кăштах канса выртас тетĕп-ха».
Анчах ашшĕ тухса кайсанах вăл питлĕх тахăнса лартрĕ те курăк çине сăнаса пахса шалалла, хăвалăхалла кĕрсе кайрĕ. Пĕр çирĕм-вăтăр чалăш пек кайсанах хăва тĕмĕсем вĕтеле пуçларĕç. Типнĕ хăмашпа хăях хушшинче халь ĕнтĕ яртах çын ашса кайни курăнса выртать. Ухтиван тата пăртак утрĕ те пĕшкĕнсе темскер шырама тытăнчĕ. Таврара, пысăк утарти пек, хурт янăраса тăрать, шăна-пăван сĕрлет, Ухтиван кăштах сывлшри сас-чĕве итлесе тăчĕ, вара хăюллăнах пĕр-пĕччен çӳçе айне пырса ларчĕ те курăксене сиркелерĕ.Кĕтнĕ пекех, шаннă хупах çулçи айĕнчен пыл тултарнă чара чашăк сиксе тухрĕ. Ухтиван нимĕн те тĕкĕнмерĕ, хуртсем йăтса пĕтере пуçланă пыла ĕлĕкхи пекех витсе хучĕ те килнĕ çулпа каялла утрĕ.
* * *
Каç. Аслă урамра вăйă шавлать. Унта икĕ ушкăна пайланса тупăлла выляççĕ. Хурал сарайĕ хыçĕнчи пĕрене купи çинче Ухтиван, Паçа, Савтепи тата Савтеписем патне хăнана килнĕ ют ял хĕрĕ — хитре те вĕçкĕн пике — лараççĕ. Хăна хĕрне ĕнер каç стараста ывăлĕпе Павăлпа калаçтарнă мĕн те, паян пурте çавăнтан кулаççĕ.
«Асран тайлăкрах пулĕ вăл сирĕн, — тет хăна хĕрĕ, Ухтиван çине илĕртӳллĕн пăхса. — Юнашар пырса ларнă-ларман тарласа кайрĕ те пĕр сăмах та чĕнмест. Эсĕ чирлĕ пулĕ, санăн кайса çывăрмалла теп эпĕ. Çук тет хайхискер, эпĕ чирлеме пултараймастăп тет. Мĕншĕн тетĕп. Эпĕ стараста ывăле тет».
Пурте кулаççĕ.
Паçа Ухтивантан пĕр çын урлă çеç хĕрсемпе калаçса ларать. Вăл хайĕн кашни сăмахне хĕрсене мар, Ухтивана калать, çавă илттĕрччĕ тет. Ытти чух чипер калаçаканскерех, кунта пăтранать, пăтранать Паçа. Темшĕн Савтепие тиркет вăл. Качча каяс пулсан унăн ашшĕне те илсе кайма тивет тет. Савтепин упăшкипе пĕр ĕç юлать иккен — çывăрасси. Урăх вăл нимĕн те пĕлмест. Ашшĕ ĕçлесе параканни пулать...
Ытти чух Паçа Ухтиваншăн пурри-çукки пĕер пулсан е ăна вăл тепĕр чухне шеллекелесе те пăхса илсен паян Паçа тарăхтарать Ухтивана. Камсем çаратнă утара? Каламасăрах паллă — Яка Илле таврашĕ. Çитменне Паçаран аякранах тар шăрши кĕнĕ пек туйăнать. Килнех хăваласа ярасшăн ăна Ухтиван.
«Сирĕн ялта та çапла-и? — ыйтать вăл хăна хĕрĕнчен. — Пирĕн ялта ват çынсем те вăййа туха пуçларĕç».
«Сухаллисем-и?»
«Сирĕн ялта хĕрсем те сухаллă-и-мĕн? Эпĕ ват хĕрсем пирки калатăп».
Çамрăксем кĕр! кулса яраççĕ.
«Мĕн пулнă-ши кăна кĕçĕр?» — шухăшлать Çавтепи куç хӳрипе Ухтивана сăнаса. Ăна Паçа çилленни те, Ухтиван ытла чарусăррăн хăтланни те шиклентерет. Вăл хуллен-хуллен унтан аяккарах куçса ларать.
«Киле каймастпăр-и, Малюк? Манăн темшĕн пуç ырата пуçларĕ...»
Вăйă картине Ивукпа Павăл пырса хутшăнасçĕ. Вĕсем иккĕшĕ те атăсемпе, хура пусма кĕпесемпе, çара пуçăн.
«Аван-и, çамрăксем!»
«Килĕрех...»
«Малалла иртĕр».
«Ирт тĕлеле, лар алăк патне».
Павăл Ивука аяккалла туртать:
«Атя леш ушкăна, Иван Ильич. — Ивука халь вăл çапла чĕнет. —Мĕн туса тăмалла кунта?»
«Лере мĕн тăвăпăр?»
«Çынсем вылянине курăпăр ара».
«Курма... юрать те пулĕ».
Вĕсем урам варринелле васкамасăр утаççĕ. Пĕрене купи вĕçепе иртнĕ чухне Ивук вĕрлĕк çине пырса кĕрсе кăптăр-каптăр такăнать те, тем шыранă пек, çĕрелле пĕшкĕнет. Вăл аттине тасатать пулас, çĕр çумĕнче аллипе хăлаçланни курăнать.
«Çакна та пуçтармаççĕ...» — илтĕнет унăн тарăхнă сасси.
Хĕрсем те ура çине тăраççĕ. Хăна хĕрĕ Ухтиван куçĕ умнерех пырса кĕпи аркине турткалать, яштака пӳ-сине кăтартса хăй тăрăх пăхать.
«Çывăрма каятпăр-и, Савтепи?»
«Тепле-çке»,
«Тăхтăр-ха ĕнтĕ кăштах», — тет Паçа.
Утнă май хĕрсен тенкисем чăнкăртатаççĕ.
Паçăр пӳскелле вылянă çамрăк-кĕрĕм урам вĕçĕнчи пĕрене пуçĕ тавра кĕпĕрленсе тăнă. Хĕрсем икшерĕн-виçшерĕн пуçтарăнса, кĕлте пек, унта-кунта тăрса тухнă. Арçын ачасем хыттăн кулни илтĕнет.
«Халăх савăнать, — шухăшлать Ухтиван ачасен ушкăннелле васкаса утса. — Хăйсенчен нумайăшĕ выçă ĕнтĕ, çапах вăййа тухнă».
«Ухтиван килет!» — тесе ачасем ăна хирĕç утаççĕ. Ухтиван кулкаласа пĕрене пуçĕ çине пырса ларать.
Миçе çул вăл кун пек тĕркешсе çӳременни, хĕрсем хăй çине пăхса пăшăлтатнине итлеменни! Выртма кайманни!
«Купăсу ăçта, Ухтиван?» — ыйтать Якур шăлле Хĕлип, унпа юнашар тĕршĕнсе кĕрсе ларса.
«Хĕлĕхне татса пăрахрăм».
«Эх, эс те çав... Хĕрсене ташлаттарăттăмăр».
Каччăсем пĕр-пĕрин хушшинче пăшăлтатса илеççĕ те хĕрсем çинелле сикеççĕ. Хĕлип Паçана тытать.
«Акă кама сутмалла!»
«Ан вĕçерт, Хĕлип!»
«Тыт хытăрах!»
«Мĕншĕн сутмалла? Кай кунтан, ан тĕкĕн!» — текелесе Паçа каччă аллинчен вĕçерĕнме хăтланать, ĕç тухманнипе, тулли михĕ пек, çĕре шуса анать.
«Ай, пĕтрĕм, вилтĕм», — тесе Хĕлип те Паçапа юнашар тĕшĕрĕлсе анать.
«Мĕн пулчĕ, Хĕлип?»
«Пилĕк тапранчĕ. Ай!.. Чул тултарнă пекех йывăр».
Шӳчĕ темех мар пулсан та пурте кулаççĕ.
Ачасенчен аяккарах Ивукпа Павăл пăхса тăраççĕ. Ивук темшĕн Хĕлипе мар, аппăшне ятласа тăкать.
«Мĕскер эс кунта йăваланатăн! Кайса çывăр киле. Çӳрет!..»
«Мĕн тăватăр эсир?» — ыйтать вăл ачасем еннелле çаврăнса.
«Мур тирне сӳсе сутрăмăр та халĕ укçа пайласа тăратпăр-ха», —тет Хĕлип.
«Сутмалла выляс!» — кăшкăраççĕ темиçен пĕр харăс.
Кам ăçта пĕлнĕ унта вырнаçса пĕтсен Хĕлип пĕрене пуçĕ çине пырса ларать.
«Итлĕр... Кам маларах пĕлет — тырă пĕр кĕлет, кая юлсан — пĕр ывăç тусан. «Варманта — турă, çул çинче — хушка, килте шурă». Çавă мĕн пулать?»
Павăл кутăн чакса Ивук хыçне пытанать.
Пĕр хушă шăпланса пурте шухăшласа тăраççĕ.
«Лаша!» — илтĕнсе каять аякран Паçа сасси.
«Кăна кам каларĕ? Паçа-и? Кил-ха кунтарах».
Паçа пырать.
«Мĕншĕн лаша пулĕ тетĕн?»
«Ара, лаша турă тĕсли те, хушка пуçли те пулать те-ха...»
Каччăсем кулаççĕ. Хĕрсем те аллисемпе тутисене хуп-анă. Пĕр Хĕлип çеç, тӳре пек, Пăçа çине кулмасăр пăхать. Йыш çинче вăл Ивукран та именмест пулас.
«Лаша тетĕн апла? Юрать. Лаша пулсан лаша пултăр. Эпĕ сана Някуç мучине сутатăп».
«Асту, килеминчен сыхлан», — теççĕ Паçана.
«Морин!» — лаплаттарса хурать сасартăк мала тухнă Павăл.
«Аха, морин иккен-ха. Мĕншĕн?»
«Хĕлле вăл шурă, çулла...»
«...турă-и? Çук, пĕлеймерĕн, хушка пуç. Кама сутас-ха сана?»
«Тăхта-ха, мĕлле каланăччĕ çав эсĕ?»
«Вăрманта — турă, çул çинче — хушка, килте — шурă терĕм. Эпĕ сана Някуç мучи арăмне сутатăп».
«Пĕрене!» — кăшкăрать Савтепи.
«Пĕлеймерĕн. Сана У... вука сутатăп».
«Увук пулса тăтăм иккен-ха эпĕ», — тет Ивук çилленмесĕр. «Ухтиван» теме тытăннă Хĕлип «Ивук» тесе персе янине, ыттисем пекех, вăл та сиснĕ.
Хĕлип йĕри-тавра çаврăнса пăхать.
«Ну, кам калас тет? Камăн сутăнас килмест? Эсĕ-и, Ухтиван?»
«Тавçăрса илеймерĕм-ха эпĕ», — тет Ухтиван, Хĕлип юмахне мар, пуринчен ытла Ивукпа Павăла сăнаса ларăканскер. Вĕсем кайсанах Ухтиван та тăрса утмалла.
«Пушăт», — пăшăлтатать Хĕлип.
«Курăс!» — кăшкăрать çивĕч хăлхаллă Павăл аякран.
«Туй иртсен шăпăр каламаççĕ. Эсĕ унта çынсенчен ыйтса пĕлнĕ, шута картмастăп. Итлĕр татах... Çулла выçă, хĕлле тутă, çавă мĕн пулать?»
«Пирĕн ял çыннисем!»
«Пĕлеймерĕн, Ивук. Пирĕн ялсем çулла та, хĕлле те выçă, эпĕ сана хăна хĕрне сутатăп».
«Хăна хĕрне? Хăшĕ вăл — хăна хĕрĕ?»
«Акă Савтепипе тăрать».
«Кăйса пăх-ха, Павăл, хитре-и? Атту пĕлмесĕр пĕр-пĕр чалăш-чĕлĕше сутса ярĕç».
Павăл çынсем хушшинелле кĕме тăрать. Анчах ик-виçĕ утăм та тăваймасть, такам ура хунипе çĕре персе анатъ. Тăма хăтлансан ăна ĕнсерен параççĕ. Тăват уран упаленсе те хырăмпа шуса тенĕ пек, Павăл каялла тарать.
«Ну, мĕнле, хитре-и?»
«Мĕн тупнă эс унта, Павăл?»
«Кам каласшăн? — тет Хĕлип шавласа кайнă каччăсене чарса. — Мĕне пĕлтерет тупмалли юмах?»
«Мĕнле каланăччĕ-ха эсĕ?»
«Çулла выçа, хĕлле тутă терĕм».
Ивук çаплах ашкăнма чарăнмасть-ха.
«Шурча çыннисем!» — кăшкăрать вăл.
«Çĕньялсем!»
«Каллех пĕлмерĕр. Мĕн те пулин ăслăраххисене калăр. Курак килемие сутатăп».
«Тупрĕ шăлсăр карчăк. Эсĕ пĕр-пĕр хĕре сут».
«Пĕр каçра пĕтĕм ял хĕрне суйласшăн-и? Ытла тата эсĕ... Сутăнассу килмесен питех ан шарла».
«Хутаç!» — янăраса каять çинçе сасă.
«Сутрăм».
«Тӳшек!»
«Пĕлмерĕн, Сарпи. Эпĕ сана хам валли илетĕп».
«Ху кала», — теççĕ хыçалтан.
«Кала эппин, Хĕлип».
«Пура».
«Пирĕн пури хĕлле те, çулла та пушă, суя ку», — тесе хăварать уйран таврăнакан Якур.
«Уйра вăрăм вырăс выртать, çавă мĕн пулать?»
Ушкан варрине Ивук кĕрсе тăрать.
«Ана пулать... Кай, çитет, Хĕлип. Йăлăхтарчĕ ку вăйă».
«Мĕнле выльăпăр тăта?»
«Урăх вăйă тупăр ара».
«Мĕлле вылятпăр, ачасем? Эй, итлĕр-ха...»
Пĕтĕм униче кĕрлесе каятъ.
«Çĕрелле!» — кăшкăраççĕ пĕрисем.
«Кăшманла!»
«Мăкăрла!»
«Çук, мăкăрла ĕнер анчах вылянă».
«Ăтьар хĕр аки тăватпăр!» — тет Ивук.
«Хĕр аки?!» — ыйтать Хĕлип тăсарах та шикленерех.
Пĕр вăхăта пурте шăп пулаççĕ.
«Хăрарăн-и-мĕн? Пĕлтĕр те вылярăмăр-çке», — хăйĕннех çине тăрать Ивук.
«Хăраса-им ара... Пĕлтĕр килте пулман пуль эпĕ, астумастăп».
Малтанах Ухтиван та тĕлĕнсе каять. Хĕр аки тесен ĕлĕкрех пĕтĕм ял хускалнă. Тăвассине те ăна аптраса яла пĕр-пĕр инкек-синкек чир хупласан е кӳршĕ ял выльăхсене мур ерсен туса ирттернĕ. Унăн йĕркине те лайăх астăвать Ухтиван.
Пĕтĕм ватти-вĕтти калаçса татăлса шыва кĕрсе тасалать, шур кĕпе-йĕм улăштарса тăхăнать. Темиçе арçын ухăсемпе, чулсемпе, пăшал пулсан — пăшал авăрласа уй хапхисене тухса пытанса тăраççĕ. Ытти арçынсем пурте килте. Çитĕннĕ хĕрсемпе çамрăк арăмсем ял çумне хире тухаççĕ те урисене салтаççĕ, çӳç-пуçне лапăстаттарса яраççĕ. Малтанах унта сухапуç кăларса хунă.
Икĕ ача ял тавра çаврăнса урпа çăнăхĕпе кĕрпе, çу пуçтарать те пĕр киле кĕрсе пашалу пĕçерме хушать.
Йӳле пилĕк, ярханах, çара уран тăрса юлнă хĕрсем, вун пиллĕкĕн-çирĕммĕн, суха пуçне кӳлĕнеççĕ, ыттисем: «Кай кунтан, усал чир, çĕр çухрăм аякка» çĕр çухрăм аяла, çĕр çухрăм çӳле. Тасал, пĕт, çĕт!» —тесе кăшкăрашса та айкашса, суха пуç умĕнче кĕперленсе, тĕпĕртетсе пыраççĕ. Кам та пулин тĕлне çитсенех ун патне кĕшĕлтетсе кĕреççĕ те кил хуçине чĕн пушăпа хытă кăна ислетсе хăвараççĕ, вучахри вутне шыв сапса сӳнтереççĕ. Ют çын-мĕн тĕл пулсан ăна та хытă лекет. Вара суха пуç патне таврăнаççĕ те малалла сухаласа каяççĕ. Тепĕр кил патне çитсен каллех паçăрхи пек пулса иртет. Нумайăшĕ, паллах, пытанса пĕтнĕ. Çапла ял йĕри-тавра чĕрсе тухаççĕ. Уй хапхине çитсен пытанса тăнă арçын пăшалне кĕрлеттерсе персе ярать, ухă пулсан ухăпа перет.
Хĕр акине тухнисем таса уя кайса вут хураççĕ. Вутне кăвартан мар, патакпа патак сăтăрса тивертмелле, «çĕне» вут чĕртмелле. Пăтă çакса яраççĕ, ялтан пашалусем илсе пыраççĕ. Тул çутăличчен пур ĕçе пĕтерсе, апатланса килне халăх яла саланать.
«Ĕнте чире хăратса ятăмăр, тимĕр карта çавăртăмăр», — теççĕ вара çынсем. Лешĕ кайран та чылайччен ялтан каймастъ-ха...
Халĕ çав йăла вăййа тăрса юла пуçланă иккен.
Такам арпӳклинчен суха пуç сĕтерсе килеççĕ. Хĕрсене Ивук пĕрер пĕремĕк валеçсе тухать.
«Ну, хĕрсем, çийер те ĕçе хатĕрленĕр. Халех суха пуçне кӳлсе лартатпăр».
«Пĕремĕкне çисен куç курĕ-ха унта, — теççĕ хĕрсенчен хăш-пĕрисем, тарма хатĕрленсе.
«Куçĕ пирĕн те çивĕч курать-ха ăна. Ачасем, пӳлсе илĕр хĕрсене ăрам енчен. Уялла кайма чармастпăр, пушалстă».
Каччасем хĕрсене кăшăлах йĕри-тавра хупăрласа илеççĕ.
Каç пулнăранпах Ухтиванран ютшăнса çӳрекен Савтепи те пĕремĕк çиет. Паçапа хăна хĕрĕ хушшине кĕрсе тăнă та вăл кулкаласа Ивукпа тем çинчен калаçатъ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...