Таната :: Купăс калакан
...Анăçра каçхи шевле вылять. Анса ларнă хĕвелĕн урисем тĕксĕмленнĕçемĕн тĕксĕмленсе пырса кăвак тӳпепе пĕрлешеççĕ. Ирĕлекен юр пек, ирхи тĕлĕк пек туйăнать çухалакан кунăн юлашки çути. Темшĕн хăвна ху хĕрхенетĕн, чĕре хĕсенет. Такама шел пек, темĕн таврăнмиех иртсе кайнă пек туйăнать. Ĕмĕт-ши вăл е пурнăç çапла иртсе пырать-ши çыннăн?
Сĕрме купăс тулашать. Çӳлтен çӳле кармашакан кайăк пек, пĕрре ун сасси çинçелсе каять, таçта хăпарса çитме хал çитереймен пек чĕтренет, унтан сасартăк çĕре персе анăть, макăрма тытăнать...
Эх, мăнтарăн этем пурнăçĕ, этем ĕмĕчĕ, ĕмĕр тулашакан, ĕмĕр темĕн шыракан тăранми кăмăл! Ăçта-ши унăн канăçлăхĕ, ăçти сĕм вăрманта çухалнă-ши, хăш йывăç хăвăлне кĕрсе пытаннă-ши унăн лăпкă йăви? Сайра-сайра-а хушăра кăна чĕре тӳлек уçланка пырса тухать, хĕвел ăшшипе йăпанса пăхать. Анчах пĕр самант хушши кăна, пĕр кĕске самант чухлĕ çеç. Вара каллех ăшри шĕкĕ вăранать, чĕрене кишĕклеме тытăнать.
Мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен пуль. Ухтиван çичĕ ютра çӳренĕ чух хăйĕн килĕ çинчен. Çĕрле вăрана-вăрана шухăшласа выртнă, тĕлĕкре курнă, килĕнчи тĕтĕм тутине туйса çӳренĕ. Хăй çитсе курнă вырăнсенче пур çĕрте те хура халăх юнлă тар юхтарса ĕçленĕ, вырăссем те, тутарсем те, Шуркас чăвашĕсем пекех, ирĕк пурнăç çинчен ĕмĕтленнĕ. Ухтиван чунĕ тахçантанпах ĕнтĕ хăватлă хум тапранасса кĕтет. Çĕклесе илтĕрччĕ те вăл пĕрре çыран хĕррине кайса çаптăрччĕ. Ан тив, пурнăçĕ те пĕттĕр пĕрех хут, хум ванчăкĕсем пекех, пĕрчĕн-пĕрчĕн саланса кайтăр. Ун вырăнне çыран хĕрри çăвăнса тасалĕччĕ, кирлĕ мар ăпăр-тапăрсене шăлса ывăтĕччĕ. Çĕр кун йывăç хăвăлĕнче хĕсенсе, сывлама хăраса пурăниччен пĕр кун ирĕккĕн пурăнса курасчĕ, чун çунатне пĕтĕм анлăшĕпе сарса ярасчĕ.
Уйри мишавай юпи çинче ларакан Ухтиван тавра кайăксем çуйхăшса вĕçеççĕ, ыраш пусси чăштăртатса выртать. Айлăмри ял курăнми пулнă, шăпланса ыйха путнă. Халĕ ĕнтĕ пур еннелле те вĕçсĕр уй сарăлса выртать, анăçри шупка çутă патне çитичченех тĕттĕм шăналăк карăнса тăрать.
Купăс çемми чĕрери сăмахпа каласа пама çук кăткăс йĕрсене йĕрлет. Ачаш та хурлăхлă сасă хăш чух тăрук пӳлĕнсе ларать, çул шыранă пек, пайтахчен пĕр хĕлĕх çинче янăраса тăрать, тарăхма пуçлать. Тепĕр хĕлĕх хутшăнать. Малтанлăха вăл пĕрремĕшин каялла таврăннă сасси пек çеç-ха, шутсăр çинçе те вăйсăр. Вăл кĕç-вĕçех çухалма та пултарать. Виççĕмĕш хĕлĕх сасси илтĕнсен тин сĕрме купăс хăюллăн янăрама тытăнать, çемĕ çитмĕл те çичĕ кукăр туса малалла ыткăнать, çунатланса каять, шыв сиккине пырса кĕнĕ пек кĕрлет. Унтан сасăсем каллех çĕре персе анаççĕ, тăвăнса лараççĕ, таçти тĕпсĕр шăтăка ӳксе çухалаççĕ.
Ухтиван иртнĕ кунсене аса илет.
Кантуртисем килсе кайсанах Яриле çеç мар, Ухтиван та аптра юлнă. Сĕтелсĕр, алăксăр пӳрт — пӳрт-и вăл? Такам ирĕксĕрлесе кайнă хыççăнхи пек, кĕпине хывса илнĕ этем пек курăннă çаралнă пӳрт ăш-чикки.
Яриле ассăн сывланă, кашни çиме лармассерен шикленсе ывăлĕ çине пăха-пăха илнĕ. Виççĕмĕш кунне старик чăтайман, ирхине ирех стараста патне тухса утнă.
«Калаçам-ха... ыйтам... пĕлем. Капла мĕнех мар», — тенĕ.
Те калаçайнă вара хăй, анчах килне пуш алăпах тавраннă.
Чăлах чун мар-и ара, мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ.
Кăнтăрла тĕлнелле стараста патне Ухтиван пырса кенĕ. Пырса кĕнĕ те сĕтел урисене урай хушăмĕнчен çаклатса ун çине кăкăрĕпе выртнă.
Тĕпел кукринче кашăк пĕрни вырнаçтарса тăракан Хушаççĕ Петĕрĕн сăнĕ хăранипе таруках улшăнса кайнă. Вăл йăпăр-япăр картишне тухса арăмне чĕнсе кĕнĕ, урам енчи кантăкне уçса пăрахнă. (Вăл-ку пулсан çынсем илтме пултараççĕ.)
«Килях, килях, лар, тĕпелелле ирт, — тинех хĕссе кăларнă сăмахĕсене Хушаççĕ Петĕрĕ, лутра пӳ-силле вĕшле старик. — Илле Çимонччăн çĕнĕ тарçипе, Шахрунпа, кантура кайма хатĕрленсеттĕмĕр-ха та, çавна кĕтсе ларатăп... Хушаççĕ вĕт, мĕн тăвас тен эсĕ, ирĕксерех çӳреме тивет... Курман-и Илле Çимонччăн çĕнĕ тарçине? Шутсăр вăйлă çын. Илле Çимонччан хурăнташ пеккиех тет никак...»
«Эпĕ сĕтелпе алăка илме килтĕм», — тенĕ Ухтиван.
«Сĕтел-и? — Хушаççĕ Петĕрĕ урайĕнчи кушака тапса ывăтнă. — Çӳрет явăнса, усал! Кай тухса картишнелле!.. Сĕтелĕ мĕн-ха ĕнтĕ вăл... çуккă халь вăл. Приставпа усламçă хосдотинсем ăна ватса тăкрĕç пулмалла. Ара, мĕн вĕт, хушаççĕ вĕт çапла тума... Эпир мĕн? Пире хушаççĕ те, итлес пулать. Итлемесен юрамасть-çке-ха... Арăм, эс пăх-ха кантăкран, Шахрун килни курăнмасть-и çавăнта. Çак самантрах килеп терĕ-çке вăл?»
Пĕтĕм кĕлетки йывăрăшĕпе пуснипе Ухтиван кăкăрĕ айĕнчи сĕтел урайне хуçăлса аннă.
Халăх çинче арлан пекех кутăн стараста Ухтиван хăйĕн сĕтелне юри ватнине курсан та çилленмен пек тунă.
«Ха, амак пуçĕ, — тенĕ Хушаççĕ Петĕрĕ кулнă евĕр тутине сарса.— Ларнă çĕртех йăванать тата. Çĕрĕк япала темерĕн... Эсĕ вырăсла та ăста теççĕ, чăнах-и вăл, Ухтиван? Санăн Илле Çимонччă патне сутăçа кĕме тăрăшмалла. Вăл таçта та çӳрет».
Ухтиван çенĕке тухса хăйсен пӳрт алăкне йăтнă та килнелле уттарнă...
Каç, Ухтиван шухăшĕсем пекех, пăтранчăк, тĕттĕм, тарăн. Таçта инçетре йытă пĕр-икĕ хут хамлатса илет те хăй сассинчен хăй хăранă пек чарăнса ларать. Тĕттĕм каç шыв сăрхăннă евĕр сăрхăнать, сăрхăнать...
Çул çинче такам ури сассисем илтĕнеççĕ. Çын мишавай юпи тĕлне çитсенех Ухтиван еннелле пăрăнса кĕчĕ. Шурă кĕпеллĕ çинçе пӳ-си, çӳллĕ кĕлетке. Ухтиван питне уçă варкăш çапрĕ, куçне çемçе алă хупларĕ.
«Ку эсĕ-и, Савтепи?»
«Тен, Паçа эп?» — терĕ хĕр кулкаласа.
«Ма — Паçа?» — тĕлĕнчĕ Ухтиван.
«Ара, ĕнер Кашмашран таврăнтăмăр та, çул тăршшĕпе сан пирки калаçса килчĕ. Вилес пек юратать вăл сана, Ухтиван. Санра вăл ху курманнине те курать, ху пĕлменнине пĕлет. Каласа ĕненмĕн — вăл эс çут тĕнчере пуррипе çеç пурăнать тейĕн! Çук, пĕлес çук эп ун пек юратма. Ытла чĕрĕлле çунать вăл. Çунмаллипех çунать. Ун пек пурăнма та йывăр пуль?»
«Эс юратса курман-ха, çавăнпа пĕлместĕн юратма», — терĕ Ухтиван хĕре пилĕкĕнчен ыталаса.
Савтепи вăр-вар çеç каччă ытамĕнчен тухрĕ, ăна хиреç пырса тăчĕ.
«Халь вара эпир мĕн тăватпăр? — терĕ вăл хатарланса, Ухтиван пуçĕ патие пĕшкĕнсе. — Ыталашни, чуп туни... выляни вăл — мĕн? Çаплах юратнине пĕлтермест-и? Вара тата мĕн тумалла — юратни пултăр тесен? Эп сана халь те ним тума чарман — вăл çаплах ниме те тăмасть-и? Юрату мар иккен вăл пĕри те».
«Ну, итле-ха, сар пике, итле-ха, савăнăçăм, ылтăнăм. Вăл ĕçре эп сан çурри те пĕлместĕп. Сана çеç эп виличченех парăмлă. Тавтапуç сана уншăн. Çапах та, ман шухăшпа, ыталашнинче мар юрату. Вылянинче те мар. Теприсем ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле пурăнаççĕ, пӳрт тулли ача çуратаççĕ, анчах юрату мĕнне пĕлмеççĕ. Тепри, Паçа пек, тен, каччи çумне те ларса курмасть пуль, çапах — юратать вăл. Ун — чуне пысăк. Хăй телейсĕр пулсан та, чунĕ çунатлă ун».
«Ну, тавтануç сана та, Ухтиван — савăнтартăн. Паçа лайăх иккен, вăл — çунатлă, эп — начар...»
«Начар темерĕм-çке? Шеллетĕп эп Паçана, анчах пулăшма пултараймастăп. Мĕскĕн çын вăл. Ун петĕм пурнăçĕ урлă-пирлĕ. Çурăк савăта тултарнă хăватлă эрех пек вăл. Чи япăххипе чи лайăххи пĕрлешнĕ унра. Уйрăлми пĕрлешнĕ... Сана — юрататăп эп. Ун çинчен каламалла мар хĕре, — усала вĕренет вăл ун пек, пуçне çĕклет. Мĕнле юрату килĕшет ăна? Кашни кун ӳссе, тарăнланса, улшăнса пыраканни. Чечек сарăлнă пек сарăлаканни. Кулленех мĕн те пулин çĕннине пĕлмелле сирĕн, унсăр йăлăхатăр эсир. Пĕр вырăна çитсе чарăнса ларнă юрату хăй те каялла кайма тытăнать. Вутă хурса тăман кăвайт пекех сӳнет вăл, сĕврĕлет. Пĕр тăрук хыпса илнĕ вăйлă юрату та нумая пымасть — çунса пĕтет. Ун вырăнне вăл пĕтĕм тавралăха çутатса хăварать, юмах пек тăрса юлать.
Сана юратнине эп каламалла мар çĕртен каласа ятăм ав, мĕншĕн тесен ун çинчен ман пурне те пĕлтерес килет. Пурне те! Курăр, ăмсанăр, эпĕ телейлĕ, мана юратаççĕ тесе кăшкăрас килет».
«Эс мана юрата пĕлмест тен...»
«Э, тĕрĕс. Ăна урăхла каламаллаччĕ-ха, эпĕ телейлĕ, эп юрататăп темеллеччĕ».
«Çук, тĕрĕс мар апла. Юрату вăл вут чульпе çулу пек. Пĕри пулмасанах — вут тухмасть».
«Вут чĕртмеллех пултăр тесен, эппин, тен, ăвă та кирлĕ? — терĕ Ухтиван кулкаласа. (Вăл кулнине Сартепи ун сассинчен туйрĕ.) — Пĕри пирĕн пата пырса ларчĕ те — Савтепи манăн пулать тет».
«Сан умантах çапла калама хăрамарĕ-и?» — тĕлĕннĕ пек пулчĕ хĕр, анчах камне те ыйтса тăмарĕ, Ухтиван кĕтнĕ пек, тиркешсе, тарăхса та калаçмарĕ.
«Пĕлет. Тен, калаçнă та вĕсем. Каламалла марччĕ», — тесе кĕвĕçсе шухăшларĕ Ухтиван.
Савтепи çӳçенсе илчĕ те каччă чĕрçи çине шаларах кĕрсе ларчĕ, пӳрнисемпе сĕрме купас хĕлĕхне пăн-пăн тутарчĕ.
«Камран вĕреннĕ эс ăна? Ытла çыпăçуллă тухать сан. Купăс сассипе эп хам ăçта тăнине манса каятăп. Те пĕлĕт çинче эп, те юмахра. Темскер калать, калать купăс, чĕнет таçта. Эп ăнланмастăп. Чĕре çеç çунать...»
«Çавăнпа чăвашсем купăс калать теççĕ. Ăна кашни хăй пĕлнĕ пек ăнланать. Чĕрӳ çеç уçă пултăр».
«Кĕсле, шăхлич, шăпăр каланă чух эп лăпкă-çке?»
«Ăстаç тĕлне пулса курман-ха эс. Шăхличĕпе те туй халăхне ухмаха ертме пулать. Ну, ĕнтĕ сĕрме купăспа шăпăра танлаштараймăн. Вĕсем иккĕшĕ ик тĕрлĕ. Вĕреннĕ çынпа вĕренменни пек вĕсем. Пĕлĕтпе çĕр пек... Санпа Паçа пек», — тесе шӳтле вĕçлесшĕнччĕ Ухтиван, Савтепи итлемерĕ ун кăмăлне. Вăл хăйĕннех тĕпчерĕ:
«Эс ăна ăçта вĕреннĕ? Вырăсра çӳренĕ чух-и?»
«Ма вырăсра, хамăр ялтах, — тесе чăркăшарах пуçларĕ Ухтиван. Унтан хăй те сисмерĕ — хĕрсе кайрĕ. — Эп пĕчĕккĕ чух пирĕн ялта пĕр кĕтӳçĕ пурăнатчĕ. Чулхула вырăсĕ тетчĕç ăна. Сарă сухаллă çӳллĕ çынччĕ вăл. Кунĕччĕ. Сахал калаçатчĕ. Ивашка тете чăвашла пĕлместчĕ, ял халăхĕ — вырăсла. Çапах ăнланатчĕç пĕрне-пĕри. Кăмăл туртăмне чĕлхе пĕлменни те чару марччĕ...
Пĕр каçхине эпир аннепе картишĕнче ларатпăр çапла. Хальтерех çеç кĕтӳ кĕнĕ те, ял хушшинче ăшă сĕт шăрши тăрать. Анне чăлха çыхать, эпĕ ĕçсĕр алтраса курăк çинче тӳпенелле пăхса выртатăп, пĕчĕк айван, çӳлте хам çăлтăр шăтса тухасса кĕтетĕп. Сасартăк сĕрме купăс сасси чĕрене çурса пăрахрĕ... Эй, мăнтарăн хĕрĕ, илтнĕ-ши эс Ивашка тете купас мĕнле каланине? Илтмен пулсан эс купăс каланине те илтмен. Эс ман пирки калатăн та, эпĕ мĕн вăл. Купăсĕ çеç ман — Ивашка тете парни.
Купăс юрлама та макăрма, ĕселенсе тем каласа кăтартма тытăнсанах анне аллинчи ĕç çĕре ӳкрĕ, эпĕ сиксе тăрса урама чупса тухасшăнччĕ, тăрра лартăм та вырăнтан та хускалаймарăм.
Купăс шăплансан пăхатăп та — анне куçĕнчен куççуль шăпăртатса анать. Те кулать вăл, те йĕрет. Эпĕ те, халиччен пĕр ют çын патне пырса лекменскер, вырăссенчен вилесле хăраканскер, сăмахсăрах Ивашка тетепе калаçса татăлнă тейĕн, хуллен урама тухрăм та пуçăма ун арки çине пырса чикрĕм. Нимĕн те шарламарĕ кĕтӳç, хăйĕн пысăк аллине ман пуç çине хучĕ те пӳрнисемпе ман çӳçе катăр-кăтăр тутарчĕ. Çапла çеç. Анчах маншăн вăл ачашланинчен те ачашлани пек туйăнчĕ...
Эпĕ кулленех, кĕтӳ шыв хĕррине ансан, Ивашка тете патне çӳре пуçларăм. Шăхличĕсем туса паратчĕ вăл мана, вырăсла калаçма, купăс калама вĕрентетчĕ.
Эх, илтес пулсан эс Ивашка тете купăс каланине! Кăвак хуппи уçăлатчĕ вĕт, тĕнче илемленсе каятчĕ. Кашнинчех пĕр сăн, пĕр ӳкерчĕк курăнатчĕ мана. Эпĕ вăйлă, хăюллă, хастар. Манпа юнашар пĕр хитре хĕр ларатъ. (Тен, вăл эсех пулнă?) Эпир аслă улăхра, шыв хĕрринче пек. Халăхăн — шучĕ çук. Çаплах килеççĕ, килеççĕ... Эпĕ купăса кĕрлеттерсе яратăп. Çынсем сывламасăр итлеççĕ. Унтан музыка хушнине пăхăнса халăх çырми шума, хускалма тытăнатъ. Халăх пĕви татса кайтăр тесен нумай та кирлĕ мар çавăнта. Темле кукăр çеç тумалла купăспа, эп пĕлместĕп çавна. Ивашка тете те çук çывăхра...»
«Кам пулнă вăл — Ивашка тете?» — ыйтрĕ Савтепи.
Ухтиван пĕр вăхăта çаплах тĕттĕм уялла пăхса хăйĕн шухăшĕсемпе сĕмленсе ларчĕ.
«Ăна таçти таркăн вырăс тетчĕç пулас, — терĕ вăл кăшт тăрсан. — Эпĕ анне каланине çеç астăватăп, хам чĕлхе пĕлменнипе унпа калаçайман. Хăйĕн хĕрне ют çĕрелле сутнăшăн улпутне вĕлерсе тухса тарнă тесе каласа паратчĕ анне... Ăна çав кĕркуннех кантуртисем килсе тытса кайрĕç. Сĕрме купăсне вăл мана парса хăварчĕ».
Çамрăксем чылай вăхăт хушши сăмах чĕнмесĕр, хускалмасăр ларчĕç. Паçăр савăнăçлан калаçакан Савтепи те Ухтиван сăмахĕсем хыççăн пусăрăннăçемĕн пусарăнса пырса шухăша кайрĕ. Уйра шăп. Пĕлĕтсем сирĕлнĕ. Уйăх самаях çӳле хăпарнă ĕнтĕ. Çăлтăрсем те тӳпене шакăрах тухса тулнă. Хĕрпе каччă ларакан юпаран уйах еннелли анасем çинче кĕмĕл çул ялтăртатса выртать.
Çав тери канăçлă та тӳлек каçхи уйра. Савтепи пурнăç тăршшĕпех çакнашкал лăпкăн пурăнса кĕмĕл çулпа утасси çинчен, каçхи сывлăмпа питне çуса ырă курса пурăнасси çинчен ĕмĕтленсе ларать.
«Чăнах мар-и-мĕн? — тесе шухăшлать вăл хăйпе тавлашакан çынна хирĕç каланă пек чĕрре кĕрсе. — Çын пĕр хут çуралать те пĕр хут пурăнать. Темиçе пурнăç пулас пулсан сăнаса пăхма та юрĕччĕ».
Ивук хăй пирки каланă сăмахсем те Савтепие тарăхтармасçĕ, ыррăн-ыррăн туйăнса каяççĕ. Ан тив, юраттăр кăмăлĕ пулсан... Мĕн пулĕ те мĕн килĕ унта. Курăнĕ...
Ухтиван Савтепие тăма пулăшрĕ. Хĕрпе каччă майĕпен ялалла утрĕç.
Ухтиванпа Савтепи ури сассисем илтĕнми пулсанах ыраш ани хушшинчен чукмар йăтнă Ивук сиксе тăчĕ.
«Павăл!» — тесе чĕнчĕ вăл хуллен, йĕри-тавра çаврăнса пăхса тăнлакаласа тăчĕ. Хирĕç никам та сас памарĕ. Ивук Ухтиван ларнă юпана сăнарĕ, ăна тăрăх уткаласа çӳрерĕ.
«Павăл!»
Уйра шăп.
Çул çине тухма тытăннă Ивук сасартăк чарăнчĕ те çĕре пĕшкĕнчĕ.
«Павăл, тетĕп!»
«Я! Кам? Мĕн пулчĕ?» — текелесе ана çинчен стараста ывăлĕ Павăл йăраланса тăчĕ.
«Эх, ăйăх чăпти... Сысна».
«Мĕншĕн ăйăх чăпти? Эпĕ çывăрман-çке».
«Çывăрман... Темиçе хут кăшкăрса та вăранмастăн».
«Ак, хĕвелшĕн те çывăрман. Кăшт çеç кăтăш пула пуçланă. Купăсне ытла ăста калать, хăямат. Шухăшласа выртрăм-выртрăм та...»
«Шухăшланă эс... Сана купăс калани мар, сăра пуснă. Атя киле».
«Ухтиванне тытса вĕтместпĕр-и-мĕн?»
«Ăçта вăл — Ухтиванĕ?»
«Пĕлместĕп ара. Халĕ çеç çавăнта ларатчĕ мар-и?»
«Халĕ çеç». Унтанпа яшка пиçсе анас вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Этемму тахçанах Каççан хĕрне ыталаса выртать пуль».
«Каççан хĕрне вăл кĕçĕр ыталама пултараймасть».
«Мĕн пирки?»
«Савтепи паян Кашмаша хăнана кайнă».
«Ак кунта Ухтиван арки çинче лараканни вара камччĕ?»
«Савтепи те килнĕччĕ-и кунта? Ан калаç! Апла таврăннă пуль?»
«Тьфу, тăмана çамки. Хăй çапах çывăрман тесе тăрать. Тавлашма тесен эсĕ... никам çĕнтерес çук. «Хам тĕле çитсенех уринчен тапса ӳкеретĕп». Ӳкертĕн тапса».
«Ара... Вĕсем пур пĕрех иккĕн пулнă та-ха...»
«Çынна тапса ӳкерме мар, хăвна шыва кайса янă пулсан та сисместĕнччĕ эсĕ».
«Утар-и эппин киле?»
«Мĕн туса тăрас тата кунта?»
Çамрăксем çул çине тухаççĕ.
«Мĕн эсĕ питне сăтăркаласа пыратăн, Павăл?»
«Таçта пиçен çине выртнă пулмалла. Ыратать...»
«Эсĕ кĕçĕр çывăрма та выртмастăн пуль ĕнтĕ килте?»
«Мĕншĕн çывăрмалла мар?»
«Ара, ана çинче ыйхуна тăрантартăн та...»
«Шутсăр тарăхнă иккен эсĕ, Ивук».
«Эпĕ саншăн тарăхрăм. Килĕре пырса сĕтелĕре ватса хăварать, ял хушшинче мăшкăлласа çӳрет, эсĕ пур...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...