Таната :: Утарта
Ивук кашни кунах Ухтивансем патне чупа-чупа пыратчĕ. Ашшĕ пекех суйкăн куçлăскер, лутра та сарлака хул-çурăмлă каччă, вăл Ухтивана ыталаса илет те вара ун куçĕнчен пăхса калаçма тытăнать. Килте урăх çын çук чухне Ухтнванран ыйтса-туса тăмасăрах пахчана тухса хăяр татса кĕрет, пӳрте кĕрсе çĕçĕ илсе тухать.
«Итле-ха, — тет вăл çăвар тулли кавлеме тытăнса, — мĕншĕн сирĕн яланах мĕн те пулин çук? Ара, тăвар хаклă япалах мар-çке ĕнтĕ?..»
Хăй писарь помощникне кĕнĕ тенĕренпе Ивук пушшех хăюланса кайрĕ.
Тепĕр кун кăнтăрлапа вăл Ухтиван патне утара чупса пычĕ. Ларма хăтланса йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те йăлтăркка хура шăлаварне вараласран хăраса ниçта та лармарĕ. Вăл тем пирки шухăша кайнă пулас, питне пĕркелентерсе темиçе самант сăмах чĕнмесĕр пăхкаласа тăчĕ. Унтан Ухтиван аллинчи сĕрме купăса туртса илсе каска пукан çине хучĕ те сĕтел хĕррине пырса таянчĕ. Ухтиван кăшт тĕлĕнерех те сăнаса пăхни ăна иментерчĕ пулас, ирĕксĕртереххĕн кулкаласа кĕпине юсакаланçи пулчĕ вăл.
«Эсĕ... мĕн-ха... темскер ан шутла. Эпĕ... ахаль кăна, купăсне...»
Ивук сăн-сăпатĕнче, сассинче вăл ĕлĕкхи тусĕ умĕнче пăртак именерех тăни, хăйне ниçтăлла мар туйни сисĕнет. Халичченех, мĕн пĕчĕкрен, вăл Ухтивана куçран пăхнă-çке-ха!
«Ара, юрать, юрать... Нимех те мар. Малалла кала».
Ухтиван сăмахĕнче Ивук сасартăк вăрттăн вĕчĕрхенӳ пуррине сиссе илчĕ. Унăн куçĕсем хуралса килчĕç. Кам вара вăл Ухтиван, тепĕр тесен, ун умĕнче хăраса тăма! Ивук лутра маччаран улăм пĕрчине туртса илсе çăварне хыпрĕ.
«Итле-ха, — терĕ вăл куçĕсене çĕрелле тартса. — Çав Савтепи пирки калатăп-ха та...»
Сăмахсем çав тери тăкăçкăн тухаççĕ. Çăвар ăшĕ типсе ларать. Иккĕшин хушшинчи курăнман çиппе татса пăрахма именсе Ивук çаплах айванла сăмахсем мăкăртатать.
«Çапла çав... Çавăн пирки калаçасшăнччĕ...»
Ухтиван нимĕн те шарламасть, хускалмасть. Пӳрнисем çеç унăн купăс хĕлĕхĕсем çине пуснă чухнехи пек хутланкаласа илеççĕ. Куçĕ урайĕнче. Ивук атти пуçĕ патĕнче, алăкран ӳкекен тăваткăл хĕвел лаптăкĕ хĕрринче, паçăртанпах ĕнтĕ пĕчĕк хура кăткă упаленет. Вăл хăйĕнчен темиçе хут пысăк кукамай виллине çаклатнă та, ăна путăксенче чĕтреткелесе тулалла сĕтĕрет. Мĕн тума кирлĕ пулнă-ши ĕнтĕ ăна кукамай вилли?
Ивук самай вăхăт кĕтсе тăрать те Ухтиван нимĕн чĕнменнине кура тарăхса каять.
«Итле-ха, Ухтиван. Савтепи кăмăла каять...»
Кирлĕ самах тупăннă. Ивук пуçне çĕклесе хăюллăнах Ухтиван çине пăхать. Вăл халь тесен халь чĕрре кĕрсе ятлаçу пуçлама та, халăх илтмеллех кăшкăрашма та хатĕр. Пĕринчен пĕри аякра вырнаçнă куçсенче курайманлăх хĕлхемĕ çиçет.
«Юратса пăрахрăм ăна... Чипер хĕр вăл. Утă çулма кайсан куртăм та...»
«Ара, эсĕ ăна унччен те курнă пуль?»
«Курнă-ха та. Утă çулнă чухне тата ырăрах асăрхарăм. Пилĕкĕ мĕнле унăн! Майрасенни пек вĕт. Куçĕсем тата! Чĕрĕллех çисе яраççĕ çынна... Иртнĕ каç пĕр пĕрчĕ те куç хупман. Вĕлерсен те çывăраймастăп!»
Ивук аттинчен таса тикĕт шăрши кĕрет. Кăткă кукамай виллине хĕвел çине илсе тухрĕ. Вăл хăпарту чусти пек пирчев çĕр çине пĕчĕк йĕр хăварса çаплах малалла туртăнать.
«Вара мĕскер?»
«Нимех те мар... Килĕшет вăл мана. Ка-алама çук кăмăла каять! Эсĕ унăн кăкăрĕсене асăрханă-и? Çарăк пек хытă та чăп-чăмăр пулмалла».
Уçланкă хĕрринчех çулçăсем чăштăртатса илчĕç те, тĕмĕсем хушшинчен хура ĕне пуçĕ курăнчĕ. Сывлăша тăвăрлатса сăмсана таса тикĕт шăрши çапать.
«Эсĕ ăна качча илес тетĕн-и?»
«Савтепие-и? Пĕлместĕп-ха. Аттепе калаçса пăхас пулать. Вăл мĕнле калать — çапла пулать».
Кăткă алăк патне çитнĕ. Кукамай виллине улăм пĕрчи урлă каçарма хăтланса ик-виçĕ хут та пикенсе пăхрĕ вăл — е улăм пĕрчи сĕтĕрĕнме тытăнать, е кукамайĕ таçта çакланса ларать.
Ивук Ухтиван ăçта пăхнине асăрхарĕ пулас, тăрса атă кĕлипе кăткă çине пусрĕ.
«Эсе, Ухтиван, ун пирки нимĕнле ĕмĕт те тытмастăн пуль? Эпĕ, леш, утă çулнă чухнехине астунăччĕ те...»
«Мĕн ĕмĕтленнине эп хам пĕлетĕп».
Çĕрпе танах пулса ларнă кăткă сасартăк пĕр урине çĕклесе сывлăшра выляткаларĕ. Унтан теприне хускатрĕ. Кĕçех вăл çыпăçса ларнă кĕлеткине çĕр çумĕнчен хăйпăтрĕ те уксахлакаласа тулалла, хĕвел çинелле, йăпăртатрĕ.
Ухтиван йĕрĕнсе Ивук çине пăхрĕ:
«Кăкăрĕ, куçĕ, пилĕкĕ... Тата мĕн-мĕн кăмала каять?»
«Эс темле... яланах хуçалла калаçатăн».
«Эсĕ улшуçсем лаша çинчен калаçнă пек калаçса ларатăн. Этем пуль вăл? Намăса пĕлес пулать кăштах...»
«А сана мĕн ĕç? — терĕ те Ивук хăй хăюлăхĕнчен хăй тĕлĕнчĕ. Тути хĕррисем унăн кăвакарса кайрĕç, чĕтрекен сылтăм алли сĕтел çинчен чĕркуççи çине ӳкрĕ. — Эпĕ сана пула халĕ те нумай намăс куртăм. Утă турттарма кам пуçласа янă? Эсĕ пуçланă. Кам яланах кăмăлсăр? Эсĕ! Сана пĕрмаях мĕн те пулин çитмест, мĕн те пулта килĕшмест... Пурте пĕлеççĕ эпĕ санпа юлташлине! Саншăн мана намăс». .
Ивук çĕтĕлсе калаçнине лăпкăн сăнаса ларакан Ухтиван кулса ячĕ.
«Намăс пулсан мĕншен пĕрмаях ман тавра явăçса çӳретĕн? Кам чĕнсе килчĕ кунта сана?»
«Ытла та эсĕ... пуçна çĕклетĕн. Юрамасть ун пек. Сан вырăнта тепри юлташ кантурта ĕçлет тесе мухтанса çӳрĕччĕ».
«Пят кирлĕ мана кантуртисем. Санпа калаçса ларса çăвар тутине те сая ямастăп эпĕ. Каях аçу патне».
Ивук йăпăр-япăр алăк патне кайса тăчĕ те, хĕп-хĕрлĕ хĕремесленсе кайнăскер, чĕтресе каялла çаврăнче.
«Асту эп сана...»
«Мĕн тăвас тетĕн вара?» — терĕ те Ухтиван куçне хĕссе сĕтел çине таянчĕ.
Ивук тата пăртак чакрĕ:
«Хăвах курăн ак. Эс атте пирки мĕн калаçнине те лайăх астăватăп эпĕ».
«Мĕншĕн вăл сăмахсене эсĕ алăк патне кайса тăрсан тин каларăн? — Ухтиван темĕн шыраса йĕри-тавра пăхкаласа çаврăнчĕ. Нимĕн те тупайманнипе сасартăк каска пуканне çавăрса тытрĕ. — Эсĕ мана хăратса çӳреме-и?»
Анчах вăл тула чупса тухнă çĕре Ивукăн шăрши те юлман-мĕн. Ухтиван вăл аякра таплаттарса чупнине итлесе тăчĕ-тăчĕ те Ивукăн манса юлнă карттусне илсе тухса хăва хушшинелле вăркăнтарчĕ.
Ухтиван сĕрме купăсне тытса ларма ĕлкĕрнĕччĕ кăна, сукмакпа такам асăрханса утса килни илтĕнчĕ, кĕçех лупас алăкĕнчен Ивук пуçĕ курăнчĕ. Унăн пăсаранни пек суйкăн куçĕсем пĕр самантрах Ухтиван кăмăлĕ йăвашланнине асăрхарĕç.
«Эсĕ мĕн-и? — текелесе Ивук Ухтиван патне йăпшăнса пычĕ. — Купăс калатăн-и?»
«Вара мĕн?»
«Ман карттуса курмарăн-и?»
Ухтиван тути хĕррисем кăштах аялалла усăнчĕç.
«Сан карттусна-и? — терĕ те вăл кулкаласа Ивук çине пăхрĕ. — Курмасăр. Халиччен вăл килне те çитрĕ пуль ĕнтĕ. Эпĕ ăна сан хыççăнах хăвасем хушшине тухса ывăтрăм».
Ивука ку сăмахсем халĕ пĕртте тарăхтармарĕç темелле. Ячĕшĕн кăна вăл Ухтиван хыççăн кулнă пек турĕ те пукан çине кĕрсе ларчĕ.
«Эпĕ акă мĕн пирки, — терĕ вăл, — çак кунсенче яла кантуртисем килмелле...»
Ухтиван картах çаврăнчĕ.
«Мĕн пирки?»
«Мукаçей кĕлечĕн çĕрне акманшăн штраф пуçтараççĕ. Ĕлĕкхи хырçăсене татманнисем те чылай тет пулас. Тата... мĕн...»
«Утă пирки шарламаççĕ-и?»
«Пуринчен ытла утă пирки калаçаççĕ, — савăнса ӳкрĕ Ивук. — Хам та çавăн пирки калаçса татăласшăнччĕ... Сан ятна асăнман эп унта. Ялтисем те шарлаканах пулас çук».
«Вара уншăн мĕн тăвас пулать манăн?»
«Нимех те мар, — терĕ те Ивук куçне аяккалла тартрĕ — Эсĕ ху манпа туслă пулнине кантуртисене ан шарла... Эпĕ вырăна та халĕ çеç кĕнĕ те, ырă мар атту. Нихорошо».
«Хăçан килеççĕ-ха кантуртисем?»
«Пĕр-ик кунтан!»
«Юре, шарламăп».
«Чипер юл эппин...»
«Чипер кай».
«Тăхта-ха, Ухтиван... Савтепишĕн эсĕ ахалех çилленетĕн. Сана пур пĕрех авланма юрамасть-çке».
«Мĕншĕн?»
«Ара, эсĕ авланнă пек шутланатăн. Сана çĕр вăрласа килсе пăнă, туй тунă...Урăх авланма юрамасть. Йăли çавнашкал. Мана атте каласа пачĕ».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...