Таната :: «Эпир...»
Тарăхнă, ывăннă, кĕвĕлсе çитнĕ Салакайăк сасартăках ним тума пĕлмерĕ. Лашине хăвалаттарас — ахаль те тусанран ниçта кайса кĕме çук. Хуллен уттарас — хĕвел çунтарса ярас пек пĕçертет. Кун пек кайсан, виç çухрăма пĕр ĕмĕр каймалла. Михапарне вулăс правленине чĕнтерни те усса пымĕ çав. Чăвашсен яланах пĕр юрă: курман, илтмен, пĕлместпĕр. Кирек мĕн ту эс вĕсене. Ку вара ыттисенчен те «паталлăрах». Пĕр-пĕр айăп тупасчĕ унне...
Пăх-ха эс ăна: чип-чиперех ухмаха тăратса хăварчĕ вĕт. Пăрăнчĕ те утрĕ... «Ним тума та кирлĕ мар вăл сана!»
Кирлĕ-и, кирле мар-и — ăна никамран та ыйтса тăмастчĕ-ха Салакайăк. Çине тăрсан хăйĕн шухăшне тăвать-тăватех вăл, каларĕ тесе калăр.
Хăйне çапла йăпаткаласа пычĕ пулин те, çав самантра Александр Петрович шалтăрах халтан кайнăччĕ. Пĕтĕм ялĕпе калаçса татăлса улталарĕç-çке. Юлашкинчен тата Михапар мăшкăлласа хăварчĕ!
Çĕр вăрланă вырăна кайса кĕл туни те хăратать. Вăл йăла тĕне хирĕçле япала пулсан? Епархире пĕлĕç, чĕнтерсе ятлĕç, вырăнтан хăваласа кăларĕç. Ватлăхра хутаç çакса çӳремелле пулĕ.
Намăсне ниçта чикеймĕн.
Салакайăк чĕтрекен аллипе питне сăтăрса илет. Пурнăç та çав! Кĕтмен-туман çĕртен — инкеке çакланчĕ. Салакайăка хывăхпа улталанă пек улталарĕç! Пĕртен-пĕр çăлăнăç кунта — часрах тӳре-шарасене систересси.
Александр Петрович пĕр вăхăта, пĕр кĕп-кĕске вăхăта çеç лăпланнă пек пулать. Вара ун чунĕнче каллех шиклĕ туйăм хускалать. Тӳре-шарасене систерес тесе калама çăмал. Мĕн систерен вĕсене? Мĕн пĕлет вăл йăла çинчен Салакайăк? Хăйне улталани çинчен каласа памалла-и?
Урапа пуçĕнче тĕренкелесе ларса пыракан лавçă сасартăк Александр Петрович еннелле çаврăнчĕ.
«Эпир çав а... кхм, кхм... ачине шав шеллетĕп», — терĕ вăл куçне мăч-мăч хупкаласа та чылайранпа калаçмасăр пынипе тытăнчăклăрах сасăпа.
Пуп тĕлĕнсе пуçне çĕклерĕ.
«Хăш ачине?»
«Ара, лешне, çĕр вăрлаканнине».
«Ан калаç?! Çĕрне ача вăрланă-и ăна?»
Лавçă куçне тата хăвăртрах мăч-мăч-мăч хупкаласа илчĕ те çул тăрăх малалла пăхрĕ: çынсем ытла çывăхра мар-и терĕ пулас.
«Ача çех мар-ха та... Вăл та пулнă ĕнтĕ унта. Вăл кĕрӳ каччи пулнă-çке-ха, туйра кĕреке хушшинче ларнă».
«Туйра? Мĕнле туйра? Эпĕ нимле туй çинчен те илтмен-çке?»
«Туйра çав ĕнтĕ. Çĕр вăрлама кайнă чухне туй туса каяççĕ».
Салакайăк нимĕн те ăнланмарĕ, çапах темĕн уçăлма пуçланине сисрĕ. Вăл урапа хыçне пĕр хĕрринерех куçса ларчĕ те малта, кайăк пек, лари-ларми тĕренкелесе пыракан лавçа хăй çумне кăтартрĕ.
«Кил, лар, турă чури. Уру ывăнчĕ пулĕ».
Кайăк пекех çинçе мăйлă, пĕчĕкçеççĕ лапчăк пуçлă та ансăр питлĕ этем кулас килмен çĕртенех ихĕлтетсе кулнă пек турĕ те лăп чарăнчĕ, ларма тăчĕ, каялла сулăнчĕ, вара лашт кайса ларчĕ те пупа кăшт çеç çул çине кăларса ӳкермерĕ.
Пĕр хушă чĕнмесĕр пычĕç.
Ансăр питлĕ этем тилхепине хускатрĕ те чĕлхине кăларса тутисене çуласа илчĕ.
«Эпир кайса тĕрĕслерĕм. Йĕрĕ çавăнталла каять... Ав лелле...»
Лавçă хăех калаçма тытăннине, вăл калаçмасăр пыма пултарайманнине кура халь ĕнтĕ Салакайăк юри чĕмсĕрленнĕ пек пулса ларчĕ. Вăл кĕскен çеç ыйткалать.
«Мĕн йĕрĕ?»
«Ара, çĕр вăрлакансен йĕре. Эпир паян ирхине кайса пăхрăм. Ураписем хыçне шăналăк çакса янă пулнă, йĕр ан палăртăр тесе... Пĕр кустăрмин тукунĕ катăк...»
«Шуркассинелле кайнă тетĕн-и?»
«Ийя çав. Эпир ăна хам куçпа хам куртăм. Кайса шăршлакаласа çӳрес пулсан йĕр çине ӳкме те майĕ пур».
«Шăршласа çӳресен-и? Мĕн тума вăрлаççĕ вара ăна, çĕрне? Тырă пултăр тесе-и?»
«Ийя çав».
«Йĕрки мĕнле унăн?»
Ансăр питлĕ лавçă каллех малалла шикленсе пăхса илчĕ. Çул çинче никам та курăнмасть.
«Йĕркеллех пĕлместĕп эпир ăна, пачăшкă. Кĕрӳ каччи тупаççĕ, туй тăваççĕ... Ун çинчен ют çынсене калама юрамасть тет».
Урапа çăтăр-çăтăр-çăтăр туса пырать, тусан йăсăрланать. Муркаш шывĕ урлă каçрĕç, тăвалла хапарчĕç. Уй хапхинче Салакайăк сасартăк калаçу пуçламăшне аса илчĕ:
«Ма шеллетĕп терĕн эс кĕрӳ каччине?»
«Эпир-и? Ăна вĕлереççĕ», — терĕ те ансăр питлĕ çын лашине туртса çапрĕ.
Хапха умне тăрлаттарса çитсе чарăнчĕç. Пуп ансан лавçă лашине çавăрса тăратрĕ.
«Ĕнтĕ эпир каяр-ха». — Вăл урапа çине майлашăнса ларчĕ те тем кĕтсе Салакайăк куçĕнчен пăхрĕ.
«Кайран килсе лар, — терĕ Александр Петрович. — Чей ĕçĕпĕр, хула çинчен аса илĕпĕр... Санпа калаçса ларма лайăх. Эсĕ нумай пĕлетĕн».
Лавçă савăнсах килĕшрĕ.
Вăл кайсан Салакайăк ун хушаматне аса илме хăтланса пăхрĕ — аса илеймерĕ. Те Петровчĕ вăл, те Ивановчĕ.
Лавçă тавралăха каç сулхăн çапсан йăпшăнкаласа, хĕсĕнкелесе килсе кĕчĕ. Алăк уçса хупни те, ура сасси те илтĕнменччĕ, пӳрт урайĕ варринче сасартăк çын кĕлетки курăнса кайрĕ. Ĕçсĕр аптранă енне «Казанские Губернские Ведомости» хаçатăн кивĕ номерне тытса ларнă Салакайăк çурта кăмрăкне татса илчĕ.
«Э-э, ку эсĕ иккен...»
«Эпир-ха. Çӳретĕп чăрмантарса».
«Мĕн чăрмавĕ! Кил, ирт, лар тĕпелелле».
«Матăшкă сывлăхĕ чиперех пуль?»
«Чиперри-мĕнĕ унăн... Халь канма выртнăччĕ-ха. Каçхине тин сывлăш çавăртăм тет».
Микки сĕтел çине вĕри сăмавар кĕртсе лартрĕ, таçтан эрех туртса кăларчĕ. Пĕр черкке хыççăн ансăр питлĕ çыннăн куçĕсем чĕррĕнтерех йăлкăша пуçларĕç. Чей чашкине вăл сулахай аллин пӳрнисене çӳлелле тармакласа тытнă.
«Ялта пурăнма кичем, пачăшкă. Тĕттĕм халăх. Нимĕн те пĕлмеççĕ! Ларт-ха эс вĕсене чей ĕçме, хи-хи... кхм... Чейне ĕçме мар, вĕсем ун тĕсне те курман. Хулара эпир хуçа патĕнче яланах чей ĕçеттĕм. Стрепки картишне пĕр хуран йăтса тухса парать те...»
«Мĕн ĕçре тăраттăн эсĕ хулара?»
«Эпир-и? Ан çиллен те, пачăшкă, ăна сĕтел хушшинче калама мĕнех мар пек... Тасататăп. Паян пĕр хуçанне, тепĕр кун — тепринне...»
«Э-э, ăнланатăп», — текелесе Салакайăк пăртак аяккарах куçса ларать.
Ансăр питлĕ çын эрех кĕленчи еннелле анасласа пăхать. Тепрер черкке ĕçеççĕ.
«Ĕçĕ таса мар та, укçи таса, — тесе ансăр пит пыр çыххине вĕçертсе ярать. — Ĕçлесе пĕтерен те, алла шăнкăрт укçа тыттараççĕ. Каятан вара пĕр-пĕр хупаха е... ăçта та пулин урăх çĕре, майрасем патне. Тутлă апат-çимеç унта, тĕрлĕ вăйăсем, эрех... Чăн-чăн улпутсене ялти çынсем ĕмĕрте пĕрре кураççĕ, эпир вĕсемпе кашни кунах тенĕ пек пĕрле ĕçсе çиетĕп... Ан çиллен те, пачăшкă, манан пыр типсе ларчĕ, эпир çак черкке тĕпĕнчине кăна... Пĕринпе виçĕм кун каçхине çеç рак пĕçерттерсе çирĕмĕр. Шлепкепе хăй, туяпа. Калаçма тесен вара — такама сутса ярĕ. Укçине килне манса хăварнă пулнă та, эрех ĕçтернĕшен мана пуç хĕрлĕ тăрса кăтартрĕ, вырăсла калаçма вĕрентрĕ. «Вы темелле» тет. Вăл «эпир» тени пулать, Халь эпир çапла калаçатăп та, маткалласкер ăнланмасть. «Çурăмунтан турчкапа çаклатсан чиперех этемле калаçма вĕренĕн» тет. Тĕттĕм çын, мĕн ăнлантăр вăл».
«Нда!» — текелесе Салакайăк черккесене тултарать. Ансăр питлĕ çын хăй тӳпине янк çеç çавăрса хурать те васкаса куçне мăч-мăч-мăч хупса илет, пуç çирĕп ларать-ши тенĕ пек, çинçе мăйне тытса пăхать.
Пӳртре çурта çăтăртатса çунать, тутлă шăрш кĕрет. Салакайăк сасартăк сиксе тăрать те тĕпелтен пуçламан çăкăр çавăрса илсе пĕр сăмах чĕнмесĕр картишнелле ыткăнать. Ансăр пит хăраса сĕтел çумнелле тĕршĕнет. Тулта сыснасем çухăрса яраççĕ, çынсем кăшкăрашса ятлаçни илтĕнет. Пăртакран хашкана ернĕ Салакайăк каялла таврăнать, пукан çине йăванать.
«Çук, хăваласа яратăп эп ку Миккие, — тесе вăл черккине тытма хăтланать те — тытмасть, тӳрленсе ларса ансар пит еннелле çаврăнать. — Пăх-ха эсĕ: кун каçипе сыснасене пĕрре апат паман. Эрех кӳпсе тултарнă та туртать ыйха... Турă туса янă чĕрчун вĕт вăл, сысна, ма асаплантарас ăна?»
«Вăл çаплах ĕнтĕ, — килĕшет ансăр пит. — Хăвала та яр эс ăна. Кирлех пулсан хам кĕрĕшĕп. Чĕнекенсем урăх та пур та, çыннисем килĕшмеççĕ. Тĕттĕм халăх!»
Салакайăк чухăна пеме тытăнать: укçа çук, матăшки чирлĕ, хăй те халсăр, вĕсем çутта тухнă тарçа юрама та пĕлес çук...
«Эсĕ мана çав çĕр вăрланă чухне мĕн-мĕн тунисене каласа пар-ха. Пĕлмелле манăн ăна».
«Эпир-и? Пит те лайăх пĕлетĕп эпир ăна. Тепĕр старикрен те ăста чухлатăп. Анчах — юрамасть. Ăна кама та пулин пĕлтерсен пĕтрĕ пуç вара, яла та килсе ан кĕр».
«Кирлех пуль сана ял. Эсĕ хулара та тепĕр улпутран ирттеретĕн».
Эрех ĕçеççĕ. Ансăр пит хăйен черккине шалтах ӳпĕнтерет, Салакайăк кăшт таррине çеç татать.
«Вăл чăнах ĕнтĕ, — тет ансăр пит пĕр хушă пуçне чиксе сĕнксе ларнă хыççăн. — Эпир хулара та пулă Атăлра ишнĕ пек пурăнатăп. Çапах — хăрушă. Кам та пулин пĕлсессĕн... çут тĕнче сыв пул те».
Салакайăк пӳрт алăкне кайса хупать.
«Эп сана ун пекех хăравçă мар тесе. Ара, кам пĕлтĕр? Микки çывăрать. Хветле кӳрше ларма кайнă...»
Ансăр пит ури çине тăрать, тайкаланса урам енчи чӳрече патнелле утать. Сывлăш хускалнипе çурта çулăмĕ енчеи енне сулкаланать, пӳртри япаласем те вырăнтан хус-калнă пек курăнаççе.
Ялта шăпах.
«Эппин итле», — тесе, ансăр пит сĕтел хушшине пырса ларать, тахçанччен калаçма хатĕрленсе сывлăшне çавăрать. Анчах каласа памаллисене — кĕрӳ каччи тупнине, туй тунине — вăл паçăрах каласа панă ĕнтĕ, ыттине — пĕлмест.
Салакайăк куçне хупмасăр ăна çăварĕнчен пăхать.
Вара ансăр пит суйма тытăнать.
«Валтан çын пусса парне кӳреççĕ...»
«Çын пусса?!» — тесе Салакайăк çăварне карса пăрахать.
«Киреметсене çырлахтармасан — ĕç тухмасть, çĕрне вăрлани те усăсăр. Çын тытса пусаççĕ. Унтан... мĕн...»
«Ун çинчен Михапар та пĕлет-ши?»
«Ара, пĕлмесĕр».
«Ан калаç?!»
«Ĕненмесен ыттисенчен ыйтса пăх. Михапар вăл каламасан та пултарать, вăл çавнашкал çын. Ристан йăхĕ... Эпир ăна шутсăр лайăх пĕлетĕп».
«Тĕлĕнтерсех пăрахрăн эс мана. Кур-ха эсĕ... Çын вĕлереççĕ, тĕрлĕ усал ĕçсем тăваççĕ. Эп — ларатăп ухмах пек, нимĕн те курмастăп та, илтместĕп те. Ай, çылăх, ай, çылăх...»
«Эс пĕлменни тăтах та нумай вăл, пачăшкă. Акă Михапарăн ачинех илес. Унăн иккемĕш ывăлĕ — ывăл мар».
Ку çын ăсран тайăлман-ши тенĕ пек, Салакайăк ансăр пит çине пăхса ларать-ларать те эрех кĕленчине пуçтарса чикет.
«Эсе ытларах сыпрăн пулас, турă чури. Тем сӳпĕлтете пуçларăн».
«Эпир-и? Эпир тăта çавăн чухлĕ ĕçме пултаратăп. Пĕтĕм ял пĕлекен сăмаха çех каларăм эпир сана, эс ăна та илтмен ав».
«Мĕнле вăл ывăл — ывăл мар?»
«Ывăл мар çав».
«Мĕн вара вăл? Тур каçартăр та, сысна çури-и?»
«Мĕншĕн этем ачи сысна çури пултăр? Михапаран иккĕмĕш ывăлĕ ывăл мар — хĕрача».
«Ну, каларăн та, — тесе Салакайăк хыçлă пукан çине сĕвенсе ларать. — Те чăнах калатăн эсĕ, те... юмах яратăн. Мĕне кирлĕ хĕре ывăл теме?»
«Çавна та пĕлместĕн-и? Çĕр илме! Тăрантарса пăх-ха эсĕ икĕ ят çĕрĕпе вунă çынна, вара мĕн калăн».
«Эй-яй-яй та çав. Ни çылăхран хăрамаççĕ... Эп вăл ачине хам та темиçе те курнă. Чиперех арçын ача тумтирĕ тăхăнса çӳрет».
«Ĕненмесен эс ăна кантура чĕнтерттер, пачăшкă. Лайах кăна пĕçеркки паччăр».
«Çук, чĕнтерес мар. Эс те ан шарла. Атя, пурăнччăрах ĕнтĕ хăйсем пĕлнĕ пек. Кайран курăнĕ унта».
Вĕсем чылайччен калаçса лараççĕ. Ансăр питлĕ çын килне çур çĕр çитеспе тин тухса утать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...