Таната :: Тепĕр кун ирхине
Тул çутăлнă-çутăлманах Яка Илле Мултиерсем патне пырса кĕчĕ. Пӳрт тăрринчи качака таки тĕлĕнчен шикленкелесе пăхса иртрĕ те вăл çенĕк алăкне уçса ячĕ, пĕшкĕнсе пӳрте кĕрсе тухрĕ.
Никам та çук.
«Вилсе пĕтнĕ-и-мĕн кăсем?»
Лаç алăкĕнчен пăчă сывлăшпа пĕрле, çăвăр хурт пек, пĕр кĕтӳ шăна кĕрлесе тухрĕ.
«Ерчевлĕ тавраш вара çак Мултиер. Ачи нумай, шăни нумай», — текелесе Яка Илле лупас айнелле утрĕ. Шăтăк лупас айĕнче, çĕре сарса пăрахнă кив шăналăк çинче, шакăрах тăватă кăтра пуç — тăватă ача курăнчĕ. Мултиер хăй каскалакан çĕрех, кустăрмасăр урапа çине, выртнă. Чĕкеç паçăрах тăрса тухнă пулас, пахча леш вĕçĕнче тем чакаланать.
Яка Илле урапа хĕррине пырса ларчĕ.
«Эй, ăста, тăр-ха часрах».
Пĕртте çывăрман та пек, Мултиер яшт тăрса ларчĕ те ачисем еннелле кăнн пăхса илчĕ, лешсем чиперех çывăрнине кура хăй те урапа çине выртрĕ, çав самантрах харлаттарма пуçларĕ.
Яка Илле ăна хул пуççинчен тытса силлерĕ.
«Тăр-ха ĕнтĕ, çитет сана çывăрса».
Мултиер вăр-вар тепĕр май çаврăнса выртрĕ.
«Кай, ан чăрмантарса çӳре»,
«Тăр теççĕ сана».
«Мĕн пулчĕ?»
«Кăлаçмалли пур ара».
Мултиер сиксе тăчĕ те çăварне чĕлĕм хыпрĕ, Яка Иллене картиш варринелле çавăтса кайрĕ.
«Ытла хыт сĕрлетĕн эсĕ, Илле пичче. Куратăн вĕт — ачасем çывăраççĕ. Ну, калаç эппин, мĕн калаçас тетĕн».
Вĕсем кĕлет умне пырса ларчĕç. Яка Илле чĕлĕмне табак тултарчĕ, лаçа кайса ывçипе сиктере-сиктере кăвар пĕрчи илсе килчĕ. Вара малтан хăй, унтан Мултиер чĕртре.
«Ну, мĕн çĕмĕрттеретĕн ку чухне, Мултиер? Халăх çинче питех курăнмастăн...»
«Ним çĕмĕрни те, юсани те çук. Пурăнкалатпăр çапла... Эсĕ тем ĕçпе пулас?»
«Ĕçĕ-качки темех мар-ха та... Çӳпçе туянасшăн санран»,
«Çӳпçе?! — терĕ те Мултиер пĕчĕк куçĕсемпе Яка Илле çине чăр! пăхса илчĕ. — Тен, кункăра пуль?»
«Çук, çӳпçех туянасшăн-ха. Усал савăт-сапи ман хамăн та çителĕклĕ. Çӳпçе кирлĕ».
«Мĕн хума?»
«Кирек мĕн хума пултăр унта, вăл сан ĕç мар. Эпĕ санран сутăн илетĕп. Пĕр киле илсе кайсан кирек мĕн тăвам. Кăмăл пулсан, тен, çапса çĕмĕрĕп е... çăнăх тултарса лартăп. Çапла-и? Эсĕ — ĕçлекенни, эпĕ — туянаканни».
«Çăнăх-кĕрпе хума памастăп, — терĕ Мултиер. — Килтех лартăр. Кирлех пулсан пасара кайса ил».
Кун пек татса каланă хыççăн Яка Иллен тухса каймаллаччĕ пек ĕнтĕ, анчах вăл çаплах хускалмасăр ларать-ха, тарăхнă пулсан та хăйĕн яланхи: «Калăттăм та эп сана пĕрре», — тенĕ сăмахне те аса илмест.
«Эс темле мĕнтерех, Мултиер... Ара, эп санран ахаль илместĕп-çке. Ун пек тесен, пасарта та эсĕ такама сутатăн-ха. Те япаласем хума, те çăнăх ярса лартма илеççĕ вĕсем».
«Вĕсене пĕлместĕп эп. Курмастăп. Эсĕ — куç умĕнче».
«Мĕн чухле сутатăн вара эс çӳпçӳсене?»
«Эпĕ укçалла мар, çăнăхла паратăп».
«Мĕн чухлĕ?»
«Пăт çурă».
Урамра такам утпа чуптарса иртсе кайрĕ.
Яка Илле сасартăк васкаса ӳкрĕ.
«Атя, йăт эппин çӳпçӳне. Хутаç та ил. Пирĕн пата каятпăр».
«Мĕн чул паратăн?»
«Икĕ пăт çăнăх».
Мултиерĕн тĕксем сăнĕ йăлтăрах çуталса илчĕ. Вăл тăрса лупас айнелле утса кайнăччĕ, сасартăк каялла çаврăнса пычĕ.
«Эсĕ çӳпçине те курмарăн-çке, Илле пичче. Пахаламарăн та. Тен, вăл, мĕн пуль?.. Тата çăнăх хумах пулсан...»
«Мана Паçа валли кирлĕ, ан лĕпĕртетсе тăр эсĕ. Паçăр эпĕ ахаль калаçрăм. Çӳпçине те курнă. Пĕлетĕп эп сан аллуна... Атя часрах».
Хальхинче Мултиер хăй савăннине пĕртте палăртмарĕ. Çӳпçине ăна эпир хаклăраха та сутма пултарăпăр-ха, вăл темех мар, васкама та пушарах тухман тенĕ евĕр, вăл майĕпен чĕлĕмне тултарчĕ те лупас айнелле утрĕ.
«Эсĕ ута пар, Илле пичче. Эпĕ çак самантрах пыратăп, халех...»
Яка Илле урама тухнă-тухман Мултиер, çăмăл ача пек, пахчаналла чупрĕ, арăмĕ патне пырса ăна çурăменчен çупăрласа илчĕ.
«Çĕтĕкне-çурăкне вутта пăрах, карчăк. Çĕн тырра тухса ӳкрĕмĕр!»
Чĕкеç тӳрленсе тăчĕ те аллинчи çум куракне йăран çине ӳкерчĕ.
«Мĕнле çĕн тырра тухрăмăр? Ухмаха ермерĕн пуль те эс?»
«Эпĕ мар, Яка Илле ухмаха ернĕ! — тесе Мултиер арăмне ыталама хăтланчĕ те сухан йăранĕ çине ярса пусрĕ. — Атя, юрĕ-çке ĕнтĕ, ан çиллен, карчăк. Пыр, çӳхӳ пĕçерме хатĕрлен. Халех çăнăх йăтса килетĕп. Савăнтарар пĕрре ачасене».
«Ăçта вара вăл çăнăхĕ? Яка Иллерен ыйтса пăхас тетни?»
«Ыйтмасăрах парать. Çӳпçене сутăн илесшĕн. Тархасшăн туянтар тет. Эп вăраниччен тахçанах пырса ларнă. Икĕ пăт çăнăх терĕм те, пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Виçĕ пăт ыйтнă пулсан "виççĕ" те паратчĕ пуль, кăштах хамăн ăс çитмерĕ... Вăт эс ухмах те Яка Иллене, пăх-ха эсĕ. Мĕн лайăххипе начаррине вăл та уйăрма пултарать иккен».
«Пĕрре ухмаха ернĕ тен эс, тепре ухмах мар тен. Санпа, — текелесе Чĕкеç аллисене саппун веçĕпе шăлкаларĕ. — Юрĕ эппин, кайса ил часрах çăнăхне. Кĕçех ачасем те вăранаççе пуль ĕнтĕ».
«Халех, карчăк, халех... Куртăн-и, мĕнлерех пулса тухрĕ? Икĕ пăт çăнăх халь вăл сахалтан та çур лаша хакĕ... Эс мана пустуй аппаланать тен. Çапла çав вăл, карчăк, чипер япала нихçан та сая каймасть...»
«Мухтан ĕнтĕ, мухтан...»
* * *
Пуçе çине çӳпçе тăхăнтартнипе пысăк кăмпа пек курăнакан Мултиер Яка Илле картишне пырса кĕчĕ.
«Ăçтарах лартас-ха кăна?»
«Кӳр, пăлтăра илсе кĕрем, — тесе çенĕкрен Паçа чупса тухрĕ, тутăрне унтан-кунтан туртса юсанчĕ: Мултиер — Ухтиван кӳрши! — Эсĕ лаçа кай, Мултиер пичче, атте çавăнта пыма хушрĕ...»
Клеще урисемпе темшĕн асăрханса пускаласа, çав вăхăтрах хайне хăюллăн тытма тăрăшса Мултиер лаç умне пырса тăчĕ.
Яка Илле апата ларнă-мĕн. Сĕтел çинче яшка чашăкĕ, çакăр чĕллисем.
«Апат тутлă пултăр...»
«Тавтапуç, Мултиер. Кил апата, хĕвел çинче ан тăр, кĕр кунталла».
«Манăн апат çисех тăрас мар-ха, — терĕ Мултиер усламçăран тĕлĕннĕçем тĕлĕнсе. — Килте кĕтеççĕ».
Яка Илле Мултиере çавăтсах сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ.
«Итле эс каланине. Ак сана кашăк, ак çăкăр. Паçа халех мĕн тавать... Паçа, ăсса кил-ха лешне!.. Мĕнле кăларса яран тет килнĕ çынна пĕрер курка ĕçтермесĕр. Нелçе, вырăссем калашле. Юрамасть. Тата паян сăлтаве те пур: япала туяннă!»
Яка Иллене Мултиер нихçан та килештермен. Чăрсăр ăстаçа Яка Илле хăй те юратман ĕнтĕ, паллă. Ăнсăртран хăй патне пырса кĕрсен ăна сăра-эрех ĕçтерме мар, ĕмĕрне те сĕтел хушшине лартман. Кĕреке хушшине лартма мар, йăлишĕн те чĕнмен. Халĕ ак — хăй пырса чĕнсе килчĕ, темскер, «лешне» ĕçтересшĕн. Ăна çав териех кирлĕ пулнă-ши вара çӳпçе? Тен, Паçи качча каять пуль?
Мултиер пĕчĕк куçĕсемпе чăрр! пăхса илет те тытнă кашăкне сĕтел çине хурать. Тепĕр тесен пуянсем вĕсем чике тăршшĕ лартса хăварма та ӳркенсе тăмаççĕ.
«Валтан çăнăхне кайса леçес пуль-ха ман. Карчăк ирхи апат пĕçерме хатĕрленнĕччĕ».
«Çăнăхне-и? Ларах эсĕ, лар, ан хускал. Çăнахне Шахрун кайса леçĕ. Шахрун! Шахрун тетĕп!»
Пахчаран ыйхăллă Шахрун, Яка Иллен хăрах куçлă «хурăнташĕ», килсе кĕчĕ. Хуçи ăна Мултиер илсе килнĕ саплăклă хутаçа тыттарчĕ.
«Ме, тултар кайса çăнăх. Икĕ пăт ямалла. Алăк хыçĕнчине, вĕтĕ авăртнине, ил эсĕ. Асту, чипер турттаркала: катăк пулсан эп сана... Тултар та Мултиер патне кайса леç. Пĕлетĕн-и Мултиер ăçта пурăннине?»
«Пĕлмесĕр ара!» — терĕ те лешĕ никам çине пăхмасăрах кĕлетелле çаврăнса утрĕ.
«Килсен виçĕ кунтанах пĕтĕм яла палласа çитрĕ, — мухтанчĕ Яка Илле. — Хăш-пĕр вĕт-шакăрсене эпĕ те пĕлместĕп — такам ачи вĕсем, Шахрун — пурне те ятран паллать».
Паçа нӳхрепрен капăклă кăрчама асса килчĕ. Пĕрремĕш куркине çӳпçе сутнă ятпа, теприне — çӳпçе туяннă ятпа ĕçрĕç. Кăрчами уçă, техĕмлĕ, ĕçнĕçем ĕçес килтерсе тăрать. Виççĕмĕш шалтти куркана Мултиерĕн пĕчченех ĕçме тиврĕ: вăл кунта, Яка Илле патĕнче, «хăнара» иккен.
Вăйсăр Мултиер часах ӳсĕрĕлсе кайрĕ. Тепĕр тесен, ăна сума суса чĕннĕ-çке, мĕншĕн ĕçтернĕ чухне ĕçсе пăхас мар! Якура е хăйĕн Каççан кумне чĕннĕ пулсан вĕсем те ĕçĕччĕç. Анчах кунта Якура та, Каççана та мар, темшĕн ăна, Мултиере, чĕнсе килнĕ. Апла пулсан ĕçме те сăлтавĕ пур-тăр ĕнтĕ. Ухмах-ухмах те эсĕ ăна, Яка Иллене, унан хăйне пурăнмалăх ăсĕ пурах-тăр çав ĕнтĕ, мĕн тăвăн эсĕ. Кам кирлереххине çын тени чухлать-çке-ха...
Чăваш кăрчами, сĕлĕ лаша урине ăннă пек, ураран çапнине лайăх пĕлет Мултиер, çавăнпа вăл ытлашши ӳсĕрĕличчен тесе Яка Илле кил-çуртне курса çаврăнчĕ. Лаç чӳречине, вăкăр хăмпи вырăнне, пĕчек кĕленче кантăк лартса янă. Ку япала пĕртте килĕшмерĕ Мултиере: ытла ним лартман пекех янкăр уçă. Вăкăр хăмпи çутă парать те витĕр кăтартмасть. Ку вара — халăх умне тухса тăнă çарамас çын пек: ниçта та пытанма çук. Мултиере хĕлле юрах та юратчĕ ĕнтĕ вăл. Яка Илле кĕленче кантăксăр та вилмест, Мултиере — ĕçлеме кирлĕ.
Шухăшепе çак тĕле çитсе тухсан Мултиер кулса ячĕ.
«Ну, ĕçтер эппин, Илле пичче. Пĕтес тĕк пĕтес пĕрре...»
Вĕсем кĕçех ыталашма, пĕрне-пĕри ырă сăмахсем калама тытăнчĕç. Мултиершĕн халь ĕнтĕ пĕтĕм тĕнче хитреленсе кайрĕ.
...Пăртакран ӳсĕрĕлсе ним пĕлмиех пулса çитнĕ ăçтаçа Шахрун пахчана хĕвел питне тухса пăрахрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...