Таната :: Мултиер


Мултиер пӳрчĕ пĕрре те улшăнман пек. Картиш енĕ çаплах çĕре путса тăрать, çавăнпа пĕчĕк пӳрт урамалла чăркăшса пăхнă евĕр курăнать. Пĕртен-пĕр чӳречи те вăкăр хăмпи карнипех. Кантăк куç ларттарма ĕмĕтленни — ĕмĕтпех юлнă-мĕн. Тем пекех кирлĕччĕ ĕнтĕ Мултиере кантăк! Пӳрт çийĕнчи улăм çĕрсе тислĕк купи пек пулса ларнă, хĕррисенчен çĕре чăмăртанса татăла-татăла аннă. Мултиер «ташманĕ» — сухаллă качака таки те пурăнать иккен-ха. (Тахçан, Ухтиван пĕчĕкрех чухнех, Мултиер пĕр мăшăр качака туяннăччĕ, качакине çав çулах кашкăр тытса çине, таки — хăтăлса юлнă). Вăл, ĕлĕкхи пекех, пӳрт тăрринче пурăнать пулас, картиш енчи путăка, хурама сулхăнне кĕрсе выртнă та хуралçă пек килен-каянсене сăнаса выртать. Ухтивана курсан качака таки сухалне лăстарр! силлесе илчĕ те вăрам мăйракипе çурăмне кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ. Миçе хут пусма хăтланман пуль ăна тарăхнă Мултиер, е вăл пĕр-ик кун çухалса пурăнать, е пӳрт тарринчен урамалла тӳп! сиксе анать те каялла çаврăнса тăрать. Пыр та тыт вара эс ăна! Хуçин çилли-пăшши иртсе кайнине ват супнă така таçтанах сисет тейĕн, Мултиер хăй çинчен манса кайсанах вăл унăн пӳрчĕ тăррине хапарса выртать, е, йытă пек, Мултиер ачисем хыççăн çӳрет, кил-çуртне хурал тăрать. Пĕррехинче, ĕç çинче, Мултиерсем патне ыйткалакан пырса кĕнĕ пулнă. Качака таки пӳрт тăрринчен тăрст! сиксе аннă та — алăк патне. Хуçисем çĕрле уйран таврăнмасăр та кăларса яман ыйткалакана.

Хăйне Мултиер хĕл каçипе те пĕр улăм пĕрчи памасть! Çурма ишĕлчĕк хӳмеллĕ лупас айĕнче каскаласа тунă çĕнĕ япаласем курăнаççĕ. Тӳсеймесĕр Ухтиван унталла утрĕ. Мĕн ĕçлет-ши Мултиер? Туса пĕтереймен кункăра, сырăш, ача тетти пек хитре хултăрчă, хăвăлне çунтарма тытăннă килĕпе çĕнĕ çӳпçе. Вара — пĕр йĕрке... шăнкăрчă вĕлли.

Çук, пӳрчĕ çеç мар, хăй те улшăнман Мултиер. Çенĕк умĕнче Ухтиван чарăнса тăчĕ. Пӳртре кăшкăрашни, темскер шанкăртатса ӳкни, ача макăрни илтĕнет. Ку та — çĕнĕ япала мар.

Ухтиван çенĕке ярса пусрĕ. Пӳрт алăкĕ яриех уçă. Çенĕкри çĕр урайĕнче пӳртрен кăларса пенĕ вут сыпписемпе хăма татăкĕсем сапаланса выртаççĕ. Ухтиван çумнех хăрах кăçат вăркăнса тухса ӳкрĕ.

Ухтиван пĕшкĕнсе пӳрте кĕрсе тăчĕ. Çемьере ултă çын — Мултиерпе унăн арăмĕ, Кĕлпикке, кăтра пуçлă виçĕ пĕчĕк ача — урайĕнче йăваланаççĕ. Утма та тин çеç вĕреннĕ кукăр ураллă ача ĕсĕкле-ĕсĕкле урай хăми хушшинче темскер шырать. Кĕлпикке те макăрнă сăнлă. Сĕтелпе тĕпелти вăрăм сакка куçарса лартнă, кутник хăмисене илсе кăмака çине купаласа хунă.

Кун пек тĕркĕшӳ вахăтĕнче кĕриччен кĕменни те-ха.

«Те вăй патăр темелле ĕнтĕ... — текелесе Ухтиван та урайне хутланса ларчĕ. Вăл шӳт тăвасшăнччĕ, анчах сăмахĕсем йĕкĕлтесе каланă пек пулса тухрĕç, ăна сăмахне персе ярсан тин туйса илчĕ Ухтиван. — Мĕн çухатрăр, Мултиер пичче, эпĕ те шырам».

Тусанпа та тарпа вараланса пĕтнĕ Мултиер кăн-кан пăхçа илчĕ те нимен те чĕнмерĕ, Чĕкеç тăрса хаш сывларĕ те сак çине кайса ларчĕ. Вăл та макăрас патнех çитнĕ-мĕн. Кукăр ураллă ачи шырама пăрахса пӳрнине çаварне чикрĕ. Кĕлпиккепе унăн шăллĕ çеç урай хăми хушшисенче чакаланаççĕ.

«Мĕн çухатрăр, Чĕкеç пике?»

«Ыйт ав хăйĕнчен», — терĕ те Чĕкеç печĕк ачине йăтса картишне тухса кайрĕ.

Мултиерпе килĕштерсе пурăнма кансĕртерех ĕнтĕ, ăна пурте пĕлеççĕ. Часах вăл ачисене тӳпелесе илет, арăмне тăрлать. Çулла пырса та пырать-ха, тулта, ирĕкре; хĕлле вара — ниçта кайса кĕме çук, çӳпçе пек пĕчĕк пӳртри ултă çын иртен пуçласа каçченех пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче, кирек ăçталла пăрăнсан та çынна перĕнетĕн... Çитменнине, ура айĕнче пӳтексем явăнаççĕ. Пĕр сăлтавсăрах çапăçса кайма пулать.

«Эпĕ картишне тухса ларатăп, Мултиер пичче...»

Мултиер халĕ те нимĕн те шарламарĕ.

Ухтиван лупас айне тухрĕ. Мыскара, мыскара! Пӳрт тăрринчи улăма шăйăрса çӳрекен качака таки, кулленхи ятлаçусем, шăнкăрчă веллисем. Мĕнле çыхăну вĕсен хушшинче? Мĕншĕн вĕсем, çиелтен вуçех те тĕрлĕ япаласем, пĕр çын пурнăçĕнче пĕр çĕре çыхланнă? Мултиер чунĕ мĕншĕн çĕтĕлнине ăнланах та пырать Ухтиван, кăштах шухăшласан шăнкăрчă вĕллисен вырăнне те тупма пулать ĕнтĕ, анчах леш сухаллă шуйттанĕ мĕне кирлĕ? Пăхса тăрать ав вăл, усал тĕлĕк пек, çĕрелле, сап-сарă куçĕсене вылятать, мăйракине силлет.

Картишĕн тăватă кĕтессинче, çӳллĕ шучăсем тăрринче — шăнкăрчă вĕллисем. Кашнинех — кайăксене тухса кеме — хитре крыльца, ларса канма та юрлама — тип турат çыхса панă; тăррисем хĕвел пĕçертесрен карттус сăмси пек малалла тухса тăраççĕ.

Тата мĕнле çыпăçуллă, мĕнле илемлĕ вĕсем — çак шăнкăрчă вĕллисем! Пĕрин çинче — сурпан-масмак тĕррисем, тăваткăл тĕрĕсем. Теприн çинче — улăх курăкĕ, вĕлле, йывăç кĕлетки...

Чи илемли вара çапах та — ĕç хатĕрĕсем. Вĕрене çӳпçе йĕри-тавра касса ӳкернĕ тĕрре Ухтиван хĕрсен тутри хĕрринче те, кĕпе арки е çухи, е тата çанни вĕçĕсенче те, ал шăлли-сурпан таврашĕнче те, саппун çинче те — ниçта та курман. Пӳрт эрешĕ-чĕнтĕрĕсем хушшинче те тĕл пулман ун пеккине Ухтиван. Çук, ку вăл — вуçех урăхла, çĕнĕ тĕрĕ, Мултиер хăй хайласа тунăскер. Çав вăхăтрах вăл вырăссенни пек, тутарсенни пек мар, «чăвашла» курăнать, хамăр таврари çут çанталăк пекех çывăх та анланмалла. Часах ак вăл хĕрсен тĕрринĕ куçать, ялтан яла сарăлсă каять...

«Чĕкеç пике, мĕн хушăра турĕ вăл ку çӳпçене?» — ыйтрĕ Ухтиван пахчаран таврăнакан ачаллă арăмран ытараймасăр çӳпçе тавра уткаласа.

«Кам пĕлет ăна, ухмаха, — терĕ те Чĕкеç хурлăхлăн ывăлне çĕре антарса турпас пуçтарма тытăнчĕ. — Пĕлтĕртенпех чакаланать. Атапай çынни туса пама хушнăччĕ. Унтанпа хĕрĕ те качча кайса манчĕ пуль ĕнтĕ... Кирек мĕн тума тăрсан та çавнашкал çĕрет вăл пирĕн, ним пайти те çук».

«Э-э, ан кала, Чĕкеç инке, Мултиер пичче алли ылтăнран та хаклă».

«Акă унăн хаклă аллисем ăçта каяççĕ, — терĕ те Чĕкеç пĕр çĕклем турпасне çĕре лап пăрахса шăнкăрчă вĕллисем патнелле тĕллесе кăтартрĕ. — Ав ăçта ун ылтăнĕсем. Килти çемйи вара выçă ларать, тăхăнма тумтир çук. Карта-хура ишĕлсе выртать. Вăл пĕр çӳпçепе икшер çул чакаланать. Уншăн хаклăрах параççĕ тетни пасарта? Ытти çӳпçесем çур витре çăнăх тăрсан куншăн пĕр чашăк хушса пама пултараççĕ, ăна та пулнн — кула-кула. Тарăхса çитет те вара «ылтăн алли» юлашки çăнăхне хупаха кĕрсе парать... Çук, писрĕ пирĕн килтен хĕрт-сурт, çавăнпа пурнăç та малалла каймасть пирĕн...»

«Итле-ха, Чĕкеç инке... Ку ытла тĕлĕнмелле чаллă япала-çке! Ăнланакан çыншăн вăл пĕр лаша хакĕ тăрать».

Ытла та тулса çитнĕ пулас паян лăпкă Чĕкеç ăшне, вăл ку сăмахсене илтсен Ухтиван çумнех пырса тăчĕ те питрен çупнă пекех каласа хучĕ:

«Эсĕ ху — ăнланакан çын-и? Çавăтса кил эппин лашуна, э? Тен, ытла хаклă пуль? Эппин, пĕр сурăх та çитĕ. Пур-и сирĕн сурăх? Ытах пĕр-ик чăхă та юрĕччĕ... Чăххи те çук-и? Эх, эсĕ те çав, «ăнланакан çын».

Вăл турпасне чăштăр-чаштăр йăтса илчĕ те лаçалла утрĕ. Çенĕкрен Мултиер тухрĕ, лупас айне пычĕ.

«Иййе путеккисем! — текелесе ятлаçса, ĕшенне çын пек, Ухтиван çумне каска çине лашт! пырса ларчĕ. — Тепре килсе лек эп сана кунта! —юнарĕ Мултиер картиш варринче тăракан ачи еннелле. Лешĕ каялла çаврăна-çаврăна пăхса амăшĕ хыççăн лĕпĕстетрĕ. — Выля ăрамра! Атту тупнă пĕр пахчапа лупас айĕ те урăх ниçта та каясшан мар. Эп сире!..»

Мултиер лăплана пуçланă. Халь вăл ятлаçсан та сулăмпа çеç, чарăнайманнипе кăна ятлаçать. Хусканăвĕсем те лăпкă, куçĕсем чĕрĕ, ăслă.

Вăл Ухтиван çине те пĕчĕк куçесемпе чăрр! пăхсă илет.

«Эсĕ чирле мар пуль те?»

«Çук-çке...»

«Сăну темлерех те».

«Çук, нимех те мар. Каçхине выртмара сахал çывăрнă эп. Мĕн çухатнă вара ачусем?»

«Ара, кантăк татăкне пĕтерчĕç, усалсем. Таçта йăтса кайнă! Иртнĕ эрнере кăна ал лаппи пышшĕ кантăк туяннăччĕ. Иллене пĕр чĕрес чавса патăм. Нумай та ĕçлеймерĕм, кантăкĕ те çийăнса ĕлкĕрейменччĕ — пĕтрĕ те. Ачасем мар та ĕнтĕ! Çавсемех пуçа çиеççĕ пуль те-ха пĕрре».

«Кантăк татăкĕ урăххине тупса парăп, Мултиер пичче. Курнăччĕ-ха эп ăрамра».

«Кантăк-и? Ăрамра-и? Кай, суятăн мар-и?»

«Тĕп-тĕрĕссине калатăп».

«Ăçта вара вăл? Тен, пирĕн ачасем кайса пăрахнă пуль».

«Çук, ку аякра, анатри ăрамра, Яка Илле çумĕнчи хушлăхраччĕ».

«Ачасем вĕсем таçта та çитсе çапăнаççĕ-ха. Ку апла урăххи-и?»

«Тăхта кăшт, илсе килем, — тесе Ухтиван тăрса килне чупать те çав самантрах каялла таврăнать. Аллинче — виç кĕтеслĕ пĕчĕк кантăк татăкĕ. — Ку сана пултăр, Мултиер пичче».

Мултиер савăнса кантăкне çавăркаласа пăхать, чĕрни çине лартать те кулкаласа ăна çӳлĕк çине кармашса хурать.

«Кама мĕн кирлине чухлатăн иккен. Юрĕ, тем пекех сана куншăн. Çавах та пуçтах ачасем пирĕн. Ниçта нимĕн тăратмаççĕ! Чĕресне ăна татах та туса пама пултаратăп-ха Яка Иллене, мана вăл мар, ачасем итлеменни чуна илет. Каланă вĕсене пырса ан тĕкĕнĕр тесе...»

«Çитĕ ĕнтĕ, Мултиер пичче. Атту эпĕ киле пăрахса каятăп».

«А чăх аш? — тесе Мултиер Ухтиван еннелле варт! çаврăнса ларать, кăтра пуçне çĕклесе нăш-нăш-нăш шăршласа пăхать. — Сисетни, мĕнле тутлă шăршă кĕрет? Пĕр путсĕр чăх пурччĕ те, паян мăйне пăтăрт çеç пăрса татрăм. Ни çăмарта тумастчĕ... Кĕçех пиçсе те анать пуль ĕнтĕ. Атя унччен пахчана кайса выртар».

«Пиçет халех, кĕтсех тăр, — тет турпас пуçтарма тухнă Чĕкеç. — Чăххи те пирĕн качака таки хăраххи, вилме маннăскерччĕ».

«Юрать, юрать, карчăк, пиçет хăçан та пулин». Мултиерпе Ухтиван пахчана тухса улмуççи сулхăнне выртаççĕ. Çĕр кунта та вĕри, анчах типсе, ванса тăмасть, сăрă чул тĕслĕ пулса шаках хытса кайнă, çуркаланса пĕтнĕ. Çурăк хĕррисенче усăнса тăракан курăк тымарĕсем вара сăхман çĕвви хĕрринчи çип пек курăнаççĕ. Такам туртса çĕлесе лартасшăн пулнă та хал çитерейменнипе пăрахнă тейĕн...

Улмуççийĕ те имшер, йăштăркка çулçăллă, тĕвĕленмен те.

«Мĕнле пурăнаççĕ унти çынсем, Ухтиван?»

«Эпĕ çӳренĕ çĕрте-и?»

«Э...»

«Мĕн енчен?»

«Ну, эппин... Мĕн çияççĕ, мĕн ĕçеççĕ?»

«Тĕрлĕренех пуль вăл. Кам мĕн пĕлет — çавна çиет... Пуррисем — кулачă, какай, сĕт-çу... Çукки — пирĕн майлах».

«Миçе хут çияççĕ вара кун каçа? Пирĕн пек пĕрре-иккĕ-и е ытларах та-и?»

«Пирĕн пек тет. Хусан çывăхĕнче пĕр хуçа панче пурăнтăм та, вĕсем кун каçа пĕр тăват-пилĕкшер те çиетчĕç пулĕ. Майри вара, ĕне пекех, яра кунах темскер чăмласа çӳретчĕ».

■ Страницăсем: 1 2