Тутимĕр :: Пиллĕкмĕш акт


Пĕрремĕш сыпăк

 

Ту хĕрри. Çăра вăрман ту тăрринелле каять. Çĕр айĕнчи лаçра тимĕр шаккани алăкран итĕнсе тăрать. Малта сарлака саксем пек чулсем выртаççĕ. Лаçран Тимĕрккепе Туйтирек тухаççĕ, кĕпе çухавине ярханах янă, çаннисене тавăрнă, чул çине пырса лараççĕ.

 

Тимĕркке

Пире сиктерчĕ саманамăр,

Çуралнă кил-çуртран хуса

Каларчĕ те, эпир санпа

Сĕм вăрманта хĕçсем туптатпăр Çавасенчен. Эх, тусăм, халĕ

Тухасчĕ аслă улăха,

Ух-уххăм утă çулнă чух

Лачкам тара ӳксен, ĕçесчĕ

Уйран, çăлкуçĕ сиввинче

Чĕресĕпе шăп ларниие.

 

Туйтирек

Пире сиктерчĕ самана,

Хура çĕр ĕçĕнчен пистерчĕ.

Çурхи ака тăвас чухне

Сухапуçне пăрахрăмăр,

Тĕренĕнчен тăватпăр хĕç.

Хĕл çитĕ. Хырăм çăкăр ыйтĕ.

Мĕн парăпăр?

 

Тимĕркке

Тăшман пуçне касма ман аллăм

Юман кӳсек пек хытă чух,

Пучах касас пирки çеç эсĕ

Ан хуйхăр!

 

Туйтирек

Манăн аллăм та

(чăмăрне кăтартса)

Санни пек кăкă ăмăрлă,

Пĕрре çеç мар салтаксене

Çапса ӳкернĕ хăй айне.

 

Эрпике килет, хĕç çакнă.

 

Эрпике

Чăнах та санăн, Туйтирек,

Пурах мухтавлă сăлтаву.

Эшкер салтак яла кĕретчĕ

Хӳме пек каррăнах тăрса,

Малти салтакĕ параппан

Çапатчĕ. Пирĕн хĕçлĕ халăх

Ырашлăхра кĕтсе выртатчĕ

Пĕр сассăр-чĕвсĕр.

— Утăрья! —

Тесе Тутимĕр кăшкăрсан,

Çĕклентĕн эсĕ, Туйтирек,

Сукса тухса, касса пăрахрăн

Параппанçа.

 

Тимĕркке

Мухта мана та.

Хушка çамкаллă лашапа

Ытла каппайчăк пыракан

Ахвитсере йĕнер çинчен

Кам хăвăрт сĕтĕрсе антарчĕ?

Э? Эпĕ мар-и?

 

Эрпике

Эсĕ-çке!

Кĕрлев те шав иртсе кайсан,

Сана, пĕртантăш тусăмçăм,

Парнелĕн эп тĕрленĕ енчĕк.

 

Тепĕр чул çине пырса ларать. Куккук авăтни илтĕнет.

 

Мана кала, чăпар куккуж,

Эрпике чăваш хĕрне,

Миçе çул юлнă пурăнма?

 

Куккук тăтăшах авăтать.

 

Туйтирек

Шур Атăл тăршшĕ вăрăм ĕмĕр

Пиллерĕ ăрăмçă куккук.

 

Тимĕркке

Вĕри чĕреллĕ Эрпике,

Нихăçан та эсĕ сивĕнмен,

Хăтана çеç мар, ытти çынна та

Хĕртсе йăпатăн чунупа.

 

Туйтирек

Кама? Тутимĕре анчах.

Пире вăл хĕртмĕ, Тимĕркке.

 

Тимĕркке

Хăнк та тумасăр пурăнăн

Йӳтичченех, çăпатуна

Сурпан тесе пуç тăррине

Лартичченех.

 

Эрпике

Чăн хăтлă пурнăç

Çап-çамрăк чух анчах хитре.

(Юрлать.)

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Хум килет те хум киллет

Ешĕл çырана.

 

Тимĕрккепе Туйтирек та юрлаççĕ.

 

Çакă уçă вăхăтра

Пирĕн аслă улăхра

Ерипен кăна

Авăтать куккук.

Чăп-чăпăр куккук.

 

Тутимĕр килсе тухать. Вăл хĕçпе, пистолетпа.

 

Тутимĕр

Кăвак çеçке çинчи пыл пек

Шерпетлĕ те çăлкуçĕ пек

Юхать яравлă сирĕн юррăр.

Анчах та юрăр вар-вар тăрăх

Анса кайсан, салтаксене

Пĕлтерĕ пирĕн вырăна.

 

Тимĕркке

Çурхи ем-емшĕл тĕнчере

Пур чун та хăй пек хĕпĕртет,

Кăпшанкă та, йĕп куçĕ пек

Чи пĕчĕкки те, хĕрĕнет

Хĕвеллĕ ырă çĕр çинче.

Пире, этемсене, анчах

Юрлас тесен те ирĕк çук.

 

Тутимĕр

Ку ирĕке те, Тимĕркке,

Илес тесен, сунтал юрри

Хĕç туттаса çĕр айĕнче

Янратăрах!

 

Тимĕркке

Шаккас, эппин.

 

Тимĕрккепе Туйтирек лаççа кĕрсе каяççĕ. Шаккани илтĕнсе тăрать.

 

Тутимĕр

Шап-шурă хурăн ешĕл тумлă,

Пилеш те шурă çеçкере.

Тавралăх, пĕтĕм çутçанталăк,

Качча юратнă хĕр пекех,

Хавасланса тумланнă чух

Çыхасчĕ санăн пурçăн тутăр.

 

Эрпике

Салтаксене çĕнтернĕ хыççăн

Имин тĕнче туйра чухне

(Хĕвĕнчен тутăр кăларать.)

Пĕркенĕп халăх умĕнче

Çапла, Тутимĕр, вĕлкĕштерĕп.

 

Тутăрне пуç тăррине çĕклет, халăх шавланине илтет те пытарать. Пăлхавçăсем тупă сĕтĕрсе тухаççĕ, ăна лаç умне лартаççĕ. Пурте хĕçсемпе, пăшаллисем те пур.

 

Тяпук

Чăвашăн аллине те тупă,

Патша туппи, лакессине

Курманччĕ эпĕ тĕлĕкре те.

 

Пĕр пăлхавçă

Малтан пирте хĕçсем анчахчĕ,

Вĕсем те хамăр туптани.

 

Тепри

Эпир мĕн чул салтак вĕлернĕ,

Ун чухлĕ пирĕн хĕçпăшал.

 

Иван

Татах та тупă илĕпĕр,

Кĕрлетĕпĕр, чёрт побери!

 

Тяпук

Мĕн терĕн эс?

 

Иван

Ку хурçă тупă

Çӳренĕ вырăс аллинче,

Пĕрре те чăвашла пĕлмест.

— Чăвашсене ан пар! — тесе

Вăрçатăп та, вăл килĕшет.

 

Тяпук

Пĕрре персе кăтартăн-и?

 

Иван

Тăшман килсен.

 

Çич-сакăр çулхи ачасем — Ахахпа Хĕркке — хашкаса чупса килеççĕ, Тяпук аллинчен уртăнаççĕ.

 

Ахах

Атте!

 

Xĕркке

Атте!

 

Тяпук

Хыпарăр пур-и?

 

Ахах

Кăштах сывлам-ха, пăвăнтăм.

 

Xĕркке

Эпир вăрманăн хĕрринче

Выртаттăмăр.

 

Тутимĕрпе Эриике ачасем умне пырса тăраççĕ.

 

Ахах

Хайхи сасартăк

Килсе тухаççĕ салтаксам.

Малта пыра парать Кăрлик,

Малти касри Мăрса ачи.

 

Тяпук

Чăваш та чăваша сутать-и?

 

Тимĕрккепе Туйтирек лаçран тухаççĕ.

 

Туйтирек

Кăрлик-и? Эсĕ, Тимĕркке,

Ăна вĕçертрĕн аллунтан.

 

Тимĕркке

Хам тытăп!

 

Халăх тĕркĕшет, кайма хатĕрленет.

 

Тутимĕр

Халăх хатĕр-и?

 

Сассем

Туйра сикес пек хатĕрех!

 

Тяпук

(Хĕçне йĕнĕрен кăларса пăхать.)

 

Каяс!

 

Ахахпа Xĕркке

Санпа пĕрле эпир те.

 

Тутимĕр

Ан пыр. Ачусене йăпат.

 

Тяпук

Тус-йышăм çапăçнă чухне

Çăмах çиес-и ман?

 

Иван

Приказ —

Саккун та пурнăç, брат Тяпук.

 

Тутимĕр

Юлма, Иван, приказ сана та.

Пăшал хаплатнă хыççăнах

Кĕрлет. Туппи те пур! —

Тесе хăраччăр, сехĕрленччĕр.

 

Халăх каять. Эрпике Ахахпа

Хĕрккене тытса чуптăвать.

 

Ахахпа Xĕркке

Аппа, ан кай!

 

Эрпике

Ăсатăп çеç.

(Чупсах каять.)

 

Иван тупă хыçĕнче тăрать. Тяпук чул çинче ларать.

 

Тяпук

Килте инкек-тĕр, ачасем?

 

Ахах

Апшур салтакĕсем ялта

Асар-писеррĕн ашкăннă,

Тĕртсе çунтарнă пӳртсене,

Хăварнă кĕл те кăмрăк çеç.

Ĕне те сурăхсем те çук.

Пурне те пуснă, çасе янă.

 

Xĕркке

Пӳрт вырăнне кушак анчах

Килсе çӳрет. Кушак та ĕннĕ.

 

Ахах

Мяуклатать. Вăл пирĕн хыççăн

Пăртакçă пычĕ, каялла

Чуптарчĕ çуннă кил патне.

 

Xĕркке

Çурисене шырать мăнтарăн,

Вĕсем вутра çунсассăн та.

 

Тяпук

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 9