Кĕмĕл кĕпер :: Курелен шывĕ — кăвак шыв
Керулен шыве — кăвак шыв,
Кăвак шыв та сипсĕр шыв.
Атăл шывĕ — аслă шыв,
Аслă шыв тпа сиплĕ шыв.
Авалхи юрăран.
Керулен шывĕ тăп-тăрă, васкамасăр юхать вăл. Юханшыв çумĕнчех асар-писер пысăк юртă. Унта, шалта, иккĕн: монголсен аслă ханĕ Угедей тата монгосен чи чаплă, чи мухтавлă çарпуçĕ Супетей.
— Шутламанччĕ эпĕ, ватă тилĕ, сана кам та пулин çĕнтерсе çапла хĕн кăтартасса, — Супетей çине куçне хĕссе пăхса сиввĕн калаçать Угедей-хан. — Аслăран та аслă Чингиз-хан та сана çав пăлхарсенчен харап курнăшăн каçараймасăрах çĕре кĕчĕ. Халь вара мĕн тумалла-ха? Ун хыççăн ĕнтĕ пăлхарсем çине икĕ хутчен те тапăнса кĕтĕмĕр. Икĕ хутĕнче те харап куртăмăр. Мĕн тумалла халь? Аслă Чингиз-хан хушса хăварнине çитерме пирĕн чи малтан пăлхарсене çĕмĕрсе тăкмалла! Анчах та мĕнле?..
— Çапла, пĕтĕм тĕнчене чĕтретнĕ аслă хан пире çурçĕрти тата аyăçри çĕршывсене пурне те çĕнсе илме хушса хăварнă. Çавна шута хурсах ĕнтĕ эпĕ çĕнĕрен те çĕнĕрен Атăлçи Пăлхарстана тапăнса кĕтĕм. Анчах... Челпир патша вилнĕ хыççăн пăлхарсене çăмăллăнах çĕнме пулать пуль тенĕччĕ эпĕ. Куç-хăлхасем пире пĕлтернĕччĕ: Челпир хыççăнхи пăлхар патши Мир-Каçи хавшак та чапрас чун-чĕрелле тенĕччĕ... Çавна шута хурса ĕнтĕ эпир Челпир вилнĕ хыççăн тăвата çултан пăлхарсем çине тепре тапăнса кĕтĕмĕр. Анчах кая юлтăмар çав. Ку хушăра Мир-Каçи мар, пăлхарсен патши Ылттăнпик пулса тăнă.
— Ку вăл леш Сахча шывĕ çинче сана укрăклас тесе хыçалтан хăвалаканни-и?
— Çавă, шуйттан çăтасшĕ! — тарăхса хĕремесленсе кайрĕ Супетей.
— Эх, ватă тилĕ!.. Эппин, вăл санăн чи хăрушă тăшману...
— Çапла, аслă хан. Тепĕр виçĕ çултан эпир тепре тапăнса кĕтĕмĕр пăлхарсем çине. Ылттăнпик пире тепре те çĕмĕрсе тăкрĕ. Çарĕ чанласах та вăйлă унăн. Хăй вара, Ылттăнпик, чăнласах та чаплă çарпуçĕ. Вăл Челпиртен те ытларах ирттерет. Унпа çапăçма питĕ йывăр.
— Эппин, урăхла меслет шыраса туп, ватă тилĕ. Манăн сана вĕрентмелле-и вара!..
— Çавăн пирки шухăшлатăп-ха, аслă хан.
— Акă, часах курултай ирттеретпĕр. Ун чухне санăн пăлхарсемпе те, Ылттăнпикпе те мĕскер тумаллине пире каласах пулать.
2.
Керулен шывĕ хĕррине, курултая, Чингиз-хан тăхăмĕсем пурте пуçтарăнчĕç.
Аслă хан Угедей вара унта хăй Чингиз-хан каласа хăварнине çитерме палăртнине пĕлтерчĕ.
— Пуринчен ытла пире кайьенчи халăхсем питĕ йышлăн пулни шухăшлаттарать, — терĕ вăл. — Чи малтан пирĕн Атăлçи Пăлхарстан патшалăхне çĕмĕрсе тăкмалла, ытла пуçтахланса кайнă Ылттăнпик патшана çĕнтермелле. Ку ĕçе Джучи-хан ывăлĕн, маттуртан та маттур Батый-ханăн тумалла пулать. Çак ĕçе вĕçне çитерме эпĕ ăна ытти чингизидсен çарĕсене те парас терĕм.
Монголсем, çак сăмаха ырласа, хаваслăн кăшкăра-кăшкăра ура çине сиксе тăчĕç.
— Тăхтăр! — чарчĕ вĕсене Угедей. — Ку пысăк ĕçре Батый-хан çарпуçĕ ватă тилĕ Супетей питĕ кирлĕ пулать. Вăл мĕскер каланине итлер!
Хулĕ çине уртса янă тилĕ тирĕнчен çĕленĕ çĕнĕ кĕрĕкне хыврĕ те Супетей ури çине хуллен тăчĕ, хăйĕн пĕртен-пĕр куракан куçĕпе пурин çине те тимлĕн пăхса илчĕ те пĕрре-иккĕ ӳсĕркелем турĕ.
Пурте ватă çарпуçĕ мĕн каласса кĕтсе ним хускалми ларчĕç.
— Хĕçпе сулкалама ухмах та пултарать, — терĕ Супетей. — Пирĕн вара пуçпа та шухăшламалла. Атăлçи Пăлхарстан — аслă патшалăх. Ылттăнпик — аслă патша. Анчах аслă патшалăхра тĕрлĕ çын пулать. Çав тĕрлĕ çынсен хушшинче патшана курайманнисене те тупма пулать. Пăлхарсен хушшинче те ун пек çын пур. Парăç-Пăрантай теççĕ ăна, тикки вăл. Ылттăнпик йăхĕнченех. Ылттăнпик — Отек ывăлĕ, Отек — Шамкун патша ывăлĕ. Эппин, Ылттăнпик — Шамкун мăнукĕ. Парăç-Пăрăнтай та Шамкун мăнукĕ. Анчах унăн ашшĕ, Асан, Шамкунăн кĕçĕн ачи пулнă. Çавăнпа Парăç-Пăрăнтай Пăлхарстанра астул илеймен. Эпир ăна астул илме те, пирĕн тус пулма та пулăшăпăр та...
Супетей хăйĕн пĕртен-пĕр куçĕпе малтай Угетей çине, унтан Батый-хан çине чеен пăхса илчĕ.
— Ку шухăша ырлатăп, — терĕ Угедей. — Эппин, эпĕ сире Батый-ханпа иксĕре урăх кунта тытса тăмастăп. Атя, иксĕр те паянах Алтай тăвĕсен леш енне каçса кайăр та кайьен çĕрĕсене пăхăнтарас тесе ĕçе тытăнăр. Пĕрремĕш пысăк ĕçĕр Парăç-Пăрăнтая тупасси пултăр...
Батый-ханпа Супетей аслă хана Угедее пуç тайреç те каç пулнине пăхмасăрах çирĕп утăмсемпе пĕрин хыççăн тепри аслă юрттăран тухса кайрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...